Ĕçлĕ çул çӳревпе — Сĕнтĕрвăрри хулинче

3 Дек, 2020

Раштавӑн 3-мӗшӗнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева ертсе пыракан ӗҫлӗ ушкăн Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Савватипе пӗрле Сĕнтĕрвăрри хулинче пулчĕ. 

Ахальтен ҫак йышпа ҫула тухман вӗсем. Сӗнтӗрвӑрри хулинче историлле пӗлтерӗшлӗ чиркӳсем пур. Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркӳ тата Сӑваплӑ Троица соборĕ - хулан паллӑ вырӑнӗсем. "Вӗсене юсаса ҫӗнетмеллех. Ҫак чиркӳсем - историлле астӑвӑм та, Сӗнтӗрвӑрри халӑхӗн хӳтлӗхӗ те", - терӗ Савватий атте.

Унтан ӗҫлӗ ушкӑн купсасен йăла музейне ҫул тытрӗ. Ҫавра сĕтел ирттернӗ май паянхи тĕл пулăва пĕтĕмлетрĕç. «ЭсФоЭс» архитектурăпа строительство компанийĕн ертӳçи Алмаз Валиуллин хулан истори центрне аталантармалли концепцин малтанхи кăтартăвĕсен презентацийĕпе паллаштарчӗ.

"Чи кирли — пĕрле ĕçлемелле, пĕр-пĕрне пулăшмалла, вара пĕтĕмпех пулать", — палăртрĕç çавра сĕтел хушшине пухăннисем.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать