Ращах-ши ку, тен, çÿп-çап вырăнĕ?

13 Авг, 2014

Пушă вăхăт тупăнсанах тĕп хуламăр хĕрринчи Гузовский вăрманçă ращинче пулма тăрăшатăп. Вĕçен кайăксен «концертне» итленĕ май кăкăр туллин сывласа киленме кăмăллатăп. Кунта манашкал çÿрекен сахал мар. Тивĕçлĕ канурисем çавтăнса асфальт витнĕ сукмакпа мăшăрăн-мăшăрăн утаççĕ.

Вырăн-вырăнпа, сукмакпа юнашар, таянса ларса канмашкăн саксем ятарласа вырнаçтарнă. Шăрăх кунсенче пушă вырăн çукпа пĕрех. Сулхăнри ырлăха кам-ха килĕштермĕ? Йывăçлăха ватăсем çеç мар, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем çÿреççĕ. Çамрăк мăшăрсем - пепке кÿмине тĕртсе, аслăрах ÿсĕмрисем - ачисене алăран çавăтса.

Ачапча валли чăн ырлăх кунта! Чуччу, ярăнчăк...

Шел те, раща ырлăхĕпе иртĕхекенсем те тупăнаççĕ. Çакă тарăхтарать. Акă умранах пĕр ушкăн çамрăк шавлăн калаçса-янрашса иртрĕ. Хăйсем ÿсĕр. Кăштахран пирус мăкăрлантаракан хĕрсем çывхарчĕç. Каччăсенчен юласшăн мар пулас: аллисенче - сăра кĕленчи. Пушаннисене урнăна тирпейлĕн пырса хурас чухне айккинелле вăркăнтарчĕç.

Ĕçсе-çисе каннă вырăнта вара мĕн кăна çук: апат-çимĕç юлашки, эрех-сăра кĕленчи, консерв банкисем...

Кунта хăрса типнĕ çамрăк йывăç нумай. Вăрман илемне яраканскерсене касса тирпейлекен çук. Нумай çул хушшинче ытама кĕреймиех ÿснĕ юмансем курăнмаççĕ. Темĕн пысăкăш лаптăклă тунката вара çителĕклех. «Кусем ик çĕр, тен, виç çĕр çула та çитнĕ пулĕ», - тесе тĕлĕнетĕн. Хăшĕ-пĕри вара тавралла тăрса хăналанмалли сĕтеле çаврăннă. Çумăнта апат пĕрле пултăр кăна.

Ĕлĕкрех тенкелсем çинче кĕнеке е хаçат-журнал тытса ларакан чылайччĕ. Уçă сывлăшра мĕн вулани пуçа лайăх кĕнине пĕлнех çав вăл вăхăтра. Çĕнĕ пĕлÿшĕн çуннă. Хальхи çамрăка çакă кăсăклантармасть. Сăра сыпа-сыпа янăрашса-ахăлтатса хăйсене çитĕннĕ çын вырăнне хураççĕ-ши? «Эпир - чи чăнкисем», - тесе кăкăрĕсене çапманни кăна. Тавралăха ирсĕрлес-варалас тесен вара - вĕсене çитекен çук.

Гузовский вăрманне юманлăх ращи те теççĕ. Шел те, çамрăк юмансене кураймăн кунта. Ĕлĕкхисем ватăлса-çĕрсе тата хăрса пĕтнĕ. Пушă лаптăксене хунавсем лартмаллах, анчах ырă çак ĕçе пуçаракансем çук. Çак лаптăка хутăш йывăçсен ращи теессĕм килет. Ахальтен-и кунта пырса кĕнĕ вырăнта: «Вăрман-парк» тесе çырса çапнă. Тĕрĕссипе, йывăçлăх раща-ши? Тен, парк тесен те çителĕклĕ. Вăрман теме вăл çавăн териех пысăк лаптăк йышăнмасть. Апла-и, капла-и - каланипех пĕлтерĕшĕ ÿсмĕ. Анчах йĕрке пулмаллах. Таса марлăхран хăтăласчĕ, пурăна киле çÿп-çап вырăнне ан çаврăнтăрччĕ вăл. Хула халăхне илемĕпе илĕртекен кану вырăнĕ кирлех.

Александр ВИШНЕВСКИЙ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.