«Стрижсемпе» паллашрĕç
Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти аэропортра «Стрижи» пилотаж ушкăнĕпе тĕл пулу иртрĕ. Унта Шупашкарти ача-пăча кану лагерĕсенчен тата шкулсенчен ачасем пулчĕç. Вĕсем вĕçмелли аппаратсемпе паллашрĕç, МИГ-29 истребитель кабинине кĕрсе курчĕç. Тĕл пулăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.
- Шупашкарăн 545 çулхи юбилейне «Стрижи» пилотаж ушкăнĕ килни - пысăк парне, истори пулăмĕ. Летчиксем республикăра пурăнакансене Раççейĕн хăватне кăтартĕç. Ку ушкăна курсан чăваш çамрăкĕсем тăван ене тата хытăрах хисеплеме вĕренĕç, вĕçев кашни çынра патриотлăх туйăмне вăйлатĕ. Андриян Николаев космонавт летчика çулсерен чыслатпăр. Паянхи мероприятие вара республикăн чи маттур ачисем хутшăнма пултарчĕç. Сирĕнтен нумайăшĕн хĕрÿллĕ кăмăл-туйăм пуласса пĕлсех тăратпăр, - терĕ Михаил Васильевич.
«Стрижсем» çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче 13 сехетре кăсăклă шоу кăтартĕç. Вĕсене илсе килме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей оборона министрĕпе Сергей Шойгупа килĕшÿ тунă. Ушкăнра - пилĕк МИГ-29, пĕр ИЛ-76 самолет, 11 пилот тата 32 механик. Хăнасем Шупашкарта çурлан 19-мĕшĕчченех пулĕç. Аэропортра çамрăксем валли экскурси ирттерĕç.
- Шупашкара тулли кăмăлпа вĕçсе килтĕмĕр. Уявра 200-тен пуçласа 1600 метр çÿллĕшре чи кăткăс та çĕнĕ трюксем кăтартăпăр: спиральсем, «Нестеров йăлмакĕ», «тюльпан», «пичке» тата ытти, - каласа пачĕ пилотсен ушкăнĕн ертÿçи Сергей Осяйкин.
«Стрижсен» ушкăнĕ кăçал 23 çул тултарать. Çак вăхăтра вĕсем тĕнчери тĕрлĕ авиашоура пулнă. Тĕслĕхрен, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Севастопольте шоу кăтартнă.
Алена АЛТУХОВА
Комментировать