Иван Яковлев уçса панă пуласлăх

23 Окт, 2020

Чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагогăн Иван Яковлевăн (1848-1930) ятне Раççейре те, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унăн çур ĕмĕре пынă нумай енлĕ ĕçĕ-хĕлĕ халăхсен хушшинче самана пĕлтерĕшлĕ пулса историе кĕрсе юлнă.

Халăха çутта кăларас енĕпе ентешĕмĕр тунă ĕçсене Раççей империйĕн юлашки виçĕ патши те, РСФСР Министрсен Канашĕн председателĕ Владимир Ленин та, хамăр патшалăхра тата ют çĕршывсенче ĕçлесе тăнă ăсчахсем, çыравçăсем, патшалăхпа общество ĕçĕсене йĕркелесе пыракансем те пĕлнĕ, ырланă.

Иван Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăл туса хурса 50 çул ытла ертсе пынă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-çулĕ пин-пин документра палăрса юлнă. Вĕсем Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенчи тĕрлĕ архивра, çав шутра Англире — Лондонри Британипе ют патшалăхсен Библи обществинче — упранаççĕ. Унăн шкулĕнче пĕлӳ илнĕ чăваш çамрăкĕсем тăван кĕтесĕсенче пин-пин ачана вулама, çырма вĕрентнĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха Çутта кăларуçăна? Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче паллă çыннăмăр пурнăçран уйрăлса кайнăранпа шăпах 90 çул çитрĕ. Çавна май Иван Яковлевăн тĕп хулари палăкĕ умĕнче Астăвăм сехечĕ иртрĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. «Çак кун чăвашсемшĕн уйрăмах паллă кун. Вăл пирĕн çутта кăларуçăпа Иван Яковлевпа çыхăннă. Иван Яковлевич хăйĕн ĕçĕсемпе, шухăшĕсемпе чăвашсен кун-çулĕнче питĕ тарăн йĕр хăварнă. Вĕсене малалла тăсса пырсан малашлăх та çутă, ăнăçлă пулĕ. Ентешĕмĕр тăван чĕлхене хисеплеме, юратма, унпа кулленхи пурнăçра туллин усă курма суннă. Çапла кăна çын чунпа пуянланма, унтан вара обществăна, юратнă Чăваш Ене пуянлатма, вăйлăлатма пултарĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Вăхăт улшăнать, иртсе пырать, анчах вăл тăван халăха панă Халал паян çырнă пекех чĕрĕ, вырăнлă. Эпир Яковлев умĕнче пуçăмăра таятпăр, ĕçне-хĕлне малалла туса пыратпăр. Çакна çирĕплетекен тĕслĕх — кăçал çулла йышăннă «Чăваш чĕлхине упраса аталантарасси» çумпрограмма. Чăваш тĕррин кунне çирĕплетрĕмĕр. Кăçалхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ăна пĕрремĕш хут паллă тăвăпăр. Çак кунсенче тата Шупашкарта патшалăх тата гражданла рбществăсем чăваш чĕлхине упраса хăварас ыйтупа регионсен хушшинчи конференци ĕçлерĕ. Тăван чĕлхен шăпи, пуласлăхĕ пирĕнтен хамăртан килет. Иван Яковлевăн халалне манăçа кăларас марччĕ».

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов вăл ертсе пыракан Чăваш патшалăх педагогика университечĕ Иван Яковлев ячĕпе çӳрени унта ĕçлекенсене, вĕренекенсене савăнтарнине, çав вăхăтрах пысăк яваплăх кăларса тăратнине палăртрĕ. «Çутта кăларуçă туса панă никĕс çинче — пирĕн малалла аталанмалли майсем. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăй хуракансемшĕн Иван Яковлев — атте те, анне те. Чăвашсем пуласлăхлă, мĕншĕн тесен пирĕн Иван Яковлев пур», — терĕ Владимир Иванов.

Кĕçех палăк чĕрĕ чечексемпе илемленчĕ. Шурă, хĕрлĕ, сарă çеçкесем çине пĕрремĕш юр пĕрчисем вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçсе анчĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сăн ÿкерчекĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать