Пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ

22 Сен, 2020

Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова церемони уçăлни çинчен пĕлтернĕ хыççăн Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков сăмах илчĕ. Вăл ТСК ЧР Пуçлăхĕн суйлавĕн кăтартăвĕсене çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. 386436 çын – суйлавçăсен 75,63% — Олег Николаевшăн сасăланă. Çапла вара вăл уçă тата конкурентлă суйлавра çĕнтернĕ. «Суйлав кăтартăвĕсем легитимлă, тĕрĕс, объективлă тата тавлашусăр», — терĕ Александр Иванович.

Трибуна умне Олег Николаев хăй тухрĕ: тупа турĕ — Раççей тата Чăваш Ен Конституцийĕсене, саккунĕсене, РФ Президенчĕн указĕсене, Правительство йышăнăвĕсене пăхăнса, çын прависемпе ирĕкĕсене уяса ĕçлеме, Пуçлăх тивĕçĕсене республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн пурнăçлама шантарчĕ.

13 сехет те 10 минут — çак самант историе кĕрсе юлĕ: Олег Алексеевич ЧР Пуçлăхĕн должноçне йышăннине çирĕплетекен указа алă пусрĕ — текех вăхăтлăх мар…

Чи малтанах республикăн çак должноçа пĕтĕм халăх суйланипе йышăннă виççĕмĕш Пуçлăхне ПК спикерĕ Альбина Егорова саламларĕ, ăна пысăк опычĕ, ĕçченлĕхĕ яваплă ĕçре пулăшса пырасса шанса ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевича Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕн заместителĕ Олег Машковцев саламларĕ, суйлаври çĕнтерÿ халăх ăна шаннине çирĕплетнине палăртрĕ.

Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров кашни ăрăвăн хăйĕн тĕрĕслевĕ пулнине палăртнă май хăй Президент должноçне йышăннă чухне 1994 çулта Шупашкар ăна митингсемпе кĕтсе илнине аса илтерчĕ: çынсем ĕç укçине, ытти тÿлеве вăхăтра паманнине пула пăлханнă, çулсем пулман, хуласем те çут çанталăк газĕпе усă курайман. Çав вăхăт хыçа юлнă ĕнтĕ, анчах республикăн паянхи çĕнĕ ертÿçи умĕнче пурпĕр пысăк тĕллевсем тăраççĕ. Николай Васильевич Олег Николаева чăннипех ĕçлеме пултаракан çынсем çине таянса малалла талпăнма сунчĕ, çапла майпа çеç «эпир пулнă, пур, пулатпăр» тени тÿрре тухĕ.

Регионăн çĕнĕ Пуçлăхне çавăн пекех Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ Вячеслав Тимченко, Патшалăх Думин депутачĕ — «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» фракци лидерĕ Сергей Миронов, РФ промышленноç министрĕн заместителĕ Алексей Беспрозванных, ыттисем саламларĕç. Савватий Митрополит Кирилл Патриарх ячĕпе саламласа ырă сунчĕ: «Турă пулăшса пытăр сире!»

Церемоние хăйĕн сăмахĕпе Олег Николаев вĕçлерĕ. Вăл тăван республика ырлăхĕшĕн ĕçлесси пысăк чыс пулнине палăртрĕ. Халăха — суйлавра хастар позици йышăннăшăн, Президента тата çĕршыв Правительствине хăйне шаннăшăн тата пулăшса пынăшăн тав турĕ. Суйлавра хăйĕнпе кĕрешнĕ кандидатсен сĕнĕвĕсемпе ĕçре усă курма шантарчĕ. «Куç хăрать те ал тăвать», — ваттисен çак сăмахне аса илтерсе республика аталанăвĕн çитес пилĕк çуллăх планне пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлессине çирĕплетрĕ. Çакă региона çĕнĕ производствăсем, çĕнĕ пин-пин ĕç вырăнĕ кÿмелле. Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетмелле, ку ялти тата хулари пурнăç условийĕсене танлаштармашкăн пулăшĕ. «Пурте пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

— Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласси йывăр та яваплă ĕç пулни çинчен паян нумай каларĕç — вăл Олег Николаев çине тиенчĕ. Пирĕн парти, «Пĕрлĕхлĕ Раççей», унăн регионти уйрăмĕ суйлавра Олег Алекссевич кандидатури майлă пулчĕç. Вăл кĕске вăхăтра республикăри мĕн пур вăя пĕтĕçтерме пултарни паха. Иккĕленместĕп, вăл çак вăйсем, пирĕн мăн асаттесен ăсĕ, республикăн мухтавлă историйĕ çине таянса ĕçлĕ - çакă ăнăçу тума пулăшĕ. Умра питĕ нумай ĕç пулни тĕлĕшпе те никамăн та иккĕленÿ çук-тăр. Паллах, пĕрле ĕçлесен кăна паянхи чăрмавсене сирме, республикăн, унăн халăхĕн ырлăхĕшĕн кирлĕ кăтартусем тума пултарăпăр.

Сергей МИРОНОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» политика партийĕн фракцийĕн ертÿçи:

— Олег Николаев ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă тапхăрта тума ĕлкĕрнĕ ĕçе авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин та пысăк хак пачĕ. Чăваш Енĕн аталану программине йышăннă, çĕнĕ Пуçлăхăн вăй, çирĕп тĕрев пур – регионта пурăнакансен пысăк пайĕ авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче уншăн сасăларĕ, çакă ăнăçлă ĕçлемешкĕн шанчăклă никĕс пуласси пирки иккĕленместĕп. Умра вара — республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн пурнăçламалли пысăк та пархатарлă ĕç.

Наталия ПАРТАСОВА, ЧР Аслă экономика канашĕн председателĕн заместителĕ:

— Республика Пуçлăхĕ — ку питĕ пысăк яваплăх. Олег Алексеевичшăн кăна мар, унăн командишĕн те, мĕншĕн тесен вăл регион ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçланă тапхăртах лартнă тĕллевсене пурнăçласси пĕртте ансат мар. Ырми-канми тата йывăр ĕç пулĕ.

Олег Алексеевичăн паянхи вăй-хăвачĕ вăл республикăна ертсе пымалли пĕтĕм тапхăрлăха упранса юлтăр, ывăнма пĕлмесĕр тăвакан кулленхи çак ĕç республика аталанăвне тĕревлетĕр, палăртнă проектсене пурнăçлама пулăштăр. Тĕрĕссипе, паянхи кун — республика летопиçĕн çĕнĕ страници, ăна пурин те пĕрле çырмалла. Çав летопиçĕн кашни йĕрки Чăваш Ен, унăн çыннисен ырлăхĕшĕн пулмалла. Пирĕн Чăваш Енпе кашниех мăнаçланма пултартăр - вăл çакна тивĕç.

Николай КОНОВАЛОВ.

Căн ÿкерчĕксем кунта...

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕксем кунта...

 

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать