Вăйлă майсене пĕлетпĕр, хавшак енсене куратпăр
Министрсен Кабинечĕ паян иртнĕ ларура республикăн 2035 çулченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕн проектне ырларĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ тишкерĕве министрсемпе пĕрлех Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, ыттисем хутшăнчĕç.
Производство, ĕçсĕрлĕх, шалу…
Малтанах экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çак тапхăрти ĕç çăмăл пулманни паллă — коронавирус инфекцийĕ нумай йывăрлăх кăларса тăратни куçкĕрет. Çавăнпах промышленноç производствин индексĕ те иртнĕ çулхи çак тăпхăртипе танлаштарсан кăшт чакнă — 99,5%. Тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ унтан та ытларах пĕчĕкленнĕ — 93,9%. Ял хуçалăхĕ производствăна 1,4% пысăклатма пултарнă. Чăн та, сĕт суса, çăмарта туса илессине ÿстернĕ пулин те аш-какай туса илесси чакнă.
Строительство отраслĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем аван, анчах пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси палăрмаллах чакнă. Кăçал автоçулсен 122 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсанă, 14 километр çул тунă тата реконструкциленĕ. Çав вăхăтрах министр транспортпа çыхăннă йвăрлăхсем пирки каларĕ. Пандеми автобуссемпе çул çÿрекен пассажирсен юхăмне 13% чакарнă, самолетсемпе вĕçекенсен йышĕ вара 30% чухлех пĕчĕкленнĕ.
Ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 30,7 пин тенке çитнĕ. Шалăвăн чăн виçин ÿсĕмĕ пĕлтĕрхи шайпа пăхсан 104% танлашнă. Аван пек, çапах чухăнлăхран ниепле те хăтăлаймастпăр-ха – ку енĕпе республика Атăлçи округĕнче çав-çавах 12-мĕш вырăнта. Раççей шайĕнче — 67-мĕшĕнче. Коронавируса пула ĕç-пуç пушшех çивĕчленни те сисĕнет — ĕçсĕрлĕх ÿснĕ: ресубликăра паян ĕçсĕр 27,5 пин çын. Ĕç паракансем сĕнекен вакансисен шучĕ чылай пĕчĕкрех — 16,7 пин вырăн.
Демографи енĕпе те мухтанмалли çукрах: кашни пин çын пуçне çуралнă ачасен вăтам шучĕ 9,1-пе танлашнă, вилнисен — 14 çынпа. Кăмăлли — çынсен пурнăç тăршшĕ хушăнни: вăтамран 73,44 çулпа танлашать – Атăлçи округĕнче 4-мĕш кăтарту, Раççейре — 28-мĕш.
Çитĕнÿсем те пур, çитменлĕхсем те
Отрасльсен министрĕсем те сăмах илчĕç — хăйсем яваплă уйрăм ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал тухăçлă тыр-пул çитĕнтерни çинчен каланипе пĕрлех уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсенчи выльăх шутне упраса хăварма пултарнине пысăка хурса хакларĕ. Çакăнта вăл ĕне усракан çынсене патшалăх енчен пулăшу кÿнин пысăк витĕмне курать. Темиçе çул каялла кăна-ха кашни ĕнерен çулталăкра 5,5 пин килограмм сĕт сунипе мăнаçланаттăмăр, кăçал вара çак виçе 6,5 пин килогрампа танлашмалла. Ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи кăçал 24 пин тенкĕрен иртнĕ.
Промышленноç министрĕ Евгений Герасимов ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Предприятисенче ĕçлекенсем çитменни пирки каланă май вăл çынсене ĕç укçине аван тÿлекеннисенче ку енĕпе йывăрлăх çуккине çирĕплетрĕ, апла тăк бизнес капитанĕсен çакна та шута илмелле. Чăваш Ен çыннисен пысăк йышĕ республика тулашĕнче ĕçлени те, тĕрĕссипе, çакăнпа çыхăннă вĕт.
Строительство министрĕ Александр Героев пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси чакнин сăлтавне уçăмлатрĕ. Эскроу-шутсемпе ĕçлеме пуçланине, проектсене финанспа банксем урлă тивĕçтермелли йĕрке çине куçнине кура строительство организацийĕсен чĕрĕкĕн çурт-йĕр строительствин рынокĕнчен кайма тивнĕ. Кăтартăвне тăваткал метрсен шучĕ палăрмаллах чакнинче куратпăр. Пушаннă вырăнсене урăххисем йышăнĕç, анчах ку, министр шучĕпе, питĕ хăвăрт пулмĕ — пĕр-икĕ çул та кĕтме тивĕ.
Усă курман майсене çул памалли стратеги
2035 çулчченхи стратегипе те Дмитрий Краснов паллаштарчĕ. Стратеги проекчĕ Чăваш Ен «пурăнмалллли чи лайăх вырăн тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелли территори» пулмаллине тĕпе хурать. Аплă тăк пысăк квалификациллĕ çынсем ĕçлемелле, пысăк технологиллĕ экономика пулмалла. 2035 çул тĕлне промышленноç производствин индексне 1,9 хут пысăклатассине палăртнă, ĕç укçин вăтам виçи 90 пин тенкĕ патне çывхармалла.
Çĕнĕ производствăсем уçассипе, ял хуçалăх продукцийĕн 70% кая мар пайне хамăр патра тирпейлессипе çыхăннă тĕллевсене палăртнипе пĕрлех Дмитрий Иванович чăваш тĕрри, чăваш хăмли йышши йăлана кĕнĕ, анчах манăçма пуçланă брендсене аталантармалли çинчен те каларĕ.
Сĕнÿсем вăрах кĕттермерĕç. Патшалăх Канашĕн аграрлă секторшăн та яваплă комитечĕн ертÿçи пулнă май Сергей Павлов депутат ялта халăх шучĕ пысăк хăвăртлăхпа чакса пыни çинчен пăшăрханса каларĕ. Ялта ĕç вырăнĕсем ытларах кирлĕ. Çак тĕллевпе, иккĕленмест Сергей Павлов, ялти бизнеса налук енĕпе пайăррăн хушма çăмăллăхсем памалла. Аслă экономика канашĕн ертÿçин заместителĕ Наталия Партасова пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх енчен кÿрекен пулăшу пысăккине палăртрĕ, анчах предпринимательсенчен нумайăшĕ вĕсем пирки пĕлмест. Бизнесри хĕрарăмсен общество организацийĕн ертÿçи Марина Аниченкова пĕчĕк бизнеса ытларах çăмăллăх пама ыйтать.
Олег Николаев кашнинех тимлĕ итлерĕ. Стратеги проекчĕ пирки каланă май вăл çак документ «эпир хамăрăн вăйлă тата хавшак енсене ăнланни çинче никĕсленнине» палăртрĕ, çавăнпа та ырă улшăнусене вăй парас енĕпе çине тăрса ĕçлеме хатĕрленмелле: «Чăваш Енĕн хальлĕхе усă курман майĕсем пысăк – вĕсене çул памалла».
Комментировать