Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕ

12 Авг, 2014

Сĕнтĕрвăрри районĕнче Культура çулталăкĕнче тĕллевлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Кану вăхăтĕнче те хулари «Çемье вулавĕ» библиотекăра ачасемшĕн усăллă куравсем йĕркелеççĕ. Сăмахран, библиотекăн ача-пăча пайĕнче çитĕнекен ăрăва каникул вăхăтĕнче кирлĕ литература вулама сĕнекен «Класс тулашĕнчи вулав» выставка хатĕрленĕ. Вăл икĕ пайран тăрать. «Кĕнеке страници çинчи хĕвел» пайра шăпăрлансем тĕрлĕ енлĕ литературăпа - вырăс тата чикĕ леш енчи классиксен произведенийĕсемпе, бестселлерсемпе, фантастикăпа тата ыттипе те - паллашма пултараççĕ. «Çу кунĕнчи кĕнеке сукмакĕпе» пайра шкул программипе вуламалли литература вырăн тупнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.