Икĕ кунта самай сасăланă
Паян, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх управленийӗн органӗсен депутачӗсен суйлавӗн виҫҫӗмӗш кунӗ: Пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Пӗрлехи информаци центрӗнче ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков тата Общество сӑнавӗн штабӗн ертӳҫи Дмитрий Донсков пресс-конференци ирттерчӗҫ.
Александр Цветков пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ кунта суйлавҫӑсен 35,5 прценчӗ е 300 пине яхӑн ҫын сасӑланӑ. Уйрӑмах Елчӗк, Красноармейски районӗнче пурӑнакансем хастар. Паян, суйлавӑн виҫҫӗмӗш кунӗнче республикӑри пур суйлав участокӗ те 8 сехетре уҫӑлнӑ. Вӗсем 20 сехетчен ӗҫлӗҫ. Дмитрий Донсков суйлав лӑпкӑ иртнине, саккуна, йӗркене сӗмсӗррӗн пӑснӑ тӗслӗхсем ҫуккине пӗлтӗрчӗ.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Автор тата Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта.
Комментировать