ÇУТ ÇАНТАЛĂК ХĂЙ СИСТЕРЕТ

14 Авг, 2014

Тимлĕрех сăнаса пăхсан пĕр-пĕр пахча çимĕçпе улма-çырла пирĕн кĕлеткен хăш-пĕр пайне аса илтернине асăрхама пулать. Çак уйрăмлăха «медицина ашшĕ» Парацельс та палăртнă, вăл е ку орган сывлăхĕшĕн ун евĕрлĕ çимĕçсемпе апатланма сĕннĕ. Танлаштарса пăхар-ха.

Аçтăрхан мăйăрĕ - пуç мими

Мăйăр, чăн та, тĕшши çинчи хутламĕсемпе пуç мими евĕрех. Пуç мимишĕн те вăл питĕ усăллă. Унра пуç мимин нерв клеткисене тума хутшăнакан çуллă йÿçексем /çав шутра - омега 3/ нумай. Кунне 5-7 мăйăр çисен нервсене йĕркене кĕртме пулать. Вăл çавăн пекех чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен, иккĕмĕш тип диабетран, усал шыçăран хÿтĕленес тĕлĕшпе усăллă.

Шăмăсене, юн тымарĕсене ырă витĕм кÿрет.

Шута илме. Аçтăрхан мăйăрĕ питĕ калориллĕ пулнине ан манăр. Нумай çисен аллерги пуçланма, çăвар ăшĕ, миндалинăсем шыçма пултараççĕ. Вăрах колит, энтероколит, пыршăлăхăн çивĕч чирĕсем, юн кĕвелеслĕх пысăк, самăрлăх чухне юрамасть.

 

Кишĕр - куç

Куç сывлăхĕшĕн кирлĕ бета-каротин виçипе кишĕр пĕтĕм пахча çимĕçпе улма-çырларан /сырлансăр пуçне/ ирттерет. Çавăнпа вăл куçшăн усăллине лайăх пĕлетпĕр. Вăл тата иммун тытăмĕшĕн те паха, усал шыççа хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать, шăмăсемпе шăлсене çирĕплетет, щит евĕрлĕ пар ĕçĕ пăсăласран хÿтĕлет.

Шута илме. Анчах кунта та виçе пулмалла. Кишĕр сĕткенне нумай ĕçсен ыйхăлаттарма, вăй-хал чакма, пуç ыратма, температура ÿсме, ÿт саралма пултарать.

 

Сельдерей - шăмă

Сельдерейăн çинçе те сĕтеклĕ тунисем шăмăсем евĕрлех курăнаççĕ. Туни кăна мар, тымарĕ те шăмăсене кирлĕ кремнипе пуян. Апла тăк остеопорозран хÿтĕлет. Организма кремни çитмесен вăл кальцие йышăнаймасть. Унсăр пуçне сельдерей гипертони, самăрлăх, нерв тытăмĕ аптратсан, иммунитетшăн усăллă. Вăл атеросклерозран, пыршăлăхра çĕрĕк процесĕсем аталанасран сыхланма пулăшать.

 

Помидор - чĕре

Çурмалла кассан чĕре тытăмне аса илтерет. Вăл ликопинпа пуян, çавна май чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕн чирĕсем аталанас хăрушлăха чакарать, атеросклерозпа кĕрешет. Кăштах олива çăвĕ хушса хатĕрлесен сиплĕ япалана йышăнасси вăйланать.

 

Апельсин, лимон, грейпфрут

Формипе те, тытăмĕпе те хĕрарăм кăкăрĕ евĕр. Çак цитруссенче усал шыçă клеткисене хирĕç кĕрешекен лимоноидсем пур. Анчах ытлашши çисен, сĕткенне нумай ĕçсен менотăхтав тапхăрне çитнĕ хĕрарăмсен кăкăрăн усал шыççи аталанас хăрушлăха ÿстерет. Çимĕçсем диабет, самăрлăх чухне те усăллă. Грейпфрут икĕ кунра вăтам пĕр çимĕç çителĕклĕ.

Шута илме. Грейпфрут хăш-пĕр эмел витĕмне чакарма пултарать.

 

Шалча пăрçи

Пÿре евĕрлĕскерпе халăх медицининче мĕн авалтанпах çак орган чирĕсенчен сипленнĕ чухне усă кураççĕ. Вăл шăк хăвалакан витĕмпе палăрса тăрать. Çавăнпа пÿре чирлине пула ÿт тăртансан, шăк çулĕсен чул чирĕ чухне пулăшать.

 

Оливка, маслина

Çак çимĕçсем хĕрарăмсен çăмарталăхне аса илтереççĕ. Вĕсем çăмарталăха пахалăхлă ĕçлеме кирлĕ Е витаминпа пуян. Сывă çак органсем кĕлеткăсем кăна мар, хĕрарăм илемĕпе çамрăклăхĕн гормонне - эстрогена - туса кăлараççĕ.

 

Авокадо - амалăх

Тулаш енчен пĕр пекрех пулсан та хĕрарăм сывлăхĕпе тÿрĕ çыхăну çук. Ăна çини ăс-тăна çивĕчлетме пулăшать, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрас хăрушлăха чакарать. Авокадăри кали организмри тăвар-шыв шайлашăвне йĕркене кĕртет. Юн пусăмĕ ÿссен, юн çаврăнăшне, юн тăвассине йĕркене кĕртме, вар хытнине ирттерме пулăшать.

 

Хĕрлĕ эрех - юн

Мĕнрен усăллă-ха? Паха хĕрлĕ эрех липидсен ылмашăнăвне лайăхлатать, юнри липопротеидсене тĕрĕс шайлашура тытса тăма пулăшать, атеросклероз аталанăвне чарса тăрать, юн пусăмне чакарать, юн тымарĕсем хупланса ларасран хÿтĕлет. Анчах виçене пăхăнмалла: кунне пĕчĕк бокал паха хĕрлĕ типĕ эрех çителĕклĕ, ытларах юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.