Ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв

12 Авг, 2014

Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Йĕпреç районĕнчи Хыркассин ирĕкелле саланнă ывăл-хĕрĕ те тăван тăрăхшăн тунсăхлать.

Çавăнпа вĕсемшĕн Ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Кăçал ăна вĕсем çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче анлăн паллă тунă. Пухăннисене Шăрттан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Надежда Ефремова саламланă, яла тирпей-илем кÿртес ĕçе, культура мероприятийĕсене хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Зоя Яковлева ертсе пынипе Шăрттанти информаципе культура центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. «Звездочка» ушкăн çĕнĕ ташăсемпе паллаштарнă. Каçченех чăваш юррисемпе такмакĕсем янăранă. Ялти купăсçăсем халăха çĕнĕ кĕвĕ-çемĕ парнеленĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле шÿрпе ас тивнĕ.

С.МЕДОВАЯ.

Автор: