«Хыпар» 107 (27690) № 22.09.2020

22 Сен, 2020

* Раççей почтин Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ялĕнчи уйрăмне Любовь Ятманова 31 çул ертсе пырать. Хаçат-журнала çырăнтармалли тата тавар сутмалли плана тултараççĕ-и?

— Тултаратпăр. Халĕ çемьесен бюджечĕ чухăнрах. Çынсем çурт-йĕр çавăрасси, ачасене тăрантарасси тата тăхăнтартасси, выльăхпа кайăк-кĕшĕк усрасси — пурнăçа сыпăнтарса пырасси — çинчен шухăшлаççĕ. Ытти сăлтав та нумай. Укçа çителĕклĕ ĕçлесе илсен тата ытларах çырăнĕччĕç. Плана тултарас ĕçре почтальонкăсен тÿпи пысăк. Ăна тăрăшса йĕркелеççĕ.

— Çырăнтару хакĕнче мĕн тивĕçтермест?

— Кашни çырăнтару тапхăрĕнче ăна пĕр-икĕ хутчен 10% таран йÿнетеççĕ. Паллах, кирек камшăн та лайăх — укçа перекетлеççĕ. Анчах почтăпа хаçат-журнал редакцийĕсем тăкак кураççĕ. Нумайăшĕ кăларăмсен çырăнтару хакне йÿнетсен кăна çырăнать.

— Хăш категори хаçат-журнал ытларах çырăнать?

— Ветерансем. Пенси илсенех вăл е ку кăларăма илсе тăма сĕнетпĕр. «Çамрăксен хаçатне», «Кил-çурт, хушма хуçалăха», «Чăваш хĕрарăмне», «Хресчен сассине» нумай çырăнаççĕ. «Восток» кооперативра ĕçлекенсене кашни çур çул валли «Хыпара» 15 экземпляртан сахал мар çырăнса панине палăртас килет. Эрнекун пичетленсе тухакан «Хыпара» уйрăмах килĕштереççĕ.

— Почта кирлĕ тавара куллен сутнине хăнăхса çитрĕмĕр. Çак ĕç еплерех пырать?

— Сутмалли план пысăк, ăна тултарма йывăр. Апла пулин те çуллен пысăклатаççĕ. Иртнĕ çулсенче продукцие йÿнетсе сутмалли акцисем ирттермен, халĕ йĕркелетпĕр — нумайрах сутма пулăшаççĕ.

ěнě хыпарсене вěсенчен пěлеççě)

 

* «Çут çанталăка юратнăран, вăрманта çÿреме кăмăлланăран эпĕ 8-мĕш класра вĕреннĕ чухнех республикăри сунарçăсемпе пулăçсен обществине кĕтĕм. Салтакран килсенех пĕр кĕпçеллĕ, 16 калибрлă пăшал туянтăм. Ун чухне ку енĕпе чару çукчĕ. Чехолне илме ĕлкĕрейменрен автобусра пăшала çаплипех тытса пынăччĕ», — каласа кăтартрĕ Трак тăрăхĕнче пурăнакан Анатолий Скворцов сунарçă пурнăçри интереслĕ самантсене аса илме ыйтсан.

— Çартан таврăнсанах Ункплеш вăрманĕнче утар йĕркелерĕç. Мана утарçă кăна мар, вăрман хуралçи те, сад ăсти те пулма шанчĕç. 29 гектар вăрмана, 5 гектар сада пăхса тăраттăм. Кирек епле çанталăкра та çав вăрман тавралла утса çаврăнаттăм. Пĕррехинче, ку кăрлач уйăхĕнче пулнăччĕ ахăртнех, шăллăм Лева /вăл ун чухне вун виççĕреччĕ/ ман пата килнĕччĕ. Вăрман пăхмашкăн пĕрле пыма кăмăл турĕ. Пыратпăр çапла, кĕçех йĕрсем пуррине асăрхарăмăр. Çав йĕр тăрăх кайрăмăр та уйри улмури патне çитсе тăтăмăр. Тепĕр улмури патĕнче колхозниксем ĕçлетчĕç: улăм турттаратчĕç. Лайăхрах пăхрăмăр та — улмури ăшне такам шăтарса кĕнĕрен тем пысăкăш шăтăк пулнине асăрхарăмăр. Эпĕ çывăха пытăм та пăшала икĕ метра яхăн чиксе нимĕн шухăшламасăрах кĕрслеттертĕм. Пăшалне мулкач тытмалли пульăсемпе кăна авăрланăччĕ. Кашкăр тытмалли пульăсене кăшт хушнăччĕ. Кĕç çур улмури çĕкленчĕ те пы-ы-ысăк хир сысни /аçи пулас/ сиксе тухрĕ. Малтанах эпир ăна упа пулĕ терĕмĕр. Лева хăранипе тÿнсе кайрĕ. Юн юхтарса пыракан тискер чĕр чун Левăна тивме мар, ун урлă каçса тарчĕ… Хир сысни пирки маннăччĕ ĕнтĕ, хунькассине, Итмар ялне, кайсан Нестер пичче аманнă хир сысни юн юхтарса Тăрăн çăвине çитсе вилни çинчен каласа кăтартрĕ. Ăна каярахпа йытăсем çисе янă-мĕн.

Тепрехинче /ун чухне эпĕ 30 урлă каçнăччĕ/ пăшал çакнă та Митинкка варĕ еннелле утатăп. Мулкач йĕрĕсене пăхкаласа пыратăп. Вар патне çывхартăм та — хура пысăк чĕр чун выртать. Каллех упа пек туйăнчĕ. Ку хутĕнче те пăшала мулкач- кашкăра пемелли пульăсемпе кăна авăрланăччĕ. Пысăк чĕр чуна тĕллесе шаплаттартăм. Çĕкленчĕ те хайхи — хир сысни пулса тăчĕ! Ăçта тарас, ни йывăç çук… Вăл уй тăрăх çиçĕм пек тапса сикрĕ, Шупуç еннелле вĕçтерчĕ. Эпĕ утара кайрăм. Ферма çывăхĕнче арçынсем вутă çурнă. Хир сысни хăйсен еннеллех вирхĕнсе килнине асăрхасан вĕсем чăл-пар тарса пĕтнĕ. Сысна Çирĕклĕ еннелле кайнă, каярахпа Сурăм вăрманне çитнĕ. Шупашкар сунарçисем шăпах сунара килнĕ. Вĕсем персе ÿкернĕ сыснана. Çакна Пăрăнтăк сунарçи курнă та /вĕсен хушшинче конкуренци пулнă, аякран килнисене юратман/ милицие пĕлтернĕ. Пакунлисем килнĕ, сыснине Антонов лесник патне кĕртсе хунă. Вăрманçă çухалса кайман, хыçалти пĕр пĕççине касса илнĕ. Хир сыснине кайран Красноармейскинчи ресторана панă. Пăхаççĕ — пĕр пĕççи çук! Ăçта? «Сунар таврашĕнче темĕнле те пулать», — тенĕ йăрă лесник. Тепĕр кунхине çав лесник патне кĕнĕччĕ эпĕ. Манăн утар ун чухне Сурăм вăрманĕнчеччĕ. Хайхи мана хир сысни историне каласа кăтартрĕ, пĕççинчен пĕçернĕ шÿрпепе, катлетпа хăналарĕ. Эпĕ çăвар карса, тĕлĕнсе итленçи туса лартăм… Вутă çуракансем вара тахçанччен аса илсе пурăнчĕç ку историе.

(Шăллě хăранипе тӳнсе кайнă)

 

* Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен Яманак ялĕнче пысăк инкек пулчĕ. Кивĕ шкул çуртĕнче пушар тухрĕ. Инкеке сирме Яманак ял тăрăхĕнчи «Красное Сормово» хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов, механизаторсем, пушар хуралĕн водителĕсем, ял халăхĕ нумай тăрăшрĕç.

Çавăн пекех районти пушар хуралĕнче ĕçлекенсене те вăхăтра çитсе пушара сÿнтерме пулăшнăшăн пысăк тав сăмахĕ калас килет. Васкавлă çак ĕçе районти пур техникăна та тенĕ пекех кăлартăмăр. Пушар каçхине пилĕк сехетре ялти ачасем шăрпăкпа вылянăран тухнă. Ăна 17 сехетрен пуçласа ирхи 4-ччен сÿнтертĕмĕр. 12-мĕшĕнче ирхине тата хыпса илчĕ. Татах сÿнтерме тиврĕ. Унтан 13-мĕшĕнче те… Ăшă тытакан япаласем чĕрĕле-чĕрĕле каятчĕç.

Пикшик ял тăрăхĕн пушар хуралĕнче ĕçлекен Эдуард Шемякин водителе те ырлас килет. Ирхи тăватă сехетченех ĕçлерĕ вăл пирĕнпе. Ялти çамрăксем те Андрей Замков ертсе пынипе çине тăрса, пĕр шухăшлă пулса вăй хучĕç. Маларах МЧСăн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пушарпа çăлав чаçĕнче ĕçленĕ Владимир Игнатьев та вут-çулăма кĕрсе кайрĕ, нумай пулăшрĕ. Çапла майпа «хĕрлĕ автана» ял çине кăлармарăмăр. Чиркĕве, юнашарти çĕнĕ ФАПа упраса хăвартăмăр.

Кивĕ шкул çурчĕччĕ вăл. Шкул пек те тăмастчĕ вăл хут çинче, çĕр вырăнĕ пек кăна шутланнă. Çывăхра бензин цистерни ларатчĕ. Çавă хыпса илесрен чун юлмарĕ. Пĕр сăмахпа, пушара сÿнтерме пулăшнă кашни çыннах чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп. Ашшĕ- амăшне вара çапла чĕнсе каласшăн: тархасшăн, ачăрсене ĕçпе пиçĕхтерсе ÿстерме тăрăшăр, шăрпăкпа выляни мĕн патне илсе çитернине каласа ăнлантарăр.

(«Хěрлě автана» ял çине кăлармарăмăр)

 

* Шупашкар арçынни 1968 çулта туса кăларнă «Урал» мотоцикла çĕнĕ пурнăç парас тесе темиçе çул аппаланнă: «ватă» техникăн саппас пайĕсене тупма пĕртте çăмăл мар вĕт. Анчах…

Ĕçе вĕçленĕ — мотоциклпа пĕр хут ярăнса та пăхнă. Çакăн хыççăн ăна çĕр каçма хăй пурăнакан çурт патне лартса хăварнă. Ирхине тухнă та — раритет çук, таçта кайса кĕнĕ.

ШĔМĕн уголовлă шырав управленийĕн сотрудникĕсем мотоцикла икĕ çамрăк вăрласа кайнине палăртнă — çакă видеокамерăсенче сăнланнă. Кивĕ техникăпа мĕнле ĕçлемеллине тавçăрманскерсем двигателе хута ярайман: «Урала» тĕртсе кайнă — темиçе километр... Анчах çак ĕç-пуç пирки массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсен çамрăксем хăраса ÿкнĕ — ытла та паллă транспорт хатĕрĕнчен хăтăлас тенĕ.

Иртен-çÿрен пĕлтернипе мотоцикла тĕп хулан кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнчи гаражсенче тупнă. Тепĕр кунхине оперативниксем вăрăсене те тытса чарнă. Пĕри 17 çулта, теприн вара суд умне тăма, уголовлă майпа явап тытма çулĕ те çитмен-ха — 13 çулта кăна.

«Урал» хуçи полици ĕçĕпе питĕ кăмăллă — «кинори пекех оперативлă ĕçлерĕç» тет. Пĕлĕшĕсем шÿтлеççĕ: ку мотоцикла халĕ пĕтĕм хула паллать те — малашне кирек ăçта та пĕр шикленмесĕр хăварма юрать, вăрăсем тĕкĕнме хăяймĕç. Çук, хуçи вĕсене итлемест: тем пулас пур — «Урала» текех çурт умне лартса хăвармĕ, гаражра кăна тытĕ.

(Раритет «ураланнă»_

 

 * Улькка Эльмен ятне илтмен çын çук-тăр Чăваш Енре. Паллă прозаикăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ÿкĕнÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», «Упраймарăм сана…», «Сарă кĕпе» кĕнекисене чăваш литературине кăмăллакансем тахçантанпах юратса вулаççĕ, библиотекăсенче черет тăрса илеççĕ, вулав конференцийĕсем ирттереççĕ. «Упраймарăм сана…» романти тĕп сăнар Маша вĕсен чĕринех кĕрсе вырнаçнă. 2012 çултанпах, произведенин малтанхи кĕнеки пичетленнĕренпех, героиньăн шăпи вулакансене калаçтарать, пăшăрхантарать. Икĕ çул каялла Чăваш кĕнеке издательствинче асăннă хайлавăн виççĕмĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ. Кăçал вара унăн «Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест» калавĕ «Инкеклĕ телей» сборникра пичетленчĕ. Пирĕн калаçу шăпах çав хайлав тата литературăпа пултарулăх тавра йĕркеленчĕ.

— Ольга Геннадьевна, паянхи çемьери кăткăс лару-тăрăва çутатакан «Анне çăкăрĕ йÿçĕхмест» калав тарăн шухăша путма хистет. Ĕмĕр тăршшĕпе учительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, упăшкипе ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ Надежда Ивановна хăйне телейлĕ çын тесех шутланă. Палăртнине пурнăçлама яланах вăй-халĕ çителĕклĕ пулнă, ят-сумĕ, хисепĕ пур. Анчах кил-йыш кимми арканма пуçласан шалт аптăраса ÿкет хĕрарăм. Чи çывăх çын ăна ĕмĕр тăршшĕпе улталаса пурăннă-мĕн. Хайлав сюжетне чăн пурнăçранах илнĕн туйăнать. Мĕн хистерĕ ăна çырма?

— Çул çинче ăнсăртран пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр. Мускавран таврăнатчĕ вăл. Хăйĕн çинчен каласа кăтартрĕ. Упăшкипе пĕр-пĕрне юратса-килĕштерсе чылай çул пурăннă вĕсем, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем хитре те йăваш. Мăшăрĕ хăйне урăххипе улталанине калаври Надежда Ивановна кĕтмен çĕртен шкулта пĕлет, çулташ хĕрарăм — урăхларах лару-тăрура. «Пуçран чукмарпа çапнă пек туйăнчĕ. Каçарас тенĕччĕ, анчах ĕмĕр тăршшĕпе шанса пурăннă çын сутăнчăк пулнине йышăнаймарăм, тухса кайрăм. Чи тĕлĕнмелли — кун хыççăн ачасем те ашшĕ енне çаврăнса ÿкрĕç», — терĕ вăл. Çак тĕлпулу хыççăн нумай шухăшласа çÿрерĕм. Арçынсем ватлăх енне сулăнсан чипер пурăннă çĕртенех ютта чупма пуçлаççĕ, çамрăкраххисене тупаççĕ, арăмĕсене хисеплеми пулаççĕ. Ун пек тĕслĕх чылай пурнăçра. Çавăнпа çырас терĕм.

— Юлашкинчен те пулин çемье каялла чăмăртанасса шанас килет, анчах Надежда Ивановнăн пурнăçĕ пачах урăх çулпа каять. «Каснă чĕлĕ çыпçăнмасть» тени тÿрре тухать-ши кунта?

— Ку тĕрĕсех. Пурнăçра каялла таврăнакансем, çĕнĕрен пĕрлешекенсем пур паллах, анчах чылай чухне вĕсем хирĕçсе-вăрçăнса пурăнаççĕ. Çывăх çын улталани çапса хуçать, вĕчĕрхентерсе тăрать. Çак туйăма пусарса пурăнма тивет, вăл пурпĕр çиеле тухатех. Тен, тепĕр чухне таврăнма кирлех те мар. Çав хушăрах паллакан пĕр хĕрарăм, упăшкинчен çамрăклах уйрăлнăскер, мăшăрне каçарманшăн, ăна каялла йышăнманшăн паян та ÿкĕнсе пурăнать. Арçын çĕнĕ арăмĕпе чиперех пурăнать, пĕлĕшĕм халĕ те пĕччен. Пурнăçра çакăн пек тумалла текен саккун çук. Кашни тĕслĕх хăйне майлă, кашнин хăйĕн характерĕ. Юратнă çын сутни — улăштарма май çук лару-тăру. Ачасемпе, мăнуксемпе мĕн виличчен савăнса пурăнас тесен, тен, пурнăç çине хамăрăн урăхла пăхма пуçламалла. Тепĕр чухне хурлану, хуйхă урлă каçма та пĕлмелле. Ватлăхра пĕччен йывăр. Арçынсем хăйсене сунарçă тесе шухăшлаççĕ. Те çут çанталăк çапла тунă вĕсене? Пĕр хĕрарăмпа пурăнакан арçын пур-ши? Калаври Надежда Ивановна та хĕрсе кайнă самантра Мускава çул тытать. Йывăр вăхăта тÿссе ирттерме мехел çитереймест вăл. Кайран, кам пĕлĕ, тен, упăшки патне те таврăнас тейĕ. Эпир ыран мĕн пулассине те пĕлместпĕр вĕт.

— Ачисен куçĕнче те ăнлану тупаймасть Надежда Ивановна. Ывăлĕпе хĕрĕ, Сашăпа Лиза, амăшне пулăшма, хĕрхенме тăрăшманни курăнать. Ачасем хытă чĕреллĕ пулни мĕнпе çыхăннă-ши?

— Темшĕн çавăн пек пулать хушăран: ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупайми пулсан лайăх çемьере çитĕннĕ ачасемех ашшĕ майлă çаврăнаççĕ. Пĕр енчен, эпир, амăшĕсем, яланах çумра, ачасен хăтланкаларăшĕсене йăлт курса тăратпăр, вĕсен пуçĕнчи шухăшĕсене те вулатпăр пуль. Тĕрĕс çулпа уттарас тесе вăрçатпăр та. Ашшĕ ытларах чухне ĕçре, ăна сайрарах кураççĕ. Тепĕр енчен, çитĕннĕ ачасен ашшĕ-амăшне уйрăм пурăнтарас килмест. Пирĕншĕн яваплăха туяççĕ, пире пĕрлех пултарас, лайăх çемьене килсе çÿрес килет вĕсен. Кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ- асламăшĕ мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕх пуласса шанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлни — ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те ĕмĕрлĕх суран.

— Чылай хайлавра эсир хĕрарăм шăпине çутататăр — тĕрлĕ енчен, туллин. Мĕнрен килет-ши хĕрарăм телейĕ?

— Телее хамăрăн шырамалла. Кунта суйлав пĕлтерĕшлĕ: тĕрлĕ лару-тăрăва хамăр мĕнле йышăннинчен те килет телей. Вăл пуянлăхра та, ят-сумра та мар. Телей сывлăхра тенине шанатăп. Ку чăннипех мăн телей. Çирĕп сывлăхлă пулсан такăнсан та малалла утса кайма, темĕнле ĕç те тума пулать.

— Хайлав çырма пуçăнсан хăвăр ума мĕнле тĕллев лартатăр? Произведени урлă вулакана мĕн калас килет?

— Кирек мĕнле хайлав çырма пуçăнсан та яланах пĕр тĕллев манăн — пурнăçра темĕн те пулма пултарать: савăнăçĕ те, хурлăхĕ те; вулакана манăн нимĕнле йывăрлăха та ан парăн тесе калас килет, мĕншĕн тесен хурлăха парăнса нĕшкени тата хурлăха илсе килет. Темшĕн çавăн пек пулса пырать пурнăçра. Çав вăхăтрах хуйха йышăнса ăна çĕнтерме пикенсен пурнăç лайăх енне каясси куçкĕрет. Яланах лайăххи çинчен шухăшламалла. Пире кашнинех çĕр çине телей курма çуратнă. Хуйхă-суйхă пулатех. Çакна асра тытмалла: вĕсем пире парăнтарса пĕтерме мар, вăйлатма килеççĕ. Унчченхи асап çине паян урăх куçпа пăхатпăр. Вăл пурнăçра пире кирлине панă. Паян çав асапах тепĕр хутчен килес пулсан эпир ăна сăмахсăрах çĕнтерĕпĕр.

— Роман çырма мĕнрен пуçлатăр? Ку ĕçре чи йывăрри мĕн? Мĕн вăхăт ĕçлетĕр?

— Вулакансем ман пата шăнкăравласа хăйсен пурнăçĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, çыру çыраççĕ. Енчен те вĕсен лару-тăрăвĕ ăша хускатрĕ пулсан эпĕ кун пирки чылай шухăшласа çÿретĕп, çынсемпе калаçатăп, ыйтусем пара-тăп. Çавăн евĕрлĕрех тĕслĕхсем пурнăçра тата шыратăп. Çынсем ку ыйтăва хапăлласах сÿтсе яваççĕ пулсан ĕçе пуçăнатăп. Чи йывăрри — вăхăт çитменни. Хушăран кунĕпе вунă-çирĕм страница та çыратăп. Кайран пуç канасшăн, çитет тет. Романа пĕр уйăхра та, çулталăкра та çырма пулать тенине илткелетĕп, анчах эпĕ ун пек пултараймастăп. Манăн шухăшласа çÿремелле. Сăнара мĕнле çулпа ярассине пурнăçри лару-тăрупа çыхăнтармалла. Роман çырма вăхăт кирлĕ, пурнăçри тĕслĕхсемпе вăйлатмалла ăна. Сăмахран, «Упраймарăм сана…» романти Машăна упăшки вилнĕ хыççăнах Сергейпа пĕрлештерме пулатчĕ. Кун пек тĕслĕх те сахал мар. Анчах манăн Машăна çăмăлттай хĕрарăм тăвас килмерĕ. Манăн ăна ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн шухăшлакан, тăрăшакан амăшĕ тата асламăшĕ пек кăларса тăратас килчĕ. Пурнăçра çавăн пек пулмалла та.

— «Упраймарăм сана…» роман виçĕ кĕнекерен тăрать. Ăна тăсма кăмăл çук-и?

— Роман вĕçленчĕ. Малаллине вулакан çыртăр. Пуçра — урăх сюжетсем. Паянхи кун халĕ ĕçлекен романсăр пуçне манăн сĕтелĕн сунтăхĕнче вулакансен çырăвĕсемпе тултарнă тепĕр виçĕ тетрадь выртать.

— Аслă классенче вĕренекенсем валли сирĕн «Сарă кĕпе» повеç пичетленнĕччĕ. Çамрăк ăру валли хайласси çитĕннисем валли çырассинчен уйрăлса тăрать-и? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли тата мĕнле произведенисем çырас килет?

— Çамрăксем валли хайласси çитĕннисем валли çырассинчен, паллах, уйрăлса тăрать. Çитĕннĕ çын ăшри туйăмĕсене çиеле кăларма та, пусарма та пултарать, анчах яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăçри пулăмсене пур чухне те тĕрĕс хаклаймасть. Çамрăксем валли çырассине ювелир ĕçĕпе танлаштаратăп. Йăнăш сăмах персе ярасран питĕ асăрханмалла кунта, вĕсем йăлт чăнлăх, усă курмалли тĕслĕх вырăнне хурса йышăнма пултараççĕ, çав вăхăтрах вĕсем валли çырмаллах. Паян çамрăксен пурнăçне интернет вирхĕнсе кĕчĕ, унта ырри те, усалли те пайтах, вĕсен айванлăхĕпе усă куракан йышланчĕ. Çемьере ыррине çеç курса ÿсекен ачана улталама питĕ çăмăл. Тепĕр чухне ачасем килте ăнлану тупаймаççĕ те ют çынсене ĕненеççĕ-шанаççĕ. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерессине туймаççĕ вĕсем. Çавăнпа çамрăксем валли çырнă чухне çакна асра тытатăп: кăткăс лару-тăруран хăтăлма вĕрентекен, çул кăтартса пыракан сăнар кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен çывăхрах çын урăх çуккине тата вĕсем усал тăвас тесе мар, тĕрĕс, ырă çулпа уттарасшăн ятланине, йăнăшсенчен сыхласшăн пулнине ăнланма пулăшмалла вĕсене.

(Улькка ЭЛЬМЕН: Сăнар хăй мана ертсе пырать)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.