Йывăç каснă çынна шыраççĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чермĕш ялĕ çывăхĕнчи вăрманта такамсем 6 ăвăс каснă. Халĕ çав çынсене шыраççĕ.
Чĕрĕ йывăçсене каснине кăмпа шыракансем асăрханă. Вĕсем «Вăрман хуçалăхĕ» хысна предприятин диспетчер службине евитленĕ. Унти инспекторсем вырăна çитсе тĕрĕсленĕ. Паллă мар çынсем Сĕнтĕрвăрри участокĕнчи вăрман хуçалăхĕн 121-мĕш кварталĕнчи 6 ăвăса, пурĕ 0,54 кубла метр, каснă. Саккуна пăсакансене административлă майпа çеç мар, тăкак виçи 5 пин тенкĕрен иртсен уголовлă ĕç пуçарса та явап тыттарма юрать.
www.hypar.ru minpriroda.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать