«Хыпар» 105-106 (27688-27689) № 18.09.2020

18 Сен, 2020

♦ Ача мĕн чухлĕ йышлăрах, йывăрлăхĕ те çавăн чухлĕ нумайрах теççĕ-ха… Анчах пилĕк-ултă ачана çут тĕнче парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларакансемпе пĕрре çеç мар тĕл пулнă хыççăн çапла каланипе пачах килĕшес килмест.

…Крысовсем Алькешре пурăнаççĕ. Кунта вĕсем тăватă çул каялла куçса килнĕ, капмар çурт лартса тĕпленнĕ. Тавралăха каç ĕнтрĕкĕ çапнăран-ши е ют çĕрте хăйсен çуртне шыраса тупма йывăр килесрен-ши — Ольга мана общество транспорчĕн чарăнăвне тухсах кĕтсе илчĕ. Вĕсем патне часах çитрĕмĕр. Пÿрт алăкĕ уçăлса хупăннă сасă пулсанах телевизор пăхса ларакан хĕрачасем вырăнтан хускалчĕç. Пилĕк çулти Ульяна амăшĕн мăйĕнчен çакăнчĕ. Виççĕри Лея ман ытама ыткăнчĕ. Унтан аслисем Василий, Карина, Констанция хăйсен пÿлĕмĕсенчен сиксе тухрĕç… Ачасем çапла хавасланса кĕтсе илни ашшĕ-амăшĕн чи пысăк телейĕ, савăнăçĕ мар-и? Кирек камшăн та пепкен ачаш алли ытамлани мăй тавра ылтăн-ахах эреш чанкăртатнинчен хаклăрах мар-и?

Иванпа Ольга Крысовсем пилĕк ача ашшĕпе амăшĕ пулнинчен тĕлĕнмелли çук-тăр, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсем те йышлă çемьере çитĕннĕ. Кил хуçи Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ, çичĕ пĕртăванран чи кĕçĕнни, унăн мăшăрĕн /вăл Красноармейски районĕнчен/ вара йăмăкĕпе шăллĕсем виççĕн. «Ача чухне яланах пысăк çурт ÿкерме юрататтăм, — аса илчĕ Ольга. — Çавăн чухнех нумай ачаллă пулма тĕллев лартнă пулĕ çав. Пĕррехинче тата эпĕ: «Манăн пилĕк ача пулать», — тенĕ иккен. Хам кун пирки маннă, тĕлпулăва кайсан пĕр класра вĕреннисем аса илтерчĕç».

Иван та ачасене питĕ юратать. Шăпах унăн çак пахалăхĕ Ольгăн кăмăлне çавăрнă та. «Ун чухне эпир паллашнăччĕ кăна-ха. Ваня мана садике пиччĕшĕн ачине илме кайма чĕнчĕ. Пĕчĕкскерпе тĕл пулсан ыталать, чуптăвать хайхискере, калаçать… Унтан тепрехинче урамра кÿмере ларса пыракан сусăр ачана асăрхарăмăр. «Эх, манран килнĕ пулсан çакна сыватăттăм!» — терĕ. Вăл çапла ырă чунлă пулни питĕ килĕшрĕ мана», — каласа кăтартрĕ Ольга.

Крысовсем вун сакăр çул каялла çемье çавăрса пĕр çулпа утма пуçланă. Çак тапхăрта савăнăçĕ те, йывăрлăхĕ те сахал мар пулнă: укçа-тенкĕ çитменрен Мускава ĕçлеме тухса кайни те, çын патĕнче хваттерте пурăнни те… «Виççĕмĕш ача çуралнă хыççăн амăшĕн капиталĕпе Шупашкарта пÿлĕм туянтăмăр. Каярахпа Калинин районĕн администрацийĕ пире коммерци наймĕн йĕркипе виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерпе тивĕçтерчĕ. Çав вăхăталлах Алькешре çĕр лаптăкĕ пачĕç. «Çамрăк çемье» программăпа субсиди илсен çурт лартма шутларăмăр», — малалла калаçрĕ кил хуçи арăмĕ. Паллах, вĕсем патшалăх пулăшăвне кăна кĕтсе лармаççĕ, хăйсем те питĕ правур, ĕçчен. Иван Васильевич та, Ольга Леонидовна та пус çумне пус хушса тенкĕ тăвассишĕн, хуçалăха çирĕплетессишĕн тăрăшаççĕ, темиçе вырăнта ĕçлеççĕ.

Çурчĕ вĕсен пысăк, икĕ хутлă. Кашни ачан уйрăм пÿлĕм, туалет, çăвăнмалли, хăнасене йышăнмалли пÿлĕмсем, мунча пур. Шыв, газ кĕртнĕ: ăшă, çутă, хăтлă, меллĕ. Ачасем те кунта пурăннăшăн питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен пысăк пÿртре ирĕк, пурин валли те вырăн çителĕклĕ. «Хваттерте, виçĕ пÿлĕмлĕ пулсан та, пире тăвăрччĕ», — теççĕ вĕсем. Уйрăм çуртра ĕçĕ те ытларах паллах. Кил-çурта тирпейлесси, апат хатĕрлесси, хуçалăхри вак-тĕвек ĕçе тăвасси вĕсен тивĕçĕ шутланать. Куншăн нихăшĕ те кăмăлсăрланмасть.

(Ача чухнех пысăк çурт ӳкерме юратнă)

 

♦ РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Алина Лукиянова «Хыпар» хаçатра 46 çул ĕçленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулин те хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсах тăрать, ăна юратса вулать.

 — Алина Хрисанфовна, сирĕн аçăр-аннĕр вĕрентекенсем пулнă. Эсир вĕсен çулне суйлас темен-и?

— Ача чухнех журналист профессийĕ кăмăла каятчĕ. Вăл вăхăтра Шупашкарти аслă шкулсенче çак специальноçа алла илме май пулман. 10-мĕш класран вĕренсе тухсан аннепе Шупашкара тĕп почтамта кайрăмăр. Хусанти университетăн йышăну комиссине шăнкăравларăмăр. Анчах унта вĕренме кĕмешкĕн 2 çул стаж кирлине пĕлтерчĕç. Йĕрки çавнашкал пулнă. Мĕн тумалла? Ăçта та пулсан вĕренмех каяс килет. Ивановăри химипе технологи институтĕнчен темиçе преподаватель çамрăксене вĕренме кĕмешкĕн суйласа илме Чăваш патшалăх педагогика институтне килнине пĕлтĕмĕр. Унта кайрăмăр. Экзаменсене пурне те «5» паллăпа тытрăм, Ивановăна вĕренме кайрăм. Унта пĕр çул ăс пухрăм. Анне педагогика институчĕн филологи факультетĕнче журналистика специализацине уçма хатĕрленни пирки çырса пĕлтерчĕ. Чунра тĕлкĕшсе выртакан кăвар вут- çулăмпа çунма тытăнчĕ. Журналист пуласах килет. Çапла майпа тăван ене таврăнтăм, вĕренме кĕтĕм. Пире Иван Тенюшев вĕрентрĕ. Эпĕ диплом ĕçне те «Коммунизм ялавĕпе» /халĕ «Хыпар»/ çыртăм.

— Хăвăр профессие чунтан юратни çакăнтан та палăрать: пĕр ĕçре 46 çул вăй хунă эсир. Сире юратнă ĕç вăй-хăват парса тăнăн туйăнать.

— 1971 çулта пире, 7 çамрăка, «Коммунизм ялавне» ĕçлеме ячĕç. Михаил Якимов редактор пурне те илеймессине каларĕ. Виçĕ çынна: мана, Раиса Захаровăна, Герман Желтухина, суйласа илчĕ. Мана культура пайне вырнаçтарчĕç. Лаврентий Таллеров çыравçăпа пĕр пÿлĕмре ларма тÿр килнишĕн паянхи кунччен савăнатăп. Питĕ нумай вĕрентрĕ вăл мана. Сăмах май, ун чухне редакцире пĕртен-пĕр хĕрарăм журналист Александра Осипова ĕçлетчĕ, ыттисем — арçынсемччĕ. Александра Максимовна çырусен пайĕнче тăрăшатчĕ. Çав вăхăтрах вăл тĕпчев ĕçĕсем çырас енĕпе пултаруллăччĕ. Арçынсенчен чылайăшĕ вăрçа хутшăннă. Питĕ кăмăллă, ăш пиллĕ çын-семччĕ. Вут-çулăм витĕр тухнăскерсем çынна хисеплеме, хăйсене тытма пĕлетчĕç. Çакăн пек çынсемпе юнашар вăй хуни маншăн телей пулнă. Семен Даниловпа Иван Михайлов — редактор çумĕсемччĕ. Семен Иванович парти пурнăç пайне ертсе пыратчĕ, Иван Михайлович та анлă тавра курăмлă, ăслă çынччĕ. Пĕррехинче СССР халăх артисчĕ Евгений Матвеев Шупашкара килнĕ. Вĕсем Иван Михайловичпа тĕл пулнă. Вăл ăна редакцие илсе пынă. Иккĕшĕ коридорпа утса иртнĕ чухне: «Епле çÿллĕ, яштакаскерсем», — тесе ăмсаннăччĕ эпир. Паллă геральдистăн Элли Юрьевăн ашшĕ Михаил Иванович яваплă секретарьте тăрăшатчĕ. Пуç çĕклемесĕр ĕçлетчĕ. Куçару енĕпе те, çырас тĕлĕшпе те ăстаччĕ. Эпĕ культура пайĕнче ĕçлемен пулсан та паллă чылай çынпа тĕл пулса калаçнă, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаçатра çырнă. Паллă çынсемпе тĕл пулма чылай чухне редакцирен хушнипе мар, кăмăл туртнипе, вĕсен пултарулăхĕпе кăсăкланнипе каяттăм. Маларах вĕсем çинчен информаци шыраттăм, кайран вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăлрахчĕ.

— Çак тĕлпулусем пирки каласа параймăр-ши?

— Писательсемпе, артистсемпе, ÿнерçĕсемпе, спортсменсемпе, паллă тухтăрсемпе чылай курнăçнă. Тĕслĕхрен, Святослав Федоров офтальмологпа темиçе хут та курса калаçнă. Спорт ăмăртăвĕсен-чен юлман. Канмалли кунсенче ачасене çавăтса каяттăм. Манăн шухăшпа, чăн-чăн журналистăн анлă тавра курăмлă пулмалла. Кирек мĕнле ыйтупа та çырмалла, темăна ăнланмалла. Эпĕ комсо-мол стройкисенче те, ГЭС, «Химпром» тунă çĕрте те пулнă. Пĕтĕмлетсе каласан, таçта та çитме тăрăшнă. Борис Марковпа питĕ туслăччĕ эпир. Вăл хăй вăхăтĕнче пирĕн ялти шкулта ĕçленĕ, пирĕн патра пурăннă. Оперăпа балет театрĕнче ĕçленĕ чухне çĕнĕ артистсем, юрăçсем килсен вĕсемпе паллаштарма тăрăшатчĕ. Сăмахран, Алевтина Зинкина килнĕччĕ. «Ку пирĕн çăлтăр, консерваторирен вĕренсе килчĕ», — терĕ Борис Марков унпа паллаштарнă май. Чăваш АССР халăх артисчĕпе Виктор Родионовпа та туслăччĕ, пĕр-пĕрин патне çÿреттĕмĕр. Вăл хăйматлăх атте пулчĕ. Виктор Иосифович вылякан пĕр спектакле те сиктермен эпир. Вырăс çынни хăй тăрăшса чăвашла вĕренни, спектакльсенче выляни тĕлĕнмелле пулăмччĕ. СССР халăх артисчĕпе Людмила Зыкинăпа курнăçнине нихăçан та манмăп. Хăна çуртĕнче унпа пресс-конференци ирттер-ме палăртнăччĕ. Эпир Юрий Дмитриев фотокорреспондентпа унта тухса кайрăмăр. «Атя, пÿлĕмне кĕретпĕр», — сĕнчĕ Юра. «Лайăх мар пулĕ», — терĕм эпĕ. Вăл хистенипе Людмила Георгиевна патне кĕме шут тытрăмăр. Паллă юрăç ун чухне упăшкипе, РСФСР халăх артисчĕпе Виктор Гридинпа, килнĕччĕ. Людмила Георгиевнăпа чунран калаçрăмăр. Вăл мана питĕ килĕштерчĕ. Юлашкинчен ыталансах уйрăлтăмăр. Кайран пресс-конференцие те кайрăмăр. Журналистсем ăна тĕрлĕ ыйту пачĕç. Вăл ман çине пăхнă май: «Тен, Алинăн ыйту пур?» — терĕ пĕрмай. Эпĕ те пĕр-икĕ ыйту патăм. Ĕçтешсем ман çине тĕлĕнсе пăхнине туйрăм. «Мĕнле? Хăçан туслашма ĕлкĕрнĕ вĕсем?» — тенĕн туйăнчĕ. Пресс-конференци хыççăн шăпах çакăн пирки ыйтрĕç вĕсем. «Эпир тахçанах пĕр-пĕрне пĕлетпĕр», — тесе хуравларăм. РФ халăх артисчĕн Валерий Леонтьевăн концерчĕ Шупашкарти тĕп стадионта иртнĕччĕ. Манăн унран интервью илмелле. Мĕнле майпа? Антракт вăхăтĕнче вăл хăна çуртне хывăнса тăхăнма кайса килнине пĕлтĕм. Акă сцена çинчен анчĕ. Хуралçă мана ун çывăхне те ямасть, кăшкăрать. Паллă юрăç çакна асăрхарĕ: «Шăп. Ку унăн ĕçĕ, — терĕ. — Эсир журналист-и?» «Эпĕ — чăваш хаçачĕн журналисчĕ», — терĕм хампа паллаштарса. Хăйĕнчен тар юхать, ывăннă, çапах манпа калаçма вăхăт тупрĕ вăл. Антракт вăхăтĕнче РСФСР ха-лăх артистки Людмила Хитяева пÿлĕмне 5 çулти ывăлпа кĕтĕмĕр. Ун умĕнче — кофе, пирожнăйсем. Эпир сĕтел умĕнчен иртсе тÿрех калаçма тытăнтăмăр. Темĕн пирки те пуплерĕмĕр. Çак вăхăтра ывăл пирожнăйсене çисе, кофĕне ĕçсе янă. «Каçарăр, эпĕ часах буфета кайса илсе килетĕп», — терĕм хыпкаланса. «Çитĕр, çитĕр. Кирлĕ мар. Пирожнăй мана мăнтăрлатать çеç», — лăплантарчĕ паллă артистка.

(Алина ЛУКИЯНОВА: Юратнă ĕç паллă çынсемпе паллаштарчĕ)

 

♦ Чăваш халăх поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Николай Исмуков профессор сакăр теçетке çула çывхарса пырать пулин те юратнă ĕçне, Шупашкарти коопераци институтне, кăмăлтан çÿрет. «Хăваласа кăларса яман-ха», – тет шÿтлесе. Философи – çăкăр çитерекенни, поэзи – чун апачĕ. Çапларах палăртать Николай Аверкиевич. Унăн сăввисене акăлчанла, французла, итальянла, полякла куçарнă. Николай Исмуковăн проза кĕнекине вара кăçал пуçласа пичетленĕ. Вăл «Кĕл айĕнчи кăвар» ятлă.

 

– Николай Аверкиевич, эсир – Чăваш халăх поэчĕ, философи наукисен докторĕ, аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ… Эпĕ асăнса кайнисенчен хăшне маларах кăларнă пулăттăр?

– Поэзи чуна çывăхрах, философи – ăс-тăна. Поэзи – юратнă ĕçĕм, пурнăç тĕллевĕ, философипе укçа ĕçлесе илетĕп. Кайăкăн икĕ çунат. Пĕринпе çеç вăл вĕçеймĕ. Маншăн пĕр çунат – поэзи, тепри – философи.

– Эсир пĕрремĕш сăвва 13-ре çырнă тенине илтнĕччĕ…

– Çуркуннеччĕ ун чухне. Аслăк çине хунă улăм ылтăн евĕр йăлтăртатса выртатчĕ. Унта хăпарма юрататтăм, ман хыççăн йытă та улăхатчĕ. Çавăнта çырăнчĕ те пĕрремĕш сăвă. Пĕчĕк аслăк тăрринчен пĕтĕм çут тĕнчене курăннăн туйрăм та хăпартланса йĕркесем шăрçаларăм, ку сăвă Пер-вомайски /халĕ Патăрьел/ районĕнчи «Коммунар» хаçатра пичетленнĕччĕ. Ăна эпĕ хамăн çичĕ томлă «Çырнисен пуххин» пĕрремĕш пайне те кĕртнĕччĕ.

– Ачалăхăр пĕртте çăмăл пулман. «Ашшĕсем вăрçăран таврăннисен пурнăçĕ йĕркеленсе кайрĕ, пире вара йывăр килчĕ, саплăклă шăлаварпа Шупашкара килтĕм», — тенĕ эсир пĕр интервьюра.

– Шупашкара çиччĕмĕш класс хыççăн ÿнер училищине кĕме хамран пĕр çул аслăрах тусăмпа килнĕччĕ. Малтанхи экзаменсем графикăпа тата живопиçпеччĕ. Хыçалти парта хушшине лартăмăр та ÿкеретпĕр. Экзаменатор утса пычĕ те: «Эсир тĕрĕс мар ÿкеретĕр. Сĕтел çинчи турилккере пан улми мар, сухан», – терĕ. Унтан вăл мана малти рете куçарса лартрĕ. Хитре ÿкереттĕм, шкулта стена хаçачĕн редакторĕ те пулнăччĕ. Училищĕне вĕренме кĕме пултартăм, анчах ялшăн тунсăхлаттăм, питĕ кичемччĕ. Виçĕ уйăхран тухса кайрăм. Ун чухне стипендие хальхи пек пĕр уй-ăхшăн мар, çур çулшăн тÿлетчĕç. Тавăрса пама тивмĕ-ши тесе хам та хытă хăраса пурăнтăм, анне те питĕ пăшăрханатчĕ. Ыйтса илмерĕç.

– Пăрахса кайнăшăн ÿкĕнмен-и?

– Çук. Вылямалла тенĕ пек ун хыççăн та ÿкернĕ. Çын сăнĕсем лайăхах пулмастчĕç, пейзажа хитре сăнлатăп.

– Эсир, ял ачи, Екатеринбурга çити кайни, унти аслă шкулта вĕренни питĕ тĕлĕнтерчĕ-ха мана…

– 10-мĕш класс хыççăн комсомол путевкипе Чита облаçĕнчи Борзя хулине ĕçлеме тухса кайрăм. Тĕрлĕ ĕç тăваканра çулталăк тăрăшрăм, укçа пухрăм. Кайран Свердловск хулинчи Урал патшалăх университечĕн философи факультетне вĕренме кĕтĕм. Шкулта машиноведенипе çеç «виççĕ» пулнă манăн. Ăна вĕрентекенĕ урок вăхăтĕнчех кÿрше кайса эрех сыпса килетчĕ. Эпĕ анне пек пулнă, тÿррĕн калама юратнă. Пĕррехинче ăна: «Сирĕнтен эрех шăрши кĕрет», – тесе персе янă. Техникăна ним ăнланман хĕрачасенех лайăх паллă лартса паратчĕ, мана «виççĕ» лекетчĕ. Çав предмета пула медаль лекмерĕ. Кĕмĕл е ылтăн медальлисен аслă шкула кĕнĕ чухне экзамен тытмалла марччĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕрен университета пĕрех çăмăллăн кĕтĕм.

– Философи факультетне епле майпа суйларăр?

– Пирĕн пĕр кÿршĕ урлă манран икĕ çул аслăрах Кирук Валери пурăнатчĕ. Вĕсемпе юнашар Смирновсен пÿрчĕччĕ. Кил хуçи крахмал заводĕнче бухгалтерта ĕçлетчĕ. Вĕсен мăкласа туман кĕлет пурччĕ. Çавăнта кĕнеке нумайччĕ. Эпир вĕсене пăралукпа туртса кăлараттăмăр. Вăрлаттăмăр ĕнтĕ. Кашнинчех финанс литератури лекетчĕ. Пĕррехинче мана марксизмпа ленинизм философийĕн словарĕ çакланчĕ. Вăл вырăслаччĕ. Эпĕ хăш сăмахĕсене ăнланнă, хăшне пĕлсех те каяйман. 7-мĕш класран пуçласа 10-мĕшĕччен алăран ямарăм çавна. Тĕнче, тавралăх, космос, авалхи грексен вĕрентĕвĕ тата ытти те пурччĕ. Çапла философипе кăсăкланма тытăнтăм. Философи факультечĕсем вăл вăхăтра Мускавра, Ленинградра, Киевра тата Свердловскра çеç пулнă. Дон çинчи Ростоврине эпĕ вĕренсе тухсан тепĕр пилĕк çултан кăна уçрĕç.

– Аякра пурăнма йывăр пулмарĕ-и?

– Комсомол путевкипе тухса кайса ĕçленĕ чухне Монголипе Китай чиккинчи Бурзя хулине хăнăхнăччĕ. Вĕреннĕ вăхăтра стипенди аван тÿлетчĕç. Аслă шкулта иккĕмĕш курсра пĕлÿ илнĕ чухне тусăмпа физкультура енĕпе техникума куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕмĕр. Батерфляй мелĕпе ишессипе, çÿллĕшне сикессипе, шахматла выляссипе спорт мастерĕн кандидачĕ пултăм.

– Халĕ ачасене спортпа туслаштарассишĕн епле комплекссем хăпартаççĕ. Эсир ав нимле сооруженисĕрех спортăн миçе енĕпе туслашнă. Батерфляй мелĕпе ишме ăçта вĕреннĕ тата?

– Пăла юхан шывĕнче. Унтан тухма пĕлмен. Пĕр-икĕ хутчен путма тăнă, çапах шывран сивĕнмен. Сăввăмсене те Пăлапа мăнаçланса çырнă.

– Физкультура енĕпе аталанас килнипе техникума кайнă-и?

– Çине тăнă тăк спорт мастерĕ те пулаяттăм, анчах куçăн мар майпа çеç вĕреннĕ те… Алла диплом илсе Патăрьел районне таврăнсан шкулта физика, астрономи, чăваш чĕлхи тата физкультура, Çĕрпÿри техникумра ĕçленĕ чухне ăслăлăх коммунизмĕ, политэкономи тата физкультура вĕрентнĕ.

– Эсир Шупашкарти коопераци институтĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлетĕр…

– Мускавра аспирантурăра куçăн майпа вĕрентĕм, унтах диссертаци хÿтĕлерĕм. Вăл вăхăтра эпĕ çемьеллĕччĕ, пĕрех мăшăрăм чармарĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ чухне кĕçĕнрех курссене вĕрентме те шанатчĕç. Шкулта, техникумра ĕçлерĕм. Диплом илнĕ хыççăнах аслă шкула кайса кĕмен. Опыт пухсан кăна. Чăваш Енре эпĕ философи наукисен докторĕн ятне илнĕ виççĕмĕш çын пултăм. Аспирантурăра лайăх вĕреннĕ май Ленин стипендине тивĕçнĕччĕ. Ахаль стипенди 100 тенкĕччĕ, эпĕ 120 тенкĕ илеттĕм. Ун чухне Мускавран Канаша плацкарт вакунлă пуйăспа килме 12 тенкĕ тÿлемеллеччĕ.

– Сирĕн сăвăсенче философи, лирика сĕмĕ, паллах, аван палăрать. Анчах кичемлĕх те пур хăшĕсенче. Сăмахран, «Ав çынсем килеççĕ шавлă пасара – Эпĕ тухнă ĕнтĕ каялла кайма. Мĕн илни-качкийĕ – лавăм çап-çара, Чапĕ те, хисеп те çуккă пуç тайма». Çара лавлă, чапсăр та хисепсĕр çын пек туйма сирĕн сăлтав çуках пек туйăнать…

– Наукăна туллин парăнса нумайрах çырнă тăк çитĕнÿ нумайрах пулатчĕ-и, тен? Тепĕр майлă та шухăшлатăп. Эпĕ сăвăсем те çырнă, ĕçленĕ те вĕреннĕ. Манăн кĕнекесем Мускавра та пичетленнĕ. Этнофилософие эпĕ пуçарнă. Наука докторĕсене тăваттă тата кандидатсене виççĕ хатĕрленĕ.

– Этнофилософи тенĕрен, чăвашсен тĕнче курăмĕ тĕлĕнмелле вĕт-ха…

– Çапла, чăваш тĕнчене тăваткал курнă. Тăваткал – тĕпленсе те планпа пурăнни. Ытти халăх тĕнчене çавра ăнланнă. Грексем, нимĕçсем, сăмахран, çавăн пек йышăннă. Вĕсем лăпкă пурăнма пĕлмен.

– Тăваткалти философи халăхăмăра хур тунă-ши е усăллă пулнă-ши?

– Пĕр вăхăтра пулăшнă. Эпир питĕ пысăк йышлă халăх мар. Вăрçма тытăнсан пире час çапса хуçма пултарнă. Чăваш пĕр-пĕринсĕр пурăнайман. Хамăра картара тытни сыхланса юлма май панă. Çав вăхăтрах философие аталантарайман. Марксизм-ленинизмран эпир тĕнче философине вĕренме пуçланă, унтан хамăр философи çине куçнă.

– «Çын мĕн калать» тени те маларах каланă тăваткалпа, картапах çыхăнман-ши? Лайăх-ши вăл е начар-ши?

– Хăçан мĕнле. Пĕтĕмпех икĕ пайран тăрать. Çав вăхăтрах çав пайсем пĕр-пĕринсĕр пулаймаççĕ. Философи категорийĕсене чăвашла эпĕ ыттисенчен малтан каланă. Сăмахран, хирĕç тăру, ăнсăртлăх, пиртен килмен пулăм, астăвăм. Пуç мимин сулахай тата сылтăм енĕсем, сăмахран, анатоми тĕлĕшĕнчен пĕр пек, анчах вĕсен функцийĕ расна. Сулахай ен малашлăха пăхать, лайăххишĕн савăнма пĕлет, сылтăмми кулянаканни, начар пулăмсене аса илтерекенни. Ватă çын каялла çаврăнса пăхма юратать, çамрăкăн аса илмелли çук, вăл малалла талпăнать.

– Хăвăр çемйĕрпе кăштах паллаштарсамăр.

– Манăн икĕ ача: ывăлăм Коля тата хĕрĕм Марина. Халĕ 5 мăнук, мăнукăн ачи пур. Пĕри те сăвă çырмасть. Мăнуксенчен пĕри Чăваш патшалăх университетĕнче электромеханика енĕпе шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕренчĕ. Халĕ преподаватель. Тепĕр мăнука Мускав патшалăх университетне, мех-мата, «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн унтах ĕçлеме хăварчĕç. Тата тепĕр мăнук Шупашкарти коопераци институчĕн юридици факультетĕнчен «пиллĕксемпе» вĕренсе тухрĕ. Çемьепе савăнса пурăнатăп.

 (Николай ИСМУКОВ: Философи – çăкăр çиме: поэзи – чун валли)

 

 

 

♦ Геннадий Медведев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 37 çул ĕçлет. Çак тапхăрта 80 ытла роль калăпланă. Тĕрлĕ вăхăтри тĕп сăнарсем: Вăхăт [«Сан ятупа», П.Афанасьев], Василий Шевли [«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Б.Чиндыков], Барон [«Тĕпĕнче», М.Горький], Гавриил Иволгин /«Идиот», Ф.Достоевский], Музафар [«Çăлтăр сÿннĕ каç», Н.Сидоров], Эдуард [«Праски кинеми мăнукне авлантарать», А.Чебанов], Белокопытов [«Салтак юратăвĕ», Н.Угарин], Илья Иванович [«Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн», А.Островский], Çемен [«Ылханнă йăх», А.Кăлкан], Привалов [«Манăн çăлтăр тÿпере», Н.Терентьев], Анисимов [«Константин Иванов», И.Максимов-Кошкинский], ыттисем. Мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнать паян халăх юратакан артист?

 — Театрпа паллашнă саманта астăватăр-и?

— Ялта çĕнĕ клуб уçăлсан Шупашкартан артистсем пыма пуçларĕç. Атте-аннен укçи-тенки çитмен пулĕ, спектакль курма кĕрейместĕмĕр, клубăн пысăк кантăкĕнчен пăхса тăраттăмăр. Асра юлнă пĕрремĕш спектакль — «Ялта» драма.

— Хăвăр актер пулас килнине хăçан туйрăр? Унпа çывăхланма кам пулăшрĕ?

— 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне çамрăксен театрне «Чарăр- ха Малахова» спектакль курма килнĕччĕ. Пĕрле вĕренекен Люба Алексеева, Галя Долгова артистка пуласшăнччĕ. Антракт вăхăтĕнче виçсĕмĕр кулиса хыçне кайрăмăр. Алексей Васильев тĕп режиссер пÿлĕмне кĕрсе тăтăмăр, хамăр артист пулас шухăшлине пĕлтертĕмĕр. «Çамрăксем, эсир те-лейлĕ, кăçал Чăваш театрĕ пултаруллă хĕрсемпе каччăсене Мускава вĕренме ярать», — терĕ. Спектаклĕн иккĕмĕш пайне йĕркеллĕ пăхаймарăм, артист пулас ĕмĕтпе çунатланса лартăм. Шел, пĕрремĕш конкурс хыççăн тантăшăмсем малалла иртеймерĕç. Эпĕ вара ытти тĕрĕслев витĕр тухса театр училищин студенчĕ пулса тăтăм.

— Мускаври вĕрентекенĕрсем пирки каласа парсамăр.

— Чăваш ачисем унта çитнĕ вăхăтра училищĕре юсав ĕçĕсем пыратчĕç. Картиш тулли строй-материал, ăпăр-тапăр выртатчĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле ăна тасатса çитертĕмĕр. Чăваш студийĕ мĕнле ĕçлени çинчен иккĕмĕш кунхинех калаçма пуçларĕç. Педагогсем мĕнлереххисемччĕ тата: Михаил Царев, Николай Аненков, Виталий тата Юрий Соломинсем, Виталий Коняев… Юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйрăм хама. Аркадий Немеровскинех илер. Вăл Вера Кузьминана вĕрентнĕ, унтан — Яковлевсене, Григорьевсене, пире, ун хыççăн Наташа Сергеевăна. Тата Виктор Тейдор мĕне тăратчĕ. Пысăк театр солисчĕ пулнăскер ташлама вĕрентетчĕ. Пире курсанах: «Ăçтан тупнă кусене: урисем — турчăка пек, аллисем — кĕрепле евĕр», — тенĕччĕ. Ял ачисем-ха та, сенĕк, çава пирĕн алăран кайман. Пирĕн шăм-шака станок умĕнче мĕнле çĕмĕретчĕ вăл. Пластилин пек пулмалли пир-ки калатчĕ. Иккĕмĕш курс хыççăн эпир ташланине курас текенсем валли аудиторире вырăн çит-местчĕ. Вăт вĕрентрĕ тĕк вĕрентрĕ пире ташлама Тейдор.

— Пĕрремĕш рольсем… Йывăрччĕ-и вĕсене пурнăçлама?

— Вĕреннĕ чухнех нумай роль пулнă пирĕн. Василиса Петровăпа Вампиловăн «Прощание в июне» пьеси тăрăх пĕчĕк спектакль лартнăччĕ. Пĕрремĕш ĕçех пысăк хак пани, паллах, питĕ хавхалантарнă. Хăпартланса кайнăскерсем яланах çапла пулать тенĕ-ши? Çук çав, «Маскарадра» Арбенинпа Нинăна вылянине вара критикленĕччĕ.

— Хăш роле тепĕр хут выляс тăк мĕн çĕнетнĕ, хушнă пулăттăр?

— Сăнара миçе хут вылятăн — çавăн чухлĕ çĕнĕлĕх çуралать. Çапла пулмалла та. Мĕншĕн тесен театр чĕрĕ, кино мар вăл, çавăнпа халăх курма çÿрет те. Чи асра юлакан сăнарсем классика ĕçĕсенчисем пулĕ. Вĕсенче тарăн шухăшлав, вĕренмелли нумай. Эпĕ Ф.Достоевскин Гавриил Иволгинĕнчен те, М.Горькин Баронĕнчен те хам валли питĕ нумай илнĕ.

— Актерăн мĕн тума пĕлмелле?

— Эсĕ аллăра-и, çитмĕлте-и, е Вера Кузьминична çулĕнче — ача пулмалла. Тĕнчене пуçласа куракан пепке пек сăнамалла.

— Пултарулăхăрти тĕп критик кам?

— Тĕрĕссине калакансем, лайăххине — лайăх, япăххине япăх текенсем. Мăшăр асăрхаттарнине итлетĕп, вăл сахал калать, анчах тĕрĕс, тÿррĕн.

— Хăш театрăн тата режиссерăн спектаклĕсем уйрăмах тарăн йĕр хăварнă?

— Пушкăрт патшалăх драма театрĕнче Айрат Абушахманов лартакан спектакльсене кăсăкланса пăхма тивнĕччĕ. Унăн «Зулейха» ĕçĕ Раççейĕпех кĕрлерĕ, унтан Европăна тухма мехел çитерчĕ.

— Шăпана ĕненетĕр-и?

— Çÿлте çырни те пур ĕнтĕ. Енчен те хамăр тăрăшмасан çÿлтен пулăшнипе кăна ăçтан пурте йĕркеллĕ пултăр вăл? Çÿлти вăл тăрăшакана кăна пулăшать.

— Кашни çын, вăл е ку тапхăрта, тĕнчене мĕншĕн килни пирки шухăшлать. Эсир пурнăçра хăвăрăн тĕллевĕре мĕнре куратăр?

— Ой, ой. Эпĕ ку ыйту пирки тахçанах пуç ватма пуçланă. Ăна ĕçпе çыхăнтармастăп. Çак пурнăçра-и е лере-и — ырă ĕç тумалла тесе шухăшлатăп.

— Мĕнле çын сирĕн юлташ пулаять?

— Мана ăнланакан, кирек хăш ыйтупа та чунне уçса калаçма пултаракан çын.

— Енчен те тÿлевсĕр ăçта-тăр вĕçме май пулсан хăш кĕтесе суйланă пулăттăр?

— Таçта та кайăттăм, анчах Мускавра вĕреннĕ вăхăтра цирк училищин общежитийĕнче Кубăран килнĕ Тонипе Хуани йĕкĕрешпе питĕ туслашнăччĕ. Çавăнтанпа ĕмĕр тăршшĕпех вĕсен çĕршывне курма каяс килет.

(Актерăн аллăра та ача пулмалла)

 

 

 

♦ Ырă ĕç тăвассине паян волонтерсен юхăмĕ аталантарать. Çавăн пекех ырă ĕçсен пухмачне общество организацийĕсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Вĕсенчен пĕ- ри — Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ [ертÿçи Наталья Николаева]. Хĕрарăмсем тăрăшнипех регионти нумай ачаллă çемьесем валли Пĕлÿ кунĕ умĕн «Ачана шкула пуçтар» ятарлă уяв йĕркеленĕ.

Кашни кил-йыша планшет панă

Тĕп хулари Лакрей паркĕ çак кун ача-пăча хаваслă сассипе тулнă — пĕчĕккисен лапамнех çаврăннă вăл. Унта çемьере 9 тата ытларах пепке ÿстерекенсене йыхравланă. Республикăра кун пек 12 кил-йыш. Уява вĕсенчен 11-шĕ хутшăннă. Çемьесене çула пуçтарăнма вырăнти влаç пулăшнă. Чи аякри районта Улатăрта пурăнакансем патне, вĕсене Шупашкара çитме меллĕ маррине кура, парнене вырăна леçнĕ.

Ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне Лакрей паркне кĕнĕ çĕрте мультфильмсенчи, юмахсенчи сăнарсем кĕтсе илнĕ. Вĕсемех парк тăрăх хаваслă экскурси йĕркеленĕ, çула май ăс-тăна аталантаракан вăйăсем ирттернĕ. Аслисене çакă шкул вăхăтне таврăнма, кĕçĕннисене хаваслă уроксем çинчен пĕлме пулăшнă, шкул ÿсĕмĕнчисене вара кĕçех парта хушшине лармаллине аса илтернĕ.

Уява хутшăннисем парнесĕр юлман. Хĕрарăмсен союзĕн хастарĕсем кашни çемьенех планшет пар-неленĕ. Çакă паянхи кун пушшех вырăнлă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче нумай ачаллисем дистанци мелĕпе вĕреннĕ май шăпах мобильлĕ техника çитменнипе нушаланнăччĕ. Малашне çăмăлрах пулĕ: информаци шырама та, вĕренÿ процесне хутшăнма та. Çавăнпа амăшĕсем хаклă парнешĕн тав тунă.

— Кун пек пысăк çемьесенче çĕнĕ йăла-йĕрке тымар ярасси куçкĕрет. Эсир пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçлама пултарасса шанатпăр, — тенĕ Наталья Николаева.

Асамлă юмах пек пуçланнă уяв çавăн пекех вĕçленнĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçарăвĕпе ачасем çав кун пур аттракционпа та тÿлевсĕрех усă курма пултарнă. Унта вара вĕсене каллех юмахри экскурсоводсем илсе кайнă. Уява йĕркелеме çавăн пекех ЧР Ĕçлев тата Вĕрентÿ министерствисем хутшăннă.

Татăклă сăмаха хĕрарăм калать

Уяв пирки çырса кăтартнă май нумай ачаллă çемьесемпе çывăхарах паллашас кăмăл çуралчĕ. Шÿт-им — çемьере тăхăр ача вĕт! Пĕр пепке ÿстерекенсемпе танлаштарсан тăкакĕ те, шăв-шавĕ те — тăхăр хут ытларах. Анчах савăнăçĕ те çавăн чухлех пысăкрах-çке. Шупашкарта тĕпленнĕ Терентьевсемпе телефонпа çыхăннă хыççăн вĕсене çăмăллăнах шыраса тупрăмăр. Малтанах çакна палăртас килет — çÿлерех асăннă уява çул çитмен шăпăрлансем кăна хутшăннă-мĕн. Тĕрĕссипе, Терентьевсен килĕнче тăххăрăн мар, вун пĕрĕн тĕпĕртетеççĕ! Аслисем Мария тата Андрей ÿснĕ ĕнтĕ, ирĕклĕ вĕçеве тухнă.

Çакăн чухлĕ ачана кун çути парнелеме арçынпа хĕрарăмăн малтанах пĕр шухăшлă пулмалла пек туйăнать. Туйăм улталамарĕ — кил хуçи Владимир Витальевич мăшăр пулма юрăхлă хĕре чăнах та тишкерсе суйланă.

«Вăхăт çитрĕ, — пуçларĕ калаçăва арçын. — Эпĕ ун чухне 25 çултаччĕ ĕнтĕ. Çемье çавăрас шухăш тахçанах тĕвĕленнĕ, анчах хампа пĕр тĕнче курăмлă хĕре курас килет çумра. Марина /хут çинче — Мария. — Авт./ вара шăпах çавăн пек туйăнчĕ. Хама килĕшнĕ пикепе атте-аннене паллаштартăм. Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, вăл — Шупашкартан. Кĕçех туй кĕрлеттертĕмĕр. Сăмах май, туйччен эпир чуптуса та курман. Эпĕ Маринăна киле ăсататтăм та сыв пуллашаттăм. Йăлтах пĕр çулта — 1996-мĕшĕнче — пулчĕ: паллашрăмăр, пĕрлешрĕмĕр…»

Туй савăнăçлă иртнĕ, анчах — сăра-эрехсĕр. Çук, тăхăр вуннăмĕшсемпе пачах çыхăнман ку. Çак тапхăр арçынна урăхларах витĕм кÿнĕ. Çĕршыври шăп пăтравлă вăхăтра çар ретĕнчен таврăннă вăл. Анчах та мĕн пулса иртет кунта? Унта çапăçу, кунта — хирĕçÿ… Тем пайлаççĕ, тем шавлаççĕ… Владимир та çакăнтан айккинче тăрса юлайман. Анчах кама кирлĕ ку? Малашне мĕн кĕтет ăна? Пуласлăх çинчен шухăшлани пурнăçа урăхларах куçпа хак пама вĕрентнĕ. Алла тĕн кĕнеки лекнĕ.

«Ним япăххи те курмастăп эпĕ кунта, — хăйсене сивлеме пăхакансене ăнланманнине палăртрĕ Владимир Витальевич. — Сăра-эрех пачах ĕçместпĕр, пирус туртмастпăр. Ман çăвартан усал сăмах тухасса та кĕтсе илеймĕр. Ачасене те ыттисенчен катăк çитĕнтерместпĕр. Тăтăшах похода çÿретпĕр. Кашни çулах тинĕс хĕррине çитме тăрăшатпăр…»

Пепкесене аталанма пур услови йĕркелесе пама тăрăшнине пĕлтерчĕ кил хуçи. Çакнах аслă хĕрĕ Мария хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Шкултан — ылтăн медальпе, университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă вăл. Архитектор дипломне алла илнĕскер ĕçлет халĕ, çемье бюджетне хăйĕн тÿпине хывать. Ун хыççăнхи Андрей салтак пăттине çисе пăхтăр тесе ашшĕ хăй çине тăнă. Арçын тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн каччă çĕршывăн тĕп хулине ĕçлеме вырнаçнă. Кил хуçин условийĕ малтанах çирĕп пулнă — 18 çула çитиччен ашшĕ-амăшĕн ăсĕпе пурăнмалла. Çак тапхăрта ырра усалтан уйăрма вĕреннĕ хыççăн малалла пепкисене çăмăлрах пуласса шанаççĕ Терентьевсем.

Ытти енĕпе юнашарах кун кунлакансенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ вĕсем. Ачисем пурте музыка енĕпе хушма пĕлÿ илеççĕ: фортепиано, тăмра, гитара, кларнет…

«Эпир уявсенче хамăрах оркестр йĕркелетпĕр», — йăл кулчĕ Мария Валентиновна. «Тата юрлама юратат-пăр», — хушса каларĕ Владимир Витальевич. Çемьере çакăн пек çирĕпленнĕ: кил-тĕрĕшĕнчи ыйтусене хĕрарăм татса парать. Çук, арçын та айккине пăрăнмасть-ха. Укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтăва никам та сир-мен ун çинчен. Юлашки сăмаха кил ăшшин управçи калать — çавă кăна. «Эпĕ, кирлĕ пулсан, урай та, савăт- сапа та çума пултаратăп. Хĕрĕмсем çутарасшăн мар-ха та, анчах мана йывăр-им? Çакăншăн арçын аркă айне кĕрсе ларни пулать-и вара? Килте арăм ытларах вăхăт ирттерет, тĕпелте — пушшех. Апла пулсан ăна хăтлă пулмалла, вара кăмăлĕ те çырлахĕ. Хĕрарăм кăмăллă чухне килте те лăпкă, ăшă. Ĕç ыйтăвĕсене вара, паллах, ăна явăçтармасăр, хамах татса пама хăнăхнă».

Çакăн пек йĕркене пăхăнакан çемьере лăпкăлăх хуçаланать. Пĕр- пĕринпе тавлашма-хирĕçме сăлтав та çуккине палăртрĕç арçынпа хĕрарăм. Аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшаççĕ. Ĕçе те пайланă кунта — арçын ачасем ытларах урамра вăй хураççĕ, хĕрачасем — шалта. Çуралнă кунсене пĕрле хатĕрленесси тахçанах ырă йăлана çаврăннă. Хăна пухма, хăна пăхма кăмăллаççĕ Терентьевсем. Çĕрпÿ районĕнчи ет-керлĕхпе куçнă çĕр çинче те пурте пĕрле вăй хума юратаççĕ. «Нумай кирлĕ мар, — терĕ Мария Вален-тиновна. — Хамăр çемьене çимелĕх кăна лартатпăр. Чечек нумай ÿстеретпĕр». «Нумай та пĕтет, сахал та çитет» тенине вара арçын цифра чĕлхи çине куçарчĕ — апат-çимĕç туянма кăна çемье уйăхне… 50 пин тен-ке яхăн тăкаклать. «Патшалăх пулăшать, — ку енĕпе йывăрлăха питех туйманнин сăлтавне ăнлантарчĕ Владимир Витальевич. — Нумай ачаллисене тивĕçекен пулăшу шăпах апат-çимĕç туянмашкăн çитсе пырать. Ытти ыйтăва татса пама та пулăшаççĕ».

Мария Валентиновна та нумай ача тесе килте лармасть. Вăл 129- мĕш садикре çемье ушкăнĕнче кĕçĕн воспитательте тăрăшать. Ачисенчен Люба медицина колледжĕнче ăс пухать. Юлия 46-мĕш гимназие суй-ланă. Артем, Илья, Лилия Кÿкеçри 1-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Александр, Денис, Вера ача садне сукмак такăрлатаççĕ.

Хальлĕхе татса паман ыйту — пурăнмалли кĕтес. Хваттер черетĕнче тăраканскерсен умĕнче телей кайăкĕ хÿрипе… вăшт кăна сулса хăварнă. «Кун çинчен нумай калаçма пулать, — терĕ кил хуçи. — Чи кирли — хуçăлмарăмăр. Никама та ÿпкелес-айăплас йăла çук. Шăла çыртса малалла талпăнасси вара — пур».

(Вĕсен туйĕ те эрех-сăрасăр иртнĕ. Терентьевсен çемйинче халĕ — 11 ача)

 

♦ Паллах, ахаль кăна хĕртĕнме пулать, анчах мунча искусствине ăнланакансем тата хаклакансем çакна ăнланмĕç. «Ку — мунча мар», — тейĕç. Милĕкпе пĕлсе усă курмасăр мунчаран сиплĕхне, уссине илеймĕн. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, милĕкпе çапăнсан организмри юн çаврăнăшĕ лайăхланать. Тар вăйлă тухни мĕн пур органăн ĕçне лайăхлатать. Милĕкпе çапăнни организмран шлаксемпе сиенлĕ микроорганизмсене кăларма пулăшать. Милĕк çулçинчи эфир çăвĕсем ÿте ватăласран упраççĕ. Ахальтен-им ватăсем: «Милĕкпе çапăннă кун çын ватăлмасть», — теççĕ.

Милĕкпе çапăнмасăр мунча кĕнин усси сахал. Милĕке тĕрлĕ йывăç турачĕсенчен хатĕрлеççĕ. Калăпăр, юманпа хурăн, çăка, уртăш, пихта милĕкĕсем пулаççĕ. Çапах çулла — юман милĕкĕпе, хĕлле хурăнран тунипе çапăнмалла. Мĕншĕн? Юман милĕкĕ çирĕп, анчах çулла ăна тепĕр хут усă курма сĕнмеççĕ. Çуллахи вăхăтра тата авăн уйăхĕнче çĕнĕ милĕксемпе усă курса юлмалла. Ваттисен ĕненĕвĕпе, юман пурăнма вăй-хăват парать. Çирĕп çак йывăçа пĕр вăхăт ыталаса тăрсан та вăй-хăват илетĕн. Халăх сăнанă тăрăх, юман сывлăх парать, çынна куç ÿкесрен, усалран сых-лать, çамрăкланма пулăшать. Юман милĕк ыттисен хушшинче патша вырăнĕнчех. Юман милĕкĕ Авалхи Руçра вырăс вăй-халĕн палли шутланнă. Унпа ытларах арçынсем çапăнма юратнă. Юман милĕкĕн сарлака, пысăк çулçисем вĕри тытаççĕ.

Çын хул хушшине юман е хурăн милĕкĕ хĕстернĕ тĕк унран: «Ăçта каятăн?» — тесе нихăçан та ыйтмастпăр. Çапла вĕт? Мĕншĕн тесен пĕлетпĕр: вăл мунчана çул тытнă! Пуçри шухăш икĕ çак ăнлава пĕр тĕвве çыхать. «Милĕк мĕн тума кирлĕ? Лапка çинче ÿт-пĕве хĕртсе ларсан та çитет», — хирĕçлĕ хăшĕ-пĕри.

(Милĕкпе çапăннă кун çын ватăлмасть)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.