«Хыпар» 132-133 (27715-27716) № 20.11.2020
Галина ХОЛОПЦЕВА: Театртан сивĕнеймерĕм
«Театрсăр сывлăшсăр пек», – терĕ Галина Анатольевна сценăсăр пурăнма тивнĕ тапхăра аса илнĕ май. Театрăн асамлă сывлăшне ача чухне пĕрре туйса илнĕ те вăл ĕмĕрĕпех çак туйăм авăрĕнче пурăннă. Паян та Галина Анатольевна Шупашкарти вырăс драма театрĕнче чунне парса ĕçлет.
– Галина Анатольевна, театр сайтĕнче сирĕн пирки хыпарланинче эсир хăçан çуралнине кăтартман...
– Мĕн тери этеплĕ! Тĕрĕссипе, вăрттăнлăх мар. Эпĕ 1938 çулта çуралнă.
– Эсир шкул пĕтерсенех театр студине вĕренме кĕмен вĕт-ха...
– Пире шкултан Хусанти тĕрлĕ театра спектакльсем курма час-часах илсе каятчĕç. Анчах В.Качалов ячĕллĕ театрта пулманччĕ. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне унта атте /вĕсем аннепе уйрăлнăччĕ. Анчах вăл пире нихăçан та пăрахман. Манпа та, аннепе те лайăх хутшăнатчĕ/ «Женихи» опереттăна илсе кайрĕ. Паянхи пекех астăватăп: сценăна хирĕç ложăра меллĕн вырнаçса ларнăччĕ. Залра çутă сÿннĕ хыççăн эпĕ пуçĕпех сцена çине путрăм. Хыçлă çемçе пукан айккинчен икĕ алăпа ярса илсе пĕр хускалмасăр тенĕ пек пăхса лартăм. Антракт пуçлансан атте тухса кĕме чĕнсен те вырăнтан тапранмарăм. Çавăнтан пуçланчĕ те театра юратасси.
Ÿнерĕн çав енне килĕштернине кукамай сисрĕ. Вăл мана вуншар тенкĕ час-часах тытаратчĕ. Е сумкăна чиксе паратчĕ, е кĕсьене. Çав укçапа билет туянаттăм та театрти хам пĕрре килĕштернĕ вырăна, ложăна, кĕрсе лараттăм. Пĕрре курсах тыткăнланă «Женихи» опереттăна виçĕ хут кайса куртăм, ытти спектакле те 2-3-шер хутчен пăхнă. Кашни артиста паллаттăм. Театра пĕрре юратрăм та унран мана никам та тек сивĕтеймерĕ.
Шкул пĕтерсен атте-анне çулĕпе кайрăм. Атте строительство енĕпе Хусанта пысăк пуçлăхчĕ, анне те çав енĕпе пĕлÿ илнĕскерччĕ, вăл хут ĕçĕпе тимлетчĕ. Вĕсене кура эпĕ аслă шкула строительство енĕпе вĕренме кĕтĕм. Шкулта лайăх вĕреннĕрен экзаменсене çăмăллăн тытрăм. Çапах та хăшĕсем шанмасăртарах калаçатчĕç, ашшĕ пулăшнă тесе шухăшлатчĕç. Строительство факультетĕнче пĕр çулталăк пĕлÿ илтĕм те унта чун туртманнине туйрăм.
Горький ячĕллĕ клуба кайни асра. Унти театр кружокне çÿрекен пĕр туспаччĕ эпĕ. Вĕсен репетици пыратчĕ, эпĕ юлташа кĕтсе тăраттăм. Вылякансенчен пĕр хĕр пулманран мана сцена çинче ун вырăнне уткаласа çÿреме ыйтрĕç. Эпĕ тÿрех роле кĕрсе кайрăм. Çав самант маншăн тĕлĕнмелле асамлăн туйăнчĕ. Унтан хама та роль сĕнчĕç. Мана ырлакан та тупăнчĕ, çавă та хавхалантарчĕ.
Артиста вĕренме каятăп, кĕме пултарсан университета пăрахатăп тесен атте- анне çав тери хирĕç тăчĕ. Çăмăл пурнăç шыратăн /артистăн пурнăçĕ еплине анне каярах ăнланчĕ-ха/ тесе ятларĕç, намăслантарчĕç. Тÿсейменнипе хĕр-тусăм патне пĕр эрнелĕхе тухса кайрăм. Кайран анне Мускава кайма ирĕк пачĕ-пачех.
Экзамен пуçланиччен преподавательсем калаçу ирттереççĕ. Пуйăсран епле аннă, эпĕ çав тумтирпех пулнă. Мана экзаменти пĕр преподаватель комиссие хисеплемелле тесе асăрхаттарчĕ. Çумра пулнă укçапа лавккана кайса хитре кофта туянтăм. Вĕренме кĕме пынă хĕрсенчен пĕри хăйĕн юбкине тăхăнтартрĕ, туфлине пачĕ. Çапла вара экзаменăн пĕрремĕш турне капăрлантăм. Мана иккĕмĕш тура суйласа илчĕç. Çав çулхине грипп, ăна испанка тетчĕç, питĕ алхасрĕ. Эпĕ те чирлерĕм, юнашар пÿлĕмре пурăннă каччă та аптăраса ÿкнĕччĕ. Çапла вара вĕренме кĕме май килмерĕ. Манăн тăван киле, Хусана, таврăнма тиврĕ. Справкăсем çырса паракан бюрора пĕр çулталăк ĕçлерĕм. Вĕренме кĕрес тĕллевпе тепĕр çулхине каллех ют хулана тухса кайрăм. Атте мана çичĕ ютра пурăнтарас килменнипе Хусана чĕнчĕ. В.Качалов ячĕллĕ театр çумĕнче студи пур, вăл студентсене шăпах йышăнать тесе пĕлтерчĕ. Çапла вара эпĕ тăван тăрăха таврăнтăм.
В.Качалов ячĕллĕ театр çумĕнчи студире виçĕ йышчĕ: тутар, В.Качалов ячĕллĕ театр валли вырăс тата республикăри театрсем валли ушкăнсемччĕ. Артистсене лайăх вĕрентетчĕç, çапах та В.Качалов ячĕллĕ театр валли вăйлăрах хатĕрлетчĕç.
– Театр студийĕнчен вĕренсе тухсан эсир Шупашкара килсе ĕçе вырнаçнă...
– Эпĕ В.Качалов ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăннăччĕ ĕнтĕ. Анчах кăштахран Шупашкарти вырăс драма театрĕнчи режиссер артистсене хăйсем патне чĕнме пынăччĕ. Вăл мана ÿкĕте кĕртессишĕн хытах тăрăшрĕ. Эпĕ малтан аттепе канашлас терĕм. «Тем мар, эпĕ те ĕçе пĕчĕк хуларан пуçăннă. Пултарулăхна кăтартса парасси йăлтах хăвăнтан килет», – терĕ вăл мана.
– Аçăр ăçти çын пулнă?
– Украинăра çуралса ÿснĕскер вĕренсе пĕтерсен Çĕпĕрти пĕчĕк хулара ĕçе кÿлĕннĕ, кайран ăна шăпа Хусана илсе çитернĕ. Пурте ун пирки: «Хулари тĕп строитель», – тетчĕç.
Хусанти театрăн директорĕ Шупашкартан килнĕ режиссера: «Ку хĕр пултаруллăскер. Ăна шалăвне ытларах тÿлĕр», – тесе ыйтрĕ. Чăн та, мана ытларах тÿлесе пурăнчĕç.
– Хусантан килнĕ «хаклă çамрăк артиста» Шупашкарта еплерех кĕтсе илчĕç?
– Калама çук ăшшăн йышăнчĕç. Театр мĕн тери хăватлăччĕ, мĕнле вăйлă артистсем ĕçлетчĕç. Анчах çамрăксем çитместчĕç. Çукчĕ вĕсем. В.Качалов ячĕллĕ театра пысăка хурса хаклатчĕç те, анчах Шупашкарти Вырăс драма театрĕ унран ирттеретчĕ.
– Сирĕн пурнăçăрта театра пăрахма тивнĕ самант та пулнă...
– Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче пилĕк çул ĕçлерĕм. Анне тăваттăмĕш тапхăрти ракпа чирлени палăрчĕ. Ăна сывалатăн тесе никам та лăплантарман, мĕншĕн чире шала янă, вăхăтра тĕрĕсленмен тесе çеç ÿпкеленĕ. Усал шыççа касса илес тесе ăна хытах «вакласа пĕтернĕ». Анчах операцие лайăх тунă.
Хамшăн эпĕ ыйтаймастăп, анчах çыншăн çамкана стена çумне çапса шăтарма пултаратăп. Аннене операци сĕтелĕ çинчен илсе тухнине эпĕ коридорта кĕтсе илтĕм. Унта ют çын пулмалла мар, анчах эпĕ май тупса кĕнĕччĕ. Аннене реанимаци уйрăмне илсе пынă çĕре типĕ вырăн тавраш сарса хатĕрлерĕм. Атту санитарка нÿрĕскере хурса хăварнă. Эпĕ пушă тепĕр койка çинчине илсе ылмаштартăм. Кăштахран пăхатăп – анне антăхсах каять, аран сывлать. Постри медсестра патне чупрăм. Вăл мана: «Ĕçлеме ан чăрмантар», – тесе тарăхрĕ. Тепре кайрăм, татах итлемерĕ. Вара эпĕ операци пÿлĕмĕнче алă çуса тăракан анестезиолог патне вирхĕнсе кĕтĕм, «Эсир халь çеç операци тунă çын вилсе каять», – тесе пĕлтертĕм. Вăл васкаса пычĕ, пулăшрĕ. Çавăн чухне аннепе юнашар хам пулмасан вилетчĕ. Операцие тÿсеймен тетчĕç те ĕçĕ пĕтетчĕ.
Аннен пахчинче 30 вĕллеччĕ. Çав вăхăтра эпĕ упăшкаран уйрăлнăччĕ. Алăра – пĕчĕк ача. Питĕ йывăрччĕ. Анчах аннене ура çине тăма пулăшрăм-пулăшрăмах. Хам Культура министерствинче ĕçлеттĕм. Çав вăхăтра ГИТИСа куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Аннепе пилĕк çул юнашар пултăм. Вăл ураланчĕ, пахчана çÿреме тытăнчĕ. Чунăм театрсăр кÿтсе çитнине анне туйнă-пĕлнĕ. Мана театра кайма сĕнчĕ. Çапла эпĕ унччен гастрольсемпе пулнă тăватă театра заявка патăм. Пурте чĕнчĕç. Йыхрав хучĕ чи малтан Шупашкартан çитрĕ. Çапла вара хам пĕрре хăнăхнă театрах килес терĕм.
– Театрта ĕçлеме йывăр марччĕ-и?
– Уйăхне 24 спектакльте вылямаллаччĕ. Кăнтăрла кашни кун репетициччĕ, каçхине – спектакльччĕ. Премьера иртсен питĕ хаваслăн паллă тăваттăмăр. Ывăннине пĕртте туйман. Юратнă ĕçе чунтан хавасланса çÿренĕ. Паллах, артист пурнăçĕ режиссерпа тÿррĕнех çыхăннă. Вăл сана килĕштерсен те пултарать, кăмăлламасан та. Кашни режиссерăн хăйĕн шкулĕ.
Анне чирлине пула театрсăр юлсан, чăн та, питĕ йывăр пулнăччĕ. Артистшăн сцена – чи пахи, чи кирли.
– Каçарăр та, эсир мĕншĕн качча тепре тухас темен?
– Пĕрремĕшĕнчен, тивĕçлине курман. Иккĕмĕшĕнчен, ялан ăс-тăнпа пурăнма хăнăхнă, вăл вара питĕ кансĕрлет. Çемье çавăрма сĕнекенсем те пулнă, анчах эпĕ килĕшмен.
– Артиста, тен, çемье кирлех те мар...
– Паллах кирлĕ. Театрти çемьесем мĕн тери лайăх, килĕштерсе пурăнаççĕ.
– Галина Анатольевна, урăх театрта ĕçлеме нихăçан та ĕмĕтленмен-и?
– Питĕре чĕннĕччĕ, малтанласа ĕненмерĕм те. Эпĕ Алиса Фрейндлихпа пĕр сăнлă тетчĕç. Вăл вылянă сăнара калăплама йыхравланăччĕ. Шÿтлеççĕ пуль терĕм. Кайман, халь çавăншăн пачах та ÿкĕнместĕп. Эппин, каймалла пулман.
– Эсир ăраскала ĕненетĕр-и?
– Ĕçе чунтан юратса пурнăçласан, çынна усал тумасан, ĕненетĕр-и, çук-и, йывăрлăхсемшĕн шăпа çынна ырăпа тавăрать. Эпĕ нихăçан та çынна шанма хăнăхман, ялан хам тăрăшнă. Ырă ĕçсемшĕн Турă ырă тăвать. Ун пек тĕслĕх манăн пурнăçăмра тем чухлех.
Вера ЭВЕРККИ.
Алексей ЛЕОНТЬЕВ: Шухăшăма ăнлантарса памасан кăмăл лăпланмасть
Паянхи хăна — «Хыпар» хаçата нумай çул ертсе пынă Алексей Леонтьев.
— Алексей Петрович, эпир, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем, сире начар мар пĕлетпĕр. Çапах эсир хăвăра икĕ-виçĕ сăмахпа мĕнле хакланă пулăттăр?
— Ку ыйту — хăйне тиркевлĕн хаклама пĕлекен çыншăн, ахăртнех, чи йывăррисенчен пĕри. Эпĕ хама, кирек кам пекех, чи ырă эпитетсемпе пуçăм курăнми витме те пултара-тăп: «ырă чунлă», «таса кăмăллă», «çынна каçарма пĕлекен», «суя-ултава, элеке, йăпăлтилĕхе курайман этем», е тата мăнаçлăн — «тăван халăхшăн пурнăçăма пама та хатĕр» т. ыт. те… Анчах хăйне кунашкал сăваплатса кăтартнинче çын ыттисен кăмăлне кайман сĕм пуррине туймасть пулсан – ку çынпа, эппин, темĕн ырах марри пулса иртнĕ. Вырăсларан куçарсан çакна «çăлтăр чирĕ» теççĕ. Мана ку «чир» аптăратмасть. Интернетри сайтсенчен пĕринче пĕр аноним ман пирки «хăйне мухтанине шутсăр юратать» тесе çырнăччĕ. Йăнăшать аноним: куçран пăхса мухтанине тÿсме пултараймастăп. Эпĕ, паллах, хăйне хăй тиркесе куллен чунне кăшлакан /вырăсла «самоедство» теççĕ/ çын ăраттинчен те мар. Ĕç- хĕлĕмре, хутшăнусенче хама мĕн çитменнине, мĕн ытлашшине хаклама пăрахман-ха. Хамăн мĕнле-тĕр шухăша-тĕллеве анлă йыша е ĕçтешĕме, уйрăм калаçташăма /собеседник.- ред./ тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса памасан кăмăлăм лăпланмасть.
— Журналист пулас ĕмĕт хăçан çуралнă?
— 6-мĕш класра Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçатĕнче малтанхи заметка пичетленчĕ, 7-10-мĕш классенче шкулти стена хаçачĕн редакторĕ пултăм. Анчах «историк пулас-и е журналист-и?» ыйту вăтам шкул пĕтерсен тин татăлчĕ: 1974 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Унти ятарлă ушкăнра /ăна И.Я.Тенюшев ертсе пыратчĕ/, хаçатсен редакцийĕсенчи практикăра професси ăсталăхне алла илтĕмĕр. 3-5-мĕш курссенче «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн «Вутчуль» хаçачĕпе альманахне редакциленĕ. 10-15 метр тăршшĕ хаçатпа паллашма «Е» корпуса мĕн пур факультетран пыратчĕç.
— 35 çул ытла «Хыпарта» /малтан «Коммунизм ялавĕ»/ ĕçлерĕр, аслă корректортан пуçласа Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ таран çĕклентĕр. Хăш тапхăрта ĕçлеме уйрăмах йывăр тата питĕ кăсăклă пулчĕ?
— Наци пичет кăларăмĕн ертÿçин ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман та, пулас та çук. 1993 çул вĕçнеллеччĕ пулас — Пичет министерстви редакцие 4 компьютер, принтер, сканер пачĕ. Çĕнĕ технологи çине куçмалла. Анчах… чăвашла шрифтсем çук, текстсене наборлама тата полосасене калăплама Шупашкарта ниçта та вĕрентмеççĕ. Кĕскен: ишме пĕлмесĕрех тарăн шыва сикрĕмĕр те – ишсе тухрăмăр-тухрăмăрах. 1995 çултан пуçласа номерсене хамăр калăплама пуçларăмăр. В.И.Филиппов, А.Г.Михайлов, Н.Е.Иванова тăрăшнипе хамăрăн шрифт хуçалăхĕ йĕркеленчĕ. Ним ÿстермесĕр калатăп: республикăри район хаçачĕсене те, Чĕмпĕрте, Ĕпхÿре, Хусанта тухса тăракан чăвашла хаçатсене те шрифтсемпе те, калăплав ĕçне вĕрентсе те пулăшнă. Чи йывăрри çапах та — 1998 çулхи çурла уйăхĕнчи дефолт хыççăнхи темиçе çул. Бюджетран «чĕрĕ» укçа вырăнне вексель параççĕ, тĕслĕхрен, «Чăвашкабель» таварĕсене туянма е «Чăвашэнерго», «Чăвашспирт» векселĕсене. Вĕсене вырнаçтарсан тин укçаллă пулаятăн. Шăпах çав вăхăтран «Хыпарта» реклама ĕçĕ вăйланчĕ. 1998 çулхи пĕтĕмлетÿллĕ, уяв номерне яланхи 4 полосапа мар, 12 полосапа кăлартăмăр, Издательство çурчĕ çур уйăх пурăнмалăх ĕçлесе илтĕмĕр. Шалу вырăнне сотрудниксене тип çу, чăх, хур какайĕ, йăлара усă курмалли приборсем пани те пулнă. Йывăрлăхран майĕпен тухрăмăр… Чи кăсăклă тапхăр та 90-мĕш çулсемпех çыхăннă: 1996 çулта «Çамрăксен хаçатне» чĕртсе тăратрăмăр, 1997 çулта «Чăваш хĕрарăмĕ», унтан «Кил-çурт, хушма хуçалăх» тата ытти хаçат-альманаха кăларма пуçларăмăр. 1998 çулта Раççейри наци кăларăмĕсенчен чи малтан Издательство çурчĕ йĕркелерĕмĕр. «Хыпарăн» 90 çулхи /1996/, 100 çулхи /2006/, Н.В.Никольскин 125 çулхи юбилейĕсене /2003/ Раççей шайĕнче ирттертĕмĕр тени ÿстерсе калани мар.
— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ те пултăр. Яваплă икĕ ĕç пĕр-пĕрне чăрмантарман-и? Е пулăшнă? Хăш енĕпе?
— Депутат пулни çĕнĕ хаçатсем уçма пулăшрĕ. Ÿпкев сăмахĕ мĕн чухлĕ илтмен-ши: «Хыпар» бюджет укçине сая ярать, тĕрлĕ хаçат уçса хăйĕн тиражне чакарать имĕш т. ыт те. Çук, апла мар — кашни хаçат халăхăн тĕрлĕ сийĕ валли. Бюджет укçи вара чăваш çыннисен налукĕнчен те пуçтарăнать! «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмне» кăларма вĕсем тухма пуçласанах бюджетран укçа илмелле тума май килчĕ.
— Николай Никольскин — «Хыпар» хаçат никĕслевçин — ятне чĕртсе тăратасси сирĕнпе çыхăннă. Мĕнрен пуçларăр çак ĕçе? Мĕн хистерĕ?
— Мĕн хистерĕ? Никольский ячĕ совет саманинче манăçлăхра пулни, историшĕн тÿсмелле мар çак тĕрĕсмарлăха пĕтерме тĕллевленни. Вăтăр çула яхăн каялла «хыпарçăсем» кăна мар, историксем те Н.В.Никольский халăхăмăрăн чăн-чăн улăпĕ пулнине туллин ăнланса илейменччĕ-ха. Тĕрĕсрех каласан — унăн пĕтĕмĕшле культурăри, ăслăлăхри энциклопедистла паттăрлăхне хаклама та пуçлайман. /Чăн та, Чăваш наука тĕпчев институтне нумай çул ертсе пынă В.Д.Димитриев профессор пуçарнипе Никольский юбилейĕсене анлах мар йышпа палăртсах тăнă./ «Хыпар» пуçарăвĕпе 1993 çулта Николай Васильевичăн 115-мĕш çуралнă кунне республикăра пĕрремĕш хут анлăн паллă турăмăр. Институтри хальхи ĕçтешĕм, çав тапхăрта культура министрĕ пулнă В.П.Иванов тăрăшнипе тепĕр çулах Муркаш районĕнчи Купăрляра Николай Васильевичăн бюстне вырнаçтартăмăр. Çакăн хыççăн çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Купăрляра çуллен Никольский кунне ирттеретпĕр. Чăваш пичечĕн никĕслевçин 125 çулхи, «Хыпарăн» 100 çулхи юбилейĕсене ЧР Президенчĕн ятарлă указĕсемпе килĕшÿллĕн уявларăмăр. Мĕн-мĕн тунинчен чи паллăраххисене палăртса хăварар: Николай Васильевичăн Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи музейĕ, Купăрляри Никольскисен çурчĕ пулнă тĕлти стела, Хусанти Ар масарĕнчи Никольскин вил тăпри çинчи гранит палăк, Шупашкарти Никольский проспекчĕ, тĕп хуламăрти педагогика колледжне ăсчахăмăр ятне пани, унăн çырнисен 4 томран тăракан пуххи, ăслăлăх конференцийĕсем /унта тухса калаçнисен матери-алĕсен пуххисем/, унăн еткерне тĕпчесе, ăна аса илсе çырнă темиçе çĕр статья. Шел, Шупашкарта унăн палăкне лартаймарăмăр-ха.
— Паян эсир — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ. Тĕп ĕçĕрпе /этнологи, истори, фольклористика/ çыхăннă статьясемсĕр пуçне икĕ кĕнекĕре асăнса хăварасшăн: «Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики» тата «Чăваш наци конгресĕ. 1992-2017». Иккĕшне те 2017 çулта пичетлесе кăларнă, иккĕшĕ те хулăн. Мĕнле ĕлкĕретĕр?
— Ĕçлетпĕр…
— Нумаях пулмасть тата истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăтăр. Хăш енĕпе тивĕçрĕр çак ята?
— Диссертацире чăваш периодика пичечĕ XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче никĕсленсе аталаннин ыйтăвĕсене тĕпченĕ. Никĕсре, паллах, «Хыпар». Ун вырăнне 1918 çулхи на-рăсра тухма пуçланă «Канаш» хаçат кун-çулне кăштах тĕпченĕ темелле. Анчах Чĕмпĕрте тухса тăнă «Çутталла», «Самана», «Пирĕн пурăнăç», Пушкăртстанри «Хĕрлĕ Урал», Тутарстанри «Хĕрлĕ ялав» хаçатсене, ытти кăларăма икĕ-виçĕ сăмахпа асăнса хăварнипех çырлахнă. Пурне те тенĕ пекех эсерсем кăларнăран вĕсене тĕпчевçĕсене кăтартма та чарнă. Ĕçĕмре çав «шурă пăнчăсене» уçрăм темелле пуль… Чăваш хаçат-журналĕн 1925 çул хыççăнхи аталанăвне пĕтĕмлетсе никам та тишкерменнине те асрах тытмалла. Эппин, ĕçлемелли нумай.
— Институт фондĕнче Николай Никольскин ĕçĕсем 260 том ытла. Вĕсене алла тытма вăхăт тупатăр-и? «Хыпар» хаçат никĕслевçин ятне вилĕмсĕрлетес тесен тата мĕн тумалла?
— Кашни ĕçтешĕм мар пулсан та, нумайăшĕ кашни кун тенĕ пекех ăслăлăх архивĕн I уйрăмĕнчи /Никольский фончĕ/ пĕр-пĕр тома тишкерет. Монографисенче, уйрăм ста-тьясенче çав уйрăмри çăл куçсемпе усă курнине кăтартатпăр. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Фондри нумай материала кĕнекелетсе пичетлесчĕ. Ярăм ячĕ, калăпăр, «Н.В.Никольскин ăслăлăх фончĕ» пултăр. Çырнисен пуххин 4 томлăхне малалла тăсса, Никольскин ал çыру хальлĕн упранакан ĕçĕсене /вĕсем вунна яхăн/ кăларасчĕ. Николай Васильевичăн ăслăлăх материалĕсем Саранскра, Йошкар- Олара 5-шер том упранаççĕ. Хальччен Хусанта 1 том пур теттĕмĕр /Тутарстанри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе, литература тата ÿнер институтĕнче/. Профессор архива упрамашкăн пама хăй виличчен тата 30 том папкăласа хăварнă иккен. Вĕсене Николай Васильевич мăшăрĕ Александра Владимировна Хусан патшалăх университечĕн Н.И.Лобачевский ячĕллĕ ăслăлăх библиотекин ал çырусемпе сайра кĕнекесен уйрăмне панă. Шупашкарта çакна пĕлмесĕрех юлнă… Иртнĕ çул эпĕ çав фондпа тĕплĕн паллашрăм.
— Хăвăр пирки те калаçса илер. Кулленхи пурнăçра мĕнле çын эсир? Пушă вăхăта епле ирттеретĕр?
— Ахаль çын. Хресчен ачи. Арăмăн мăшăрĕ, ачамсен ашшĕ, мăнукăмăн кукашшĕ, аппамсемпе йăмăксен шăллĕ те тетĕшĕ, Левентейсен, Кузьминсен, Черновсен, Земсковсен йышлă ратне тăванĕ. Пушă вăхăт çук. Редакторта чухне сахал çырнă теейместĕп, анчах кăмăлăм тулман. Халĕ кашни кун тенĕ пекех компьютер умĕнче.
— Вулама вăхăт пур-и? Камăн кĕнекисем уйрăмах килĕшеççĕ?
— Ăслăлăх кĕнекисем, архив материалĕсене ытларах вулатăп. Илемлĕ литература классикипе шкулта-университетра чухне паллашнă. Паянхи чăваш çыравçисен кĕнекисене вуласа ĕлкĕрме йывăр, çав тери нумаййăн вĕсем. Редактор опычĕ пулăшать: диагональпе пăхса тухсанах хайлав пахалăхне хаклаятăн. Тинтерех çеç Пауло Коэльон «Алхимикне» тепĕр хут вуларăм. Ал айĕнчи кĕнеке – Альбер Камю: «Бунтующий человек». Кам-ха вăл – пăлханакан этем? Камю калать: «Пăлханакан этем яланах «çук» тет. Анчах, хирĕçлесе, вăл пăрахăçламасть, хăйĕн тепĕр ĕçĕпех «çапла» тет». Философ шухăшне уçăмлатам: çыннăн хальччен мĕн тунипе нихăçан та çырлахса лармалла мар, «юрать, ку ыйту татăлчĕ, ыттисемпе ĕçлеме тытăнмалла» темелле.
— Пурнăçра тата мĕн çитмест пек?
— Вăхăт. Ытла та хăвăрт чупать.
Надежда СМИРНОВА.
«Ялта йывăр-и? Хулара та сăпка çакса хуман»
«Хулапа ял пурнăçне уйăрмалла мар. Ниçта та çăмăл мар, пур çĕрте те вăй хумалла», — тет вăл, хуларан тăван ялне куçса кайса хăйĕн ĕçне пуçарнăскер. Сăмахăм Куславкка районĕнчи Юрий Петров фермер çинчен. Мĕнле аталанать-ха паян Юрий Ивановичăн хресчен-фермер хуçалăхĕ?
Сурăхсенчен пуçланă
«Хуллен ĕçлесе пыратпăр. Хуçалăха 2015 çулта Çĕнĕ Шупашкартан куçса килсен йĕркелерĕмĕр. Эпĕ Çатрăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак фермăна пуçарас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Эпир ачапча чухне кунта «Аниш» совхозчĕ. Пысăк хуçалăхчĕ вăл. Астăватăп-ха: лаша ферми нумайччĕ. Урхамахпа çÿреме питĕ юрататтăм. Тăваттăмĕш класранпах совхозра вăй хутăм. Çуллахи вăхăтра ĕçленĕшĕн шалу та паратчĕç. Хĕлле те лашасене пăхма чупаттăм, çавăнпа чун çакăнталла туртрĕ ахăртнех. «Аниш» совхозра выльăх-чĕрлĕх çав тери нумайччĕ. Çав шутра — ĕне те, вăкăр та, пăру та… Сысна 1 пин ытла пуç пулнă. Каярахпа Куснарсем уйрăлса кайрĕç, Чăрăшкассисем хăйсем хуçалăх турĕç. Кунта хăй вăхăтĕнче «Аниш» совхозăн фермисенчен пĕри пулнă. Сăвăнакан ĕнесем тăнă, вĕсем валли çуллахи лагерь йĕркеленĕ. Халь вĕсенчен пĕри те çук. Эпир килнĕ тĕле кунта пĕр чун та юлман, шăшисем кăна хуçаланнă. Ку фермăна çĕнĕрен турăмăр», — каласа кăтартрĕ Юрий Иванович.
Ĕç-пуçа вăл Романовски ăрачĕллĕ сурăхсене ĕрчетессинчен пуçланă. Малтанах 30 пуç туяннă. Ун чухне хăй яла куçса килмен- ха. Выльăхсене пăхма ятарласа çын тытнă. Лайăх пăхнăран вĕсем йыш нумай хушнă. «Пĕр вăхăтра 600-700 пуçа та çитнĕччĕ. Тăватшар-пилĕкшер путек туса паратчĕç. Шухăшларăмăр-шухăшларăмăр та — ĕнесем усрас терĕмĕр: сĕт тупăш ытларах парать. Тепĕр тесен, сурăх кĕтĕвне çÿретме вырăн кирлĕ. Пирĕн кунта ун пек май çукрах. Хуллен- хуллен сурăх шутне чакартăмăр. Кăçал йăлтах пĕтертĕм, юлашкисене ав Азербайджана ăсатрăм. Халĕ пирĕн сăвăнакан ĕне 84 пуç. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕсен йышне 100 пуçа çитересшĕн. Пушмак пăрусемпе чĕчĕ пăрăвĕсем те пур. Халĕ кунне 600 кг сĕт сутатпăр. Чылай ĕнене сумастпăр ĕнтĕ — пăрулама хатĕрленеççĕ вĕсем», — ĕçĕ-хĕлĕпе малалла паллаштарчĕ Юрий Иванович.
Ырашĕ мар, улăмĕ кирлĕ
Юрий Петровăн хресчен- фермер хуçалăхĕнче 7 çын ĕçлет. Çав шутран виççĕшĕ – дояркăсем. Каçхи скотниксен — хăйсен ĕç йĕрки. Паллах, трактористсем те пур. Çуллахи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче çын нумайрах ĕçлет. Юрий Петровăн — 500 ытла гектар çĕр. Вĕсем нумай çул ÿсекен курăк ытларах акнă. Кăçал тата 120 гектар акса хăварнă. Лаптăкăн пысăкрах пайне люцерна йышăнать, клевер та пур.
«Кăçал ыраш 150 гектарччĕ. Мана ырашĕ мар, улăмĕ кирлĕ, çавăнпа выльăхсем валли рулонсем турăмăр. Выльăх айне сарса пама та лайăх вăл. Ыраш, сĕлĕ, урпа улăмне те тиркемеççĕ вĕсем. Унсăр пуçне ик çĕр гектар çинче сĕлĕ, урпа ÿстертĕмĕр. Кăçал тыр-пул начар мар пулчĕ. Гектартан 25 центнертан сахал тух-марĕ. Сутмалăх та пуçтарăнчĕ. Ырашĕпе сĕллине 200-шер тонна ытла сутрăмăр. Хамăр валли те хăвартăмăр — çуркуннечченех çитĕ. Çитес çул элита вăрлăхсем акасшăн. Çĕрпÿ станцийĕнчен илекенччĕ. Урпана ытти хуçалăхран та туяннă, — калаçăва сыпăнтарчĕ фермер. — Манăн икĕ хĕрача, вĕсем çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Çуллахи вăхăтра килсе пулăшаççĕ. Мăшăрăмпа иксĕмĕр тăватă мăнукшăн савăнатпăр. Кĕçĕн хĕрĕмпе кĕрÿ пандеми вăхăтĕнче кунта пурăнчĕç, чылай пулăшрĕç хуçалăхра. Мăшăрăм Елена Петровна — кÿршĕ ялтан. Медицинăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ килти хуçалăха тытса тăрать, пахчара ĕçлеме кăмăллать. Эпир унпа 20 çул ытла хулара пурăнтăмăр. Маларах Владимир облаçĕнче тĕпленнĕччĕ. Унта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетне пĕтернĕ хыççăн кайнăччĕ. Владимир облаçĕнче 9 çул зоотехникре ĕçлерĕм. 1200 ĕнеччĕ унта, самăртма тăратнă 3500 вăкăрччĕ. «Рябининское» хуçалăхра вăй хунă май Горки ялĕнче пурăнтăмăр. Кĕçĕн хĕрача унта çуралчĕ. 1992 çулта Çĕнĕ Шупашкара куçса килтĕмĕр. Пĕр вăхăт ялта ĕçлерĕм, каярахпа заводра вăй хурăм. Чунăм вара яла туртатчĕ. Ĕç килĕшет. Килĕшмен пулсан ку яваплăха хам çине илместĕм те», — чунне уçрĕ Юрий Иванович.
Вăл сурăхсем ĕрчетнĕ чухне «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа 1 миллион та 100 пин тенкĕ илнĕ. Тепĕр виçĕ çултан, 2018 çулта, «Çемье фермерĕ» проектпа тепĕр 10 миллион панă ăна. Юрий Петровăн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем фермăра ĕçлеççĕ. Вĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан хуларан яла пурăнма куçнă. Аслă пиччĕшĕ Геннадий Иванович — каçхи хуралçă. Вăлах скотник те. Ĕне пăруланă чухне фельдшер патне шăнкăравлать.
«Айболит» тесе çырса хунă пÿлĕме асăрхарăр ĕнтĕ. Унта Николай Анисимов ветврач хуçаланать. Вăл хăй вăхăтĕнче Хусанти ветеринари институтĕнче вĕреннĕ. Тепĕр пичче Владимир Иванович «Химпромра» вăй хунă. Тракторсемпе машинăсене юсанă чухне сварка енĕпе пулăшать пире. Шăллăм Николай Иванович нумаях пулмасть 60 çул тултарчĕ. Вăл та яла куçса килчĕ. Кăнтăрла выльăхсене пăхать. Маларах шăллăм Анатолий Иванович та пĕрле ĕçлетчĕ. Çемьере вуннăн — 5 хĕрпе 5 ывăл – ÿсрĕмĕр эпир. Арăмăн шăллĕсем те пулăшса пычĕç, çавăнпа çемье ферми ĕнтĕ пирĕн. Тăвансем те ĕçлеççĕ кунта», — пÿрне хуçлатсах ăнлантарчĕ фермер.
Фермăна ветеринара халалланă
Ферма мĕншĕн «Петропавловский» ятлă пулни те интереслентерчĕ пире… Юрий Иванович ăна хăйĕн хуняшшĕне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринарне Петр Павлова, халалланă.
«Ĕçре тăван çук. Çирĕп ыйтасси нимĕн те мар. Хăта та кунта вăй хурать. Иккĕмĕш сыпăкри аппан ывăлĕ те пирĕн йышрах. Мускавран куçса килчĕ вăл. Ялта пурăнма лайăх. Йывăрлăхсене вара парăнтарма пулать. Йывăр тесе нихăçан та каламалла мар — халĕ пур çĕрте те çăмăл мар. Хулара та сăпка çакмаççĕ. Ялта мана ĕçлеме килĕшет. Выльăха юратса пăхсан ĕç ăнать. 100 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ ферма хута ятăмăр. Кунта виççĕмĕш хĕл каçаççĕ. Малтан пушмак пăрусем илсе килтĕмĕр, акă вĕсене пăрулаттарса ĕне турăмăр. Хăшĕ-пĕри виççĕмĕш хут пăруларĕ. Малашне ăратлă ĕнесем кăна тытасшăн-ха — 3-4 пин литр сĕт паракан ĕнесем тахçанах «модăра мар». Халĕ сăвăма 8-9 пин литра çитермелле. Çак тĕллевпе малашне куккурус акма пуçласшăн — белоклă апат ытларах кирлĕ», — тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ фермер.
Вăл ирхи виçĕ сехетре тăрать. Чи малтан телефонпа шăнкăравласа фермăри лару- тăру çинчен ыйтса пĕлет. Пилĕк сехет иртсен унта хăй каять — сăвăм вĕçленсен сĕте сутлăха ямалла-çке. Вĕсен ятарлă сивĕтмĕш те пур. Çулталăк çурă каялла сĕт пăрăхне вырнаçтарнă. Дояркăсем пĕр харăсах сакăр ĕнене сăваççĕ. Халĕ ĕлĕкхилле ĕçлемеççĕ: ĕнесене апат памаççĕ. Вĕсен ĕçĕ — ĕне çиллине çăвасси, аппарат лартса пăхса тăрасси. Сĕчĕ сĕт пăрăхĕсем тăрăх, фильтрсем урлă икĕ тоннăллă сивĕтмĕше каять. Ĕçĕ çăмăлланнă пулсан та ĕне сăвакан операторсене хаклаççĕ кунта: вăтам ĕç укçи 19 пин тенкĕ пулнă, чÿк уйăхĕнче ăна 20 пин тенке çитернĕ.
Роза ВЛАСОВА.
«Хуçалăх ертÿçине вунă кунлăха кăна лартнăччĕ»
«Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Çамрăкрах чухне йывăртарахчĕ. Хăнăхсан тамăкра та лайăх теççĕ-и-ха?» — пуçлăх ĕçĕ çăмăл маррине çапла палăртрĕ Куславкка районĕнчи «Родина» ЯХПК председателĕ Людмила Емельянова.
Удобренисĕр пĕр гектар та акмаççĕ
Людмила Емельянова Куславкка районĕнчи Чашлама ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван тăрăхĕнчи шкултан вĕренсе тухсан Улатăрти совхоз-техникумра пĕлÿ илнĕ. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне куçăн мар майпа пĕтернĕ. Малтанах «Родина» ял хуçалăх кооперативĕнче склад заведующийĕнче ĕçленĕ. 1996 çулта ăна асăннă хуçалăхăн тилхепине шанса панă. 24 çул ертсе пырать ăна вăл.
«Эпир тыр-пул туса илетпĕр. Пирĕн — 1871 гектар çĕр. Çавăнтан 1500 гектарĕ çинче тырă акатпăр. Ыттине нумай çул ÿсекен курăксем йышăнаççĕ. Кăçал пĕр гектартан 30,1 центнер тырă пухса кĕртрĕмĕр. Типĕ çулшăн начар мар кăтарту. «Родина» хуçалăха Чашлама, Пăрмас, Паймит ялĕсем кĕреççĕ. Удобренисĕр пĕр гектар та акмастпăр. Пĕр гектар пуçне 150-160 килограмм таран хыватпăр. Тырă хакĕ начар марри савăнтарать кăçал — паянхи кун тулла 12 тенкĕпе сутатпăр, урпана кĕлетрен 10 тенкĕпе илсе каяççĕ, сĕлле — 9 тенкĕпе. Техника та нумай илтĕмĕр кăçал, — каласа кăтартрĕ хĕрарăм ертÿçĕ. — Пирĕн хуçалăхра вăтам ĕç укçи 22 пин тенкĕпе танлашать. Эпĕ пуçлăх ĕçне кÿлĕннĕ чухне «Родина» совхоз икĕ пая пайланнăччĕ, йывăрлăхĕ самайччĕ: техники çителĕксĕрччĕ, анисене сухаламанччĕ. 1996 çулта гектартан 7-9 центнер тырă илчĕç. Мана, тĕрĕссипе, ун чухне вăхăтлăха кăна, вунă кунлăха, утă пуçтарса кĕртме лартнăччĕ. Вунă кунлăх тенĕскер çак тарана çитичченех ĕçлетĕп авă. Пĕрремĕш çулхине 703 тонна тырă тухрĕ. Эпĕ ăна ăçта сутнине паянхи кунчченех астăватăп. Халĕ эпир 4700 тонна тырă илтĕмĕр. «Мĕнле ĕçленĕ-ши эпĕ?» — тетĕп хăш-пĕр чухне. Хальхи ăс- тăнпа ĕçлейместĕм пулĕ. Çамрăкрах чухне вăй-хал ытларах пулнă, нимрен те хăрама пĕлмен. Е тĕнче урăхларах пулнă- ши? «Ялта пурăнатăн тăк ăçта та пулсан ĕçлемеллех», — шухăшланă пĕрмай. «Эсир мĕншĕн хресчен-фермер хуçалăхĕ тумастăр?» — тăтăшах ыйтаççĕ манран. «Енчен те ĕçлейсен апла та, капла та çитĕнÿ тăваятăн. Ĕçлеймесен ятне улăштарни те пулăшмасть», — хуравлатăп вара».
Ĕне тытаççĕ, сысна çăвăрлаттараççĕ
Пур çĕре те епле ĕлкĕреççĕ-ши, вăй-хăватне ăçтан çитереççĕ-ши хĕрарăм ертÿçĕсем? Ара, вĕсен хуçалăха кăна мар, çемье ăшшине те упрамалла, ачасене те ÿстермелле-çке.
«Эпĕ ертÿçĕре ĕçленине килтисем хăнăхрĕç ĕнтĕ. Эпĕ председатель пулни малтанах çемьере никама та килĕшместчĕ. Çынсен ачисем амăшĕсемпе пахчара ĕçлетчĕç. «Анне, ял-йыш кишĕр, кăшман акнă, эпир ку ĕçсене хăçан тăватпăр?» — тетчĕ хĕрĕм Ольга ачапча чухне. Кайран, ÿснĕçемĕн, ыйтса тăман — хăех тытса акнă. Мăшăрăм Александр Григорьевич чукун çул çинче вăй хучĕ. Сывлăхшăн сиенлĕ çĕрте ĕçленĕрен тивĕçлĕ канăва маларах тухрĕ. Паянхи кун — килте. Хĕрĕм шăл тухтăрĕнче вăй хурать. Кĕрÿ те стоматолог. Икĕ мăнук савăнтарать пире. Эпĕ ир, вун саккăртах, качча кайрăм. Ялтан тухса тарма ĕлкĕреймерĕм. Уншăн ÿкĕнместĕп-ха. Пĕр эрне каялла ав Мускава йăмăк патне кайса килтĕм те: «Мĕнле пурăнаççĕ-ши унта?» — тесе тĕлĕнтĕм. Пĕрре те тăрас килмерĕ Мускавра. Унччен Раççейĕн тĕп хули пирки ĕмĕтленеттĕм. Йăмăкăм Мускавра пурăнать те эпир кунта юлнăшăн кăшт кÿренмелле пек туйăнатчĕ. Çамрăкрах чухне ун пекех условисем пулман-çке. Халĕ хамах машинăпа çÿретĕп. Чукун çул аякра мар. Чашламаран, хамăрăн хапха умĕнчен, çичĕ минут утмалăх çеç. Пуйăса лар та Хусана кай. Кирлех тĕк Мускава та çитме пулать, — калаçу çăмхине сÿтрĕ Людмила Александровна. — Тем тесен те, ялта çыннăн выльăх усрамаллах. Эпир те çулсеренех 5-9 сыснана çăвăрлаттаратпăр. 2 ĕне, 12 вăкăр усратпăр. Ĕнер 15 кăрккăвакал /индоутка/ пусрăмăр. Пĕтĕмпе 150 кăрккăвакалччĕ. Кăркка та 15 таранах. Çыннăн пурăннă чухне ĕçлемелле, ачасене пулăшмалла».
Техника ан вантăр, çанталăк йĕркеллĕ пултăр
Кирек мĕнле ĕçре те интереслĕ, асра юлмалли самантсем пулаççех. Хĕрарăм ертÿçĕн те манăçа тухма пултарайманнисем пурах ĕнтĕ.
«Ĕçлеме пуçласанах Муркаш тăрăхĕнчи пĕр хуçалăха элита вăрлăх улăштарма кайрăм. Пулă чикрĕм. Пирĕн пата хĕрарăмсем пычĕç те ăçтан килнипе кăсăкланчĕç. «Атăл хĕрринчен-и? Ай-яй, мĕнле пурăнатăр унта эсир? Пĕрех витрене Атăла яратăр та пулă ăсса кăларатăр пулĕ», — терĕç. «Вăрçă вăхăтĕнче пире Хусан кăна çăлса хăварнă. Унта çÿремен пулсан выçă вилеттĕмĕр. Хусантан ачасене çитерме мĕн те пулсан пĕрех тупса килеттĕмĕр», — тетчĕ асанне. Халĕ те ку енчи халăх Тутар Республикин тĕп хулине вĕçĕмсĕр çÿрет. Мĕн сутма май килет — йăлтах сĕнеççĕ. Ытларах палан сутаççĕ. Ку тăрăхри пуянсем ĕлĕк çăмарта сутнипе палăрнă. Пирĕн енчи ялсенче палан нумай лартаççĕ. Пралук тăршшĕпе — хĕп-хĕрлĕ палан. Пирĕн хамăрăн та çавăн пек. Палана харпăр хăй тĕллĕн те сутаççĕ, усламçăсем те килсе илсе каяççĕ. Çавăн пекех Хусанта çĕр улми, кăмпа, хурăн çырли, çĕр çырли сĕнеççĕ. Палана Хусанта яланах черет тăрса илеççĕ. Хăшĕсем унпа юн пусăмне пĕчĕклетме усă кураççĕ, теприсем иммунитета çирĕплетеççĕ. Манăн анне Евгения Михайловна кăçал тăхăр вуннă тултарать. Вăл хăй вăхăтĕнче хурт-хăмăрçă пулнă. Çывăх çыннăм ку тăрăха Вăрмар районĕнчен Кавалтан качча килнĕ. Унта вĕсен утар пулнă. Çемье çавăрсан анне чылай çул Чашламари лавккара вăй хунă. 66 çула çитиччен ĕçленĕ. Паянхи кун вăл шăллăмпа пурăнать. Эпир те вĕлле хурчĕсем тытатпăр. Ку ăсталăха пире анне вĕрентнĕ», — пытармарĕ Людмила Александровна.
Людмила Емельянова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кашни çулах çĕре тарăн сухалаççĕ. Сухаламасăр пĕр гектар та хăвармаççĕ. Ĕлĕкхи ака-суха культурине пăхăнаççĕ. Элита вăрлăхсемпе усă кураççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 80 процент элита вăрлăх акнă. Унсăр пуçне хуçалăх пĕрремĕш репродукциллĕ вăрлăхсем сутнипе те палăрса тăрать.
Роза ВЛАСОВА.
Окоп чавнисем каланине çырса илн.
Пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалласа асăну комплексне тăвасшăн. Çак пуçарăва ырлама ыйтса Чăваш Ен Правительстви Раççей çар-истори обществине сĕнÿпе тухнă.
Асăннă общество ку пуçарăва ырласа йышăннă. Палăк проектне хатĕрлес тĕллевпе Раççей шайĕнчех конкурс ирттереççĕ. «Конкурс кăсăклă. Унта кăмăл пуррисем пурте хутшăнма пултараççĕ, çапах çакнашкал проектсене пурнăçлас енĕпе опыт пуррисенчен — архитекторсенчен, скульпторсенчен тата художниксенчен — ĕç ытларах кĕтетпĕр», — тенĕ ЧР строительство министрĕн заместителĕ — Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин. Ку палăк Куславкка районĕнче федераци трасси çывăхĕнче пулĕ. «Лайăх вырăн. Федераци трасси пулнăран вăл Хусан енчен те, Шупашкар енчен те аван курăнать. Енчен те çак объект патне халăх йышлăн килсе çÿреме пуçласан асăну комплексне анлăлатас майсене пăхса тухмалла, тĕслĕхрен, унтах музей, сувенир сутакан киосксем тумалла», — ăнлантарнă тĕп архитектор. Палăка çитес çулхи юпа уйăхĕнче уçма планлаççĕ.
2021 çул пирĕн республикăра ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ. Çакăнпа çыхăннă мероприятисен ярăмне юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Чĕмсĕр чикĕсене тăвакансене» асăну акцийĕпе уçрĕç.
Çак çулталăкпа çыхăнтарса Чăваш Енре тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă чÿк уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче шырав отрячĕсен республикăри «Чĕре астăвăмĕ» VII фестивалĕ иртнĕ. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă. Фестиваль вăхăтĕнче шырав отрячĕсемпе пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем валли семинар йĕркеленĕ. Унта 17 ертÿçĕ хутшăннă. Вĕсем ЧР патшалăх истори архивĕн фонд управне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Георгий хăйăвĕ», «Веда», И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн «Астăвăм» шырав отрячĕсен музейĕсене çитсе курнă. Презентацисемпе, экспедицисен фотоматериалĕсемпе, экспонатсемпе паллашнă. «Георгий хăйăвĕ» отрядăн ертÿçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Сергей Кодыбайкин Сăр тата Хусан чиккисене тĕпченĕ чухне тĕл пулакан йывăрлăхсем пирки лекци вуланă.
Шырав отрячĕсенчен нумайăшĕ кăçал хÿтĕлев сооруженийĕсем пулнă вырăнсене çитсе тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ. Окоп чавма хутшăннă çынсемпе, вĕсен тăванĕсемпе тĕл пулса аса илĕвĕсене çырса илнĕ. Сăмах май, шырав отрячĕсен хăш-пĕр хастарĕн тăванĕсем те хÿтĕлев сооруженийĕсен строительствинче тăрăшнă. Акă Шупашкарти 1-мĕш гимназири «Искра» шырав отрядĕнчи Маша Федуловăн мăн аслашшĕ Иван Алексеевич Федулов Сăр хÿтĕлев сооруженийĕн Çĕмĕрлери лаптăкĕн техника пайĕн ертÿçи, тĕп инженерĕ пулнă. «Иван Алексеевичăн ăсталăхĕ çÿллĕ шайра пулнă. Тавра пĕлÿçĕсен аса илĕвĕсенче строительство ĕçĕсене Федулов тĕплĕн хатĕрленĕ планпа туса пынине палăртнă. Сăмахран, тупă-пăшалтан пемелли вырăна тăшман тÿрех ан асăрхатăр тесе тумалла пулнă. Енчен те строительствăн пĕр-пĕр ĕçне унăн инженери тĕлĕшĕнчен тĕплĕ хатĕрленĕ планне тĕпе хурса пурнăçламасан Иван Алексеевич йăлтах çĕнĕрен тума хушнă. Ăна çынсем питĕ хисепленĕ», — каласа кăтартрĕ «Искра» отрядăн ертÿçи Ирина Федулова.
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрлăхне халалласа республикăри шкулсенче, ытти учрежденире тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулта Сăр чиккине тăвакансене асăнса уйăхлăх иртет. Çавна май унта макетсен конкурсне йĕркеленĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Сергей Снигирев хÿтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннисене халалласа ашшĕ-амăшĕпе пĕрле йывăçран питĕ хитре макет ăсталанă. Сергей — Сăр хÿтĕлев чиккин Çĕмĕрлери прораб лаптăкĕн ертÿçин Сергей Носковăн мăнукĕн ачи. Вăл çак шкулти «Шырав» отрядăн хастарĕ, çавна май 2019 çулта «1941 çулхи хĕлле: тылри курăнман паттăрлăх» çарпа истори реконструкцине хутшăннă. Тăванĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ стройкăна хутшăнни — çак çемье историйĕн пĕр пайĕ, вăл ăруран ăрăва куçса пырать.
Республикăри Вĕрентÿ институчĕ педагогика ĕçченĕсен, вĕренекенсен тата çемье командисен хушшинче «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕ» ятпа видеороликсен республикăри конкурсне ирттерет. Унта хутшăнакансен архив материалĕсемпе тата музейри экспонатсемпе, хÿтĕлев чиккисене тунисен паттăрла ĕçне кăтартнипе çыхăннисемпе, усă курса видеороликсем тăратмалла. Хальлĕхе унта 100 яхăн ĕç çитнĕ. Конкурс материалĕсене раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Халăх юррисене пухнă
Григорий Лисков /1890-1963/ — композитор, фольклор ăсти, педагог, СССР Композиторсен союзĕн членĕ. Вăл Ульяновск облаçĕнчи Вăтам Улхаш ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, музыкант профессине алла илнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан ăна ĕçлеме хăварнă, хĕрачасене сĕрме купăс калама вĕрентнĕ. Унта вăл салтак атти тăхăничченех тăрăшнă. 1917 çултан Элĕкри пуçламăш училищĕре, Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри учительсен семинарийĕнче, тăван ялĕнче ĕçленĕ. 1921 çулта выçлăх пуçлансан Григорий Григорьевич Çĕпĕре тухса кайнă. Ют тăрăхран 10 çултан кăна таврăннă. Ăна Шупашкарти музыка училищин директорне çирĕплетнĕ. 1935-1941 çулсенче композитор музыка шкулĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçланă, Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1938-1941 çул-сенче Григорий Лисков Мускавра музыка-педагогика институтĕнче куçăн мар майпа вĕреннĕ. 1940-1945 çулсенче ЧАССР Композиторсен союзĕн йĕркелÿ комитечĕн пуçлăхĕ пулнă. Вăрçă хыççăн хăйĕн пурнăçне музыка училищипе çыхăнтарнă.
Чăваш Республикин патшалăх хальхи истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, композитор чăваш халăх юррисене нумай пуçтарнă, 1300 ытла юрă çырса илнĕ. 1907-1918 çулсенче хорпа юрламалли юрăсен пуххине хатĕрленĕ. 30-50-мĕш çулсенче Григорий Григорьевич пуçламăш шкулсемпе ача сачĕсем валли тăватă юрă пуххи кăларнă. 1961 çулта хăй хайланă «Юрлар-и, туссем» кĕвĕсен пуххи кун çути курнă. Вăл оркестрсем, квартетсем валли музыка хайлавĕсем çырнă. Унăн юррисемпе «Нарспи», «Тутимĕр», «Чакка», «Хĕн- хур айĕнче» спектакльсем лартнă. Григорий Лисковăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ паллă композиторсем, юрăçсем, музыкантсем пулса тăнă, нумайăшĕ консервато-рисенче пĕлÿ илнĕ. Унăн хайлавĕсем хальхи вăхăтра та концертсенче, телерадиопередачисенче, пысăк уявсенче янăраççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Стахановецсем çинчен
Чăваш Республикин патшалăх хальхи истори архивĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1935 çулхи чÿк уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Шупашкарта стахановецсен республикăри пĕрремĕш слечĕ иртнĕ. Унта рабочисем /токарьсем, тимĕрçĕсем, каменщиксем.../, предприяти директорĕсем, парторгсем, профсоюз хастарĕсем, инженерсем хутшăннă. 15 çынран тăракан президиума палăртнă, председатель пулма Карпова суйланă. «1935 çулта промысла кооперацийĕ 35 миллион тенкĕлĕх продукци кăларма тивĕç. Анчах пур предприяти те çулталăк программине пурнăçа кĕртеймест, хăш-пĕр эртел ку енĕпе юлса пырать. Ĕçе тĕрĕс йĕркелекенсем, ĕçлекенсен вăйне тĕрĕс палăртакансем планран ирттереççĕ. Слетра ĕçри çитменлĕхсене палăртма, лайăххисен опычĕпе паллашма тăрăшăпăр», — тенĕ Карпов слета уçнă кун.
Ун чухне Чăваш Енре стахановецсен юхăмĕ вăй илмен. Калăпăр, «Чăваш йывăçĕ» трестăн заводĕнче — 30 çын, промышленноç предприятийĕсенче 13 çын пулнă. Стахановецсен йышне ÿстерес тĕллевпе çул-йĕр палăртнă: рабочисене ĕç вырăнĕсем тăрăх тĕрĕс пайласси, станоксен ахаль тăраслăхне пĕтересси, ĕç вăхăтне тĕрĕс йĕркелесси, вĕренÿ ирттересси, оборудование пăхса тăрасси, стахановецсене ура хурса пыракансемпе кĕрешесси.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче ĕçе механизацилес, çĕнĕ техникăна алла илес юхăм вăй илнĕ. Донбасри шахтăра ĕçленĕ А.Стаханов пĕр сменăра 102 тонна кăмрăк кăларнă. Нормăран 14 хут ирттерсе палăрнă рабочие сума суса çĕнĕ юхăм «стахановец» ятпа çÿреме тытăннă. Машина тăвакансен отраслĕнче А.Бусыгин тимĕрçĕ лайăх кăтартусем тунă хыççăн промышленноçра хастар ĕçлекенсен хушшинче «стахановецсем-бусыгинсем» ят сарăлнă.
Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
Другов сусăрсемшĕн юлташ пулса тăнă
Сусăрсен спортри çитĕнĕвĕсем тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем çĕнтерÿ патне ниме пăхмасăр ăнтăлаççĕ, тупăшу лапамне тухса лайăх кăтартупа палăрма тăрăшаççĕ. Пире, ырă-сывă утса çÿрекенсене, пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме май пуррине ĕнентереççĕ, хăйсем общество членĕ пулнине çирĕплетеççĕ. Сусăр пулнине пăхмасăрах вĕсем те ыттисене пулăшма, хавхалантарма вăй-хал, сăмах тупаççĕ. Паллах, çакнашкал çынсене хăйсене те ал паракан нумай.
Икĕ тус
Шупашкарта пурăнакан Святослав Евграфов мĕн ачаранпах спортпа туслă. Куçĕ япăх курни те ăна çитĕнÿсем тума чăрмантарман. «2006 çулта çăмăл атлетика секцине çÿреме тытăнтăм. Пире Василий Чернышов учитель хавхалантарса пычĕ. Вăл çăмăл атлетикăн пур енĕпе те аталантаратчĕ: тĕрлĕ дистанцие чупаттăмăр, тăршшĕне-çÿллĕшне сикеттĕмĕр, тĕрлĕ снаряд ывăтаттăмăр. Пĕрремĕш ăмăртусенче малта пулни хавхалану кÿчĕ. Çÿллĕшне сиксе спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларăм. Пĕр тапхăр, чĕркуççие операци тунă хыççăн, 200, 400 метрлă дистанцисене чупрăм. Халĕ каллех çÿллĕшне сикме тытăнтăм. Эрнере 5 хут тренировкăна çÿретĕп. Унта сикес ăсталăха аталантаратпăр, кĕске дистанцисене чупатпăр», — терĕ кăçал Раççей чемпионатĕнче палăрнă спортсмен.
Сăмах май, Шупашкарти куç курманнисен шкулĕнчи Василий Чернышов сусăрсемпе нумай ĕçленĕ, çăмăл атлетика секцийĕ йĕркеленĕ. Вăл çитĕнтернĕ спортсменсем пысăк ăмăртусенче палăрнă. Акă Анна Сорокина Паралимп вăййисен призерĕ пулса тăнă, Александр Сорокин — çÿллĕшне сикессипе çĕршыв чемпионĕ.
Святослав Евграфов 2011 çулта япăх куракансен Пĕтĕм тĕнчери вăййисене хутшăнма тÿр килнĕ. Унта чемпион ятне тивĕçнĕ. Голландин, Германин уçă чемпионачĕсенче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Унтан медальпе тата грамотăпа таврăннă. Паралимп вăййисене хатĕрленнĕ, анчах Раççей спор-тсменĕсене ăмăртусене хутшăнма чарнă.
– Спорт мана çынсемпе калаçма, тĕрлĕ хулапа çĕршыва кайса курма май парать. Атте-анне хавхалантарса пырать, вĕсем маншăн пысăк тĕрев пулса тăчĕç. Шкулта вĕрентекенсем нумай пулăшрĕç, тренер яланах çул кăтартса пырать. Тус-юлташпа пуянлантăм. Вĕсем пулмасан йывăр ки-летчĕ. Чи пысăк ĕмĕт — çут çанталăк илемне курас, унăн кашни кĕтесне уйрăммăн сăнас килет. Пĕр вырăна пĕрмай çÿресен мĕн пур япалана лайăх туйма пуçлатăн. Çĕнĕ çĕре хăнăхма йывăр паллах. Хальхи вăхăтра пире çĕнĕ технологисем нумай пулăшаççĕ. Калăпăр, «Ăслă транспорт» приложенипе куллен усă куратăп, — терĕ 29 çулти атлет.
Святослав Евграфовăн тусĕн Никита Линникăн пурнăçĕ те спортпа çыхăннă. Чире пула куçĕ япăхлансан спорт ăна пуç усма паман, вăл пĕтĕм йывăрлăха парăнтарса малалла талпăннă. Шупашкарти куç курманнисен шкулĕнче вĕреннĕ чухне Александр Ясмаков тренер пулăшнипе каччă дзюдо ăсталăхне алла илнĕ, Раççей чемпионачĕпе кубокĕнче малти вырăнсене йышăннă. «Кашни яшăн кĕрешме пĕлмелле, хăвна тата çывăх çыннусене хÿтĕлеме пултармалла», — палăртрĕ спортсмен.
2013 çулта Никита пауэрлифтингпа кăсăкланма пуçланă. Тренажер залне шăм-шака тĕреклетме çÿренĕ чухне вăл штанга тĕкме кăмăллакансемпе паллашнă. Çитĕнÿ те нумаях кĕттермен — Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. «Спорт йывăрлăхсене çĕнтерме вăй-хал хушать, пурăнма хавхалану кÿрет, çĕнĕ çитĕнÿ патне ăнтăлма пулăшать», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ спорт мастерĕн кандидачĕ. Никита спортпа кăна çырлахса ларман, Самарти медколледжра массажиста вĕреннĕ. Халĕ Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕçлет.
Сывлăхĕ тĕрекленет
Республикăри спорт хатĕрлевĕн центрĕн аслă тренерĕ Роман Другов /вăл спортăн адаптаци тĕсĕсем енĕпе ĕçлет/ пĕлтернĕ тăрăх, сусăрсем çăмăл атлетикăна, тенниса, бадминтона, пауэрлифтинга, боччăна ытларах суйласа илеççĕ. Тренерсемсĕр пуçне спортсменсемпе тухтăр, психолог ĕçлеççĕ. Тухтăр вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать, ăмăртăва е сбора каяс умĕн медтĕрĕслев витĕр кăларать. Спортсменсем психолог патне кайма васкамаççĕ, чунри пăшăрханусемпе ыттисемпе пайланма тăрăшмаççĕ имĕш.
— Вĕсенчен эпĕ ахаль çынран ыйтнă пекех ыйтатăп. Хăйсене те обществăра ыттисемпе тан тытаççĕ. Сусăрсен шалти пĕр органĕ япăхлансан тепри лайăх ĕçлеме пуçлать. Куç курманнисен, калăпăр, алă вăйланать. Вĕсем тытса ÿт çитменлĕхĕсене палăртаяççĕ. Кунашкаллисенчен лайăх массажист пулать, — терĕ Роман Сергеевич. Сăмах май, çăмăл атлетика енĕпе РФ спорт мастерĕ тренер ĕçне 2016 çулта пуçăннă. Çак тапхăрта унăн вĕренекенĕсем Раççейри чылай ăмăртура палăрчĕç. Роман Другов пуçарнипех кăçал Шупашкарта онлайн ăмăрту иртнĕ.
Спортсменăн «куçĕ»
1-2-мĕш ушкăнсенчи куç курманнисене çавăтса пыракан пулмалла. Вĕсем тренировкăра та пĕрле хатĕрленеççĕ, ăмăртăва та пĕрле хутшăнаççĕ. Роман Другов каланă тăрăх, лидерăн спортсмена туртса пыма юрамасть, финиша та пĕрле çитмелле. Унăн вăйлăрах пулмалла. Вĕсем пьедестал çине те пĕрле хăпараççĕ. Анчах пирĕн тăрăхра кунашкалли çукпа пĕрех. Сăлтавĕ — ĕçшĕн шалу тÿлеменни. Çак çăмăл мар тиеве хăйĕн çине РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Сергей Иванов илнĕ. Вăл Денис Гаврилов атлета пулăшса пырать. Вĕсем иккĕшĕ тĕнчери чи пысăк ăмăртусене хатĕрленеççĕ.
«Ку ĕç организма спорт шайĕнче тытса пыма пулăшать. Чылай çул профессионал спортсмен пулнă хыççăн спортран кайма йывăр. Чупнă чухне эпĕ ăна çул кăтартса пыратăп, шыв ĕçтеретĕп. Марафон чупнă чухне нумай ĕçмелле. Малтанхи çулсенче Саша Николаевпа пĕрле ĕçлеттĕм. Унăн куçĕ пачах курмастчĕ. Ăна столовăя та, туалета та çавăтса çÿреттĕм. Куç курман çынна ача пекех пăхмалла. Денис кăштах курать, хăй тĕллĕнех çÿрет», — терĕ Сергей Николаевич. Çавăтса пыракан спортсмен тивĕçĕсене вăл 2018 çултанпа пурнăçлать.
33 çулти Денис Гаврилов çăмăл атлетикăпа тахçантанпах туслă, анчах ăмăртусене пилĕк çул каялла кăна хутшăнма пуçланă. Çак кĕске тапхăрта вăл спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Вăл марафон чупать, сыввисемпе пĕрлех старта тухать. Тăватă марафона хутшăннă. Мускавра кăçал вун пĕрмĕш пулнă.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен..
Комментировать