«Раççей лидерĕсемпе» — тĕлпулу

14 Сен, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Правительство çуртĕнче «Раççей лидерĕсем» конкурсĕн супер финалисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Асăннă тупăшура мала тухнисем — тӑваттӑн: Республикăри офтальмологи клиника больницин тĕп тухтăрĕ Дмитрий Арсютов, Илья Степанов предприниматель, ПАО «Сбербанк» даннăйĕсене тĕпчекен пай директорĕ Александр Гатин, «АББ Электрические сети» организацин операци ĕçĕсен управленийĕн ертÿçи Иван Казамбаев, Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ильяс Калмыков. 

Олег Алексеевич çĕнтерÿçĕсене саламланă май малашне республика аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлессе шаннине палăртрĕ: «Чи пĕлтерĕшли — малалла утмалла, пĕр вырăнта тăмалла мар». «Раççей лидерĕсем» региона аталантарас тĕлĕшпе хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Халĕ кашнин пĕр тĕллев — малашне пĕр чăмăрта вăй хумалла. Туризм, кану… тата ытти тытăма аталантармалла. Тĕлпулу пирки тĕплĕнрех — «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать