«Хамăрăн самолетпа çитрĕмĕр...»

16 Авг, 2014

Волгоград облаçĕнчи Камышин хулипе районĕ пирĕн республикăри Йĕпреç районĕпе пилĕк çул каялла туслă çыхăну йĕркелесе яни çинчен «Вырăнти хăй тытăмлăх» кăларăмра эпир çырнăччĕ.

Унтанпа вĕсен делегацийĕсем пĕр-пĕрин патĕнче темиçе те пулма ĕлкĕрчĕç. Туслăх çулне пуçласа хываканĕ - ун чухне Йĕпреç район администрацине ертсе пынă Анатолий Петров. Вăл кăçал, тĕрĕсрех çырас тăк, утă уйăхĕн варринче Камышин хула администрацийĕпе вырăнти Дума чĕннипе асăннă хула кунне чысласа ирттернĕ савăнăçлă пухăва хутшăннă, унта сăмах тухса каланă, чăваш халăхĕн саламне сăваплă Волгоград çĕрне çитернĕ.

- Çул çÿреве иккĕн тухса кайрăмăр: эпĕ тата «Красный партизан» колхоз ертÿçи, район Пухăвĕн депутачĕ Николай Иванов, - хăйĕн калаçăвне çакăнтан пуçларĕ Анатолий Иванович. - Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров та питĕ пырасшăнччĕ, анчах урăх çĕре каймаллипе пирĕн ушкăнра пулаймарĕ.

Пĕлетĕр-и, эпир инçе çула мĕнле транспортпа кĕскетнине? Вулакана вăрах хушă тĕмсĕлтермĕп, хуравне çийĕнчех уçса парăп: Камышина хамăрăн самолетпа вĕçрĕмĕр. Ан тĕлĕнтĕр вулакан «хамăрăн самолет» тенинчен. Пучинке ялĕ çывăхĕнче пирĕн колхозăн аэродром пур, вăл «пĕчĕк авиаци» йышне кĕрекен самолетсене йышăнма пултарать. Объект тĕрĕслеврен ăнăçлă тухса ятарлă лицензипе сертификат илнĕ. Шупашкар хулинчи пĕр вĕçевçĕ /хушаматне асăнни кирлĕ мар/ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакан хăйĕн самолетне пирĕн аэродромра тытать. Çавна май эпир те çав самолета «хамăрăн» тетпĕр...»

Çăмăл çунатсемлĕ «хурçă кайăкпа» вĕçсе кайнă та Камышин хулине пирĕн ентешсем. Хула кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă пухăва çитсен, ăна ертсе пыраканĕ культурăпа кану паркне пуçтарăннă пĕтĕм халăха Чăваш Республикинчи Йĕпреç районĕн делегацийĕ хăйĕн самолечĕпех килсе çитни çинчен пĕлтерсен, пуринчен ытларах тĕлĕнекенни Волгоград облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулнă-мĕн. Тĕлĕнмелли кунта акă мĕн: кĕпĕрнаттăрăн ку тарана çитсе те усă курма ятран уйăрса панă самолет çук иккен. Ку сăмах майăн пултăр-ха.

Икĕ кун хушшинче Йĕпреçсен элчисем Камышин хулинчи паллă вырăнсене çитсе курнă. Чи малтанах вĕсем Совет Союзĕн Геройне, легендăна кĕрсе юлнă Алексей Маресьева чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă. Камышинсемпе Йĕпреçсене тăванла тата туслă çыхăнусем йĕркелесе яма пулăшаканĕ шăпах çак паттăр-çке. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче икĕ урасăр тăрса юлнă вĕçевçĕ госпитальтен сипленсе тухсан ниçта та мар, Йĕпреçри вĕçев шкулĕнче «иккĕмĕш çунат» туяннă.

Чăвашран килнĕ хăнасем Камышинри историпе тавра пĕлÿ музейĕнче пулнă, кунти «Маресьев кĕтесĕнчи» экспонатсемпе кăмăлласах паллашнă. Хальлĕхе хăйсен мухтавлă ентешĕ вăрçă çулĕсенче Йĕпреçре вĕреннине çутатакан материал сахалрах пулнине кура Анатолий Петровпа Николай Иванов музей сотрудникĕсене пулăшма сăмах панă.

- Хулапа район администрацийĕнче те, хула Думинче те пултăмăр, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне мĕнлерех йĕркелени çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр, - тет Анатолий Иванович. - Раççей Федерацийĕн «Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунне юлашки вăхăтра кĕртнĕ улшăнусем пирки кунти ĕçтешсем мĕн шухăшлани те кăсăклантарчĕ пире. Вĕсем те пирĕнпе пĕр шухăшлах: лава иккĕн мар, пĕччен туртса пымалла тата пуçлăх кам пулассине халăхăн татса памалла. Халăх йышлă пурăнакан вырăнсенче йĕркеленĕ ТОС тата ТСЖ ĕçĕ-хĕлĕ те интереслентерчĕ пире, общество йĕркипе ĕçлекен чылай юлташлăх ертÿçисемпе курса калаçрăмăр. Камышинсенчен вĕренмелли сахал мар. Ку ыйтусене тĕпе хурса вĕсем тăтăшах хулапа район шайĕнче канашлупа семинар йĕркелеççĕ-мĕн.

Юлашкинчен эпир Камышин хулипе районĕн яваплă çыннисене, çавăн пекех культурăпа искусство ăстисене хамăр пата хăнана чĕнтĕмĕр. Кĕркунне Пучинке ялĕ çывăхĕнчи улăхра йăлана кĕнĕ «Камай уйĕн урхамахĕсем» спорт турнирĕ иртет. Виçĕ çул каялла пирĕн тупăшусене курма Камышинсен йышлă делегацийĕ килнĕччĕ. Кăçал та çăкăр-тăварпа кăмăлтан кĕтсе илĕпĕр вĕсене.

Киле килес умĕн Камышин хулипе районĕн эрнере пĕрре тухакан «Уезд» хаçат редакцийĕнче пултăмăр, журналистсене Чăваш Республикинче пурăнакансен паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа патăмăр. Хăйсемпе тытакан çыхăну çирĕпленсех пырасса шанса, асăннă редакци пире çур çуллăха хăйсен хаçатне çырăнса пачĕ. Çапла вара, Камышинсен «Уезд» хаçачĕ Пучинкене 2 экземпляр килсе тăрать.

Нимĕн иккĕленмелли те çук: Атăл хĕрринче вырнаçнă Камышинпа Кĕтнепе Пăла, Кушлавăшпа Хум хутлăхĕнче тĕпленнĕ Йĕпреç ен хушшинчи тăванлăхпа туслăх çулĕ çултан-çулах такăрланса та анлăланса пырĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.