Михаил Мишустин Чăваш Енри предприятисемпе, республика аталанăвĕпе паллашнă

30 Сен, 2020

Паян Чăваш Енре Раççей премьер-министрĕ Михаил Мишустин ĕçлĕ визитпа пулнă.

Правительство пуçлăхĕ Шупашкарти икĕ предприятире пулнă: малтан «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнне кĕрекен «Текстильмаш» предприятие çитсе курнă, унтан «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингĕн «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществин ĕçĕпе паллашнă, унăн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Мероприятисене Раççей промышленноçпа суту-илÿ тата финанс министрĕсем Денис Мантуровпа Антон Силуанов хутшăннă.

Çавăн пекех Михаил Мишустин Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕпе Олег Николаева тĕлпулу иртернĕ. Вăл республикăн çĕнĕ ертÿлĕхĕ кĕске вăхăтра регион аталанăвĕн комплекслă аталанăвĕн программине хатĕрлеме ĕлкĕрнине пысăка хурса хакланă, халăх шанăçĕ — иртнĕ суйлавра сасăсен 75 ытла процентне пухни — Олег Николаева умри тĕллевсене пурнăçлама пулăшасса шаннине палăртнă.

Премьер Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программине мĕнле пурнăçланипе кăсăкланнă. Олег Николаев регион Раççей Правительстви енчен кÿрекен пысăк пулăшăва туйнине палăртнă май çакăншăн тав тунă. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăрма палăртнă укçан пĕр пайне илнине пĕлтернĕ, унпа мĕнле усă курассипе паллаштарнă. Укçа чи малатанах предпринимательлĕхе пулăшма кайĕ, çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май парĕ. Малашнехи тĕллевсен шутĕнче вара — çĕнĕ технопарксем тăвасси, вĕсем экономикăна вăй пама тивĕç. Тата — инфратытăм проекчĕсене пурнăçласси.

Михаил Мишустин Олег Николаева палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçу суннă.

www.hypar.ru

Николай ДМИТРИЕВ. Василий КУЗЬМИН тата Максим ВАСИЛЬЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать