Медицина учрежденийӗсем ҫӗнелеҫҫӗ

17 Ноя, 2020

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ визитпа Канаш районӗнче пулчӗ.

Чи малтанах вӑл Кармами ялӗнчи ҫӗнӗ ФАП ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Сиплев учрежденине кӑҫал хута янӑ. "Унчченхи кивӗччӗ, сивӗччӗ. Ҫӗнӗ ФАП тума пуҫласан эпир кӑна мар, ял ҫыннисем те питӗ савӑнчӗҫ", - терӗ ФАП заведующийӗ Наталия Антонова. Сӑмах май, 2020 ҫулта федераци тата республика бюджечӗсенчен пуҫламӑш медицина-санитари пулӑшӑвне аталантарма 32,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫа-тенкӗпе кӑҫал 5 ФАП уҫма палӑртнӑ. Перекетленнӗ укҫапа тата виҫҫӗ хута яма йышӑннӑ. Вӗсене раштав уйӑхӗ вӗҫлениччен туса пӗтерӗҫ.

Унтан Олег Николаев Канаш районӗн администрацийӗнче сывлӑх сыхлавӗн учреждениӗсене тӗпрен юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе канашлу ирттерчӗ. Кӑҫал, ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри медицина организацийӗсенче 889,7 миллион тенкӗлӗх юсав ӗҫӗсем пурнӑҫламалла. Ҫак укҫа-тенкӗ 44 объекта ҫӗнӗ сӑн кӗртме май парӗ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем

Рубрика: 

Комментировать