Тăлăх куççулĕ çĕре ахалех ÿкет-ши?
Обществăн хÿтлĕхсĕр пĕр пайне - тăлăхсене - шăпа кăна мар, влаçра ларакансен тимсĕрлĕхĕ кÿрентересси çав-çавах тĕл пулкалать-ха пирĕн пурнăçра. Иртнĕ уйăхра кăна ЧР прокуратурин сайтĕнчи хыпарсен ярăмĕнче çавнашкал пĕр тĕслĕхе асăрхарăм. Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăх администрацийĕ ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă хĕре социаллă найм мелĕпе... пурăнма юрăхсăр çурт пани çинчен çырнăччĕ унта. Ку ĕç-пуç пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Элĕк районĕн прокурорĕн пулăшуçипе Алина Большовăпа тĕл пултăмăр, 200-е яхăн страницăллă тĕрĕслев материалĕпе паллашрăмăр. Шар курнă Валентина Степановăпа та куçа куçăн калаçасшăнччĕ, 24-ри çамрăк хĕрарăм 1,1 çулти ывăлĕпе больницăра выртать-мĕн, унпа телефонпа çыхăнтăмăр.
300 пин тенкĕлĕх çурт
Ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă çĕртех тăлăх ятне илтнĕскере Куславкка районĕнчи тăванĕсем опекăна илнĕ. 2007 çулта Валентина, Ехремкассинче пропискăра тăнă май, ял тăрăх администрацине пурăнмалли çуртпа тивĕçтерме ыйту çырнă. Ун чухне те саккуна йĕркеллĕ ăнланса çитеймен пуçлăхсем, те яланхи пекех вăхăт тупайман ĕнтĕ - хĕре хăйнех çурт шырама хушнă. Ăна туянмашкăн тепĕр çулхине ял тăрăх администрацине 278800 тенкĕ укçа куçнă. Тĕлĕнмелле те, çак хакпа мĕнле çурт илме пулать-ши? 4 çул каялла та Элĕк районĕнче йĕркеллĕрех çуртсем 500-600 пин тенкĕ тăнине пĕлтĕм. Мĕншĕн ял тăрăхне çакăн чухлĕ кăна куçнă? Ĕçе тĕпченĕ май прокуратура ĕçченĕсен умне вун-вун ыйту тухса тăнă.
Валентина çывăхри пур яла та çитнĕ. Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен Анаткасра 300 пин тенкĕпе сутма килĕшекен тупăннă. Тăпăлкка кăна çĕнĕ çурт, ял вĕçĕнче вырнаçнăскер... Анчах пурăнмалла туса çитерейменскерте çутă та, ăшă та, ытти коммуникаци те кĕртмен, урамалла та кантăксăр чÿречесем кăна тинкернĕ. Хăтлă пÿртпе тивĕçтересси ял тăрăх администрацийĕн тивĕçĕ пулнине пĕлмен çав айван та çамрăк хĕр. Саккунĕ те ун чухне вăя кĕме тытăннăччĕ кăна, пур кăткăслăха тĕшмĕртеймĕн тÿрех. Вырăнти влаç: «Сан валли укçа пĕр хутчен кăна уйăраççĕ, унпа халь усă курмасан кайран парасса ан кĕт», - тенине те ĕненнĕ Валентина. «Нимĕнсĕр тăрса юличчен çак çурта илес», - шухăшланă вăл. Килсĕр-çуртсăр нушаланаканскер, путакан çын улăм пĕрчире те çăлăнăç шыранă евĕр, кирек епле кĕтес тупăнсан та савăнать. Тÿпери тăрнана кĕтиччен алăри çерçи лайăхрах пек туйăннă-тăр.
«Çурта мĕнле майпа пурăнма юрăхлă туса çитермелле-ши?» - 2010 çулта социаллă найм килĕшĕвне алă пуснă хĕр пăшăрхансах ÿкнĕ. Пулăшакан çук чухне ал-ура çавăрса ямашкăн вăй питти арçынна та çăмăл мар, 20-ри тăлăх пикен ку йывăрлăха мĕнле çĕнмелле-ха? Ача садĕнче поварта ĕçлекенскерĕн шалăвĕ те пысăк мар. Шупашкарта çын патĕнче пÿлĕм тара тытса йÿнеçтеркелесе пурăннă вăл.
Отчетшăн кăна...
Ертÿçĕсем: «Тепĕр тăлăха çуртпа тивĕçтертĕмĕр», - тесе отчет панă та ĕçĕ те пĕтнĕ. Унта çын пурăнать-и, çук-и - ку никама та кăсăклантармасть тейĕн. «Никама та» тени тĕрĕсех мар-ха, мĕншĕн тесен Элĕк районĕн шалти ĕçсен пайĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен сотрудникĕсем ку тĕлĕшпе 4 çул каяллах тĕпчев пуçарнă, материала пĕрре кăна мар следстви комитетне ярса панă. Анчах преступлени составĕ çук тесе уголовлă ĕç пуçарман.
Экспертиза палăртнă тăрăх, Степанова туяннă çурт - строительство вĕçленмен объект, вăл 64% кăна хатĕр. Социаллă найм килĕшĕвĕ çырнă вăхăтра санитарипе техника правилипе нормине тивĕçтермен. Анчах пуçлăхсем «пурăнма юрăхлă» тесе суя документ хатĕрленĕ. Каярахпа çав çурта Валентинăна та, унăн ывăлне те пропискăна тăратнă специалистсем. «Укçа тупса кăмака ларт та, çутă кĕрт те - пулчĕ те пурăнмалли», - сĕннĕ вĕсенчен пĕри тăлăха. Хăйсен ачисене те чÿречесĕр çуртра пурăнтарма хатĕр-ши вĕсем?
Камран пулăшу кĕтмелле?
«Прокуратурăран», - тейĕттĕм, çавăнпах-тăр çынсем унта тĕрĕслĕх, саккунлăх шыраса каяççĕ. Элĕк районĕн прокуратури социаллă хÿтлĕхсĕррисен ыйтăвĕсене чи малтан тивĕçтерме тăрăшать. Прокурор Ехремкасси ял тăрăх администрацийĕ Валентина Степановăпа тунă социаллă найм килĕшĕвне пăрахăçлама, хĕре хваттер кĕтекенсен йышне кĕртме ыйтса тавăç тăратнă. Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче суд уçă ларăвĕнче ку ĕçе пăхса тухнă.
«Килĕшĕве пирĕнпе çырман, Степанова çурт мĕнле шайра пулнине пĕлсе тăнă, çав-çавах алă пуснă. Эпир куншăн яваплă мар, вăхăчĕ те унтанпа чылай иртнĕ», - судра район администрацийĕ çакнашкал хуравлани тĕлĕнтерет. Влаçрисем тăлăха пулăшма тĕв туман та иккен!.. Унтанпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те улшăннă ĕнтĕ, малтанхи ертÿçĕн хăтланăвĕшĕн халĕ кам явап тытĕ? Прокуратурăна ăнлантарса çырнă тăрăх - Ехремкасси ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхĕ Анаткасри çурта хăй кайса та курман, вăл мĕнле шайрине те пĕлмен. Патшалăх укçипе михĕри пăрие те туянма юрать теççĕ-ши чиновниксем? «Строительство объекчĕ» мĕнле майпа «пурăнма юрăхлă çурта» çаврăннине те татăклăн никам та калайман...
Ырă çынсем патĕнче
Çĕр çинче ырă çын сахал мар. Валентинăна та ун пеккипе шăпа курнăçтарнă. Шупашкарта чиркÿре вăл Валентина Терентьевăпа паллашнă, кайран туслашнă та халĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ. Ун чухне Валя ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ. Каччи, çие юлнине пĕлсен, йывăрлăхран хăраса унпа хутшăнма пăрахнă-мĕн. Чун суранĕ пирки Валя амăшĕ вырăннех йышăннă хĕрарăма каласа кăтартнă. Пурнăç тути-масине самай ас тивнĕскер нушапа асапланакан тăлăха хĕрхеннĕ, пулăшма тытăннă. Пепке çуралсан вăлах больницăран илсе тухнă, кăкăр сĕчĕ ан типтĕр тесе çамрăк амăшĕ патне усăллă апат-çимĕç йăтнă. Ача укçипе мала каяймăн, тара тытнă пÿлĕмшĕн сахал мар тÿлемелле-çке.
Тĕпренчĕкне алла тытсан ашшĕ туйăмĕ вăранасса шаннă çамрăк амăшĕ. Савнийĕ патне шăнкăравланă, чĕннĕ... Анчах лешĕ килмен. «Пылак çырлана» пĕрле çиетпĕр те, йÿççине, темшĕн пĕччен ас тивме лекет çав хĕрарăма... Валентина Терентьева Вальăна тăватă уйăхри пепкипе пĕрле хăйĕн 3 пÿлĕмлĕ хваттерне пурăнма илсе кайнă. Пачах ют çынсем ăна ывăлне çитĕнтерме пулăшаççĕ халĕ, çăкăр касăкне те пĕрле пайлаççĕ вĕсем.
Юлашкинчен калани. Суд прокуратура тавăçне тивĕçтернĕ, Элĕк район администрацине Валентина Степановăна черетсĕрех хваттер илекенсен списокне кĕртме йышăннă. Ку ĕçе эпир те куçран вĕçертмĕпĕр.
Алина ИЗМАН.
Комментировать