Ĕçсĕррисене кÿрекен пулăшăва вăйлатнă

14 Сен, 2020

Пандеми вăхăтĕнче ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва ЧР Ĕçлев министерстви тĕрĕслесех тăрать. Паянхи кун тĕлне республикăри 29064 çын биржăра тăрать, вĕсенчен 4,79% вăй питтисем. Çулталăк пуçланнăранпа 16444 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 263 сусăра.

Çапах та «ĕç çук» теме иртерех: пĕр çын пуçне —1,6 единица ваканси. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн ĕçсĕр юлнисене патшалăх пулăшăвĕ парассине те вăйлатнă. Ака-авăн уйăхĕсенче чи пĕчĕк ĕç укçи /12130 тенкĕ/ чухлĕ тÿлеççĕ. Çав пособипе пĕрлех 18 çул тултарман кашни ачашăн çĕртме-авăн уйăхĕсенче 3000 пин тенкĕ тÿлев илнĕ çемьесен шучĕ те ÿснĕ.

Пуш уйăхĕнчен хăйсен ĕçне хупма тивнĕ уйрăм предпринимательсем, официаллă майпа ĕçсĕр шутланакансем, 3 уйăх /юпа юйăхĕччен/ чи пысăк пособи 12130 тенкĕ илеççĕ. Çу-çурла уйăхĕсенче биржа тÿлекен чи пĕчĕк пособи 4500 тенкĕне çитнĕ.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН хатĕрленĕ.

Рубрика: 

Комментировать