Уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕç

23 Окт, 2020

Паян Шупашкарти «Арена» пăр керменте Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă турĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн 2020 çулхи тăхăр уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен доклад турĕ. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем 960 пин тонна /бункер виçипе/ тырă пухса кĕртнине, вăл кашни гектартан вăтамран 33 центнер тухнине, выльăхран продукци пĕлтĕрхи çав хушăринчен нумайрах туса илнине, патшалăх пирĕн аграрисене пулăшса субсиди уйăрнине пĕлтерчĕ.

Районсенчен пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уяв ячĕпе саламларĕ, ял ĕçченĕсен кăçалхи ĕçне лайăх хак пачĕ, вĕсем аталану çулĕпе çирĕп утăмсемпе малаллах каясса шанса тăнине систерчĕ. Кăçал ял хуçалăхĕнчи пĕтĕм йышши организацисене, кил хуçалăхĕсене кÿнĕ пулăшăва тĕпе хурса килес çул та субсиделессине вăйлатма шантарчĕ, аграрисен пĕр ушкăнне патшалăх наградисем пачĕ.

Ял ĕçченĕсене РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Николай Малов, Леонид Черкесов саламларĕç. Пухăннисене республикăн юрă-ташă ăстисем хаваслă концертпа савăнтарчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. @555tati22 сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: 

Комментировать