Наградăсем хуçисене тупрĕç

2 Окт, 2020

«Чи малтанах наставниксене, атте-аннепе юлташсене тав тăватăп», — терĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕн студентки Валерия Субботина. Паян ăна, «Çамрăк профессионалсем» наци чемпионатне хутшăнса наградăсене тивĕçнĕ ытти çамрăка чысларĕç.

Чăваш Ен 2012 çулта «Ворлдскиллс» юхăма пĕрремĕш кĕнĕ регионсенчен пĕри. Унтанпа пирĕн çамрăксем чемпионатра пĕрре мар çĕнтернĕ. Кăçал команда Раççей регионĕсем хушшинче 11-мĕш вырăн йышăннă. Яшсемпе хĕрсем 29 наградăна тивĕçнĕ. Пухмачра 3 «ылтăн», 1 «кĕмĕл», 4 бронза. 21 çын «Профессионализмшăн» медальона тивĕçнĕ.

Çĕнтерÿçĕсене чысланине онлайн мелпе «Ютуб каналра» кашниех курма пултарчĕ. Онлайн-трансляцие çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче кăтартрĕç. Видеоçыхăну мелĕпе иртнĕ мероприятие РФ çут ĕç министрĕ Сергей Кравцов, «Çамрăк профессионалсем» союзăн генеральнăй директорĕ Роберт Уразов, чемпионата хутшăнакансемпе тĕнче шайĕнчи экспертсем хутшăнчĕç. Ăна Раççейри профессипе техника вĕрентĕвĕн тытăмне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать