"Украинăран килнисене малашне те пулăшăпăр"
Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Украинăран тарса килнĕ çынсем хÿтлĕх тупнă пунктсенче - Шупашкарти "Контур" АУОра тата "Чăваш Ен-курорт" санаторире - пулса курчĕ, вĕсем еплерех условисенче пурăннипе паллашрĕ, мĕнле йывăрлăхсем пуррине ыйтса пĕлчĕ.
"Контур" АУО никĕсĕ çинче йĕркеленĕ вăхăтлăх пункта утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче 71 çынна илсе килнĕ. Вĕсен сывлăхне тухтăрсем тĕрĕсленĕ, психологи пулăшăвĕ кÿнĕ. Çак пункта миграци службин ĕçченĕсем те килнĕ, кирлĕ документсене хатĕрленĕ. Донецк тата Луганск облаçĕсенчен çитнĕскерсене куллен кирлĕ япаласемпе, тумтирпе тивĕçтернĕ, ыр кăмăллăх фончĕн шучĕпе пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшнă. Хальхи вăхăтра ку пунктра 56 çын пурăнать, çав шутран 22-шĕ ача, 34-шĕ - ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре. Украинăран тарса килнĕ 3 çын ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Ялан пурăнакан вырăна пăрахса хăварма тивнисем Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсене кунта лайăх пăхнине, кунне виçĕ хут вĕри апат çитернине пĕлтерчĕç. Украинăрипе танлаштарсан кунта медицина пулăшăвĕпе çÿллĕ шайра тивĕçтернине палăртрĕç.
Акă Алчевск хулинчен тарса килнĕ Романовсен аслă ачине Чăваш Енре тухтăрсем тĕрĕсленĕ май унăн шыçă пурри çиеле тухнă. 5 çултискерне тÿрех операци тунă, хальхи вăхăтра вăл больницăра. "Кунти врач пире питĕ килĕшрĕ. Раççейре ача çуралсанах ăна тĕрлĕ специалист тĕрĕслет, УЗИ тăваççĕ иккен. Украинăра вара ун пек мар, çавăнпа эпир хамăрăн ача чирлĕ çуралнине те пĕлмен. Операци йĕркеллех иртнĕ, ывăлăмăр чупать ĕнтĕ", - чунне уçрĕç Романовсем. Вĕсем Раççейрех юлас кăмăллă: Чăваш Енрех тĕпленĕç-и е урăх регионта-и - хальлĕхе хăйсем те пĕлмеççĕ-ха.
"Контур" никĕсĕ çинче йĕркеленĕ вăхăтлăх пунктра пĕчĕк ачаллă хĕрарăм чылай, çавна май вĕсем пособипе, ачине садике вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Михаил Игнатьев Чăваш Енре çемье ача сачĕсем пуррине, унта пĕр амăшĕ хăйĕн тата ыттисен ачисене пăхнине, çакăншăн ăна воспитатель шалăвне тÿленине пĕлтерчĕ. Украинăран килнĕ хĕрарăмсене ку мел пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Вĕсен пепкисене хулари ача сачĕсенче те йышăнма хирĕç мар. Шкул ÿсĕмĕнчи ачасем хăш шкулсене çÿрессине палăртнă ĕнтĕ. Паллах, ывăл-хĕрне садике е шкула вырнаçтарсан хĕрарăмсем ĕçлесшĕн. Вăл е ку предприяти-организацире вăй хурас тесен вара малтан тивĕçлĕ статус илмелле. "Контурти" пунктра пурăнакан 43 çын вăхăтлăх хÿтлĕхпе тивĕçтерме ыйтса заявлени çырнă хыççăн тивĕçлĕ статус илнĕ ĕнтĕ, тепĕр 8-шĕн ыйтăвне хальхи вăхăтра пăхса тухаççĕ. Михаил Игнатьев Украинăран килнисен ыйтăвĕсене хуравланă май Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн ача пособийĕсем, пенси илес тесен малтан гражданлăх йышăнмаллине каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова тарса килнисем валли экскурсисем йĕркелеме, вĕсене Чăваш Енĕн тĕп хулипе çывăхрах паллашмашкăн майсем туса пама сĕнчĕ. Сити-менеджер хаваспах килĕшрĕ, пурне те Шупашкарăн çуралнă кунне - вăл 545 çул тултарнине çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче паллă тăвĕç - уявлама йыхравларĕ.
Михаил Игнатьев "Чăваш Ен-курорт" санаторире пурăнакан граждансемпе те курса калаçрĕ. Хальхи вăхăтра унта 15 çын хÿтлĕх тупнă, çав шутран 5-шĕ ача. Асăннă йышран 6 çын ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Михаил Васильевич пĕр çемье чĕннипе вĕсем пурăнакан пÿлĕме кĕрсе курчĕ. Унта хăтлă та таса, çутă. Сĕтел-пукан та, телевизор та пур. Çемье пуçĕ опытлă инженер-технолог пулнă май ĕçе вырнаçнă ĕнтĕ, унăн мăшăрĕ сĕннĕ вакансисенчен хăйне килĕшекеннине суйлать. Упăшкипе арăмĕ "пурăннă вырăнтан тарнă çынсем" статуса илмешкĕн ыйту çырнă. Вĕсем кунта пĕр пепкине - ача садне, теприне шкула пĕр чăрмавсăрах вырнаçтарнă.
Луганскран килнĕ Никита Друзиев та хулара ĕçе вырнаçма хатĕрленет. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне хăйĕн ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ: вĕсем мăшăрĕпе тата икĕ ачипе ялта çĕр лаптăкĕ илесшĕн, вăхăт иртнĕçемĕн унта çурт лартасшăн. Михаил Игнатьев унăн шухăшне ырларĕ. Шупашкар районĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ куллен ĕçе Чăваш Енĕн тĕп хулине çÿренине пĕлтерчĕ. Ĕç хыççăн ялти уçă сывлăшпа киленме, хăвăн çĕр лаптăкĕ çинче пахча çимĕç лартса çитĕнтерме чăнласах та аван-çке! Республика Пуçлăхĕ ялта ĕçлесе пурăнакан çемьесене патшалăх çурт лартмашкăн пысăк пулăшу кÿнине пĕлтерчĕ. Чăн та, ку субсидие тивĕçес тесен малтан Раççей гражданлăхне илмелле. Мариуполь хулинчен килнĕ Екатерина Жилинковăна та ял пурнăçĕ килĕшет. Вăл мăшăрĕпе тата виçĕ ачипе Шупашкар районĕнчи Çĕньял ялĕнчи пĕр çемьере хÿтлĕх тупнă. "ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинчен вĕсен телефонне пачĕç. Паллашрăмăр та - пĕр-пĕрне килĕшрĕмĕр. Питĕ ырă кăмăллă çынсем, пире хăйсем патĕнче усраççĕ, пулăшаççĕ. Аслă ачана ялти шкулах вырнаçтартăмăр, унăн директорĕ спонсор тупнă, вăл ачана костюм парнелерĕ. Шупашкарти электроаппаратура заводне ĕçе вырнаçрăм, металл касакан оборудовани операторĕ эпĕ, мăшăрăм - электромонтер. Хамăра пулăшнă çынсене - вĕсенчен нумайăшне палламастпăр та - чĕререн тав тăватăп", - терĕ Екатерина, Чăваш Ен Пуçлăхĕ йĕркеленĕ тĕл пулăва ятарласа килнĕскер.
"Эпир Украинăра пурăнакансене яланах хамăрпа тăванла халăх вырăнне хунă, халĕ те çаплах. Малашне те сире хамăрăн тесе йышăнăпăр, май килнĕ таран пулăшăпăр. Пирĕн республикăра 128 наци тата 8 этника ушкăнĕн представителĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Малашне те Чăваш Енре обществăпа политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пултăр тесе тăрăшăпăр", - терĕ Михаил Игнатьев. Вăл Чăваш Ен Украинăран тарса килекенсем валли вăхăтлăх пунктсем йĕркелемешкĕн, вĕсене йăла тата социаллă условисемпе тивĕçтермешкĕн федераци бюджетĕнчен 564 пин тенкĕ илессе пĕлтерчĕ. Федераци Раççей регионĕсене çак тĕллевпе пĕтĕмпе 366 млн тенкĕ уйăрса парĕ. Ку укçа-тенке бюджетсем хушшинчи трансфертсем евĕр регионсене валеçĕç /вăхăтлăх пунктсенче утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне Украина миçе гражданĕ пурăннине шута илсе/. Тепĕр транша регионсенче авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнле лару-тăру пулнине шута илсе палăртĕç. Чăваш Енре хальхи вăхăтра Украинăран тарса килнĕ 581 çын пурăнать.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Комментировать