«Хыпар» 111-112 (27694-27695) № 02.10.2020

2 Окт, 2020

Тăхăр вунă çула çывхарса пыракан Елена Григорьева Йĕпреç районĕнчи Çăкалăхра пĕчченех пурăннă. Щитран хăпартнă çурчĕ кивелсе юхăннăран хĕллехи кунсенче пÿлĕмре çил вылянă, газ кĕртме май килмен. Шыв-вутă енчен те кансĕр пулнă. Пĕртен-пĕр ывăлĕ çамрăклах пурнăçран уйрăлнă: Иркутскра йывăç айне пулса вилнĕ. Килте пĕччен чухне куляннă, йĕнĕ хĕрарăм — пурнăçра нушине пайтах курнăскер куççульне ял çинче кăтартман. Выçлăха та, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те тÿссе ирттернĕ тăлăхăн çамрăклăхĕ кăна мар, ватлăхĕ те çăмăл килмен. Сывлăхĕ кунран-кун хавшама тытăннă. Çемьепе пурăннине мĕн çиттĕр? Ялтисем урампа мăнукĕсене çавăтса утнине тунсăхлăн пăхса юлнă чÿречерен Елькка аппа. Ун патне килекен-каякан ытлах пулман. Шелленипе тăванĕсем Чăваш Çармăсне илсе кайнă, анчах чунĕ тăван килнех туртнă. Çапла, 2013 çулччен Çăкалăхра пĕчченех кун кунланă.

«Вăрçă пулман тăк телейне курăттăмăр»

Каçал тăрăхĕнчи Хирти Явăшри Зинаида Михайлова хунямăшĕн çывăх тăванне пăрахман, ун патне кайсах çÿренĕ, асапланса пурăннăран хăйĕн патне куçма пĕрре мар хистенĕ. Кĕркуннесерен тырри-çăнăхне те, çĕр улмине те леçсе панă. Шăнкăравласа кинемейĕн сывлăхĕпе кăсăклансах тăнă. Пĕррехинче Елькка йывăртарах иккенне сиссе кĕçĕн ывăлне хăвăртрах ун патне кăларса янă, лартса килме ыйтнă. Çук, тăван ялне пăрахса кайма килĕшмен ватă. Ывăлĕ ÿкĕте кĕртейменрен Зина аппа пуçтарăнса хăй çула тухнă. Ара, мăшăрне ир çухатнăскер тăлăх хĕрарăм пурнăçĕ мĕн тути каланине лайăх ăнланать. «Пире санран нимĕн те кирлĕ мар. Хĕсĕк пурăнмастпăр ку саманара, пĕр чÿлмекри апат пурин валли те çитет. Айта халех пуçтарăн, эпĕ те пысăк пÿртре пĕчченех кун кунлатăп, иксĕмĕр ватлăхра шăкăлтатса пурăнăпăр. Вунă ачамшăн асламăшĕ вырăнне пулăн», — тенĕ Елена Андреевнăна хатĕр-хĕтĕр пуçтарма пулăшнă май.

Акă 7 çул ытла ĕнтĕ Елькка аппа Хирти Явăшра пурăнать. Ăна хĕллехи шартламара, кăрлачăн 23-мĕшĕнче, яланлăхах илсе килнĕ кунта. Ку тарана çитсе çак кил-çуртра ÿкĕнмелли чăннипех те пулман. «Зинăна ман пата Турă ярса пачĕ пуль? Вăл пулман тăк эпĕ ку таранччен пурăнаяс та çукчĕ. Ырлăха лекрĕм. Хамран хам тĕлĕнетĕп, малтан хальхи пек чупса çÿремен эпĕ. Лайăх çынсем ытларах çав çĕр çинче. Пĕр кунра мĕн чухлĕ ача, мăнук пулса тăчĕ. Акă ăçта пуянлăх! Аякран çитсен пуринчен малтан мана ытамласа илеççĕ. Чун хĕпĕртет, кашни ачи маншăн хамăнни пек хаклă. Çемьере кăна чăн-чăн телей! Ăна эпĕ Хирти Явăшра тупрăм. Çамрăк чухне мĕн тÿснине каласа та пĕтереес çук. Вăрçă пуçланчĕ, анне йывăр чирлĕ, мана, 14 çултискере, Усть-Каменогорска ĕçлеме ячĕç. Яла çитеттĕм кăна, çула ÿстерсе çыратчĕç те Канаша, Свердловска кăларса яратчĕç. Çемьере пĕчченччĕ, шăллăм пĕчĕклех вилнĕ. Атте пире пăрахса кайрĕ. Анне хуйха-суйха пулах йывăр чиртен сывалаймарĕ. Тĕрĕссипе, ун çумĕнче пурăнса та кураймарăм, чирлĕскере пăхаймарăм. Нушине курмаллипех куртăм. Вăрçă пулман тăк эпир те телей курăттăмăр», — çамрăклăхне аса илсе куççульленчĕ Елена Андреевна.

Елькка аппа ывăлĕнчен икĕ арçын ача юлнине пĕлнĕ-ха. Иркутскра пурăннă май Чăваш Ене килсех çÿремен лешсем. 30 çула çитнĕ каччăсем кăçал асламăшне шыраса тупнă. Вĕсем Хирти Явăша кучченеçпе çитнĕ, Елькка аппана тумлантарса хăварнă. Мăнукĕсене курса хавхаланнă Елена Андреевна çунат хушнă. «Сирĕн туйра туяпа та пулин сикесчĕ-ха, ачăрсене курасчĕ», — çапла каласа ăсатнă аякри çула.

Ир тăракан ĕçĕнчен киленнĕ

Зина аппан пурнăçĕ хăйĕн те çăмăлах килмен. Мăшăрĕнчен вунă ачапа 45 çулта тăрса юлнă вăл. Чи асли çеç ĕçе пуçăннă вăл вăхăтра. Ашшĕ вилнĕ чухне кĕçĕнни Саша тăватă çул анчах тултарнă. «Пуç усмарăм, сывлăх пулсан пурне те ура çине тăрататăп терĕм. Хĕрарăмăн арçынна мар, чи малтан хăйĕн вăйне шанмалла. Хăвăрт çитĕнчĕç, пĕр-пĕрне пулăшма пикенчĕç. Ултă хĕрĕмпе тăватă ывăлăма пĕчченех мăшăрлантартăм. Пĕр çулта виçĕ туй таран та кĕрлеттерме тиврĕ. Пурте чăваш йăли-йĕркине пăхăнса, туй туса çемье çавăрчĕç. Хĕрсене çичĕ юта пилсĕр кăларса яман эпĕ», — каласа кăтартрĕ Зина аппа.

Вунă ачапа пĕччен юлнă хĕрарăма пурнăç тытса пыма çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Пĕчĕкскерсене ыттисенчен катăк çÿретес мар, çăкăрсăр лартас мар тесе Зинаида Павловна пĕр ĕçе те тиркемен: сысна ферминче тăрăшнă, пăрусем пăхнă, дояркăра, штукатурта вăй хунă. Упăшки вилсенех повара вĕренсе тухнă. «Çĕрле — кочегарччĕ, кăнтăрла столовăйра апат пĕçереттĕм. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Ун чухне çамрăк пулнă, вăй тапса тăнă. Ача çуратса декрет отпускĕнче ларман вăл çулсенче. Ыйхă чăпти те пулман, пĕр ача та выçă çÿремен. 10 михĕ çăнăх илеттĕм те ир-ирех пĕр кăмака çăкăр пĕçереттĕм. Ашшĕ çукки ачасенче ан сисĕнтĕр тесе тĕллев лартнă эпĕ», — калаçăва тăсрĕ Зинаида Павловна.

Ачисем ашшĕне кĕтнĕ

Вăрçă пуçланнă чухне Зина пилĕк çулта çеç пулнă. Урамра выляса чупнине астумасть вăл хăйне. Çемьере вунă ача пулнă май пĕр-пĕрне пăхма тивнĕ. «Аннен çĕвĕ машини пурччĕ, вăрçă хирне ăсатма каçсерен куç хупмасăр алса, кальсон тавраш çĕлетчĕ. Пĕррехинче çывăх çыннăм ĕçре чухне эпĕ те çав машина умне вырнаçрăм. Шăллăм валли чипер калпак пулчĕ-тăчĕ хайхи. Савăннипе куççульленчĕ анне. Çавăн хыççăн ирсерен пусма хăварма тытăнчĕ. Салтаксем валли эпĕ те сакăр-тăхăр çултах сахал мар алса, кальсон çĕленĕ. Вăйă вырăнне кăначчĕ вăл маншăн. Ир-ирех тăраттăм та анне таврăннă çĕре çĕклемĕпех çĕлесе хураттăм. Аттене кĕтнĕ- çке мăнтарăн ачисем. Ахальтен мар ĕнтĕ: «Ку атте валли», — тесе пĕчĕк çыру шăрçалаттăм. Паллах, ун патне çитеймен вĕсем. Виçĕ пÿрнеллĕ перчетке те çыхма вĕреннĕччĕ, халь те манман-ха ăна. Пирĕн телей пулчĕ. Атте вăрçăран таврăнчĕ, 71 çула çитиччен пире савăнтарса пурăнчĕ», — ачалăхне, иртнĕ кун-çулне куç умне кăларчĕ Зина аппа.

Шупашкара та — аркăллă кĕпепе

Атлас пусмаран мĕн чухлĕ чăваш кĕпи çĕлемен-ши Зинаида Павловна? «Пирĕн тăрăхра çи-пуç çĕлесе тăхăнтартман çын юлмарĕ унăн. Хăйĕн ăшă кăмăлĕпе тĕлĕнтерет. Теприсем çывăх çыннисемпе те килĕштерсе пурăнаймаççĕ. Сахал-им ун пекки, ашшĕ-амăшĕн килне кайса та курмаççĕ. Ывăл-хĕрĕ пур çинчех теприсем ваттисен çуртĕнче кун кунлаççĕ. Зинаида Павловна евĕрри пирĕн тăрăхра пĕртен-пĕрре. Хунямăшĕпе пĕртăванĕн хĕрне сакăр çула яхăн пăхса пурăнать. Вăл унăн çывăх тăванĕ мар. Теприсем пулсан аса илес те, пурнăçĕпе кăсăкланас та çук. Çăкалăхран илсе килмен пулсан Елена Андреевна ку таранччен пурăнаяс çукчĕ. Хавшанăччĕ вăл, Михайловсем патĕнче 94 çулти кинемей паян чупса çÿрет. Акă вăл — ыр кăмăллă хĕрарăм! Йывăр чухне чăннипех те ал памаллине ĕнентерекенскер. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пирĕн Зинаида Павловна», — терĕç ял тăрăхĕнче тăрăшакансем.

Мĕн пур хĕрне, кинне, мăнукне, тăванне чăваш кĕпи тăхăнтартнă вăл. Çулталăкне 30-40-шер те çĕленĕ. «Чăваш тумне юрататăп. Шупашкара ачасем патне те аркăллă кĕпепех каятăп. Ельккана та чăваш çи-пуçĕ нумай çĕлесе патăм. Уншăн кĕперен паха парне çук. Пĕррехинче çапла вокзалта автобус кĕтсе ларатăп, пĕри пычĕ те: «Мĕн тери хитре тум сирĕн, мĕншĕн хулара пурте наци тумĕпе çÿремеççĕ-ши?» — терĕ аякран килнĕскер. Кĕпе çинчи тĕрре тыта-тыта пăхрĕ. Пĕлÿ кунĕ çитес умĕн ял ачисем валли çĕрĕ-çĕрĕпе шкула кайма кĕпе-саппун çĕлеттĕм. Елкăна тăхăнса кайма тум çук — ман пата килетчĕç. Никама та хирĕçлемен, никамран та пĕр пус илмен. Тухья-хушпу та сахал мар ăсталанă хăй вăхăтĕнче. Стенаран çакмалли кавир те нумай тĕрленĕ. Пусма таткисене сая ямасăр диван çине сармалли çи виттисем çĕлеттĕм. Пĕлетĕп: халь вĕсем кирлех мар. Ачасем мана: «Кун пекки кирлĕ мар анне, модăран тухнă», — темеççĕ. Тен, усă та курмаççĕ-и, тиркешмесĕр хулана илсе каяççĕ», — хăй ĕçĕсемпе паллаштарчĕ Зина аппа.

Унăн тĕрри-эрешне ку таврара кашни çулах курава тăратаççĕ. «Туслăх» ушкăна та çÿренĕ Зинаида Павловна. Пир тĕртнине, тăла пуснине, çăм арланине, кĕлте çыхнине пайтах кăтартса панă ялти çамрăксене. «Вăл тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Кÿршĕ-аршă килсе пулăшасса нихăçан та йăлăнса тăман. Пилĕк-ултă çул каялла кăмака та купалатчĕ-ха, чăх-чĕп вити те ăсталатчĕ. Тепĕр арçынран та ирттернĕ вăл. Ялта мĕнле уяв иртет — хуплу-пÿремеч, кукăль янтăласа килет Зинаида Павловна. Эпир ыйхăран та вăранма ĕлкĕреймен — унăн сĕтел тулли апат-çимĕç», — ырласа калаçаççĕ ун пирки Элпуç Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем.

Сивĕ сăмах илтмен

Зина аппа хунямăшĕпе 29 çул пĕр çуртра пурăннă. «Калама çук ырă та лайăхчĕ. 29 çулта сивĕ пĕр сăмах та илтсе курман. Пĕр-пĕрне кÿренсе сăмах хушмасăр та пурăнман. Ачамсем, кĕрÿсемпе кинсем те аван. Ельккана илсе килсе тĕрĕс турăм. Çăкалăхра пурăннă чухне алăк умĕнче шуса ÿкнĕ те тăрайман, çав каç чутах шăнса вилмен. Кайран пÿртне аран-аран упаленсе кĕнĕ. Начарланса çитнĕскер пирĕн патра улшăнчĕ. Иккĕн иккĕнех. Ачасем килеççĕ те каяççĕ. Пĕччен епле ларса апат çимелле? Ытла кичем-çке. Кил-çуртра шăп çеç пулнине хăнăхман эпĕ. Хуняма пекех ырă та ăшă чунлăскер Елькка. Вăт, шăкăлтатса пурăнатпăр иккĕн, кун епле иртнине те сисместпĕр. «Укçуна пирĕншĕн ан тăкакла, пуçтар, сан та мăнукусем пур вĕт. Май пулсан çамрăксене ура çине тăма пулăшмалла», — пĕрмай çапла калатăп. Çывăхра пурăнсан çавах асламăшĕ патне килсе çÿрĕччĕç. Йывăр чухне пулăшайманшăн вĕсене айăплама кирлĕ мар. Хăйсем те çамрăк-ха», — терĕ Зинаида Павловна.

(Пĕр чӳлмекри апат пурин валли те çитет)

 

 


Моисей Спиридонов /1890-1981/ — СССР Художниксен союзĕн членĕ, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш халăх художникĕ. Чăвашсен профессионаллă ÿкерÿ искусствине пуçарса яраканĕсенчен пĕри Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ пултаруллă ачин ăсталăхне аталантарма тăрăшнă, ялти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Моисее Хусан çывăхĕнчи Шушары ялне К.Н.Баратынскаян шкулне пĕлÿ илме янă. 1906 çулта пулас художник Хусанти ÿнер шкулне вĕренме кĕнĕ. Унта вĕреннĕ чухнех вăл опера спектаклĕсем валли декорацисем хатĕрленĕ, çуртсене илемлетнĕ, чăваш ялне сăнлакан картинăсем тунă. Ун хыççăн Моисей Спиридонов Питĕрти Художествăсен академине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк художникăн ĕçĕсене П.Чистяков, И.Репин асăрханă. Вăл Н.Самокиш патĕнче ăсталăха туптанă. 1913-1915 çулсенче аслă педагогика курсĕсенче пĕлĕвне тарăнлатнă, хулари гимназисенче рисовани учителĕ пулса ĕçленĕ.

1918 çулта Моисей Спиридонович Чăваш Ене таврăннă, ÿкерÿ искусствине аталантарас тата çамрăк кадрсем хатĕрлес енĕпе вăй хурса ĕçлеме тытăннă. Ăна Чăваш Енри халăх вĕрентĕвĕн комитечĕн ÿкерÿ искусствин секцийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. 1922-1924 çулсенче вăл Шупашкарти тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи пулнă. Ун чухне музей валли чăваш хĕрарăмĕсен тĕрĕ тата пир япалисене пуçтарнă, ÿнер пайне уçнă. 1927-1932 çулсенче художник Раççейри Художниксен ассоциацийĕн Чăваш Енри правленийĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1927 çулта вăл чăваш художникĕсен ĕçĕсен куравне Шупашкарта, Мускавра йĕркеленĕ. Моисей Спиридонов Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнче тăрăшнă. Унта ĕçленĕ вăхăтра вăл «Чăваш тĕрри-эрешĕ» альбом пухса кăларнă. 1937 çулта ăна Чăваш художникĕсен союзĕн пуçлăхне уйăрса лартнă. Ку йывăр лава вăл 1955 çулчченех туртса пынă. Çав тапхăртах ÿнерçĕ Шупашкарти ÿнер училищинче студентсене вĕрентнĕ. Вăл тăрăшнипех 1960 çулта педагогика институтĕнче художествăпа графика факультечĕ уçăлнă. Моисей Спиридонович çамрăк художниксене ÿстерес тесе чылай вăй хунă. Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче ÿкерÿ искусствин студине йĕркеленĕ. Унăн вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ паллă ÿнерçĕ пулса тăнă

(Ŷкерӳ искусствине пуçарса янă)

 


 

«Хăçан тăван киле таврăнса çемьепе пĕрле сĕтел хушшине ларăп-ши?» — çапла çырнă атте вăрçă хирĕнчен киле янă çырăвĕнче. Унта ман пирки те аса илнĕ вăл, «пĕчĕк хĕрĕм» тенĕ», — каласа кăтартать Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Зоя Садовникова. Унăн ашшĕ Петр Беляев вăрçăран таврăнайман, ăна ăçта пытарнине паянхи кун та пĕлме май килмест.

Тăшман пенине пăхмасăр

Фронтовикăн мăшăрĕпе ачисем патне янă çырăвĕ те упранса юлайман. «Темиçе çул каялла шкул ачисем питĕ ыйтнипе атте фронтран çырнă çырăвне парса ятăм. Вĕсем каялла тавăрса памарĕç. Каярахпа шкула çитрĕм, архивра сыхланса юлман терĕç. Хамăн ачасене те тыттарманччĕ çав çырăва, темшĕн парса ятăм», — пăшăрханăвне пытараймарĕ Зоя Петровна. Хăйĕн ашшĕне астумасть вăл: çывăх çынни Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне темиçе уйăхри ача çеç пулнă- çке-ха. Ашшĕ мĕнлерех çын пулнине амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕ каласа кăтартнă тăрăх çеç пĕлет.

Петр Дмитриевич Елчĕк районĕнчи Елчĕк салинче 1902 çулта çуралнă. 1927 çулта Елчĕкре пурăнакан темиçе çемьене «çĕнĕ çĕрсем» çине куçма ирĕк панă, çавна май вĕсем Елчĕк районĕнчех Петровка поселокне пуçарса янă. Çав йышра Петр Беляевпа унăн пĕртăванĕсем те пулнă. «Пирĕн асатте пуян çын пулнă. Вăл пасар тата икĕ арман тытса тăнă, çавăнпа вĕсене кулаксен шутне кĕртнĕ. Аттене арманта ĕçленĕ çĕртенех тытса кайнă. 1931 çулта çуралнă пичче Анатолий каласа кăтартнă тăрăх, пирĕн аттене Çĕпĕре ăсатман, Мускав-Атăл канала тунă çĕре янă. Унта лайăх ĕçленĕшĕн çывăх çыннăмăра награда та панă тетчĕ. Атте тăван тăрăха таврăнсан çемйипе юнашар нумаях та савăнса пурăнайман, кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 8 кунран эпĕ çуралнă», — аса илчĕ Зоя Садовникова.

Петр Беляева 1942 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăрçа илсе кайнă. Мăшăрĕ Анисия Васильевна 4 ачипе тăрса юлнă. Малтанлăха çырусем те килнĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çемьене хурлăхлă хыпар çитнĕ, унта Петр Дмитриевич хыпарсăр çухалнине пĕлтернĕ. «Аттене ăçта пытарнине паянхи кун та пĕлместпĕр. Ачасем ăçта кăна ыйтса çырмарĕç пуль, нихăшĕнче те уçăмлă хурав параймаççĕ. Хальччен эпир атте 1943 çулхи çурла уйăхĕнче вилнĕ тесе шухăшлаттăмăр. Анчах 2015 çулта Совет Союзĕн Геройĕн Александр Беляевăн мăнукĕ /вĕсем пирĕн тăвансем/ ырă хыпар пĕлтерчĕ: аттене «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă иккен. Çакăн пирки калакан хушăва вăл РФ Оборона министерствин архивĕнче тупнă. Ăна 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче алă пуснă. Ахăртнех, çар комиссариатĕнче çак награда пирки пĕлмен, çавăнпа атте фронтран чи юлашкинчен 1943 çулхи çурла уйăхĕнче хыпар янине кура вăл çав уйăхра вилнĕ тесе палăртнă», — лару-тăрупа паллаштарчĕ ашшĕ вăрçăран таврăнасса кĕтсе илейменскер.

«Комендант взвочĕн ездовойне Петр Дмитриевич Беляев хĕрлĕ армеец 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнчи çапăçусен вăхăтĕнче тăшман персе тăнине пăхмасăр штаб офицерĕсем тата штаб çумĕнче вырнаçнă подразделенисенчи салтаксем патне вĕри апат илсе пырса парса тăнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче наступлени çапăçăвĕсен вăхăтĕнче тăшман татти-сыпписĕр персе тăнине пăхмасăр полкăн команда полкне вĕри апат виçĕ хутчен илсе çитернĕ. 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче 3 çынран тăракан йышпа пĕрле полкăн сăнав пункчĕ валли блиндаж тунă», — çапла палăртнă 2-мĕш Прибалтика фрончĕн стрелоксен 207-мĕш дивизийĕн стрелоксен 594-мĕш полкĕнчи темиçе çынна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăласси пирки кăларнă хушура, ăна 1944 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче хатĕрленĕ.

Ачалăхĕ йывăр çулсенче иртнĕ пулин те

Вăй питти арçынсем фронтра çапăçнăран пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватăсен, ачасен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Анисия Беляевăна ферма заведующийĕ тата бригадир пулма шаннă. Паллах, ăна ачисем те нумай пулăшнă. «Манăн Зинон тете анне вырăнне те нумай чупнине-ĕçленине каласа кăтартнăччĕ аслисем. Вăл питĕ шăрăх çанталăкра молотилкăна кĕлтесем ярса тăнă, хытă тарланине пăхмасăрах шыва кĕнĕ, унтан кăн-кăвак тухнă тет. Сывлаймасăр выртнă», — пĕлтерчĕ Зоя Петровна. Çапла вара Беляевсен аслă ывăлĕ вăрçă çулĕсенчех вилнĕ.

Паллах, ытти ачасен те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхма тивнĕ. «Аннепе пĕрле фермăна эпир те кайнă. Унта ĕçлекенсем ĕне сусан сĕтне флягăна яратчĕç, ăна кантрапа çыхса çăла антарса хуратчĕç. Сĕт ан кĕвĕлтĕр тесе çапла тăватчĕç. Ирхине флягăна туртса кăларатчĕç те Аслă Таяпари сĕт-çу заводне лашапа леçетчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче çынсем питĕ нумай ĕçленĕ. Пире, ачасене, пучах пуçтарттаратчĕç. Каç пулсан та пучах пуçтарма кăларса яратчĕç. Кĕлтесене лашапа турттараттăмăр. Вĕсене лав çине тиеме çăмăлах марччĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеттĕмĕрччĕ. Пирĕн поселок пĕчĕк пулин те ача нумайччĕ: килсерен 6 ачаран кая мар. Ирех тăраттăмăр та пурте пĕрле курăк пуçтарма каяттăмăр. Юрать, курăк пулнă ун чухне. Мĕн тĕрлĕ кăна ÿсен-тăран пĕлместĕп-ши эпĕ? Ачалăх вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче иртрĕ пулин те ăна яланах ырăпа аса илес килет. Петровка пĕчĕк поселок терĕм, унта 17 килччĕ, халĕ вара 1 е 2 çын çеç пурăнать. Çуллахи вăхăтра çын ытларах унта. Сăмах май, эпĕ Петровкăра хăш килте камсем пурăннине йăлтах çырса хунă. Поселок пысăках мар пулин те, унта уйрăм колхозчĕ, вăл Александр Невский ячĕпе хисепленетчĕ. Анатолий тетене салтака кайиччен бригадира лартрĕç, çавна май вăл мана çум çумлама, ытти ĕç тума кăларса яратчĕ», — калаçăва тăсрĕ Зоя Садовникова.

Вăл амăшĕ Анисия Васильевна хăй мĕн çĕре кĕричченех мăшăрĕ таврăнасса кĕтнине аса илчĕ: «Анне пĕрмаях атте килессе кĕтетчĕ. Тĕлĕк куратчĕ те пирĕн яла урăх çĕртен куçса килнĕ Рая аппапа калаçатчĕ. «Мăшăру таврăнатех санăн, вăл сывă», — тетчĕ вара майра». Анисия Беляева тепре качча кайман, виçĕ ачине тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

(Медальпе наградăланине çитмĕл çултан çеç пĕлнĕ)

 

 


«Тĕрлĕ конкурса хутшăнмаллах. Çынсене пăхмалла, ĕçре пĕр вырăнта тăмалла мар, ÿссе пымалла», — тет вăл. Сăмахăм Патăрьелти 1-мĕш шкулăн директорĕ Наталия Андреева çинчен. Учитель кунĕ çывхарнă май истори наукисен кандидачĕпе Наталия Борисовнăпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Наталия Борисовна, вĕрентекен пулма ачалăхăн хăш ÿсĕмĕнче палăртнă эсир?

— Эпĕ шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Вĕрентекен пулма ача садне çÿренĕ чухнех тĕв тунă. Темшĕн мана çак професси питĕ килĕшетчĕ. Ĕç кунĕ ирхи саккăртан пуçласа вун çичĕ сехетчен пулманни кăмăла каятчĕ. Учительницăсем яштака, илемлĕ, интеллигентлă пулни илĕртетчĕ. Вĕсемпе калаçма интереслĕччĕ. Çавсен ретне манăн та питĕ кĕрес килетчĕ. Вĕрентекенсем енĕпе пурнăçра мана питĕ ăннă. Вĕсем паянхи кунчченех манăн кумирсем. Вĕсенчен пĕри — Александра Соколова. Александра Владимировнăна пĕтĕм класс юрататчĕ. Вăл пире икĕ çул вĕрентнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкара ĕçлеме куçса кайрĕ. Çак тапхăрта вăл пире питĕ илĕртме пултарчĕ. Ăна ытараймасăр пирĕн класран нумайăшĕ педагогика енĕпе вĕренме кайрĕ. Сăмах май, пирĕн шкулта манпа пĕр класра вĕреннĕ Наталия Антонова ĕçлет халĕ. Вăл кĕçĕн классене пĕлÿ парать. Çавăн пекех вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Черновăна, Лидия Мулюкова историке, пирĕн класс ертÿçине Василий Мулюкова тав сăмахĕ калас килет. Тĕлĕнсе каймалла пултаруллă педагогсемччĕ вĕсем. Чыс та мухтав учитель ĕçне! Вĕсем хăйсен ĕçне çав тери юрататчĕç. Предметне пире илĕртмелле вĕрентме пĕлетчĕç. Класс ертÿçи Василий Павлович эпир 11-мĕш класра чухне пурнăçран вăхăтсăр уйрăлни пирĕншĕн пĕтĕм класĕпех пысăк хуйхă пулнăччĕ. Çулсеренех пĕр класран вĕренсе тухнисем пуçтарăнсан масар çине çитсе килетпĕр, юратнă вĕрентекене пуç таятпăр. Çÿлерех асăннă ытти вĕрентекенсем, телее, сывă. Эпир вĕсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Вĕсем маншăн учитель пек те, пархатарлă çын пек те тĕслĕх вырăнĕнче.

— Калăр-ха, эсир мĕншĕн историе суйланă?

— Эпĕ историе питĕ юрататтăмччĕ, историпе, аваллăхпа çыхăннă кĕнекесене вулама кăмăллаттăмччĕ. Лидия Михайловна урокра çĕнĕ тема вĕрентнисĕр пуçне историпе çыхăннă кĕнекесем вуласа паратчĕ. Çапла майпа вăл пире историпе кăсăклантарса янăччĕ. Эпир çак саманта питĕ кĕтеттĕмĕрччĕ. Çавăнпа ыйтусене хăвăрт тата «5» паллăлăх хуравлама тăрăшаттăмăрччĕ. Калăпăр, «Борьба за огонь» кĕнекене вуласа панине астăватăп. Пирĕн класра вĕреннисенчен кирек камран ыйт — пурте Лидия Мулюкова Китай çинчен каласа панине аса илĕ. Вăл Китайра çуралнă, малтанхи çулсенче унта пурăннă. Унăн ашшĕ çар çынни пулнă. Ытти çĕршыв пирки те нумай каласа панă Лидия Михайловна. Кайран мăшăрĕпе Василий Павловичпа пире Чĕмпĕре, Раççейри «Ылтăн ункă» тăрăх курма илсе çÿретчĕç. Шупашкара та экскурсие çитсе килнĕччĕ. Аслă шкулта хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Василий Димитриев профессор патĕнче вĕренме тÿр килчĕ. Каярах вăл мана аспирантурăра вĕренме сĕнчĕ, манăн ăслăлăх ертÿçи пулчĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынччĕ вăл, студентсемшĕн хăйĕн ачисемшĕн пекех çунатчĕ. Эпĕ ун патне диссертацин пĕр-пĕр пайне тĕрĕслеттерме килсен Шупашкарта ăшшăн кĕтсе илетчĕ, чей ĕçтернĕ май пурнăçăм çинчен ыйтса пĕлетчĕ. Манăн пурнăçăмра мĕн пулса иртни йăлтах интереслĕччĕ уншăн. Пулăшса, хавхалантарса пыратчĕ. Ĕçĕмпе пушă мар чухне, диссертаци пирки кăштах мансан почта урлă çыру яратчĕ. Çавăнпа манăн шанăçа питĕ тÿрре кăларас килетчĕ. Вăл пулăшнипе лайăх хÿтĕлентĕм. Ялта пурăнса ĕçлеме, пĕр харăсах диссертаци çырма çăмăлах мар пулин те. Ĕçленĕ тапхăртах манăн Мускава, Хусана, Чĕмпĕре, Йошкар-Олана, Шупашкара кайса килме тиветчĕ.

— Диплом илсен эсир тăван Патăрьелех таврăнас терĕр-и?

— Ваканси пулчĕ те тăван шкулта 4-мĕш курс хыççăнах вăй хума тытăнтăм. 5-мĕш курсра чухне ĕçлеттĕмччĕ те, вĕренеттĕмччĕ те. Вăхăт чуппи пач та сисĕнмерĕ. Учительте — 23, шкул директорĕнче 8 çул вăй хуратăп ĕнтĕ. Пĕр вăхăтра харăсах ЧПУн Патăрьелти филиалĕнче студентсене 11 çул пĕлÿ панăччĕ.

— Наталия Борисовна, Учитель кунĕ çывхарать. Мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр ăна? Сирĕншĕн уяв-и вăл?

— Вĕрентекен кунĕ пирĕн шкулти кăна мар, пĕтĕм çĕршыври педагогика коллективĕшĕн пысăк праçник. Вăл пирĕн професси уявĕ. Учитель статусне халалланă ăна. Çак кун, саламсем йышăннă май, вĕрентекенĕн ĕçĕ педагогшăн хăйĕншĕн те, ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те, патшалăхшăн та çав тери пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплететпĕр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун шкулта хăй тытăмлăх кунне йĕркелетпĕр. Уяв кунĕнче ачасене учитель пулма шанатпăр. Вĕсем хăйсен хушшинче шкул директорне, администрацие суйлаççĕ, педагогсене палăртаççĕ. Уроксем хыççăн вĕсем пĕчĕк педканаш ирттереççĕ. Унти йышăнусемпе кайран пире паллаштараççĕ. Çапла туни аван та. Учитель пулас текенсем хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхаççĕ. Вĕрентÿ процесĕ чăнах та килĕшет-и вĕсене? Чăнласах вĕсем валли-и вăл? «Учитель пуласси çав тери йывăр-çке», – теççĕ вĕсем хăй тытăмлăх кунĕ хыççăн. Çак йăлана малашне те тытса пырăпăр. Кăçал, пандемие пула çакна тума май килĕ-ши — пĕлместĕп. Анчах каярах та пулин эпир ăна ирттерĕпĕр. Коллективра Вĕрентекен кунне уявлатпăрах.

— Шкулĕ пысăк, директорăн ĕç нумай. Уроксем ирттерме вăхăт юлать-и?

— Манăн сехет нумай мар, ачасене историпе, обществознанипе пĕлÿ паратăп. Ертÿçĕ ĕçĕ вăхăта нумай илет. Апла пулсан та педагогика ĕçĕнчен пăрăнни ертÿçĕшĕн начар япала. Çав атмосферăна мансан унпа çыхăннă ыйтусене асăрхами пулатăн. Хăв вĕрентсен учителе çывăх. Хамăн уроксенче шкул пурнăçне ахаль учителĕн куçĕпе куратăп. Сиксе тухнă çак ыйтусене вăхăтра тата тĕрĕс татса пама пулăшать.

— Эсир тĕрлĕ конкурса хутшăннипе те палăратăр.

— Тĕрлĕ конкурсра вăй виçме шутсăр кăмăллатăп. Çавăн пекех квалификацие ÿстермелли курссене çÿретĕп. Курссенчен, конференцисенчен таврăннă хыççăн хама, кăшт кăна пулин те, хамăн профессире çÿлерех пулнине туятăп. Конкурссенче çĕннине питĕ нумай пĕлетĕн. Хăвна урăх енчен куратăн. Конкурса хатĕрленнĕ тапхăр шутсăр килĕшет мана. Конкурса хутшăннă чухне унăн пĕтĕмлетĕвĕ, вăл мĕнпе вĕçленесси пирки пач та шухăшламастăп. «Конкурссене хутшăнмаллах, вĕсенчен пăрăнмалла мар», – тетĕп учительсене. Тума пултарайманнине те парăнтаратăн вĕсенче. Çакă маншăн питĕ интереслĕ. 2006 çулта пĕрремĕш хут «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурсра ăмăртнăччĕ. 1-мĕш вырăн йышăннăччĕ. 2012 çулта «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсра çĕнтертĕм. Республикăра та мала тухрăм, Липецк хулинче Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма тивĕçрĕм. Унтан таврăнсанах мана директор пулма шанчĕç. Асăннă конкурсра 15 финалистчĕ. Эпĕ вĕсен йышне кĕрейменччĕ. «15 финалист, ыттисем пурте вун улттăмĕшĕсем», – тетчĕç тупăшура вăй виçнисем. Астăватăп: Пĕтĕм Раççейри конкурса хатĕрленесси интереслĕ пулнăччĕ. Харпăр хăйĕн «çимĕçне» хатĕрлемешкĕн питĕ нумай пĕлмелле. Унта нумай регионтан пухăннă педагогсемпе паллашса-туслашса нумай çĕннине илтĕм. Таврăнсан шкулта квалификацие ÿстермелли корпоратив курсне йĕркелерĕм. Çакна тĕпе хурса «Педагогика технологийĕсем» статья çыртăм. Унпа Шупашкарта иртнĕ конференцире тухса калаçрăм. 2019 çулта «Ертÿçĕ шухăшĕ» /Управленческая идеяŸ республика конкурсне хутшăнтăм. Шкулта пурнăçа кĕртнĕ проектпа паллаштармаллаччĕ унта. Пирĕн шкул мала тухнăччĕ. Кăçал «Ертсе пыракансен команди» конкурсра хутшăнма ыйтсан программине тишкертĕм те питĕ интереслĕ пек туйăнчĕ. Хамăр хуранта кăна вĕремелле мар терĕм. Ку конкурсра вара вĕрентÿ сферинчен тухма май пулчĕ. Кунта тĕрлĕ сферăри ертÿçĕсем вăй виçрĕç. Çурма финалта, калăпăр, бизнесра, банк тытăмĕнче, патшалăх службинче ĕçлекенсем пурччĕ. Вĕсен шухăшĕсемпе паллашма мана питĕ кăсăклă пулчĕ. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр тухма тиврĕ. Пирĕн шухăшлав хăвăртлăхне, йышăнусем тума пултарнине, ертÿçĕн йăнăшĕсене тупма тата вĕсене тÿрлетме пултарнине тĕрĕслерĕç. Ку конкурсра çĕнтерни маншăн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Çĕнтерĕве эпĕ па-чах кĕтмен, кăмăл-сипет енчен хатĕр те пулман. Пĕлĕве çакăн пек пысăк хак пани савăнтарчĕ. Манăн шухăшпа, финала тухнă 25 çын пурте çĕнтерĕве тивĕçчĕ. Тĕлĕнмелле интереслĕ ертÿçĕсемччĕ вĕсем.

— Наталия Борисовна, наука ĕçĕпе ларма вăхăт юлать-и?

— Пытармастăп: юлашки вăхăтра диссертаци теми патне пыма вăхăт пулмарĕ. Тен, каярах ун патне таврăнăп? Кăçал Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитрĕ. Пĕлтĕр Шупашкар 550 çул тултарнине уявларăмăр. Манăн ĕçĕм шăпах унпа çыхăннă: «Шупашкар хули XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çуррийĕнче». Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ пур хулана та çитнĕ эпĕ. Ман шутпа, ку регионти историшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ĕçе малалла тăсмаллах. Эпĕ пухнă материал питĕ нумай. Вĕсем пурте диссертацие кĕреймерĕç.

— Малашнехи ĕмĕтсем, тĕллевсем пирки те каласа хăварсамăр.

— Манăн тĕп тĕллев халĕ — шкула хăтлă та илемлĕ тăвасси. Эпир шкулпа юнашар çĕнĕ хушма корпус уçнă. Унта 154 ача пĕлÿ илет. Çав корпуса çитме çул çук. Çула май килнĕ таран хăвăртрах тутарас килет. Халĕ ку енĕпе ытларах ĕçлеме майсем те нумайланчĕç. Мана районти депутатсен пухăвĕн депутатне суйларĕç. 2025 çулта пирĕн шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем тума палăртнă. Хамăр коллективпа тĕрлĕ конкурса хутшăнас, пĕр-пĕр грант илес килет. Халĕ пирĕн 11-мĕш класра вĕренекен пĕр хĕрача «Пысăк тăхтав» /Большая переменаŸ конкурса хутшăнчĕ. Вăл шкулти коридорсене улăштарма, урăхлатма сĕнчĕ. «Пысăк тăхтав вăхăтĕнче ачасем усăсăр чупса ан çÿреччĕр, психологи тĕлĕшĕнчен канччăр. Кунта çемçе сĕтел-пукан пултăр. Шкулта релакс зонисем хăтламалла», – шухăшне палăртрĕ вăл. Çак сĕнÿ пире питĕ килĕшрĕ. Шухăша тĕпе хурса конкурс валли документсем хатĕрлеме, грант илме пулать.

— Сирĕн калаçуран учитель ĕçĕ питĕ интреслине ăнлантăмăр. Çапах йывăрлăх та çук мар-тăр?

— Ачасемпе ĕçлесси пĕрре те çăмăл мар, мĕншĕн тесен вĕрентекен çине питĕ пысăк яваплăх тиенет. Эпир пуриншĕн те явап тытатпăр. Каникул вăхăтĕнче те вĕренекенпе мĕн те пулин пулас тăк пирĕнтенех ыйтаççĕ. Кунтан пысăк йывăрлăх курмастăп. Кăçал РФ Президенчĕ Владимир Путин класс ертÿçисене 5 пин хушса тÿлесси çинчен йышăну тунине питĕ тĕрĕс, кирлĕ тесе шухăшлатăп. Класс ертÿçи питĕ нумай ĕç тăвать. Вăл учитель те, юрист та, экономист та… Çав вă-хăтрах вăл анне те, атте те, арăм та, упăшка та, асатте-асанне те… «Хăвăра, çывăх çыннăрсене упрăр. Сирĕнтен хакли вĕсемшĕн никам та çук. Çемье валли те вăй-хал хăварăр», — тетĕп эпĕ вĕрентекенсене тăтăшах. Пурнăçра хамăн вырăна тупнă тесе шухăшлатăп. Хама урăх отрасльте курмастăп.

— Ачăрсем те сирĕн çулпа кайнă пек туйăнать…

— Хĕрĕм Ника И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче стоматологи уйрăмĕнче вĕренет. Вăл хăй вăхăтĕнче ОБЖпа Пĕтĕм Раççейри олимпиада призерĕ, РФ Президенчĕн стипендиатки пулчĕ. Ника 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех тухтăр пуласси пирки палăртса хучĕ. Эпĕ ăна вĕрентекенех ярасшăнччĕ, темиçе те калаçрăм ку темăпа… «Мĕншĕн шăл тухтăрне кайма шухăшларăн вара?» – ыйтрăм пĕррехинче. «Аннеçĕм, манăн профессире кăна мар, çемьере те ăнăçлă пулас килет. Кабинет алăкне хупсан ĕç пирки манасчĕ, ытти пĕтĕм вăхăта çемьене халалласчĕ тетĕп», – шухăшне палăртрĕ вăл.

(Наталия АНДРЕЕВА: Учитель профессийĕ ачаранпах килĕшет)

 


 

Турă пани пурри, çул иртнĕçемĕн опыт, ăсталăх пуянланса пыни, хăй яланах шыравра пулни Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕн Василий Павловăн ĕçĕсенче лайăх палăраççĕ. Чăваш, вырăс, тĕнче драматургийĕнчи сăнарсемпе куракан умне тухать вăл. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Юнтиер [«Шуйттан чури», Ухсай Яккăвĕ], Якку [«Сансăр пурнăç çук», Н.Терентьев], Энеткей [«Урасмет», Б.Чиндыков], Иван Коломийцев [«Юлашкисем», М.Горький], Войницкий [«Ваня кукка», А.Чехов], Чебутыкин [«Пĕр тăван виçĕ хĕр», А.Чехов], Фирс [«Чие сачĕ», А.Чехов], Çĕр турри [«Йерма», Г.Лорка], Дикой [«Аслати», А.Островский], Паратов [«Парнесĕр хĕр», А.Островский], Вата [«Юрату пуçламăшĕнчи вилĕм», Ф.Достоевский], Атранас [«Чи хаклă пуянлăх», Юхма Мишши], Фамусов [«Горе уму», А.Грибоедов], Савелий тарçă

[«Капитанская дочка», А.Пушкин], Куля [«Пирĕн атте авланать», В.Иовлев]…

— Василий Иванович, Пукане театрне хăçан тата мĕнле майпа ĕçлеме пынă? Ун чухне эсир шкул ачи пулман-и-ха?

— Театрта ĕçлеме пултаратăп тесе нихăçан та шухăшламан, ĕмĕтре те пулман. Ача чухнех спектакльсем пăхма юрататтăм, артистсем маншăн питĕ тĕлĕнмелле, урăхла çынсем шутланнă. Ÿкерме кăмăлланăран художник пулас шухăш та тĕвĕленнĕччĕ. Тĕп хулари ял хуçалăх институтĕнче вĕренекен пиччем тĕрлĕ тĕспе сăрласа ÿкернĕ кĕнеке илсе килсе панăччĕ, çав картинăсем çав тери килĕшетчĕç. Хам та унашкал ÿкерме ĕмĕтленеттĕм.

— Çапах та 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Пукане театрне ĕçлеме пырса кĕнĕ…

— Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕччĕ. Музыкăпа драма театрĕнче ĕçлекен Фая аппапа 1967 çулхи юпа уйăхĕнче йĕпе-сапаллă çанталăкра Шупашкара шăлавар туянма килтĕм. Лавккара ачасемпе çамрăксен театрĕн директорĕпе Иван Ксенофонтовпа тĕл пулни шăпана татса пачĕ темелле. Вăл хистенипе Пукане театрне çул тытрăм. Манăн пичче Коля та кунтах ĕçлетчĕ. Эпир театртах пурăнтăмăр, кунтах апат та пĕçерсе çиеттĕмĕр. Малтанхи вăхăтра питĕ йывăр килчĕ. Пĕрремĕш ĕç «Кĕл пике» юмахри Паж сăнарĕ пулчĕ. Ун хыççăн пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса кайрăм ĕнтĕ. Ун чухне çамрăк пулнă, мана йывăрлăхсем пĕрре те кулянтарман, чи пахи спектакльсене хутшăнни, сăнарсене калăплани пулнă. Пукане театрĕнче пушă вăхăт тупăнсанах Чăваш театрне васкаттăм, унти артистсем вылянине курас килетчĕ. «Вун иккĕмĕш каç» спектакль халĕ те куç умĕнчех. Çак театр маншăн чăн-чăн университет пулнă. Вĕсенчен вĕреннĕ, вĕсене юратнă, курас килнĕ. Оперăна юратасси «Нарспи» оперăран пуçланчĕ. Нарспи партине Тамара Чумакова юрларĕ. Ун хыççăн вăл хутшăнакан пĕр оперăран та юлман.

Кайран вара, 1971 çулхи çуркунне, Алексей Васильев тĕп режиссер Çамрăксен театрне ĕçлеме чĕнсе илчĕ. Леонид Родионовăн «Çамрăклăх çеçкере» ĕçĕ кунти пĕрремĕш спектакль пулчĕ. Унтанпа çитес çул çур ĕмĕр çитет. Аллă кун пек иртсе кайрĕ.

— 50 çула яхăн пĕр театрта ĕçлеме кичем мар-и?

— Нимĕн чухлĕ те кичем мар. Урăх театра каясси пирки нихăçан та шухăшламан, мĕншĕн тесен ман рольсем пулнă. Шăпах вĕсем пулăшса пынă. Ман рольсем — ман учительсем, юлташсем. Вĕсем пурнăçа ăнланма, çынсене хисеплеме вĕрентнĕ, йăнăш утăм тăвасран асăрхаттарса пынă. Сăнарсем мĕн чухлĕ ытларах, ĕçлеме çавăн чухлĕ кăсăклăрах. Эпир спектакльсем кăна кăлармастпăр, фестивальсене хутшăнатпăр, проектсене пурнăçа кĕртетпĕр, регионсене тухса çÿретпĕр. Турцире икĕ хутчен, Мускавра, ытти хулара пултăмăр. Хамăр театрта та тĕрлĕ фестиваль йĕркелетпĕр. Кичемлĕх çинчен шухăшлама вăхăт çук.

— Халĕ сирĕншĕн роль калăпласси «шăл çемми» пулĕ?

— Çук. Тĕлĕнмелле йывăр халь те. Темиçе кун каялла кăна премьера пулчĕ, Юхма Мишшин «Чи хаклă пуянлăх» спектакльне куракан патне çитертĕмĕр. Роль ытлашши пысăках та мар, анчах çав тери яваплă темелле. Ватăла киле тата ытларах хумханатăп. Ячĕшĕн ĕçлеме хăнăхман эпĕ, шая пĕчĕклетес, «маркăна» ÿкерес, куракан умĕнче шанăçа çухатас килмест.

— Çак тапхăрта темиçе режиссерпа ĕçлеме тивнĕ. Кашнийĕ хăйне евĕрлĕ. Чунăр вара хăшĕнпе çывăхрах пулчĕ?

— Тĕрлĕ режиссерпа ĕçлени кăсăклă та. Кашнин хăйĕн шкулĕ. Мускавсем пачах урăхла — сăмах çине пусăрăнса — ĕçлеççĕ. Çав сăмахсем урлă туйăмсене халăх патне çитермелле теççĕ. Эпĕ Вячеслав Ориновпа ытларах ĕçленĕ. Режиссера артист кирлĕ, артиста — режиссер. Вăл пулман, мана рольсем шанса паман пулсан, пĕлместĕп, мĕнле килсе тухатчĕ пулĕ манăн пурнăç. Унăн ĕненĕвĕ мана вăй парса пынă. Эпĕ унăн шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнă. Маншăн вăл вĕрентекен те, режиссер та, юлташ та пулчĕ.

— Хăш сăнарăрпа тивĕçлипех савăнатăр, мухтанатăр?

— Вĕсем питĕ нумай, тĕрлĕрен. Çав тери асра юлнисем: «Сансăр пурнăç çук» спектакльти Якку, «Ехрем хуçари» Ехрем хуçа, «Пирĕн атте авланатьри» Куля, «Çерем çинчи çиçĕмри» Тăм Мирун, «Шăматкун каçхинери» Сахрун… Питĕ юратса вылянă вĕсене. Рольсем мĕн чухлĕ кăткăсрах, йывăртарах, çавăн чухлĕ кăсăклăрах выляма.

— Пурнăçра вара мĕнлерех çын эсир?

— Ыттисем пекех. Вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастăп. Пушă вăхăтра çемьепе пулма тăрăшатăп, ялти пахчара ĕçлеме юрататăп. Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнче, мăшăрăн ялĕнче, пысăках мар çурт пур пирĕн. Валентинăпа пĕр класра вĕреннĕ. Сашăпа Наташăна çуратса ÿстернĕ эпир. Виçĕ мăнук. Ывăлăн хĕрĕ Даша Францири Лион хулинче вĕренет, чĕлхеçĕ пуласшăн.

— Театр ĕçĕнчи лару-тăру пурте йĕркеллĕ теме пултаратăр-и, май килнĕ пулсан хăш йывăрлăха чи малтанах пĕтернĕ пулăттăр?

— Çамрăксен театрĕн шăпи питĕ йывăр килнĕ. Хамăрăн çурт пулманран тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнма тиврĕ. Ку енĕпе манăн шанчăк та сÿннĕччĕ ĕнтĕ. Юлашки çулсенче театрăн пурнăçĕ тĕпрен улшăнчĕ. Пирĕн пата çĕнĕ директор Елена Николаева килчĕ. Елена Васильевнăпа театрти сывлăш тĕпрен улшăнчĕ. Эпир хамăрăн çуртлă пултăмăр. Уншăн нумай кĕрешрĕмĕр, тăрăшрăмăр. Елена Николаева килни те, Вячеслав Оринов ун чухне Культура министерствинче ĕçлени те пулăшрĕ пулĕ — «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне пире пачĕç. Юсав ĕçне эпир те, артистсем, хастар хутшăнтăмăр, проектсене пурнăçа кĕртсе пытăмăр. Елена Васильевна çĕнĕлле ĕçлеме пĕлекен çын, пире тĕрлĕ çĕре илсе тухма пуçларĕ. Вĕсене каласа та пĕтереес çук. Пиллĕкмĕш çул хамăр та фестиваль ирттеретпĕр, унта тĕрлĕ регионти артистсем килеççĕ, вырăнти ачасемпе ĕçлетпĕр.

— Хăвăр пирки татах калаçар-ха, сирĕн çывăх юлташăрсем камсем?

— Ман юлташсем — манăн ĕçтешсем. Çамрăкраххисене хамăн ачасем пек йышăнатăп. Вĕсен ĕçĕсемпе çав тери савăнатăп, тин килнĕ артистсем ÿссе, аталанса пынине сăнама питĕ кăсăклă. Эпĕ çавăн пекех труппа ертÿçи те. Çавăнпа режиссерпа вăл е ку сăнара кама памаллине сÿтсе явма тивет. Тепĕр чухне вĕсен ÿсĕмĕшĕн хĕпĕртенипе куççуль тухать. Венера Пайгильдина — вокалистка, анчах драма артистки пек пысăк ÿсĕмсем тăвать. Саша Васильев, Володя Свинцов, ыттисем çав тери савăнтараççĕ.

— Мĕн вăл сирĕншĕн кану?

— Ялти пахчари йăрансен хушшинче чунпа канатăп. Нимĕнле курорт та, тинĕс те кирлĕ мар. Çĕр çинче ĕçлеме юрататăп. Тăпра çинчи кашни муклашкана ыталама хатĕр. Каçхине мунча кĕрсе рехетленетĕп.

— Пурнăçра тата мĕн çитмест пек?

— Эпĕ паян пуринпе те — ачасемпе, мăнуксемпе, çемьепе — кăмăллă. Пурнăç йĕркене кĕрсе пычĕ. Енчен те ĕçе илес пулсан çакна каланă пулăттăм: театрта çамрăксем сахал. Эпир ватăлса пыратпăр, сцена çинче çĕнĕ каччăсемпе хĕрсене курас килет.

(Василий ПАВЛОВ: Манăн рольсем – манăн вĕрентекенсем, юлташсем)

 


 

«Эмаль плиткăпа ĕçленĕ май унăн пĕрчи куçа кĕчĕ. Вырăнти больницăра сиплев процедурисем ирттерчĕç. Медсестра медкарта çырма ларчĕ те: «Аннĕр мĕн ятлă?» — тесе ыйтрĕ. Официаллă документсене Венгрире амăшĕн ячĕпе хатĕрлеççĕ иккен. «Праски», — пĕлтертĕм çывăх çыннăм ятне. «Хăвăра мĕнле чĕнеççĕ?» — терĕç те: «Витти, — хуравларăм эпĕ. — Праски Витти». Мана ялта та çапла чĕннĕ те... Тепĕртакран хамăн картинăсен айне çак ята çырма тытăнтăм», — Венгрире пулса иртнĕ самантран калаçăва пуçларĕ çĕр-çĕр хайлав авторĕ Праски Витти.

— Виталий Петрович, эсир мĕншĕн çавнашкал хушма ят илнипе нумайăшĕ кăсăкланать ахăртнех.

— Ку ют çĕршывра ытларах палăрать. Тепĕр чухне ăнланманлăхсем пулаççĕ. Сăмахран, Турцире мана «Праски» тесе чĕнме хăтланчĕç. Ку аннен ячĕ пулнине тăнлантарма тиврĕ.

— Телефонпа калаçнă чухне эсир: «Хĕрарăма хирĕç нихăçан та кайман», — терĕр. Этемлĕхĕн черчен çуррине питĕ хисепленĕрен çапла каларăр-и?

— Тĕрĕссине каларăм. Манăн картинăсенче те арçын сăнарĕ çукпа пĕрех, ытларахăшĕнче — хĕрарăм. Ăна пысăк савăнăçпа танлаштаратăп, вăл чи хакли, асли, унра асамлăх пытан-нă. Арçыншăн кăна мар, Турăшăн та, тĕнчешĕн те. Мăшăрăмпа Лидия Михайловнăпа пурăннине пысăк телей вырăнне хуратăп. 60 çул хушшинче вăл мана пĕр сивĕ сăмах та каласа курман, эпĕ мĕн чухлĕ шалу ĕçлесе илнине ыйтса тĕпчемен. Ÿнер çулĕ çине тăрсанах 7-8 çул кĕсьене вуçех укçа кĕмерĕ. Ирĕклĕ художник-ха та... Çĕрле икĕ сехетре таврăнни те пулкаланă. Лида мана ÿпкелемен. Çемье çавăрсан эпĕ хама сăмах патăм: пĕрре авланнă тăк нихăçан уйрăлмăп. Хĕрарăм вăл кăткăс чун. Аннене ачаран хĕрхенеттĕм: çамрăклах, 21 çулта, фронтра упăшкине çухатнă. Манăн шăллăм Коля ултă уйăхра чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Анне ферма ертÿçинче ĕçлетчĕ, ирхи 4 сехетре тухса кайса каçхи 11-те киле таврă-натчĕ, кайран нумай çул медсестрара тăрăшрĕ. Пÿртре сивĕччĕ, кăмака хутма вутă çукчĕ. Витрери шыв пăрланса каятчĕ, ăна куркапа шăтарса шыв ĕçеттĕм.

— Аннĕр сирĕнтен тракторист тăвасшăн пулнă, эсир вара искусство енне туртăннă.

— Ача чухне эпĕ çав тери хытканччĕ, лутраччĕ. Апат çителĕклĕ çимен, йывăр ĕçленĕ. Тантăшсемпе пĕр шайра ÿсеймен эпĕ. «Çынсен ачисем лаша кÿлеççĕ ĕнтĕ. Кур-ха, тислĕк турттараççĕ авă. Санăн лаша тытма та вăй- халу çук», — тетчĕ анне. Хам ырханкка пулнăран вăтанаттăм, анне те çын умĕнче аванмарланнă пулĕ. Уя çум çумлама çÿренĕ-ха, касу пăх-нă... Пĕррехинче вĕрентекен ачасем хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе ярăннине ÿкерме хушрĕ. Хут çук, кăранташ татки çеç. Ялтан инçех мар шахта пурччĕ, унта цемент миххисен юлашкисем выртатчĕç. Манпа юнашар парта хушшинче ларакан ачан михĕ татки тупăнчĕ. Унран ыйтса илтĕм. Вăл хутăн пĕр сийне чĕрсе тыттарчĕ. Çав татăк çине ÿкертĕм. Вĕрентекен ăна тытрĕ те: «Пирĕн Витя художник пулатех», — терĕ. Эпĕ ун чухне художник камне те пĕлмен, 2-мĕш класс ачи çеç-çке. Çак самант пурнăçра чи пĕлтерĕшли пулчĕ. Художник пулса тăрсан çын куçĕнчен пăхма тивмĕ, манран тăрăхлаймĕç тесе шухăшларăм.

— Чаплă çын пулма ĕмĕтлентĕр апла?

— Хам шухăшламан. Анне хистенĕрен кăна. «Витя, санăн çын пулмалла», — тетчĕ вăл. Çавăнпа тракториста ярасшăнччĕ. 7-мĕш класс пĕтерсен художника вĕренме каясшăн пултăм, ямарĕ. «Санăн трактористра ĕçлемелле. Тен, аçу пек трактористсен бригадирĕ пулăн», — аса илтеретчĕ анне. Калинино салинчи шкулта вĕреннĕ вăхăтра эпĕ пулас мăшăрпа Лидăпа паллашрăм. Унтанпа пĕр çулпа утатпăр.

— Çемьери йывăрлăхсене пăхмасăр тĕллевĕре эсир çавах пурнăçланă: Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ хыççăн Ленинградра пĕлÿ илнĕ. Унта епле кĕме пултартăр, укçа-тенкĕ мĕнле тупса çитертĕр?

— Шăпа тени ахаль сăмах мар. Мана çул кăтартса пыракан çутă çăлтăр пĕлĕве туптама пĕртен-пĕр май туса пачĕ тейĕн. Эпĕ ун чухне çемьеллĕччĕ, Шупашкарта пĕчĕк пÿлĕмре пурăнаттăмăр. Кинотеатрта реклама плакачĕсем ÿкертĕм. Пĕррехинче директор пычĕ те кĕсйинчен укçа кăларчĕ: «Виталий, пирус кайса ил-ха», — терĕ. Эпĕ тухрăм та самантрах ка-ялла кĕтĕм. «Сирĕн валли пирус туянма чупса çÿреместĕпех. Ÿлĕмрен сирĕнпе ĕçлемĕп те», — çапла каласа пуçлăха укçине каялла тăсса патăм. Кайран çеç сехĕрленсе ÿкрĕм. Килĕшĕве пăсрăм-çке! Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрехчĕ, манăн вара çемьене тăрантармалла. Шухăшламасăр каланă сăмахшăн ÿкĕнтĕм. Айăплăн Культура министерствине утрăм. Ятлас вырăнне вырăнтисем мана хапăлласа кĕтсе илчĕç. Чăвашран Ленинграда çамрăксене вĕренме яма ыйтнă-мĕн. «Эсĕ паянах çула тухмасан «çÿлтисемпе» пирĕн кăмăлсăр калаçу пулĕ, — çапла пĕлтерсе направлени пачĕç. — Экзаменсене лайăх тытсан стипенди тÿлĕç, тытаймасан республика тÿлесе вĕрентĕ». Çав кунах пуйăспа Ленинграда вĕçтертĕм. Мăшăрпа ача ялта юлчĕç. Вĕренÿ çурчĕ патне çитсе тăтăм. Пуçра шухăшсем явăнаççĕ: «Эпĕ направленипе вĕренме кĕрсен кайран: «Паллах, эсĕ патшалăх укçипе вĕреннĕ-ха та», — тейĕç çынсем. Эпĕ япăх вĕренĕп тĕк Культура министерствинчен ÿпкев сăмахĕ лекĕ: «Эсĕ пирĕн шанчăка тÿрре кăлараймарăн. Саншăн пустуй тăкаклантăмăр», — тейĕç». Ахалех пăшăрхантăм, вĕренÿ пĕр пысăк уяв пек иртрĕ.

— Ача чухне тантăшăрсем сире «вĕлтрен ачи» тесе тăрăхланине, комсомола та кĕме чарнине, ыттисенчен уйăрнине эсир пытармастăр. Ахăртнех, сире ку кÿрентернĕ. Паянхи кун çав туйăмсем манăçнă-и?

— Халĕ эпĕ пачах урăх шайра. Ăс-тăнпа та, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен те. Кÿренĕве чунра тытса пурăнмастăп. «Вĕлтрен ачи» тени вăл тĕшмĕш. Анне кĕтнĕ пек Çын пултăм, профессионал пек çитĕнтĕм, мана тĕнче шайĕнчи художник пек те пĕлеççĕ. Вăй-хал пухнă эпĕ. Кĕлеткепе патвар мар пулин те чунпа çирĕп.

— Аттесĕр ÿсни витĕм кÿчĕ-и?

— Эпĕ аннерен тĕслĕх илнĕ, вăл çирĕп чунлăччĕ. Кукамайпа кукаçи питĕ лайăх çынсем пулнă. Вĕсен çичĕ ачаччĕ, саккăрмĕшĕ — эпĕ. Мана нумай пăхнă вĕсем. Çав тери чухăн пу-рăннă пулин те пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каланине, ял-йыш пирки япăх калаçнине илтмен. Унашкал çын сахал тесе шухăшлатăп. Кукамайпа кукаçин ачисемпе çитĕннĕрен шкула кайичченех вулама-çырма вĕрентĕм. Анне вĕрентнĕ пек пурăнма тăрăшатăп: çын куçĕнчен пăхмастăп, нихăçан та кивçен илместĕп тата... пирĕн çемьере парне йышăнасси йăлара çук. Мăшăр çакна çирĕп пăхăнать. Ĕçлесе илмен укçана е япалана илмест вăл. Пĕрре лотерейăпа çĕвĕ машини выляса илтĕм. Лида куçран тинкерчĕ те: «Витали, ку машина пире кирлĕ мар», — терĕ. Унтанпа эпĕ лотерея билечĕ туянман.

— Вăхăт сиплет теççĕ. Çак сăмахсемпе килĕшетĕр-и?

— Пурнăçра вăхăт сиплеймен япаласем те пур.

— Чикĕ леш енче сирĕн пултарулăхăра мĕнле йышăнаççĕ?

— Пĕр самант аса килчĕ. Америкăна ĕçпе кайсан пулса иртрĕ ку. Шăпах çав тапхăрта Совет Союзĕ арканчĕ, самолетсем вăхăтлăха вĕçме чарăнчĕç. Манăн вара пурăнмашкăн укçа пĕтсе çитрĕ. Тара тытакан хваттер хуçинчен кăштах кивçен илсе сăрă, киçтĕксем, пир туянтăм. Хырăм выççи инке мар теççĕ вырăссем. Кăнтăрла тĕлне виçĕ картина хатĕрлерĕм те урамра кĕвĕ калакана сутмашкăн хăвартăм. Пĕрне сутнă вăл. Çирĕм çул та иртнĕччĕ пулĕ унтанпа... Чăвашри пĕр библиотекăна АПШран çыру çитнĕ, унта мана шырани пирки пĕлтернĕ. Хайхи картинăна туяннă çыннăн ывăлĕ çыхăнăва тухрĕ. Ашшĕ ĕçĕме 99 долларпа туяннă пулнă. «Нью-Йоркра тата ăçта тупма май пур сирĕн картинăсене?» — кăсăкланчĕ хайхискер. Темиçе ĕç асăннă хулари еврейсен пĕрлĕхĕнче упранни пирки хыпарларăм. Кун хыççăн аякри пĕлĕшпе çыхăну тăрук татăлчĕ. Пĕлтĕр Çурçĕр Кипрта ĕçлерĕм. Пĕр пуян çын йыхравларĕ те... Тĕрĕссипе, унта ăнсăртран лекрĕм. Хайхискер тутар художникне, манăн тусăма, чĕннĕ, анчах вăл хăйĕн кайма май çукран мана сĕннĕ. Çапла эпĕ Кипрта пурăнакан, уйрăм çыннăн тĕнчери чи пысăк ÿнер музейне йĕркелеме шутланă миллиардерпа тĕл пултăм. Вăл тĕрĕк халăхĕсен тата Европăри ÿнерçĕсене хăй патне икĕ эрнелĕхе йыхравлать. Тăкаксене пĕтĕмпех хăй саплаштарать. Художниксем ĕçлеççĕ, унтан курав уçăлать. Эпĕ 50 куна яхăн Кипрта ĕçлерĕм. Миллиардерпа сыв пуллашнă тĕле унăн коллекцийĕнче 15 пин ытла картина пухăннăччĕ. Тĕнчери хăш-пĕр музейре те ун чухлĕ экспонат çук пулĕ.

— Эсир тĕнче курнă çын. Тăван тăрăхран куçса каяс шухăш çуралман-и?

— Ют çĕрте тĕпленме эпĕ халĕ те хирĕç мар. Хăй вăхăтĕнче Америкăра пурăнма сĕнчĕç. Вĕсем аннене те океан урлă куçаратпăр терĕç. Эпĕ тÿрех хама çитĕнтерсе этем тунă çывăх çыннăма куç умне кăлартăм: ялти пĕчĕк çуртăн пĕренисем — унăн кĕлетки, куçĕ — çуртăн кантăкĕсем, мăрйи — сăмси. Çав пÿртрен аннене илсе тухсан вăл тÿрех пĕтме пуçлать. Самолетра хавшамасан Америкăна вĕçсе çитсен мана ылханатех. Çавăнпа хирĕçлерĕм. Венгрире те çурт илмешкĕн сĕннĕ. Хаклă та марччĕ, кĕсьери укçа çурт туянмашкăн ним мар çитĕччĕ. Çук, хăяймарăм эпĕ. Венгрсем чăвашсем Аттила тапхăрĕнчен хăйсен культурине упраса хăварнă пĕртен-пĕр халăх тесе шутлаççĕ. Мана вĕсем питĕ кăмăллă йышăннă.

— Хăвăр пирки эсир «ирĕклĕ çын» тетĕр. Мĕн вăл сирĕншĕн ирĕклĕх? Ун патне мĕнле çитмелле?

— Ирĕклĕх сăмахăн ăнлавĕ анлă. Этем çут çанталăкпа, обществăра та шайлашура пурăнни, юратнă ĕçре вăй хуни, кăмăл туртăмне тивĕçтерни вăл — ирĕклĕх. Чи малтан çак туйăм чунра пулмалла.

(Праски ВИТТИ: Кипрти миллиардер валли картина ӳкертĕм)

 


 

Кăçалхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне Йĕпреç районĕнче иртнĕ çулсенче сухаламасăр выртнă 125 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Çакă ЧР Ял хуçалăх министерствин кăçал ял хуçалăх производствине явăçтармалли пĕтĕм лаптăкăн /159 га/ 83%. Ку цифра шухăша ярать, ыйту çуратать: кăçал ытти районта çереме уçма вăхăт тупайман-ши? Парлаклăх чылай районта пур. Çереме ватассипе 2016 çултанпа Канаш, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче ака çаврăнăшне 3716 гектара явăçтарнă — вĕсенчен ырă тĕслĕх илесчĕ. Ку енĕпе Йĕпреç районĕнче те лайăх ĕçлеççĕ. Сăмахран, халĕ Ильдар Ялалдинов хресчен-фермер хуçалăхĕ Энтриел ял тăрăхĕнчи курăкланнă-йывăçланнă 25 гектара сухалать. Кунта килес çул тĕш тырă культурисем акса пухса кĕртесшĕн. Тырă выльăха тăрантарма кирлĕ. Çак ял тăрăхĕнчи ытти лаптăка та йывăç-тĕмрен тасатаççĕ.

(Парлак çĕре сухалаççĕ)

 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.