Халăхăн тата коммунальщиксен ЧЭСК умĕнчи парăмĕ — 521 млн тенкĕ ытла
Халăхăн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансен Чăваш энергосбыт компанийĕ умĕнчи парăмĕ 521 миллион тенкĕрен те иртнĕ. Çав шутра 284 миллион тенкĕ — регионта пурăнакансен усă курнă электричество энергийĕшĕн тÿлемелли парăмĕ.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, электроэнергин тÿрĕ кăмăллă мар потребителĕсен хура списокне Шупашкар хулинчи 13 управляющи компани, çавăн пекех Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Канаш районĕсенчи управляющи компанисем кĕнĕ.
Канаш хулинче усă курнă электроэнергишĕн тÿлеменнисен списокĕнче «Центр», «Западный» УК ОООсем, ЖКХри «Канашская» УК малта.
Çĕмĕрлере парăмлисен списокне çаксем пуçлаççĕ: «Система управления», «Жилище» УК, «Коммунальник» ОООсем. Вăрнар районĕнчи Калининăра ĕçлекен «Март» ООО та «çунтарнă» электроэнергишĕн тÿлемелли парăма ÿстерсе пырать.
Çĕрпÿ районĕнче тĕрлĕ абонент номерĕллĕ икĕ «Коммунальщик» управляющи компани самай пысăк парăм пухнă, «Звезда» УК ООО та сĕмсĕррĕн тÿлеменнисен ретĕнче.
Çапах усă курнă электроэнергишĕн тÿлеменнине пула капланнă чи пысăк парăмсем — Шупашкар хулинчи УКсен. Антирейтингăн çÿлти йĕркисене «Алмаз», «Радужный» тата «Лидер» ТСЖсем йышăнаççĕ. Управляющи компанисен хушшинче — «Мирный-1», «Жилищный стандарт» управляющи компани тата «Старко» УК ООО.
— Коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансен хушшинчи парăмлă управляющи компанисен списокĕ уйăхсерен çĕнелсе пырать. Эпир парăм виçине тата вĕсем хăйсем çине илнĕ обязательствăсене, энергипе тивĕçтермелли килĕшÿре палăртнă условисемпе çирĕплетнĕскерсене, мĕнле пурнăçланине, парăма татас енĕпе палăртнă гарантисене шута илетпĕр. Компанисене усă курнă электроэнергишĕн вăхăтра тÿлеме, парăмсем пухассинчен пăрăнма сĕнетпĕр, çапла тусан вĕсем антирейтингран тухĕç, — терĕ ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.
Палăртни вырăнлă: ЧЭСК усă курнă электричествăшăн энергипе тивĕçтермелли килĕшÿре çирĕплетнĕ виçепе тата вăхăтра туллин тÿлекен организацисене «Шанчăклă ĕçтеш» акци йĕркелесе çуллен чыслать. Чăваш энергосбыт компанийĕ тĕрĕс тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен управляющи компанисене чунтан тав тăвать.
Николай КОНОВАЛОВ.
Комментировать