Патăрьелсем уявра та сывлăха çирĕплетеççĕ

11 Авг, 2014

Иртнĕ шăмат куна ку çулти чи сывлăхлă кун тесен те йăнăшмăпăр. Çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра Физкультурник кунне халалласа 300 ытла спорт мероприятийĕ иртнĕ. Çак кун сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем спорт керменĕсенче тÿлевсĕрех сывлăха çирĕплетме пултарнă.

Акă Патăрьел районĕнчи «Паттăр» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн стадионне те халăх йышлăн пухăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем спорта юратас енĕпе чăнласах палăраççĕ çав. Уявра 500 ытла спортсмен çăмăл атлетика: армспорт, мини-футбол, пляж волейболĕ, кире пуканĕ йăтас енĕпе ăмăртнă. Ытти мероприятири пекех спорт ветеранĕсем те айккинче юлман. 40-60 çулсенчи арçынсен йышĕнче 400 метра чупассипе Шăхач ял тăрăхĕнчи Петр Макаров 1-мĕш вырăн йышăннă. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи Иван Киргизовпа Турханти Терентий Давыдов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Кире пуканĕ йăтассипе Тури Туçари Ринат Сафин /70 килограмчченхи виçере/ 1-мĕш вырăн йышăннă. Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи Владимир Портнов иккĕмĕш пулнă. Сăкăт ял тăрăхĕнчи Алексей Алексеевăн виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ.

Çак кунах Патăрьел районĕнче шахматла тата шашкăлла выляссипе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн Олег Мешковăн парнисене çĕнсе илессишĕн пысăк ăмăрту иртнĕ. Сăмах май, Олег Вадимович ентешĕсене манмасть, спорт ăмăртăвĕсене ирттерме, йĕркелеме яланах пулăшать. Хăй те вĕсене тăтăшах хутшăнма тăрăшать. Асăннă турнирăн тĕп тĕллевĕ - шашка-шахмат вăййисене анлăрах сарасси, спорт ăсталăхне ÿстересси, районти чи лайăх шахматистсемпе шашистсене тупса палăртасси, вĕсене аталанма пулăшасси, хавхалантарасси.

Хĕрÿ тупăшура шашистсен йышăнче Патăрьел ял тăрăхĕнчи Николай Федоров, Пикшикри Владик Антонов, Нăрваш Шăхальти Владик Григорьев палăрнă. Хĕрарăмсенчен Пикшикри Наташа Кузьминина çитекенни пулман. Тури Туçа ял тăрăхĕнчи Надежда Яковлевăпа Сăкăт ял тăрăхĕнчи Роза Положина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Шахматистсен хушшинче вара Пикшикри Фрадия Чинкина çĕнтернĕ. Ишлĕ Шетмĕри Елена Краснова - иккĕмĕш, Тури Туçари Марина Михайлова виççĕмĕш вырăн йышăннă. Арçынсен хушшинче Шăнкăртамри Рафаил Якупов мала тухнă. Тăрăнти Владимир Марковпа Сăкăтри Анатолий Тинюков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Дипломсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Çавăн пекех уяв ячĕпе хастар та пуçаруçă спортсменсем, спорт ветеранĕсем ятарлă парнесене тивĕçнĕ.

Анна Громова

Рубрика: