Çурт-йĕре юсас ыйтăва тишкерчĕç

18 Янв, 2021

2020 çулта Чăваш Енри нумай хваттерлĕ 281 çурта юсама, çакăн валли 1,3 миллиард тенке яхăн тăкаклама палăртнă. Плана туллин пурнăçлайман — 238 çуртра юсав ĕçĕсене ирттернĕ. Апла пулин те строительство министрĕ фонд ĕçне ырласа хакларĕ: пандемие пула юсав ĕçĕсене пуçăнмашкăн тытăнса тăма тивнĕ, тĕрĕссипе, утă уйăхĕнчен кăна ĕçе кÿлĕннĕ. Апла пулин те фонд пысăк ĕç пурнăçлама пултарнă. Çакăн пирки ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура калаçрĕç.

Чăн та, финанс министрĕн Михаил Ноздряковăн иккĕленÿ пулчĕ: вăл çуртсен шучĕ чакса пынипе пĕрлех тăкаксем пысăкланнинчен тĕлĕнчĕ — çакна ăнлантарса пама ыйтрĕ. Тĕлĕнтермĕш çук иккен: пĕрремĕшĕнчен, хаксем ÿссе пыраççĕ — металл, калăпăр, юлашки вăхăтра кăна 50% хакланнă, икĕмĕшĕнчен, çуртсенче халь темиçе йышши юсав ĕçĕсене пĕр харăс пурнăçлама тивет — çакă та ĕçсен хакне пысăклатать.

Апла пулин те Михаил Ноздряков 2019 çултах юсама палăртнă хăш-пĕр çуртра ĕçсене халь те пурнăçламаннине аса илтерчĕ. Фонд директорĕ Вячеслав Долгов хăш-пĕр çурт культура еткерĕ пулни, çакă вĕсене юсас тĕлĕшпе чăрмавсем кăларса тăратни пирки каларĕ. Тепĕр чух подрядчиксем хăйсен сăмахне тытманни те пулать. Анчах ку, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев шучĕпе, фонда тÿрре кăлармасть: тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксем лекеççĕ тĕк — унашкаллисемпе малашне ĕçлемелле мар.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментировать