Чи лайăх дружинник — Олег Мефодьев

26 Ноя, 2020

Паян Шупашкарта иртнĕ «Чи лайăх халăх дружинникĕ» конкурс çĕнтерӳçисем паллă.

Кăçалхи конкурса 18 халăх дружинникĕ хутшăннă. Çĕнтерӳçĕ — Вăрмар районĕнчи Олег Мефодьев. Иккĕмĕш вырăнта Сергей Слугин /Улатăр хули/, виççĕмĕшĕнче — Таисия Иванова /Çĕрпӳ районĕ/. Конкурсра мала тухнисене тата призерсене Чăваш Республикин Юстици ĕçĕсен патшалăх службин ертӳçи Дмитрий Сержантов, ЧР шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Веселовский хаклă парнесемпе тата дипломсемпе чысланă, обществăри йĕркелĕхе сыхлама хастар хутшăннăшăн тав тунă.

Сăмах май, республикăра 26 халăх дружини ĕçлет, вĕсен ретĕнче 525 çын тăрать. Кăçалхи тăхăр уйăхра халăх дружинникĕсем 3600 ытла мероприятире йĕркелĕхе сыхланă, вĕсем пулăшнипе çичĕ преступление тата административлă йĕркене пăснă 1500 яхăн тĕслĕхе тупса палăртнă.

www.hypar.ru  Валентина ЕЗЮКОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.
 

 

Рубрика: 

Комментировать