Хĕç-пăшаллă, анчах... хăрушă мар

8 Авг, 2014

«Хĕç-пăшал» сăмах пĕлтерĕшĕ «хăрушлăх» тенине çывăххи куç кĕрет. Çын хĕç-пăшалпа усă курать, анчах вăл хăрушă ан пултăр - çакă пуль ЧР ШĔМĕн лицензипе ирĕк паракан центрĕн тĕп тĕллевĕ. Çак ыйтусем тавра центр пуçлăхĕпе Владимир ЛУГОВСКИХПЕ курнăçса калаçрăмăр.

Çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче кĕрхи сунар тапхăрĕ пуçланать. Пăшаллă çыншăн - чăннипех пысăк уяв. Анчах полицире те лайăх пĕлеççĕ: сунарçăсем çак тапхăр пуçланнине паллă тума кайнă май пăшалпа пĕрле эрех те илсе каяççĕ - сунар вара ĕçке çаврăнать. Ÿсĕр тата пăшаллă - чăн-чăн хăрушлăх. Халĕччен унашкаллисемшĕн чару пулман, анчах саккуна кĕртнĕ улшăнусем ÿсĕрле пăшал тытнăшăн явап тыттарассине çирĕплетнĕ. Çавна май сунар тапхăрĕ уçăлнă чух полици рейдсем ирттерме хатĕрленет. Халĕччен те пакунлисем ку енĕпе тимлĕ пулма тăрăшнă, малашне вара яваплăхăн çирĕп инструменчĕ пулать.

Алăра хĕç-пăшал нумай. Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕсен лицензипе ирĕк паракан подразделенийĕнче паянхи кун тĕлне граждан хĕç-пăшалĕн 16,8 пин ытла хуçи шутра тăрать, вĕсен аллинче - 26,3 пине яхăн единица хĕç-пăшал. Çавăн пекех юридици вăйĕнчи 45 тытăм усă куракан 1259 единица служба хĕç-пăшалне тĕрĕслесе тăраççĕ.

Унччен «ыраттармалла перекен хĕç-пăшал» текен ăнлав пулнă. Халĕ унашкалли çук - «виçеллĕ витĕм кÿрекен хĕç-пăшал» теççĕ. Владимир Павлович çавнашкаллин темиçе тĕслĕхĕпе паллаштарчĕ /сăн ÿкерчĕкре/. Пăхма - Макаров пистолечĕ пекех, иккĕшне юнашар хурсан уйăраймăн та. Ак çакă - пневматика пистолечĕ, ăна ирĕклĕнех сутаççĕ. Ирĕклĕ тенĕрен, унашкаллине хăватне кура тĕрлĕ категорие уйăраççĕ. Хăвачĕ 7,5 джоуль таран пулсан - лицензи, ирĕк паракан урăх документ кирлĕ мар. Хăватлăрах тăк - тĕрлĕ справка илме, полицие кайма тиветех.

Пульли - резина. Анчах вăл та ачаш çĕртен /сăмахран, куçран/ лексен ĕç-пуç ыраттарнипе кăна вĕçленмĕ. Владимир Павлович сĕтел çинчи пуç пÿрнерен те пысăкрах патрона илсе кăтартать. Ку - чылай «сумлăрах» хĕç-пăшал ретĕнчен, «Оса», «Гроза» йышши пистолетсенчен пемеллискер. Резина пуля варри - хурçăран, унпа ыраттарма кăна мар, çынна персе чарма усă кураççĕ. Сăмах май, «виçеллĕ витĕмлĕ» хĕç-пăшалпа усă курнă тĕслĕх кăçал кăна республикăра тăваттă пулнă. Иккĕшĕнче перекенсем саккуна пăсманнине палăртнă, тепĕр икĕ тĕслĕхĕ тĕлĕшпе вара уголовлă ĕç пуçарнă. Пĕр сăмахпа, çакнашкал хĕç-пăшал та - тетте мар.

Акă мĕншĕн çирĕп тĕрĕслев пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хĕç-пăшал çаврăнăшне тĕрĕслесе тăнă май кăçал йĕркене пăснă 628 гражданина административлă майпа явап тыттарнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле виçи - 248 пин тенкĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула хĕç-пăшалпа усă курма панă 703 лицензие пăрахăçланă. Хĕç-пăшалăн 786 единицине туртса илнĕ.

Саккунсемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсем тенĕрен, нумаях пулмасть федерацин «Хĕç-пăшал çаврăнăшĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртнĕ. Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнчен тытăнса виçеллĕ витĕм кÿрекен хĕç-пăшала 21 çул тултарнă граждансем кăна туянма пултарнине çирĕплетнĕ. Çав çула çитмен тĕк - çар службинче пулнă е çар службинчи çынсем, çавăн пекех патшалăхăн çар организацийĕсенче служба тивĕçĕсене пурнăçлакан, çар званиллĕ е ятарлă званиллĕ, класс чинĕллĕ çынсем. Унашкаллисем 18 çул тултарнă хыççăнах хĕç-пăшал туянма пултараççĕ.

Владимир Павлович лицензи-ирĕк илмелли йĕрке çинчен те каласа пачĕ. Ку енĕпе центр электрон мелĕпе пулăшу ĕçĕ кÿрессине аталантарать. Çапла вара тивĕçлĕ документсем пулсан полицие каймасăрах ирĕк илмешкĕн заявлени пама май пур. Черет кĕтмелле мар, вăхăт çухалмасть. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕпе усă курни ĕçе чылай хăвăртлатать. Документсене пăхса тухнă хыççăн полици кирлĕ документа илме хăçан килмеллине пĕлтерет - пулчĕ те.

Çакнашкал йĕрке пур: полици çынсенчен хĕç-пăшал йышăнать - укçалла. Утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне кăçал 54 çын шалти ĕçсен пайĕсене тĕрлĕ хĕç-пăшал, çар припасĕ пырса панă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта çавнашкал 29 çынна кăна шута илнине тĕпе хурсан - халăхра ăнланулăх тени вăй илсе пыни куç кĕрет. Çав çынсем кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче 38 единица хĕç-пăшал /пĕлтĕр - 23/, 986 штук çар припасĕ пырса панă.

Кăсăклантăмăр: интереслĕ экземплярсем пур-и? Владимир Луговских граждансенчен йышăннă «кĕпçесен» шутĕнче ТТ икĕ пистолет пулнине пайăррăн палăртрĕ. Пĕрне Вăрнарта строительсем кивĕ çурта пăснă май тупнă иккен. Çу сĕрсе, тасатса чĕркенĕскер - паллă мар хуçи ăна тĕплĕ упранă. Тепĕр пистолета килсе паракансем вара вăл аслашшĕнчен юлнă тесе ăнлантарнă. Апла-и, капла-и - хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе килсе паракансене уголовлă яваплăхран хăтараççĕ. Çийĕнчен укçа тÿлеççĕ. Пит пысăк тееймĕн, çапах - хăйне май хавхалантару. Тÿлев виçине районсенчи депутатсен пухăвĕсем çирĕплетеççĕ, çавна май вăл тĕрлĕ пулма пултарать. Республикăра вăтамран - 1-1,5 пин тенкĕ. Шупашкар районĕнче кăна самай пысăкрах-мĕн - 5 пин тенкĕ таран. Хăйсен ирĕкĕпе пырса панă «арсеналшăн» кăçал Чăваш Енре çынсене пĕтĕмпе 50,5 пин тенкĕ ытларах тÿленĕ. Мĕнле калас, резерв самай пысăк-ха - вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем кăçал хăйсен бюджечĕсенче çак тăкак статйи валли 381 пин тенкĕ уйăрса хунă.

Кирек мĕнле пулсан та çакă профилактика енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спектакль пуçламăшĕнче сцена çинче пăшал çакăнса тăрать тĕк вĕçĕнче вăл перетех текен каларăш пур. Кам та пулин хĕç-пăшала вăрттăн упрать тĕк - вăл нихăçан та пемĕ тесе никам та шантараймĕ. Полицие пырса параканнисем, паллах, пемеççех.

Николай КОНОВАЛОВ