Сĕнтĕрвăрри туристсене илĕрттĕр
4 Ноя, 2020
Паян Сĕнтĕрвăрри хулин çыранне хăтлăлатас концепцие сÿтсе яврĕç. Калаçу «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.
Сĕнтĕвăрри хули пĕчĕк хуласене аталантарма хатĕрленĕ проектпа çĕнтернĕ. Паянхи семинар ĕçне усламçăсемпе архитекторсем, культура ĕçченĕсемпе хула çыннисем хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Çакнашкал ĕç формипе малашне те усă курасшăн.
— ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев общество вырăнĕсене хатлăлатмашкăн хатĕрлекен проектсен пĕрлехи ĕçне йĕркелеме сĕнет. Пирĕн вырăнти халăх шухăш-кăмăлне шута илмелле. Хусан архитекторĕсене ахальтен мар чĕнтĕмĕр. Пирĕн çамрăк архитекторсем вĕсен ĕçне курса вĕренччĕр. Эрнерен вĕсене пухăпăр та концепци пирки тĕплĕн калаçăпăр. Унта усламçăсен, общество апатланăвĕн, музей ĕçченĕсен, туристсен, ачасен шухăшне шута илмелле, — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева.
Сĕнтĕрвăррисен сÿтсе явмалли чылай. Çĕнетнĕ çыранта ал ĕç ăстисем валли «саккунлă» вырăн кирлĕ. Хальлĕхе вĕсем пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтесе тĕккеленеççĕ. Хула аталанăвне тÿпе хывнă паллă çынсен палăкĕсем пулсан та пăсмасть, Андриян Николаев космонавт летчике те манмалла мар. Вăл — Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ, вĕреннĕ.
Концепципе çыхăнман ыйтусем те янăрарĕç. Вĕсем — тахçантанпах татăклă хурав кĕтекеннисем. Халăха «Сĕнтĕрвăрри — Шупашкар» çул çукки кулянтарать. Хытă сийлĕ çул икĕ хулан туризм тытăмне ÿстерме пулăшĕ. Халех пурнăçламалли ĕç нумай. Патша тăвĕ ишĕлет — ăна çирĕплетмелле, йывăç-тĕм лартмалла. Çыран хĕрринче автомашина хăварма май çук. Эппин, парковка кирлĕ. Анчах ăна ăçта вырнаçтармалла? Çамрăк архитекторсен хурав тупăнчĕ — çĕр айĕнче тумалла. Çак тата ытти ыйту хуравне пĕрле шырамалла, сÿтсе явмалла.
ШУХĂШСЕМ
— Туристсем пирĕн пĕчĕк хулана юратаççĕ. Сĕнтĕрвăррин кăтартмалли, мăнаçланмалли пур. Çырана çĕнетсен туризм тытăмĕ аталанасси иккĕлентермест, шыв транспорчĕ те çÿреме пуçлĕ.
— Сĕнтĕрвăрри хулин опычĕпе республикăри ытти хула-район усă курма пултарать. Концепцие пысăк предприяти пуçлăхĕсемпе депутатсенчен пуçласа шкул ачи таранах сÿтсе явать. Канмалли кун туризмне аталантармалли май тумалла, кемпинг валли вырăн кирлĕ. Республикăра пурăнакансем те Сĕнтĕрвăрри хулине килсе курччăр, канччăр.
Ольга КАЛИТОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта
Рубрика:
Комментировать