Маскăна ирхине кăна мар, кунĕпех тăхăнмалла

15 Окт, 2020

Паян суту-илӳ, апатлану вырăнĕсенче, аптекăсенче халăх маскăпа çӳрет. Çак йĕрке хăнăхнă йăлана çаврăнса пырать. Анчах хăшĕ-пĕри маскăна тĕрĕс мар тăхăнать. Тутана кăна хуплать, е янах çине антарса лартать. Çакăн пек пĕтĕмлетрĕм «МТВ» центрта пулнă хыççăн.

Эпир ятарлă ушкăнпа /вăл ЧР экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин, прокуратура, роспотребнадзор ĕçченĕсенчен тăрать/ суту-илӳпе курав центрĕнче сутуçăсемпе тавар туянакансем маска режимне епле пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Акă пĕр вырăнта, карас телефонĕсене сутакан икĕ йĕкĕт маскисене янах çине антарса хунăччĕ. Камера йăтнă çынсене курсан – вăр-вар хăпартрĕç. Пирĕн ушкăнрисем хăйсен ĕçне питĕ яваплă пурнăçлакансем пулчĕç — каччăсене тĕрĕс епле ĕçлемеллине йăлтах ăнлантарса пачĕç. Суту-илӳ вырăнĕсенче пур çĕрте те тенĕ пекех килен-каяна 1,5 метр дистанцие пăхăнмалли çинчен, маска тăхăнмасăр тавар сутманни çинчен аса илтерни пур. Хăш-хăш вырăнта лавккара пĕр харăс виçĕ çынран ытла пулмалла марри пирки пĕлтернĕ.

Акă «Перекресток» патĕнче чарăнтăмăр. Кунта маскăсăр тата перчеткесĕр кĕртменни çинчен çырса çапнă. Кĕнĕ çĕрте тавар туянакансене перчеткепе маска /манса хăварнисене/, антисептик сĕнеççĕ. «Эпир халăха маскăсăр кĕме юраманни пирки куллен каласа ăнлантаратпăр. Çынсемпе хирĕçмесĕр, сăпайлăн калаçма тăрăшатпăр. Хамăр ĕçченсене маскăсемпе, перчеткесемпе тивĕçтерсех тăратпăр. Вĕсем маскăна кашни икĕ сехетре улăштараççĕ. Дезинфекци тумалли хатĕрсем те çителĕклех», - каласа пачĕ лавкка директорĕ Надежда Мешкова.

Эпир çавăн пекех обществăлла апатлану вырăнне те çитрĕмĕр. Кунта та йĕркене пăхăнни палăрчĕ. Поварсем те, кассирсем те — маскăсемпе, перчеткесемпе. Çакна та калам: пысăк çак суту-илӳпе курав çуртне кĕнĕ çĕрте, пĕрремĕш хутра уйрăм çынна тăратнă. Вăл тавар туянакансене маскăсăр кĕме юраманнине аса илтерет.


ШУХĂШ

Эмма ИВАНОВА, ЧР экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин потребитель рынокĕн тата лицензировани пайĕн пуçлăхĕн çумĕ:

— Паянхи кун маска пирки халăхран ыйтса çырнисем, ăнлантарса пама ыйтнисем чылай килеççĕ. Чылайăшĕ хăйсене маска тăхăнма хистенишĕн, унсăр тавар сутманнишĕн кăмăлсăр. Çавăнпа ятарлă рейд ирттерес, суту-илӳ çурчĕсене çитес, халăха каласа ăнлантрас терĕмĕр. Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ — паянхи кун коронавируспа чирлекенсен йышĕ ӳссе пырать. Çак кăтарту епле пуласси эпир епле сыхланнинчен, ятарлă мерăсене мĕнле пăхăннинчен нумай килет. Тĕп условисенчен пĕри — маскăсемпе, респираторсемпе çӳрени. Роспотребнадзор ĕçченĕсем ăнлантарнă тăрăх, маска инфекцие сарăлма пур-пĕрех чарать. Çынсен харпăр хăйне тата çывăхрисене хисеплемелле. Эпир суту-илӳ, обществăлла апатлану ĕçченĕсене кун пирки тăтăш каласа ăнлантаратпăр. «МТВ» центрта 1,5 метр дистанцие пăхăнмаллине пур çĕрте те асăрхаттарнă. Сутуçăсем пурте тенĕ пекех маскăпа ĕçлеççĕ. Иккĕшне кăна маскăна тĕрĕс мар тăхăнни пирки асрăхаттарма тиврĕ. Тавар туянакансем те пурте лавккана маскăпа кĕреççĕ. Вĕсем каç пуличченех çапла çӳрессе шанас килет. Маскăсене тăтăш улăштармалли çинчен те манмалла мар. Республикăра маска режимне тата сыхлав мерисене епле пăхăннине тĕрĕслеме мобильлĕ ушкăнсем туса хунă. Вĕсем куллен суту-илӳ çурчĕсене тĕрĕслеççĕ. Пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттарнипе çырлахаççĕ пулсан иккĕмĕшĕнче актсем тăваççĕ, штрафсем тӳлеттереççĕ. Вĕсем вара самаях пысăк. Кун пирки ертӳçĕсем пĕлеççĕ.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ӳкерчĕкĕсем кунта.

 

Рубрика: 

Комментировать