«Хыпар» 102-103 (27685-27686) № 11.09.2020

11 Сен, 2020

♦ Ултавçăсен пысăк ушкăнĕ кĕçех суд умне тăрĕ. Республикăн Шалти ĕçсен министерствин Следстви управленийĕ унăн членĕсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, суда тишкерме панă.

ШĔМĕн Уголовлă шырав управленийĕн каварлашса тăвакан преступленисемпе кĕрешекен пайĕ автомобильсен саппас пайĕсене сутатпăр тесе граждансене улталакан çак ушкăн йĕрĕ çине 2018 çулхи раштаврах ÿкнĕ. Ултавçăсем Мускав çумĕнчи Балашихăра арендăна илнĕ хваттере ухтарнă. Унта автомобильсен деталĕсене тупайман. Вĕсем çаврăнăçуллă çамрăк çынсене, тĕрĕссипе, кирлĕ те пулман. Клиентсен умĕнче сумлă компани пек курăнмалла кăна — хăйсемех укçа куçарса парĕç…
Банк карточкисем вара хайхи хваттерте пайтах пулнă. Шар курнă çынсем шăпах вĕсем çине укçа куçарнă. Саппас пайсене преступниксем хакăн пĕр пайне е туллин тÿлесен çеç ярса пама шантарнă вĕт.
Чее ĕçленĕ. СУ следователĕ Алексей Новиков ăнлантарнă тăрăх, çакскерсем хăйсем панă пĕлтерÿре кăтартнă телефонпа улталаман — полици шăпах çак номерпе хăйсене шырама пултарасса лайăх ăнланнă, çавăнпа конспираци тенине çирĕп пăхăннă. Саппас пайсем кирлĕ çын хайхи номерпе шăнкăравлать — кусем унашкал деталь çук теççĕ. Кăштахран вара тепĕр телефонпа клиента хăйсем шăнкăравлаççĕ, урăх компанирен тесе автомобилиста савăнтараççĕ: «Сире кирлĕ детальсем пур…»
Иккĕленекенсене вĕсем саппас пайсен сăн ÿкерчĕкĕсене ярса пама та ÿркенмен — вĕсене интернетра тупасси чăрмавлă мар. Детальсен рынокри хакĕсене сăнасах тăнă, клиентсене кăшт пĕчĕкрех хаксем сĕннĕ — йÿннине туянаççех. Çын укçа куçарать, анчах саппас пайсене кĕтсе илеймест… Кусем вара куçарнă укçана банк карточкисем çинчен пĕр тăхтамасăр илме тăрăшнă — клиентсем хăйсене шăнман пăр çине лартса хăварнине туйса карточкăна блокировка тума ыйтиччен ĕлкĕрмелле…
Ултавçăсен пĕрремĕш ушкăнне пакунлисем тытса чарсан ушкăн йĕркелÿçи чикĕ леш енне тухса тарнă – тăван çĕршывне таврăннă. Анчах вăхăт иртсен хăрушлăх сирĕлнĕн туйăннă ахăр, Раççее каялла килнĕ, каллех «колл-центрсем» йĕркеленĕ — ултавлă ĕçе унчченхи схемăпах малалла тăснă. Чăваш Ен полицийĕн уголовлă шырав сотрудникĕсем вара нимĕн те манман, çак ĕç çине алă сулман, пĕтĕмпех тăрă шыв çине кăларас тенĕ. Раççей ШĔМĕнчи, Волгоградри, Саратоври тата Росгвардири ĕçтешĕсемпе пĕрле темиçе регионта анлă операци йĕркелесе 15 çынна тытса чарнă. Хăшĕ-пĕриншĕн çакă, паллах, кĕтменлĕх пулнă. Ушкăн йĕркелÿçи Саратовра çакланнă.
Вĕсем суя çинче никĕсленнĕ саккунсăр бизнеса анлăн йĕркелени куçкĕрет. Рольсене пайланă. Çынсене укçа куçарма ÿкĕте кĕртекенсенчен пĕри, сăмахран, куллен 30-40 çынпа калаçнине йышăнать. Çав вун-вун клиентран хăшĕ- пĕри, паллах, вăлтана çакланатех. Çапла пулнă та. Следстви вĕсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче, çав шутра Чăваш Енре пурăнакан 49 çынна, улталанине çирĕплетнĕ, вĕсенчен вăрланă укçа виçи çур миллион тенкĕрен те иртет.
(Машина валли саппас пайсем кирлĕччĕ те…)

♦ Владимир Вадимов — РФ Журналистсен союзĕн членĕ, массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче ирттернĕ «Çут çанталăк — пирĕн кил», «Йĕрке хуралĕ», «Çулăм тата çынсем», «Симĕс калем», «Çын тата çут çанталăк», «Çулăмлă калем» конкурссен /1999-2011/ лауреачĕ.
Вăл 1958 çулта Тăвай районĕнчи Вăтаялта çуралнă. Ленинград патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982-1995 çулсенче — «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ, унтан «Капкăн» журналпа «Советская Чувашия» хаçатра, ЧР Президенчĕн Администрацийĕнче тăрăшнă, 2012 çултанпа — ЧР Патшалăх Канашĕн куçарупа чĕлхе экспертизин пайĕн пуçлăхĕ. Владимир Павлович Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕсен Хисеп хучĕсене, «ÇÇХПИ службинче палăрнăшăн» палла, Ростехнадзорăн Атăлçири управленийĕн дипломне тивĕçнĕ.
— Мĕн ачаран журналист пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/, районти «Ял ĕçченĕ» хаçатсемпе çыхăну йĕркелерĕм. Çырас туртăм пуррипех Чăваш патшалăх университетне çул тытрăм. Унта пĕлÿ илнĕ вăхăтра мана ытти çамрăкпа пĕрле Ленинграда вĕренме ячĕç. Тăван ене таврăнсан «Коммунизм ялавĕ» хаçата илчĕç. Промышленноç пайĕнче Валерий Комиссаров корреспондентпа, пай пуçлăхĕпе Валерий Николаевпа пĕрле ĕçлерĕмĕр. Редакцире çамрăк журналист нумайччĕ: Надежда Смирновăпа, Галина Матвеевăпа, Сергей Полкачевпа пĕрле командировкăна сахал мар çÿренĕ. Ун чухне районсене виçĕ кунлăха яратчĕç. Чылай материал пухса таврăнаттăмăр. Кампа кăна курса калаçман пулĕ çав тапхăрта. Демьян Семенов, Павел Крысин, Сергей Карягин, Иван Борискин, сумлă ытти журналист пире ĕçре пулăшса пыратчĕç. Республикăра çитсе курман завод-фабрика юлмарĕ пулĕ. Трактор тăвакансен завочĕ пирки хатĕрленĕ страницăсем уйрăмах асра. Очерк хыççăн очерк хайлаттăмăр. Вĕсем валли хаçатра вырăн шеллеместчĕç.
( «Çивĕч статьясене обкомра пăхса тухатчĕç»)

♦ 2012 çулта Киров хулинче йывăр ларутăрăва лекнĕ ачасене пулăшма «Это чудо» ыр кăмăллăх фончĕ йĕркеленнĕ. Тăлăхсене, хевтесĕррисене, йывăр чирпе кĕрешме пулăшакан тухтăрсене тĕрев парас тĕллевпе уçнă ăна. Çулталăк ĕçлесенех пуçарăвăн усси пысăкки палăрнă: укçа та чылай пухнă, пулăшу та нумай кÿнĕ. Çавăнпах чикĕсене сарма шухăш тытнă. Пысăк чĕреллĕскерсен тусĕсем Шупашкарта та пурăннă. Çапла 2013 çулта ку фонд Чăваш Ене «çитнĕ». Халĕ унăн ĕçĕ икĕ хулана çыхăнтарать.
Икĕ хула килĕштерсе ĕçлет
— Малтанласа ачасене пайăррăн пулăшас
тĕллевпе йĕркеленнĕ фонд. Халĕ кунсăр пуçне
тĕрлĕ проектпа ĕçлетпĕр. Хăшĕ-пĕри Кировра
кăна пурнăçланать, теприсем Шупашкарта
кирлĕрех. Кировра, сăмахран, «Наставничество»
проект виçĕ çул пурнăçланчĕ. Унта тăлăхсем
1500 яхăн. Ача çурчĕсемпе интернатсем те
нумай. Шупашкарта ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр
юлнисен тĕлĕшпе пачах урăх лару-тăру, вĕсем
100 яхăн.
«Боча» проект вара пирĕн патра кирлĕрех.
Унпа ĕçлеме пуçланă чухне республикăра спор-
тăн ку тĕсне кăмăллакан ачасем пурччĕ те ĕнтĕ.
Проекта хута яни вĕсене тĕрлĕ фестивале илсе
çÿреме, спортăн ку тĕсне татах та аталантарма
май парать. Кировра вара кунашкал спорт пирки
пачах та пĕлмен. Шупашкарсен опытне шута
илсе пĕлтĕр уйрăм секци уçрăмăр. Чылай хулара
сусăрсем валли ятарлă спорт шкулĕсем пачах
çук. Чăваш Ен ку тĕлĕшпе аван ĕçлет, — хăйсен
ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кăмăл турĕ фонд вице-
президенчĕ Наталья Васильева.
Пĕрин хыççăн — теприсем
Республикăра хевтесĕррисен спорчĕ чăннипех
аталанать. Курăмĕ те пур. Следж-хоккей пурри
те çакнах çирĕплетет. Ку секцишĕн вара ыр кă-
мăллăх фондне тав тумалла. Хăйсен пуçарăвĕпе
йĕркеленĕскерне хăйсемех тытса пыраççĕ.
Спортăн ку тĕсĕ Чăваш Ене килни вара /ма-
ларах чупса калам: кунашкалли Мускавра çеç/
Даниил Болотаев телекуравпа çак вăййа курнин-
чен пуçланнă. Ăна вăл питех те кăсăклантарнă.
Хоккея ахалех те кăмăлланă-ха арçын ача. Анчах
сывлăх тĕлĕшĕнчен чăрмавсем пуртан пăр çине
тухайман. Виçĕ çул каялла, Мускавра следж-
хоккей команди йĕркеленине пĕлсен, çĕршывăн
тĕп хулине çул тытнă. Ярăнма вĕреннĕ. Ятарлă
çуна туяннă. Шупашкара кунашкал секци уçас
ĕмĕтпе хăпартланса таврăннă. Анчах нихăш
организаци те ку шухăша ырламан. Ашшĕ-амăшĕ
хушшинче вара спортăн çĕнĕ тĕсĕ пирки сас-хура
сарăлсах пынă. «Мĕн тумалла-ха?» — пуç ватнă
пĕр шухăшлисем, пулăшу ыйтса «Это чудо» фон-
да пынă. Йывăр чух алă пама тĕллев лартнисем
çак ыйтăва тĕпчесе проект çырнă. Мускавран 10
ача валли экипировка тивĕçнĕ. Çапла ятарлă
секци уçăлнă. Паян унта 12 ача çÿрет. Кăмăл
тăвакансем тупăнсан йыша тата та пысăклатаççĕ.
— Пачах утман ачасем те, тĕрлĕ хатĕр çине
тайăнса утăмлакансем те пур. Следж-хоккей
укçа-тенкĕпе çыхăннă. Ачине кунашкал парне
кÿме кашни ашшĕ-амăшĕ пултараймасть. Пĕр
ачана хатĕрлеме кăна 80 пин тенке яхăн пурлăх
кирлĕ. Çавăнпах яваплăха хамăр çине илтĕмĕр.
Ятарлă хатĕрсем туянатпăр: çунасем, клюш-
кăсем, шлемсем. Вăййа килĕштерменрен мар,
тренировка иртекен вырăна çитме йывăрлăх
сиксе тухнăран пăрахакансем те пур. Малтанхи
икĕ çул хула администрацийĕ пулăшнипе «Новое
поколение» пăр керменĕнче ĕçлерĕмĕр. Халĕ
пире регионти хоккей центрне йышăнчĕç. Грант
укçи пĕтнĕрен йывăрлăхсем те сиксе тухаççĕ
паллах. Анчах парăнмастпăр. Майсем шыратпăр,
— калаçăва тăсрăмăр Наталья Александровнăпа.
Çитĕнÿсем савăнтараççĕ
Пулăшнин, ырă тунин курăмĕ пурри фондра
ĕçлекенсене хăпартлантарать паллах. Çавăн-
пах «Атăл» /следж-хоккей команди шăпах çакăн
ятлă/ капитанĕ Даниил ачасен пĕрлештернĕ
Раççей коман-
дин йышĕнче Канадăри
турнирта /2018 çул/ çĕнтернине,
пирĕннисем Санкт-Петербургра
иртнĕ ачасен следж-хоккей 1-мĕш фестивалĕ-
нчен /2018 çул/ тата Сочири Фонбет фестивалĕ-
нчен /2019 çул/ кĕмĕл медальсемпе таврăннине,
Михаил Козловпа Иван Шестаков Раççейри
çамрăксен пĕрлештернĕ командинче пулнине,
АПШри Мичиган штатĕнче иртнĕ турнирта /2019
çул/ иккĕмĕш вырăн йышăннине мăнаçланса
пĕлтерчĕ Наталья. Мишăпа Ваньăна Паралимп
ушкăнне илес шанăç та пур.
— Епле ан савăнтартăр-ха çакă? Ахальтен
ĕçлеменнине палăртать-çке. Ваня аслисен уш-
кăнне лекме ĕмĕтленет авă. Кăмăл пулсан секцие
пурне те йышăнатпăр. Пире ачасем кирлĕ. Тĕрлĕ
сăлтава пула ури çук пулсан та — килĕр. Ывăл-хĕр
сывлăхĕ çирĕпленет, аллисем хытаççĕ, çурăм
шăмми тÿрленет. Кăмăлĕ те ырă енне улшă-
нать. Килти ачаш ачаран çирĕп çын çитĕнет.
Пĕр тĕслĕхе асăнам: арçын ача пăр çине тухма
та хăратчĕ, кашни шăв-шавран шарт! сикетчĕ.
Утайманскер килтенех вĕреннĕ, тухсах çÿремен.
Халĕ вăл чăн-чăн арçынла хăтланать. Малтанла-
са кашниех хÿтлĕх шыратчĕ-ха: тĕрлĕ ăмăртăва
тухсан йĕретчĕ, шикленетчĕ. Паянхи ачасем, икĕ
çул каяллахисемпе танлаштарсан, пач расна
çынсем. Çитĕннĕ, çирĕпленнĕ, хăйсене пăхма
вĕреннĕ. Малтан «анне, çакна тăхăнтарт, çавна
илсе пар» тетчĕç пулсан, халĕ пĕтĕмпех хăйсем
тума тăрăшаççĕ. Пуçланă чухне çуна çинче те
тытăнса тăраймастчĕç, вĕсене пырса çĕклемел-
леччĕ. Халĕ меслетне хăйсемех пĕлеççĕ. Спорт
— реабилитацин витĕмлĕ меслечĕ. Ача малалла
туртăнма вĕренет. Чун çирĕплĕхĕ йĕркеленет, —
малаллах тăсăлать кăсăклă калаçу.
Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасемпе
ĕçлеме пысăк чĕреллĕ, ырă чунлă хоккей тусĕ
Владимир Петров килĕшнĕ. Пенси ÿсĕмне çитнĕ-
скер хаваспах пурнăçлать ку тивĕçе. Тав сăмахĕ
те темрен паха уншăн. Кашнин патне хăйне евĕр
çул шырамаллине те чухлать Владимир Варфо-
ломеевич.——
(Куç курманнисем те шайба хăвалаççĕ)

♦ Комсомольски районĕнчи «Агрофирма «Слава картофелю» обществăн çимĕçĕ хамăр çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те саланать. Предприятие ура çине çирĕп тăма, аталанма çул уçаканĕ — çĕр улми. Пĕрлешÿ республикăри Канаш, Елчĕк районĕсенче те тымар янă. Ăна йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри – Хасиятулла Идиатуллин.
— Совет тапхăрĕнче арçын ачасем летчик е çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Эсир спортпа туслă пулнине, шкултан чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнине пăхмасăр учитель профессине суйласа илнĕ.
— Юриста вĕренме ĕмĕтленеттĕм. Анчах кайран ăçта вырнаçас? Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе тĕпкĕчĕн тăван килте тымар ямалла, çемье вучахне сÿнме памалла мар. Ирĕксĕрех ялта кирлĕрех професси шырама тытăнтăм. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне каяс шухăш та пурччĕ. Пирĕн тăрăхра çамрăк инженер- механиксем, агрономсем нумай пулнăран тытăнса тăтăм. «Учителе вĕренсен ялта та ĕçсĕр юлмăп», — пĕтĕмлетрĕм юлашкинчен. Математикăна юратса вĕренни те татăклă утăм тума хавхалантарчĕ. Малтан Шупашкарти аслă шкула вĕренме кĕтĕм. Çемье çавăрса ача-пăчаллă пулсан Хусанта куçăн мар майпа пĕлĕве ÿстертĕм. Çав хушăра Тукай шкулĕнче библиотекарьте, унтан учительте ĕçлерĕм. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерсен мана тÿрех шкул директорне лартрĕç. 11 çул пĕр вырăнта тăрăшрăм. Чун туртнă ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмерĕ.
— Хасиятулла Семигуллович, çĕнĕ шкула тума вăй-хал сахал мар хывнă хыççăн юратнă ĕçрен уйрăлма, ял хуçалăхне куçма мĕн хистерĕ-ши?
— 1999 çулта Чĕчкенре çĕнĕ шкул çурчĕ туса пĕтертĕмĕр. Строительство ĕçĕсем пилĕк çул ытла тăсăлчĕç. Çав тапхăрта самай чупма, вăй хума тиврĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрайман самантсем те пулнă-тăр. Шкула хута ярсан лаштах сывласа ятăм. Анчах кĕçех чунра пушанса юлнă пек туйăнма пуçларĕ. Эпĕ тар кăларса ĕçлеме хăнăхнă, йывăрлăх нихăçан хăратман, тăрăшарах ĕçлеме хĕтĕртнĕ кăна. Ачасемпе математика кружокне тÿлевсĕр ертсе пынă, волейболла вылянă. Шкулта пĕрле вĕреннисемпе те час-часах тĕл пулаттăмăр, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яваттăмăр. Çав шутра Александр Капитоновпа та. 2001 çулсен пуçламăшĕнче Александр Капитоновпа Анатолий Потемкин çĕнĕ предприяти уçрĕç. Мана та пĕрле ĕçлеме сĕнчĕç. Çĕнĕлĕх кăсăклантарнăран килĕшрĕм. Хам шутран çулталăклăх отпуск пама ыйтса çыртăм. Хăнăхнă ĕçрен, коллективран, ачасенчен яланлăх уйрăлма шухăшламан эпĕ. Анчах пуçлăхсем килĕшмерĕç: «Е ĕçлетĕн, е каятăн», — терĕç те ирĕксĕрех кайма тиврĕ. Çĕнĕ предприятире директор тивĕçне пурнăçлама тытăнтăм. Çурлан 3-мĕшĕнче эпĕ «Агрофирма «Слава картофелю» обществăна регистрацилерĕм.
— «Слава картофелю» агрофирмăн малтанхи утăмĕсене аса илеймĕр-ши?
— Пĕрремĕш çулне чăннипех йывăр тиврĕ. Тин уçăлнă предприятин пурлăх, укçа-тенкĕ пулман. Вăл хут çинче кăна шутланса тăнă темелле. Александр Капитонов Мускав облаçĕнчен çĕр улми вăрлăхĕ тупса килчĕ. Ăна пĕлнĕрен, шаннăран вăрлăха укçасăр, кайран тÿлесе татмалла панă. Анатолий Потемкин техникăпа тивĕçтерчĕ. Колхозăн 27 гектар çĕрне арендăна илсе лартса хăварнăччĕ.
Кĕркунне çитрĕ. Çĕр улми кăларма копалка арендăна илтĕмĕр. Анчах ун хыççăн пуçтаракан çын çук. Çĕнĕ предприятие халăх шанмасть, улталасран хăраса ĕçлесшĕн мар. Килнисем те тÿрех укçа ыйтаççĕ. Продукци сутмасăрах мĕн укçи пултăр? Çĕр улми пуçтарма çемьене, тăвансене явăçтартăмăр. Ачасем пĕчĕкрех пулсан та аслисенчен юлмасăр вăй хучĕç. Тухăç лайăх тухрĕ. Ăна райпон управне хыврăмăр, майĕпен сутма тытăнтăмăр. «Тав» общество пулăшнипе ăна Çурçĕре те ăсатрăмăр. 2001 çулта 1 кг çĕр улми 13 тенкĕпе кайрĕ. Хальхи хакпа танлаштарсан пысăк хисеп. Тинех агрофирмăн пысăк парăмĕсене татрăмăр. Тепĕр çулне вара лаптăка 120 гектара çитертĕмĕр. Çак çулах икĕ çĕнĕ трактор илме пултартăмăр. Хуçалăхсен çĕр улмине те туянса хаклăрахпа сутрăмăр.
— Ним çук çĕртен йĕркеленнĕ агрофирма çакăн пек аталанса каясса шухăшламан та-тăр?
— Александр Капитонова нумайăшĕ пĕлни, шанни предприятие çул уçса пычĕ. Çурла уйăхĕнче агрофирмăна регистрацилерĕмĕр, авăнра вара банк пире кредит пачĕ. Хальхи вăхăтра çывăха та ярас çук. Хуçалăх кредит шучĕпе удобрени, вăрлăх, хими хутăшĕ илнĕ. «Тав» пĕрлешÿ те аталанма самай пулăшрĕ. «Слава картофелю» агрофирма патшалăх пулăшăвĕпе тăтăшах усă курать, çăмăллăх кредичĕсем илет. Хальхи вăхăтра унсăр аталанма йывăр. Сăмахран, мелиораци ĕç-хĕлне йĕркелеме, управсем тума субсиди уйăрни пирĕншĕн курăмлă пулăшу пулчĕ. Патшалăх пирĕншĕн укçа тăкни сая каймарĕ, предприяти çак хисепрен 2-3 хут ытларах налук хывма тытăнчĕ. Виçĕ çул каялла — 31 млн, пĕлтĕр 28 млн тенкĕ ытла тÿленĕ.
— Хасиятулла Семигуллович, агрофирма ура çине çирĕп тăнине пăхмасăр каллех канăçа çухатнă эсир, çĕнĕрен çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртетĕр.
— «Выртан чул айĕнче шыв юхмасть», — тенĕ. Пурнăçран юлас мар тесен вĕçĕмех аталанмалла, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле. Юлашки çулсенче эпир федерацин ăслăлăхпа техника проектне хутшăнса производствăна сарма, çĕнĕ шая çĕклеме хăватлă управсем, лаборатори, теплица, ытти обћектсем тăватпăр. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ — 150-160 млн тенкĕ. Ку енĕпе пире патшалăх та пулăшу парать. Çапах укçа-тенкĕн пысăк пайне хамăр хыватпăр. Унччен эпир паха вăрлăх ют çĕршывран хаклăпа туяннă. Халĕ ăна вырăнтах хатĕрлетпĕр. Пахалăх тĕлĕшпе ютринчен пĕртте кая мар вăл. Тен, лайăхрах та. Чикĕ леш енчен вăрлăхпа пĕрле чир-чĕр, сăтăрçăсем ертсе килме пулать. Малашне ку енĕпе шанчăклă пулĕ. Çĕр улмин калчине пробиркăра çитĕнтеретпĕр, унтан теплицăна куçаратпăр, паранкă / мини клубни/ туса илетпĕр. Çапла майпа пилĕк çул сарса пырса элита вăрлăх хатĕрлетпĕр, хуçалăхсене сутатпăр.
Хальхи вăхăтра пирĕн усă куракан çĕр 5200 гектар. Çав шутра çĕр улми — 750, пахча çимĕç — 50, пĕрчĕллĕ культурăсем 2700 гектар йышăнаççĕ. Ыттисем — сидерат. «Слава картофелю» агрофирмăн виçĕ филиал: «Комсомольские овощи», «Слава картофелю — Яльчики», «Слава картофелю — Канаш». Вĕсенче çĕр улми, пахча çимĕç, пĕрчĕллĕ культурăсем туса илетпĕр. Кăçал 10 пин тонна ытла пĕрчĕллĕ культурăсем пуçтарса кĕртрĕмĕр. Гектар пуçне 42,5 центнер тухрĕ. Унсăр пуçне 28 пин тонна çĕр улмипе пахча çимĕç пуçтарса кĕртесшĕн. Хуçалăхăн вĕсем валли 25 пин тонна вырнаçмалăх управ пур.
Хасиятулла ИДИАТУЛЛИН%
(Хамăрăн тавара кăтартма, сутма пĕлмелле)

♦ Денис Гордеев писателе «Акман ыраш», «Чи вăрăм кун», «Тĕрленĕ кĕпе», «Çеçенхир çилĕ», «Çурта кунĕ», «Пăсташ», «Хул хушшинчи çылăх», «Çич çунатлă курак», «Куккуклă сехет» кĕнекесем тăрăх пирĕн вулаканăмăрсем аван пĕлеççĕ. Унпа эпир тăван литература тата писатель пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрăмăр.

– Денис Викторович, сирĕнтен интервью илме май пурри чăннипех те савăнтарать. Эсир, сирĕн ăру кайсан кампа юлăпăр-ши? Ытла та шĕвелсе, халсăрланса юлассăн туйăнать хальхи вăхăтри чăваш литератури...
— Мана илемлĕ литература шăпи пуринчен ытла пăшăрхантарать. Илемлĕ литература пĕтĕм культурăн никĕсĕ пулса тăрать. Çавăнпа та культура ÿсĕмне литература аталанăвне кура хаклатпăр. Султансемпе падишахсен, корольсемпе патшасен, президентсемпе генсексен вăхăтĕнче те писателе наци совеçĕ, наци чысĕпе чапĕ тесе хакланă. Совет саманинче сумĕ тата пысăкрахчĕ. Патшалăх писатель ĕçне тивĕçлипе хакланă. Çыравçăсен хушшинче Социализм Ĕçĕн Геройĕсем, патшалăх премийĕн лауреачĕсем, Аслă Канаш депутачĕсем пулнă. Регионсенче халăх поэчĕ, халăх писателĕ хисепре мар. Писатель профессине регистртан хуратса хунă. Унччен писателĕн ĕç стажĕ пĕрремĕш произведени пичетленнĕ хыççăн шутланма тытăннă. Халĕ ку йĕркене йăлтах пăрахăçланă. Литература ĕçĕ республикăра сÿнсех сÿнмен-ха. Анчах ун пуласлăхĕ мана кулянтарать.
– Эсир виçĕ роман, 30 ытла повеç, 150 ытла калавпа новелла, эссе çырнă. Хăшĕнпе паян уйрăмах мăнаçланнă, хăпартланнă пулăттăр?
– Наци библиотеки электрон вулавăша чăваш писателĕсен произведенийĕсене кĕртме тытăнсан ман пата çине- çинех шăнкăравлатчĕç, хăш хайлава сĕннĕ пулăттăр тесе ыйтатчĕç. Эпĕ кашнинчех пĕр пек хуравлаттăм: «Ашшĕ-амăшĕ хăй ачисене суйламасть, писателĕн те юратнă тата юратман произведенисем çук». Çавăнпа библиотекарьсене хăйсене суйлама сĕнеттĕм. Кашни калав, повеç, роман мĕнле çырăннине паян та каласа пама пултаратăп. Пĕчĕк калăпăшлă произведенисем чăнах та ыттисенчен лайăхрах туйăнаççĕ. Çакна вулакансем те, литература тĕпчевçисем те асăрханă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăр вуннăмĕш çулĕсен варринче эпĕ те литературăна икĕ алла пĕр ĕç турăм, профессионал писательсен ретне кĕтĕм. Пичетлекен машина туянтăм, чăвашла шрифт ларттартăм. Пичет çуртĕнчи машинисткăсене пуç çапма пăрахрăм, ман почерк япăх пулнипе вĕсем мана хапăл марччĕ. Çырма пуçланă, анчах вĕçлеймен ал çырăвĕсене сĕтел çине кăларса хутăм. Часах хальччен тусанланса выртнă архива хускатрăм. Унта калав пулсах çитеймен «Куккук» ал çыру тупăнчĕ. Ăна çĕнĕрен çырма тытăнтăм. «Куккукăн куккăшĕ çук» каларăша эпиграф туса хутăм. Ум калавне çырса пĕтертĕм те ун патне алă тек туртăнмарĕ. Вăл паян та çав хальлĕнех выртать. Архивра «Ишим халапĕ» калава шырарăм, анчах ал çырăвĕ тупăнмарĕ, ăна çÿп-çап витрине пăрахнă ĕнтĕ. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне Казахстанри çĕнĕ çĕр тыр-пулне пуçтарма илсе кайрĕç. Çавăнта Ишим шывĕ капланса килсе сурăх кĕтĕвне кĕтекен казах хĕрне шыв юхтарса кайнă тесе каласа паратчĕç, путексене çăлса хăварас тесе хăй пирки шутламан. Ишим юхтарса кайнă казах хĕрне чăваш каччи юратнă иккен. Ун чухне кашни хайлаврах пархатарлă сăнар пулмалла тесе хистетчĕç. Ман калава «Тăван Атăл» журналта ĕçлекен В.Алентей редакциленĕ. Анчах унта пархатарлă сăнар çук тесе калава пичетлемерĕç. Вара эпĕ В.Сатай патне кайрăм. Вăл вырăсла пичетленĕ «Летчиксем» кĕнекешĕн Оборона министерствин парнине тивĕçнĕччĕ. Сатай ман калава вуласа тухрĕ те пĕр ыйту пачĕ: «Сан герою ĕмĕр тăршшĕпе макăрса çÿрет-и вара?» Вара çакăн хыççăн калава тек никама та сĕнмен. Манăн пичетлемен произведенисем çуках тесе шухăшлаттăм. Архива хускатсан вĕсем те тупăнчĕç. Хайлавсене çырса пĕтерсен ман вĕсене сивĕнме хурас йăла пур. Пĕр тапхăрта «Вăрттăн медаль», «Аçа çури» тупăнчĕç, вара вĕсене çĕнĕ кĕнекене кĕртрĕм. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче çак кунсенче пичетленсе тухмалла.
– Çулсем иртнĕçемĕн çын хăйĕн кун-çулне тиркеме, халь пулсан апларах та капларах пурăнăттăм теме пуçлать. Эсир, çыравçăсем, хăвăрăн хайлавăрсене çавăн пек хурламастăр-и? Саккаспа ĕçлеме тивнĕ-и? Ун пеккисем çăмăллăн çырăнатчĕç-и?
– Хăш-пĕр произведение эпĕ çырман тесе те калас килет, анчах май çук. Писатель те самана сывлăшĕпе сывлать. Манăн параппанçăсемпе горнистсене халалланă произведени пур. Паян пулсан эпĕ ăна çырас çукчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл вĕсене те, халăха та кирлĕ пулнă. Манăн пĕр хайлав «Çеçенхир» ятлă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче вербовкăпа миçе çын ямалли план панă. Чăваш ялĕсем пушана-пушана юлнă. Ун чухне тĕнче касса çÿрекенсем хисепре пулнă. «Çеçенхир çилĕ» произведени персонажĕсем шухăшласа кăларнă çынсем мар.
– Сирĕн хайлавăрпа Чăваш патшалăх академи драма театрĕ спектакль те лартнăччĕ. Вăл ĕç сире, повеç авторне, тивĕçтерчĕ-и?
– Вăрçăччен «Ялав» журналăн библиотеки тухса тăнă. Ăна çĕнĕрен кăларма тытăнсан редакци ĕçченĕсем произведенисем çуккипе аптăраса ÿкнĕ. Журнал редакторĕ Ю.Сементер чĕнсе илчĕ те пуш уйăхĕнчи номер валли пысăках мар повеç çырма ыйтрĕ. Эпĕ килĕшрĕм. Манăн ун чухне шухăшласа хунă пысăк калăплă сюжет пурччĕ. Эпĕ ăна кĕскетрĕм, «Анаталла-тăвалла» повеç çыртăм. Пукане театрĕн артисчĕ Г.Кириллов çак повеçе инсценировка тунă. Çавă СССР халăх артистне, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçине Валерий Яковлева килĕшнĕ, мана диалогсем хушса çырма ыйтрĕ. Премьера «Анаталла-тăвалла» ятпах иртрĕ. Тем вăхăтран унăн ятне ылмаштарас терĕç, манпа канашларĕç. Вара «Хурлăхлă хурама сасси» спектакле театрта темиçе çул кăтартрĕç. Куракансем ăна килĕштерчĕç.
(Денис ГОРДЕЕВ: Иртнĕ вăхăта пĕрре те ÿпкелес килмест)

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен....

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.