Налуксем тӑнӑҫлӑха тӗревлеҫҫӗ

20 Ноя, 2020

Налуксем тӑнӑҫлӑха тӗревлеҫҫӗ. Ҫакна паян налукҫӑсене професси уявӗ ячӗпе саламланӑ май  пӗрремӗш вице-премьер - финанс министрӗ Михаил Ноздряков та, ыттисем те палӑртрӗҫ.

Пандемипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру экономикӑна йывӑрлӑхсем кӳрет пулин те Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ налук пухассине, бюджета укҫапа тивӗҫтерессине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать, ку вара патшалӑхӑн социаллӑ обязательствисене тӳрре кӑларма май парать.

Ӗҫне кура - чыс тата хисеп. Налукҫӑсене пысӑк йышӗ тӗрлӗ награда илчӗ, ӗҫтешӗсем вӗсене алӑ ҫупса саламларӗҫ.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес номерӗнче.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать