Тĕрĕс статистика тĕрĕс йышăнусем тума май патăр

27 Ноя, 2020

Республика территорийĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн эрнекунхи ларăвĕнче уйрăм районсемпе хуласенче сыхлăха тивĕçтерессишĕн яваплă мобильнăй ушкăнсен ĕçĕ тĕлĕшпе тиркевлĕ калаçу пулчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ларăва ертсе пынăскер, палăртнă тăрăх, лару-тăру çивĕччине кура сиплевпе профилактика ресурсĕсемпе усă курнин тухăçлăхне тĕплĕ хакламалла, коронавируспа чирлисемпе ĕçлекен медиксене хавхалантарассипе çыхăннă тимлĕхе пысăклатмалла, палăртнă чарусем тĕлĕшпе çирĕпрех ыйтмалла. Çавăн пекех вăл Финанс тата Сывлăх сыхлавĕн министерствисене хушма оборудовани туянмашкăн укçа уйăрас ыйтăва тишкерме сĕнчĕ — ку лаборатори тĕпчевĕсен шутне палăрмаллах пысăклатма кирлĕ.

— Пурнăç кăтартса пачĕ: пурте пĕрле тĕллевлĕн ĕçлесен мĕн пур чăрмав сирĕлет. Коронавирус та парăнĕ — ниçта та кайса кĕреймĕ… — иккĕленмест Олег Николаев.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов статистикăпа паллаштарчĕ. Республикăра коронавируспа чирлесси кашни 100 пин çын пуçне 213 çынпа танлашнă. Сиплев учрежденийĕсенчи пушă койкăсен шучĕ — 22,9%. Резервра — «Надежда» тата «Чувашиякурорт» санаторисен койка фончĕ. Эрнекун тĕлне сиплевре 2,5 пин ытла çын пулнă. Çав шутра «вăтам йывăррисем» — 66%. Шел те, «йывăррисем» те сахал мар — 647 çын. 58-ăшĕ вара — уйрăмах йывăррисем. 62 çын искусствăлла вентиляци мелĕпе сывлать. Чирлисене пулăшас, çынсене эмелсемпе тивĕçтерес ĕçе студентсене те явăçтараççĕ, волонтерсем те пулăшаççĕ.

Роспотребнадзор управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская пăшăрханăвне пытармарĕ: чирлисен шучĕ куллен ӳссе пырать. Вилекенсем те ытларах. Юлашки эрнере çулланнă çынсем нумайрах чирлени палăрнă. Тепĕр тесен, чир ачасене, çамрăксене те тиркемест. Пандемие пула республикăри шкулсенчи 17 класа хупма тивнĕ — ачасем дистанци мелĕпе вĕренеççĕ. Вăрнарти тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи икĕ шкула маларахах хупнăччĕ, халь вара Çĕмĕрле районĕнчи тепĕр шкул тĕлĕшпе те çавнашкал йышăну тунă. Канаш районĕнчи Карăклăри шкул тĕлĕшпе те çивĕчлĕх пур — унта шкул ĕçченĕсене инфекци ерни палăрнă. Чăн та, республикăра паян коронавирусăн пысăк уйрăм вучахĕсем çук. Апла пулин те, ĕçлекен çынсем нумай чирлени палăрать — ĕç паракансен енчен тимлĕхе вăйлатни кирлĕ.

Надежда Феофановна тепĕр самант çинче те чарăнса тăчĕ: больница тулашĕнчи пневмони вăй илсех пыни палăрать. Юпа уйăхĕнчипе танлаштарсан, чӳк уйăхĕнче çак чирпе аптранисен йышĕ 21% пысăкланнă. Коронавирус статистики вара иртнĕ эрнере республикăри 14 муниципалитетра япăхланнă. Ĕç-пуç уйрăмах çивĕчленнĕ территорисен шутĕнче — Етĕрне районĕ, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем.

Ахальтен мар ĕнтĕ Алла Салаева вице-премьер чарусене пăхăнассине тĕрĕслекен мобильнăй ушкăнсен ĕçне хакласа сăмах илчĕ. Республикăра çавнашкал 220 ушкăн ĕçлет, вĕсене полици тата прокуратура представителĕсемпе вăйлатнă — пакунлă çынсем пулсан шанчăклăрах. Анчах, шел те, хăш-пĕр çĕрте çав ушкăнсен ĕç кăтартăвĕсем курăнмаççĕ. Чылай районта вĕсем юлашки эрнере пĕр протокол та çырман — никам та йĕркене пăсмасть тейĕн. Апла мар-çке — çав муниципалитетсенчех инфекци сарăлнин статистики япăх. Экономика аталанăвĕн министерстви тĕлĕшпе те ӳпкев пулчĕ: унăн представителĕсем хайхи «мобильнăй ĕçе» çанă тавăрсах кӳлĕнни сисĕнмест-ха.

Статистика тенĕрен, Олег Николаев шучĕпе, «эпир пĕр-пĕрне тĕрĕссине калани пысăк пĕлтерĕшлĕ: чирлисене тупса палăртатпăр, ку лайăх, тĕрĕс информаци тĕрĕс йышăнусем тума май парать». Çапах чарусене пăхăнассине тивĕçтермеллех. Хăшĕсем вара вĕсем çине алă сулаççĕ. Çав шутра — общество апатланăвĕн предприятийĕсем. «Туйсем йĕркелеме те майсем тупаççĕ, — кăмăлсăрланчĕ Олег Алексеевич. — Хăш-пĕр тĕслĕхре ку йĕркеллех иртет пуль, анчах тепĕр чух туй хыççăн унта хутшăннă мĕн пур хăна чирленĕ тĕслĕхсем те пур. Мĕншĕн тесен пурте пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнаççĕ, çийĕнчен алкоголь çынсен иммунитетне хавшатать».

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать