Хĕрсемпе ывăл пур чухне...

13 Авг, 2014

Кил-çурт çавăрасси нихăçан та никамшăн та çăмăл пулман. Çак шухăшпа Красноармейски районĕнчи Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Федор Матвеев тăнчах килĕшет. 83 çула çитсе вăл темиçе пÿрт лартнă çĕре хутшăннă, хăй тĕллĕн те тăрласа курнă.

Ашшĕнчен Федор Матвеевич эрнери ача юлнă. Çитĕннĕ çĕре амăшĕ те çĕре кĕнĕ.

Çемьере пиллĕкĕн ÿснĕ. Пиччĕшĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Аппăшĕсем качча тухнă. Ача чухне пурне те йывăр килнĕ. Тăраниччен çисе, йĕркеллĕ тумтир тăхăнса курман. Çавах ял-йыш хисепĕнчи çын пулнă.

- Курăк яшкипе çитĕнтĕмĕр. Çуркунне çитсен шыв-шур кайса çĕр типессе питĕ кĕтеттĕмĕр. Серте-пултранне хĕлле валли те типĕтеттĕмĕр, - аса илет Ф.Матвеев.

4 класс çеç вĕренме тÿр килнĕ ăна. 18 çула çитсен авланнă. Пĕррехинче вутта кайсан Шупашкар районĕнчи Кивçурт Маркари Нина Кондратьевăпа паллашнă та - тек уйрăлман. Пĕр çăвартан килĕштерсе пурăннă. Шел, мăшăрĕ çут тĕнчере текех çук ĕнтĕ. Кулянать пулин те Федор Матвеевич хăйне пĕччен туймасть. Хĕрĕсем - Зойăпа Светлана, ывăлĕ Вячеслав пăрахмаççĕ çывăх çыннине. Вячеславпа Зоя тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Кĕçĕнни Светлана Мускавра ĕçлесе пурăнать.

Ф.Матвеев çамрăк чухне ăста платник пулнă. Алли çыпăçуллăран ял çыннисем мухтанă ăна, пĕри те тепри саккас панă. Çурт-йĕр хăпартма 15 çухрăма çитиех çÿренĕ вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче çемье валли хăех йывăç çурт лартнă, платник тытман.

Çулсем иртнĕ май йывăç пÿрт çĕрĕшнĕ. Хĕрĕ Светлана ăна кирпĕчрен купалама сĕннĕ, пулăшма пулнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕ те килĕшнĕ. «Хĕрсемпе ывăл пур чухне хама пĕччен туймастăп. Çĕнĕ çурт çинчен шухăшлама текех ватă ĕнтĕ. Тепĕр тесен, çак тĕнчерен каяс тăк, вăл хăйсенех юлать», - тет тăххăрмĕш теçетке çулта пыракан.

Проектне ачисем хăйсемех суйласа илнĕ. Кирпĕч, хăма, ытти материал туяннă, никĕс янă. Стротельсене ку хутĕнче тара тытма тивнĕ. Федор Матвеевича текех хăма-пĕрене чутлама мар, пуртта пĕр вырăнтан тепĕр çĕре илсе хурасси те пысăк ĕç тунăнах туйăнать.

Кивви вырăнне çĕнĕ те илемлĕ çурт пĕр уйăхрах ÿссе ларнă. Зал, кухня, çывăрмалли пÿлĕм, ваннăйпа туалет та пулĕ. Нушапа текех картишне тухас çук. Хĕл сиввинче ватăшăн ку темрен паха.

Мачча-урайне вара мăнукĕ Олег /вăл строительсен мастерĕ/ сарнă. Кантăксем, алăксем вырнаçтарнă.

- Кĕр енне çĕнĕ пÿрт уявне ирттеретĕпех ĕнтĕ, - пĕчĕк ачаллах хĕпĕртет Федор Матвеевич.

Çурт, унчченхипе танлаштарсан, чăнласах хăтлă. Калăн - хулари пĕр пÿлĕмлĕ чăн-чăн хваттер!

Виктор Данилов.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.