Паллă ăсчаха хисеплесе савăнăçлă мероприяти иртрĕ
Паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче паллă ăсчах, 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» авторĕ Николай Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнĕ май савăнăçлă мероприяти иртрĕ.
Унта Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Алиса Иванова хутшăнчĕç.
Николай Владимирович, Светлана Анатольевна, Петр Степанович, Алиса Геннадьевна çамрăксене /залра вĕсем ытларахчĕ/ Николай Ашмарина хисеп туса килнĕшĕн тав турĕç, ун тĕслĕхĕпе хавхаланса пурнăçра пысăк ÿсĕмсем тума, ăсчахăн ĕçне малалла тăсма сунчĕç. «Пирĕн, чăвашсен, кун-çулĕ тумхахлă та, мухтавлă та. Камран тĕслĕх илмелли, вĕренмелли пур, — терĕ Николай Малов. — Эпир телейлĕ халăх, мĕншĕн тесен пирĕн çĕр çинче Николай Ашмарин пек пултаруллă çынсем çуралса ÿснĕ. Етĕрне маншăн та тăван хула».
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Алевтина Долгова Николай Ашмарин ĕç-хĕлĕпе туллин паллаштарчĕ.
Савăнăçлă мероприятие çавăн пекех юрă-ташă та илем кÿчĕ. Чăваш патшалăх академи симфони капелли, ачасен «Суварята» ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» ансамблĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ Василий Николаев, ыттисем залра ларакансене савăк кăмăл парнелерĕç.
Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать