Ялта ĕçлеме çын кирлĕ
Алтай крайĕнче шыва кайнисене, Украина вăрçине пула инкеке лекнисене Çĕмĕрле районĕнчи ял хуçалăхĕнче ĕçлеме йышăнмалла.
Шупашкартан тăван ялне çĕклеме таврăннă Николай Михайловича ЧР Ял хуçалăх министерстви хурав панă. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа /2006 ç./ хуçалăх тытса тăмалли пĕчĕк тытăмсем çĕр-шыв, ял экономикин пĕр пайĕ пулса тăчĕç, - палăртнă унта. - АПКри паянхи лару-тăру вĕсене те, пысăк хуçалăхсене те аталантарма хистет».
ЧР Министрсен Кабинечĕ 2012 çулхи раштав уйăхĕнче «Ĕç пуçлакан фермерсене 2012-2014 çулсенче пулăшасси» тата «Çемье фермисене хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 2012-2014 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программăсем йышăннă. «Вĕсемпе килĕшÿллĕн эсир ХФХна е çемье фермине аталантармашкăн - грант илмешкĕн - конкурса çуллен хутшăнма пултаратăр, - палăртнă çырура. - Çĕмĕрле хулин ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ Тури Кăмаша фермине ĕçлекенсемпе тивĕçтерессишĕн унта мĕнле специалистсем кирлине, ăна нумай вăхăта тара пама тĕллев лартнине ĕç шыракансене пĕлтернĕ. Çĕмĕрле райадминистрацийĕнчен хыпарланă тăрăх - «Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ» «колхоза» /халĕ Н.Адăрăн килти хуçалăхĕ/ вырнаçма халĕччен пĕр специалиста кăна яман. Сăмахран, 2011 çулта унта Мария Николаева /1981 çулта çуралнă/ зоотехникра ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалист, федерацин «Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программипе килĕшÿллĕн пурăнмалли вырăна лайăхлатма патшалăхран пулăшу илнĕскер, кăшт вăй хурсанах ĕçрен кайнă. Çĕмĕрле райадминистрацийĕ 2013 çулта сирĕн килти хуçалăхра тăрăшма темиçе специалиста сĕннĕ. Анчах пĕри те килĕшмен»
Комментировать