«Хыпар» 131 (27714) № 17.11.2020
«Пирĕн ял çывăхĕнчи вăрманта çав тери ватă юман ÿсет. Сывлăшĕ уçă, вырăнĕ асамлă унта. Пырса кур-ха», — «Хыпар» вулаканĕсем темиçе хут та чĕнчĕç юлашки вăхăтра. Иртнĕ шăматкун хăйне евĕр çав йывăç патне çитсе килтĕм.
Ватă юман Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Ульяновка çывăхĕнче ÿсет. Ăна асăннă ялта çурт туяннă Светланăпа Юрий Даниловсем асăрханă. «Эсĕ юман пирки пĕлетĕн-и-ха?» — ыйтрĕ çуркунне кÿршĕре пурăнакан вăрманçă Валерий Васильев. «Çук-ха», — терĕм ăна. «Çакăнтан инçех мар, Ульяновкăран 800 метрта, ÿсет вăл. Çитсе курăр», — сĕнчĕ 18 çул лесникре ĕçленĕ Валери пичче. Кайса шырарăм ăна, анчах тупаймарăм. Вара мăшăрăмпа иксĕмĕре унта кÿршĕ хĕрарăмĕ ертсе кайрĕ. Ăна курсан тĕлĕнсе кайрăмăр. Мĕн тери мăнаçлă, мĕн тери хăватлă вăл! Унăн çывăхĕнче хăвна çав тери пĕчĕк çын пек туятăн! Юман ял çывăхĕнчи хутăш вăрманта ÿсет. Вырăн-вырăнпа юманлăх, вырăн-вырăнпа ăвăслăх унта. Икĕ çухрăмран хура хырлăх пуçланать. Вырăнти вăрманçăсем маларах ку юмана ятарлă приборпа виçнĕ. Ун чухне вăл 22 метр çÿллĕш пулнă. Анчах вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче хуçăлса ÿкнĕ. Хуçăличчен тÿпенелле 40 метра яхăн кармашни пирки калаççĕ. Çавăнпа унтанпа пĕр-икĕ метр çитĕннех пулĕ теççĕ. Апла тăк халĕ çÿллĕшĕ — сахалтан та 24-25 метр», — пал-лаштарчĕ Юрий Иванович.
Эпир хамăрпа пĕрле ятарласа рулетка илнĕччĕ. Юмана виçнĕ, ÿкернĕ вăхăтра çывăхрах çăхан сас пачĕ. Халăх сăнанă тăрăх, вăрăм ĕмĕрлĕ кайăк хăйĕн пекех нумай пурăнакан йывăçа кăмăллать. Ун патне çын килнишĕн сисчĕвленнине çапла майпа палăртрĕ ахăртнех. Сăмах май, çăхансем 200-300 çул пурăнаççĕ. Шăпах çавăнпа çак кайăк вăрăм ĕмĕр палли шутланать. Хăш-пĕр халăх ĕненĕвĕпе, çăхан — вилĕмсĕр кайăк. «Пирĕн хамăрăн пурнăç, унăн — хăйĕн», — теççĕ Ульяновкăсем тискер саслă кайăк пирки. Çăхана уяса тăмаççĕ, çуллахи вăхăтра юман патне канма, вăй-хал, сывлăх ыйтма çÿреççĕ. Кунта вĕсем вăрăм сĕтел, саксем туса лартнă. Виçĕ çын ытамне кĕмест ку юман. Тăваттăн тăрсан çеç алăран тытма пулать. Юманăн сарлакăшĕ — 5 метр та 30 сантиметр. Кăна эпир çĕртен 70 сантиметрта виçрĕмĕр. Метр çÿллĕшĕнчен — 4 метр та 80 сантиметр. Йывăç хуппи мĕн хулăнăш тата… Тĕлĕнсе каймалла. Ун пеккине нихăçан та курман. «Вырăнти халăх, лесниксем каланă тăрăх, ку юман 700 çула яхăн ÿсет.
«Чăваш Енре мĕншĕн пĕлмеççĕ ун çинчен?» — хам тĕлĕннине пытармарăм Валери пиччепе калаçнă чухне, — пĕлтерчĕ Юрий Иванович. — «Никам та ун çинчен ятарласа каласа кăтартман, çырман. Кăсăкланакан та тупăнман. Вăрман варринчи пĕчĕк ялта ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ», — терĕ вăл. Эпир вара мăшăрăмпа Светланăпа ку юман пирки ыттисене те пĕлтерес, информацие Шупашкара çитерес терĕмĕр». Нумаях пулмасть ку юмана Шупашкар районĕнче пурăнакан Екатерина Григорьева килсе ÿкерсе кайнă.
Çут çанталăкăн таса вырăнĕнче упранса юлма пултарнă юман чăннипех тĕлĕнтерчĕ. Вăрман варринче çап-çутă кÿлĕсем пур. Унта кăкшăм курăкĕ чечеке ларать, чарлансем пурăнаççĕ. Сайра тĕл пулакан сиплĕ курăкпа кăмпа та ÿсет. Ака кăмписем вара икĕ чышкă пысăкăш пулаççĕ... Авал Чăваш Енре юман вăрманĕсем тавраллах пулнă. Атмосфера тасах мар пулнăран юман начар ÿсет паян, чылайăшĕ пĕчĕклех типет. Лайăх условисенче вăл 1500 çул таранччен ÿсме пултарать!
Муркаш районĕнчи Ильинка сали çывăхĕнчи юман пирки чылайăшĕ илтнĕ, пĕлет паллах. Ара, ăна Чăваш Енри чи ватă юман теççĕ-çке. Çут çанталăк палăкĕ шутланать вăл. 1530 çултанпа ÿсет. Сăмах май, çав çул Хаяр Иван патша çуралнă. 490 çулхи юманăн сарлакăшĕ — 5 метр та 70 сантиметр. Маларах ватă çак йывăç 26 метр çÿллĕш пулнă, анчах аçа çапнă хыççăн унăн тăрри хуçăлса ÿкнĕ. Халĕ унăн çÿллĕшĕ — 20 метр. Ку юман çулсеренех çулçă кăларать, йĕкел парать. Авал шумер-пăлхар-чăваш халăхĕ юмана турă вырăннех хунă… Палăртса хăвармалла: кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен «Раççейĕн 2020 çулхи йывăçĕ» конкурс иртрĕ. Унта Дагестанри платан — пĕрремĕш, Чăваш Енри Ильинкăри юман иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç, Брянск тăрăхĕнчи юман виççĕмĕш пулчĕ. Чăваш хутлăхĕнчи ватă юманшăн интернетра 25 пин те 720 çын сасăланă.
«Коммерсантъ» издательство çурчĕн «Огонек» журналĕ пĕлтернĕ тăрăх, Дагестанри Рутульск районĕнче ÿсекен юмана Раççейри чи ватă йывăç тесе официаллă майпа палăртнă. Вăл 504 çул çитĕнет. Çут çанталăк тусĕсем ăна пăхса тăраççĕ, упраççĕ.
Ульяновка çывăхĕнчи юман та çулсеренех çулçă кăларать. Ун чухне вăл тата лăпсăрккарах, тата илемлĕрех… Турачĕсем унăн ытларах кăнтăр енче. Ахăртнех, çурçĕр енчен сивĕ çил вĕрнипе маларах хуçăлкаланă. Мăнаçлă юман пирки хальччен вырăнти халăх кăна пĕлнĕ. Ульяновкăри юман Ильинкăринчен те ватăрах тесе çирĕплетекенсем пур. Анчах хăшĕ аслăрах пулнине специалистсен тĕрĕслесе палăртмалла. Унран та пĕлтерĕшлĕреххи — Патăрьел тăрăхĕнчи юмана та управа илмелле, ун тавра карта тытса çавăрмалла, вăл миçе çул ÿснине çырса çапмалла, ăна пăхса, упраса тăмалла…
Роза ВЛАСОВА.
Тырăран – пысăк тупăш
Ял хуçалăх культурисене акса çитĕнтерекен хуçалăхсем кăçалхи тухăçран тырă сутса укçа нумай тăваççĕ. Вăл счета мĕн чухлĕ куçнине чылай ертÿçĕ пытарать: куç ÿкесрен асăрханать. Çапах та тупăш тума хăйсенчен вĕренччĕр текенсем савăнăçа çынсемпе пайлаççĕ. «38 млн тенкĕлĕх сутрăмăр», — терĕ Комсомольски районĕнчи ертÿçĕ. «40 миллионлăх парса ятăмăр», — хуравларĕ Вăрнар енчи председатель. «10 млн тенкĕ парăм пурччĕ — тинех татăлтăм», — пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи ХФХ пуçлăхĕ. Тыррăн сутлăх хакĕ лайăхран чылай ертÿçĕ кăмăллă.
Республикăра вăл кăçалхи авăн тата юпа уйăхĕсенче вăтамран мĕнле? Хуравĕ уçăмлах мар. Мĕншĕн тесен «Агро- Инновацисем» ХП пĕлтермен-ха. Утă тата çурла уйăхĕсенчи паллă: хуçалăхсем 3-мĕш класри апатлăх туллăн кашни тоннине утă уйăхĕнче — 12912,5 /çулталăк каялла — 10400/ тенкĕлле, çурла уйăхĕнче — 13138 /2019 ç. — 10400/, 4-мĕш класри апатлăх туллăн кашни тоннине утă уйăхĕнче — 12117 /2019 ç. — 10000/, çурла уйăхĕнче 11075 /2019 ç. — 10000/, А ушкăнри ырашăн кашни тоннине утă уйăхĕнче — 13420 /2019 ç. — 9375/, çурла уйăхĕнче 10300 /2019 ç. — 9000/ тенкĕлле — самай пысăкрах хакпа — сутнă. Иртнĕ çулсенчи çав уйăхсенче сутлăх хака çулталăк каяллахинчен нумай мар хăпартатчĕç. Кăçал аванах ÿстерчĕç.
Фуражлăх туллăн сутлăх хакĕ кăна утă тата çурла уйăхĕсенче çулталăк каяллахинчен чакнă: çĕр ĕçченĕсем кашни тоннине 8750 /2019 ç. — 9350/ тенкĕлле парса янă. Тырă рынокĕн эксперчĕсем сăлтавне çапла ăнлантараççĕ: пĕлтĕр элеваторсем йышăннă 3-мĕш класри апатлăх тулă нумай пулнă, кăçал чылай сахалрах. Сăмахран, 2020 çулхи тухăçран юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне «Чăвашçăкăрпродукчĕ» йышăннă пĕтĕм калăпăшран вăл — 60%, кăçал 37% кăна тухнă. 4-мĕш класа та капашайманнине фуражлăх тулă шутне кĕртеççĕ. Кăçал вăл пайтах. Юрать-ха, ăна та экспорта яраççĕ. Çавăнпа сутлăх хакĕ авăнпа юпа уйăхĕсенче хăпарнă.
Раççейре тырă хамăра кирлĕ чухлĕ туса илме вĕренсе çитрĕмĕр. Кăçал — рекорд: чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 135,6 млн тонна пухса кĕртнĕ. Халăха тăрантарма, выльăхпа кайăк-кĕшĕке çитерме ытлашшипех. Пĕр енчен пăхсан — лайăх: çĕршывра пурте тутă. Тепĕр енчен — тырă нумайран элеваторсем хуçалăхсемпе килĕшÿ туса çирĕплетекен хак пĕчĕкленес хăрушлăх пур. Ан ÿктĕр тесен ют патшалăхсене сутса рынока пушатмалла. Çавăнпа РФ Ял хуçалăх министерстви тырă сутакан компанисемпе хуçалăхсене чикĕ леш енне ытларах ăсатма май тăвать.
2020-2021 çулсенчи экспорт тапхăрĕнчен тытăнса кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне федераци тулашне 23,6 млн тонна тырă /117%/ — çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 21,2 млн тонна тата вĕсенчен хатĕрленĕ продукци, урпа çулталăк каяллахи асăннă тапхăртинчен 158% нумайрах — тиесе янă. Экспорт уйăхсерен хушăнать.
Чăваш Ен ют патшалăхсене тулă, горчица, йĕтĕн, вика, пăри, хура тул вăрлăхĕ тата тырăран хатĕрленĕ продукци кăçалхи вунă уйăхра Германие, Польшăна, Чехие, Латвие, Литвана, Словакие, Азербайджана 75000 тонна сутнă. 2020 çулхи вунă уйăхрах пĕлтĕрхи чухлĕ ăсатнă. Республика калăпăша татах пысă-клатма пултарать.
Хальлĕхе чылай хуçалăх ертÿçине культурăсен фитосанитари пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тивĕçтерме Россельхознадзортан тивĕçлĕ документсем илесси, ÿсен-тăрана ют патшалăхсен стандарчĕсене тĕпе хурса çитĕнтересси экспорта малалла хăвăртрах яма чарса тăрать. Этем тума пĕлмен ĕç çук теççĕ. Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управлени специалисчĕсем продукцие чикĕ леш енне ăсатассипе, документацие хатĕрлессипе, Европа стандарчĕсене тивĕçтерессипе сĕнÿсем парса пулăшаççĕ.
Республика экспорчĕн калăпăшĕ, чикĕ леш енне тырă тиесе яракан хуçалăхсен, вĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ импортер патшалăхсен шучĕ ÿсет. Çаксем те пирĕн хуçалăхсен сутлăх хакне çÿллĕ шайра тытма пулăшаççĕ.
Чăн та, ют патшалăхсене турттарма çул инçе, тăкак пысăк. «Хăш-пĕр импортер: «Польшăна е Европăри ытти çĕршыва вăрлăх илсе кайнă чухне пысăк тăкак курмăпăр-ши?» — тет, уншăн пире сахалрах тÿлеме тăрăшать. Эпир ун пек потребительсемпе килĕшÿ тумастпăр. Чылай чухне çĕршывра сутсах тупăш ну-майрах ĕçлесе илетпĕр. Ĕçĕ чикĕ леш енне е федераци регионĕсене сутнинче мар. Кам ытларах тÿлет — çавна сутатпăр», — терĕ Çĕрпÿ районĕнчи Андрей Хорошавин предприниматель.
Хуçалăхсем республикăри тырă йышăнакан предприятисене кăна мар, тулашран туянма килекенсене те парса яраççĕ. «Мĕншĕн «Чăвашçăкăрпродуктне» е Апат-çимĕç фондне сутмастăр?» — ыйтатăп ертÿçĕсенчен. «Саккун республика тулашне сутма чармасть. Кама сутас килет — çавăн кузовне тиетпĕр», — теççĕ. Хирĕçлесе нимĕн те калаймăн. Çапах та пирĕн тата тулашра хаксем пĕрешкел чухне вырăнти элеваторсене сутсан республикăна усă ытларах: тырăран тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ, республика бюджетне налук нумайрах куçать, ĕç вырăнĕсем нумайрах, çынсен шалу пысăкрах. Хамăр тырра Чăваш Енри элеваторсемпе çăнăх-кĕрпе арманĕсем урлă кăларса бизнеса пĕрле аталантарнине нимĕн те çитмест.
Çурла-чÿк уйăхĕсенче кил хуçалăхĕсене ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем тырă çуллен параççĕ. Тĕслĕхрен, Комсомольски районĕнчи «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекенсене выльăха çитерме темиçешер тонна сутнă. Хăйхаклăхне саплаштармалăх кашни килограмшăн 5 тенкĕ çеç тÿлеттернĕ. Предпринимательсем вара ялсенче автомашинăран ял-йыша 8-12 тенкĕлле сутаççĕ.
Çăмăллăхлă хак кооператив членĕсене савăнтарать. Патăрьел районĕнчи «Красное Знамя» ЯХПК, Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз членĕсене те йÿнĕ хакпа панă. Çавнашкал хуçалăхсенчен ыттисен ырă тĕслĕх илмелле. Хăйсен ĕçлекенĕсенех рынок хакĕпе сутакансем те пур.
Тырă эксперчĕсем сутлăх хак çитес уйăхсенче те хăпарĕ теççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Юрă шăрантарса пурнăçа илемлетеççĕ
Куславкка районĕнчи Илепар, Карач, Якуньккă ялĕсенче тĕлĕнмелле илемлĕ, уçă саслă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем халăх юррисене килĕшÿллĕн шăрантарса çĕнĕ пурнăç парнелеççĕ.
Халăх тунсăхне туйса
Любовь Краскова пуçарăвĕпе 2004 çулта фольклор ансамблĕ йĕркеленĕ. Ăна питĕ илемлĕ ят — юнашар юхса иртекен юхан шыва хисеп туса Энĕш ят панă. Унăн пĕрремĕш утăмĕсем пирки ансамблĕн пĕрремĕш ертÿçи Любовь Порфирьевна каласа кăтартрĕ.
— Хальхи вăхăтра Карачри культура çурчĕн заведующийĕнче ĕçлетĕп. Профессипе культурăпа çыхăнман эпĕ, ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă, «Аниш» совхозра 23 çул вăй хутăм, хуçалăхăн профком председателĕ те пултăм. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче культура çуртне ертсе пыма сĕнчĕç, — иртнĕ кунсене аса илчĕ Любовь Краскова. — Ĕçе пуçăнсанах фольклор ушкăнĕ чăмăртас шухăш çуралчĕ. Карач шкулĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Людмила Сорокинăпа канашларăм. Унтан ялти ватăсенчен упранса юлнă авалхи тумсене пуçтартăм, юрăсем çырса илме пуçларăм. Çак ĕçре Вера Маркелова, Валентина Ленькова, Лариса Изотова, Людмила Сорокина питĕ нумай пулăшрĕç, вĕсем коллективăн шăнăрĕ пулса тăчĕç. Василий Семенов фермер коллектива параппан туянса пачĕ, мероприятисем ирттерме, фестивальсене тухса çÿреме транспортпа, ытти енĕпе пулăшрĕ, халĕ те тимлĕхсĕр хăвармасть. Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Анна Семенова, ял тăрăхĕн хальхи пуçлăхĕ Елена Плотникова пирĕнпе юнашарах пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ майлă хавхалантарса тăчĕç, кашни репетицие сиктермесĕр çÿрерĕç. Халăх тăван юрă-кĕвĕшĕн тунсăхлани тÿрех сисĕнчĕ, коллективри йыш кĕске вăхăтрах 28 çынна çитрĕ.
Паллах, Любовь Порфирьевнăна çĕнĕ ĕçе хăнăхма çăмăл пулман. Фольклорпа çыхăннă кĕнекесем вуласа пĕлĕве ÿстернĕ, республика шайĕнче йĕркелекен семинарсене çине-çинех хутшăннă. Кус-лавкка районĕнчи «Еткер» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Людмила Ефимова Карача килсе вырăнти ташăсене вĕрентнĕ. Чăваш Енри паллă фольклористсемпе канашлани, вĕсен паха опычĕпе усă курни витĕм кÿнех — «Энĕш» 2010 çулта «халăх коллективĕ» ята тивĕçнĕ.
Ираида Вдовина çулĕпе
2013 çултанпа ансамбле Наталия Краснова ертсе пырать. Вăл малтан та çак коллективрах юрланă. «Ушкăнра çулланнисем те пур. Лариса Изотова кĕçех 70 çул тултарать. Пĕрле пуçтарăнса ăшшăн саламлăпăр-ха ăна. Пĕр-пĕринпе питĕ туслă, кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕр… Репертуарта, тĕпрен илсен, — вырăнти юрă-ташă. Çав шутра туй юррисем /«Çу та иртрĕ, кĕр те иртрĕ», «Хăта йытти»/, вăйă çеммисем /«Аслă вăрман илемĕ», хăнара юрлаканнисем /«Вырăсла хапха айĕнчен», «Калуш кайрĕ Атăла», «Шĕшкĕ мăйăр тумасан», «Тăвансем, эсир пирĕн пата ма пымастăр», «Тапăртатса тăрать тур лаши», «Сĕм-сĕм вăрман», «Утарса ятăм лашине», «Чăнах лайăх чĕн йĕвен»/, салтак ачисем янраттараканнисем /«Атте-анне, ан макăрăр»/, çатрăк ташшисем, пĕччен, иккĕн, ушкăнпа ташлаканнисем, ыттисем пур. Йăларан та пуян «Энĕш» фольклор ушкăнĕ. Кĕр сăри, Улах, Кăшарни, Сурхури, Çăварни, Мăнкун, Акатуй, купăста тăварлани, вăйă, салтак ăсатни, туй йĕркисене вырăнти культура çуртĕнче кăна мар, районти, республикăри мероприятисенче те туллин кăтартнă», — кăмăллăн калаçрĕ Наталия Алексеевна.
Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кĕчкей ялĕнче кун çути курнă. Унта халăх юррисене çĕнĕ пурнăç парнеленĕ Ираида Вдовина çуралса ÿснĕ. Наталия Алексеевна та курнăçнă унпа. «Çимĕке килнĕччĕ ентешĕмĕр. Хÿхĕм, çÿллĕ те хитре хĕрарăмччĕ вăл. Анне каланă тăрăх, ялти хĕрарăмсем унăн юррисене юратсах юрланă. Пĕрне вăл яланах ĕнерлесе çÿретчĕ: «Купăста лартрăм, пулмарĕ, купăста лартрăм, пулмарĕ. Ĕнер пултăм ĕçкĕре, паян çÿреп мухмăрла…». Атте купăс калама хăй тĕллĕнех вĕреннĕ, вăл Ираида Вдовинăна та купăс каласа юрлаттарнă. Те ентешĕм пек пулас килни хавхалантарнă, те атте-анне, Турă пани пулнă — халăх кĕвви-çеммине питĕ килĕштеретĕп, вĕсене чун-чĕререн юрлатăп. Пирĕн репертуарта та пур Ираида Вдовинăн юррисем», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Наталия Краснова.
Чи çывăх тăван пек
Хальхи вăхăтра, коронавируса пула, фольклор ушкăнĕ инçет мелпе йĕркеленекен конкурссене хутшăнать. Унччен вара таçта та çитсе курнă. «Энĕш» пухмачĕнче «Сăрпа Çавал çаврисем», республика шайĕнчи Акатуй, Чăваш Енри наци культура коллективĕсен «Туслăх кăшăлĕ» 13-мĕш фестивалĕн, вăрçă çулĕсенчи халăх юррисен «Алăкран тухрăм — тайăлтăм» 2-мĕш фестиваль-конкурсăн, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа ирттернĕ чăваш юррисен В.П.Воробьев ячĕллĕ «Янра, юрă» 1-мĕш фестивалĕн, ыттисен дипломĕсем упранаççĕ. Апла-и, капла-и — кăçал та наградăсене тивĕçнĕ Карачри юрă ăстисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивалĕн регионти тапхăрне хастар хутшăннăшăн тата пысăк ăсталăхпа палăрнăшăн «Энĕш» пикисем каллех дипломлă пулнă. Коллективри Евстафий Ванюшин купăсçă Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа хăй тĕллĕн вĕреннĕ хут купăсçăсен хушшинче ирттернĕ «Атăл çинчи тупăшу» республика конкурсĕнче димлома тивĕçнĕ. Авăн уйăхĕнче «Энĕше» Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн Куславкка районĕнчи «Этночей» фестивальне юрă-кĕвĕпе илемлетме пулăшнăшăн Тав çырăвĕпе чысланă. Çавăн пекех ансамбль республика шайĕнче йĕркеленĕ «Аслă чÿк» йăлана ирттерме хастар хутшăннă. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Карач ял тăрăхĕнче вăрçă ачисене хисеп туса палăк уçнă. Унта фольклор ушкăнĕн хастарĕсем те хăйсен тÿпине хывнă. Укçа- тенкĕпе пулăшнă, палăк уçсан пысăк концерт кăтартнă.
Йышпа пĕрле канма та кăмăллаççĕ юрлама юратакансем. Иртнĕ çул Йошкар- Олана çитсе курнă, унти кÿлĕре кимĕпе те ярăннă, «сăнав урапипе» тÿпе çÿллĕшĕнчен хула çине пăхса киленнĕ. Районти «Вĕçен кайăк вĕçевĕ» текен вырăна та çитсе курнă «Энĕшçĕсем», шашлăк та пĕçерсе çинĕ. Чи çывăх тăвансем пек пулса тăнă вĕсем.
Ансамбле çÿрекенсен ырă йăла пур: ял тăрăхĕнчи ватă çынсен сумлă юбилейĕсенче килнех çитеççĕ, кинемейсемпе мучисене илемлĕ юрăсемпе саламлаççĕ. Ял çыннисем авалхи йĕркесене те манăçа кăларасшăн мар, ывăл-хĕрĕн туйĕсене «Энĕш» пикисене чĕнеççĕ. Вара артистсем несĕлсем кĕрлеттернĕ туй юррисене янраттараççĕ, такмакласа ташлаççĕ. Василий Семенов фермер пĕр çулхине авалхи апат-çимĕçĕн фестивальне ирттернĕ, унта вара Карач юрăçĕсем илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе кăна мар, килте пĕçернĕ, ăшаланă тутлă пÿремечпе, кукăльпе, пăтăпа, шÿрпепе те савăнтарнă.
«Ачи тунката пулсан та…»
«Энĕш» ансамблĕн хастарĕсемпе паллашар-ха. Вĕсенчен пĕри — Лариса Изотова. Вăл культура çуртне çул хывнăранпа вунă çул ытла иртнĕ. Шупашкар районĕн пики 16 çултах Карачри хитре кач-чăпа çемье çавăрнă. Мăшăр Шупашкарта 27 çул ĕçлесе пурăннă, тивĕçлĕ канăва тухсан яла таврăннă. Лариса Петровна хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх те тытать, халăх коллективне çÿреме те вăхăт тупать. «Çакăнта килсен чун уçăлса каять, сассăм лайăх-и, лайăх мар-и — эпĕ кунта ĕçлекенсене пулăшас тетĕп. Чăваш халăх юррисем питĕ килĕшеççĕ, чĕрере ырă туйăмсем çуратаççĕ. Çав юрăсене чун параканĕсем мĕнле маттур çынсем пулнă-ши тесе савăнатăп. Пĕчĕк коллективпа çын-сен кăмăлне уçас тесе тăрăшатпăр. Килĕштерсех çÿретĕп «Энĕше». Шел, юлашки вăхăтра час-часах тĕл пулаймастпăр, пĕр-пĕриншĕн питĕ тунсăхлатпăр», — чунне уçрĕ вăл.
Лариса Петровна пирки чăннипех харсăр çын темелле. 61 çулта вăл автомобильпе çÿреме вĕреннĕ. Халĕ ялти ватăсене лартса эрнере пĕрре Куславкка пасарне апат-çимĕç туянма илсе каять. Репети-цисене те юрăçсене лартса килет. Çавăнпа пĕрлех ăна ялпа çыхăннă ытти самант та шухăшлаттарать, пăшăрхантарать. Сăмахран, ял урамĕсенче ача сасси илтĕнме пăрахни. Унччен вăтам шкул пулнă, унта таврари ялсенчен пĕлÿ илме çÿренĕ, эрнесерен пасар кĕрленĕ. Ют енчисем кунта пурăнакансемпе тăванлашма тăрăшнă. «Ачи тунката пулсан та ялĕ Карач пултăр», — тенĕ-мĕн хĕрсем. Кунта вăрçă вăхăтĕнче те ача çураттармалли çурт, икĕ хутлă больница, аптека пулнă. Халĕ шкулта пурĕ те 20 ача кăна вĕренет.
«Репетицисене чăтăмсăррăн кĕтетĕп»
Иртнĕ çул Лариса Петровна шкулти саккăрмĕш класа нимĕç чĕлхи вĕренме çÿренĕ, унпа пĕрле пĕр ача кăна пĕлÿ илнĕ. Кăçал та вĕренес кăмăл пулнă, анчах 9-мĕш класс çук Карачра. Мĕншĕн шăпах нимĕç чĕлхине вĕренес тенĕ-ха юрăç? «Манăн хĕр нимĕçе Ян Шердере качча тухнă. Вĕсем Берлинта пурăнаççĕ. Эпĕ унта пĕрре кайса курнă. Нимĕн ăнланмасăр ухмах пек çÿрерĕм. Таврăнсан нимĕçле кăшт та пулсан ăнкарас тесе шкулта вĕренме пуçларăм. Халĕ нимĕçле шутлама та, кăштах пуплеме те пултаратăп», — тĕлĕнтерчĕ маттур хĕрарăм. Унсăр пуçне Лариса Петровна темиçе çул каялла тăван ялĕнчи юхăннă хуçалăхра парк чĕртсе тăратнă. Унта тĕрлĕ йывăç лартнă, кÿлĕ чавса пулă ĕрчетнĕ, халĕ çулленех чечексем çитĕнтерет. Вăл тăршнипе вăрçăра пуç хунисене асăнса палăк та лартнă. Паллах, ăна мăшăрĕ, ял-йыш пулăшнă. Халĕ унта тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ, вăл ялти шăпăрлансен чи юратнă вырăнĕ пулса тăнă.
Ирина Пастухова та «Энĕш» халăх ансамблĕнче юрлать. Вăл Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Амăшĕ тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăхне таврăннă. Ирина Георгиевна халь ăна пăхса пурăнать. Çамрăк чухнех юрă-кĕвĕ тĕнчипе туслă пулнă пике, Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменне юрлама çÿренĕ. Лариса Изотова вырăнти фольклор ушкăнне пĕрле çÿреме сĕнсен хаваспах килĕшнĕ. «Эпĕ чăвашла яках та калаçаймастăп, анчах юрăсенчи шухăша пĕлни вĕсен сăмахĕсене вĕренме пулăшать, — йăл кулчĕ Ирина Георгиевна. — Юрă итлекенĕн кăмăлне çеç мар, шăрантараканăнне те уçать, концертран киле тулли кăмăлпа таврăнатăп, пурăнас килсе тăрать. Репетицие чĕнессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Авалхи тумсене тăхăнма питĕ юрататăп. Çав самантра хама иртнĕ вăхăта таврăннăн туятăп. Чăвашла юрăсене юрланă чухне куççуль те тухать».
Надежда СМИРНОВА.
Окоп чавнисен ĕç хатĕрĕсене тупнă
Сăр хÿтĕлев чиккине Сăр, Уза, Няньга, Чардым юхан шывĕсен хĕрринче Мари, Чăваш, Мордва республикисенче, Чулхула, Пенза, Саратов тата Ульяновск облаçĕсенче чавнă. Пирĕн республикăра çак чикĕ Етĕрне районĕнчи Засурски ялĕ патĕнчен пуçланнă.
«Чăваш АССРĕнчи ĕç çыннисен депутатсен Етĕрне районĕнчи Канашĕн ĕçтăвкомĕ çапла йышăннă: 1. Патшалăх оборона комитечĕн йышăнăвне тата Чăваш АССРĕн Халăх комиссарĕсен канашĕн, ВКП/б/ăн ОК бюровĕн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн ял канашĕсен, колхозсен правленийĕсен ĕçтăвкомĕсене Чăваш Енре хÿтĕлев сооруженийĕсене васкавлă тума пĕр талăкран кая юлмасăр рабочисене мобилизацилеме, вĕсене лашапа, ĕç хатĕрĕсемпе — кувалдăсемпе, урлă тата тăрăхла пăчкăсемпе, ийĕсемпе, катмаксемпе, кĕреçесемпе, лумсемпе, наçилккасемпе — тивĕçтерме сĕнес. 2. Колхоз председателĕсене уйăрнă ĕç вăйне пĕр тăхтаса тăмасăр бригадăсем тăрăх йĕркелеме /бригадăра 50-шар çын/ хушас. Бригадирсене лайăх тĕрĕсленĕ çынсене суйлас тата вĕсене райканаш ĕçтăвкомне çирĕплетме тăратас, мобилизациленĕ çынсен списокне пĕрлех парас. 3. Мобилизациленĕ кашни рабочие пĕрле ăшă тум, алсиш, вырăн таврашĕ, пĕчĕк хуран, чашăк тата кашăк илме хушас. 4. Ял канашĕсен ĕçтăвкомĕсен, колхоз председателĕсене çак хушăва палăртнă вăхăтра пурнăçламасан айăплисене çар вăхăчĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн судпа явап тыттарасси пирки асăрхаттарас. Чăваш АССРĕнчи ĕç çыннисен депутатсен Етĕрне районĕнчи канашĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ С.Агеев. Секретарь — Шмелев», — çапла çырнă Чăваш АССРĕнчи ĕç çын-нисен депутатсен Етĕрне районĕнчи канашĕн ĕçтăвкомĕн 1941 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче /вăл ЧР патшалăх истори архивĕнче упранать/.
Хушупа килĕшÿллĕн, окоп чавма 17 çултан аслăрах çынсене явăçтармалла пулнă. Çапах ку ĕçе çамрăкраххисене те хутшăнтарнă. «Эпир кăçал çулла Етĕрне районĕнчи Засурскинче, Сарьялта, Пĕрçырланта тата ытти ялта пултăмăр. Сăр чиккине тума хутшăннă çынсен аса илĕвĕсене пуçтартăмăр. Шел, асăннă строительствăна хутшăннисенчен чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă. Эпир курса калаçнă çынсенчен ытларахăшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 12-13 çулсенче пулнă. Шкулта, педагогика училищинче вĕреннĕ. Уроксем хыççăн вĕсем окоп чавма кайнă: аслисене юр тасатма, чавма пулăшнă, çитĕннисем мĕн ыйтнине йăтса килсе панă, хăйсен вăйĕ çитнĕ таран ĕçленĕ», — каласа кăтартрĕ Шупашкар хулинчи 1-мĕш гимназири «Искра» шырав отрячĕн ертÿçи Ири-на Федулова.
Отряд хастарĕсем окоп пулнă вырăнсенче шырав ĕçĕсем ирттернĕ. Ильина Гора ялĕ çывăхĕнче çирĕплетнĕ окопсемпе блиндажсен çĕнĕ вырăнĕсене тупса палăртнă. Çак объектсенче çĕре çапса кĕртнĕ йывăç юпасем те пулнă. «Çак юпасемпе окопсене, блиндажсене çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне эпир хÿтĕлев чиккисене тунă çынсен ĕç хатĕрĕсене те тупрăмăр: тимĕр савăл, пуртă. Вĕсемпе тарăн шăннă çĕре таккама усă курнă. Окоп чавнă вăхăтра çанталăк çав тери сивĕ тăнă. Пуртти катăлнă, çавăнпа ăна унтах пăрахса хăварнă ахăртнех. Çавăн пекех лаша урапин тимĕр кăшăлне тупрăмăр. Окоп чавнă çĕрте лашасен вăйĕпе те усă курнă: юпасем, вăрман, шыв турттарнă. Эпир тупнă япаласен хушшинче пăтасем, килте алюминирен шăратса тунă кашăк, çавăн пекех эрешлĕ сулă татăкĕ пур. Специалистсем çак эреш чăвашсенни евĕрли пирки калаççĕ. Хĕрарăм ĕçленĕ вăхăтра сулли татăлса кайнă ахăртнех. Çавăн пекех тÿмесем тупрăмăр. Окоп чавнă çынсен тăванĕсем те пире вĕсен темиçе япалине пачĕç», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Ирина Федулова. Вăл шырав ĕçĕсене тепĕр çул тăсассине пĕлтерчĕ.
Окоп чавма пирĕн республикăра 170 пин ытла çынна явăçтарнă. Паллах, инçетри районсенчен килекенсене киле яман, вĕсем çĕр пÿртсем туса унта çĕр каçнă. Хăшĕ-пĕри çывăхри ялсенче пурă-накансем патне хваттере кĕнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мишеркассинчи 96-ри Мария Трифонова хăй пурăнакан тăрăхра окоп чавнă: Сăр хÿтĕлев чикки çак районти Пантьăк ялĕ çывăхĕнчен иртнĕ. Мария Владимировна 1941 çулта 17-ри хĕр пулнă. Вăл окоп чавмашкăн ир-ирех, тул çутăлмасăрах, кăмака хутмасăр тата апат çимесĕрех кайнине аса илет. Ирхи 6 сехетрен кая юлса килекенсене аякка ĕçлеме илсе кайнине палăртать. «Окопсене 2 метр тарăнăш, пилĕк метра яхăн сарлакăш чавмаллаччĕ. Сивĕччĕ, йывăрччĕ», — тет вăрçă нуши-тертне туйнă хĕрарăм. Килне çĕрле таврăнсан та канăç пулман, мĕншĕн тесен вĕсен пÿртĕнче урăх районсенчен килнĕ çынсем çĕр каçнă. «Урай тулли çын выртатчĕ. Пирĕн çеç мар, кашни килте тенĕ пекех çавăн пекчĕ», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Мария Владимировна. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Утаркассинче пурăнакан ватă çынсем те окоп чавма аякри районсенчен илсе килнĕ çынсем вĕсен ялĕнче çĕр каçнине астăваççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать