Красноярск тăрăхĕнче Чÿклеме иртнĕ
Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Красноярск тăрăхĕнчи Казачинское ялĕнче чăвашсен Чÿклемине ирттернĕ. Унта ултă районтан тата Ачинск, Дивногорск, Енисейск, Красноярск, Лесосибирск, Сосновоборск хулисенчен пуçтарăннă.
Чÿклемене йăхташăмăрсем хăйсем ăсталанă япаласемпе, апат-çимĕçпе тата пахча çимĕçпе пырса çитнĕ. Ылтăн алăллă чăвашсен пултарулăхне кăтартма пуян курав йĕркеленĕ. Чÿклемене пухăннă халăха Красноярск тăрăхĕнчи тÿре-шара та саламланă. Чăваш уявне пуçараканни, ирттерме хавхалантарса хĕтĕртсе тăраканни Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн ертÿçи Геннадий Храмов пулнă. Йăхташăмăрсем юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе савăннă, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ. Саманине кура перчеткесемпе маскăсем тăхăнма тивни халăха савăнма кансĕрлемен.
Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕксем.
Комментировать