Результатсене порталта пĕлме пулать
Чăваш Енре сovid.cap.ru портал ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ — коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине палăртакан тест результачĕсене пĕлтерсе тăрасси.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Кизилов каланă тăрăх, ку портал тест результатне хăвăрт пĕлме, сиплеве вăхăтра палăртма май парать. «Результат тухтăр патне те хăвăрт çитет, даннăйсене пациентăн электронлă медкарттине кĕртеççĕ. Çапла вара, результатсене 48 сехетрех пĕлме пултараççĕ», — терĕ вăл. Пирĕн республикăра 11 лабораторире тест тăваççĕ. Алексей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх, ПЦР мелĕпе 378 пин ытла тест тунă, 80 пин ытла çын антителăсене палăртма кăмăл тунă. 5 лабораторие çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернине, Шупашкарти ачасен 2-мĕш больниципе Канашри медцентр лабораторийĕсенче те тест тума тытăнассине палăртрĕ вăл.
Республикăри медицинăн информаципе аналитика центрĕн пуçлăхĕ Светлана Ананьева каласа кăтартнă тăрăх, хальлĕхе порталта 10 пин ытла çыннăн результатне кĕртнĕ. «Порталпа усă курма йывăр мар. Унта тухтăр панă хут çинчи номере (вăл 13 хисепрен тăрать) тата çуралнă куна çырмалла», — терĕ Светлана Ивановна. Результатсене смартфонпа та пĕлме пултараççĕ, ун валли асăннă хут çинчи QR-кода сканерламалла. Специалистсем малашне çĕнĕ мелсене те ĕçе кĕртме палăртаççĕ: результатсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕн харпăр кабинетĕнче тата СМС-хыпар урлă пĕлме пултарĕç. Ку таранччен районтан килнĕ анализ результачĕсене чылай вăхăт кĕтме тивнĕ, мĕншĕн тесен результатсене хутпа вырăна илсе çитернĕ.
www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать