Шкулта хăрушсăрлăх мерисене çирĕппĕн пăхăнмалла

28 Авг, 2020

Изоляцирен тухмалли виççĕмĕш тапхăрне куçассине пĕлтерчĕç коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

Çавна май обществăлла апатлану предприятийĕсем /кафесемпе столовăйсем/, сăнаторисемпе хăна çурчĕсем, библиотекăри вулав залĕсем, музейсемпе архивсем, вĕренÿ учрежденийĕсем /садиксемсĕр пуçне/ ĕçлеме пуçлĕç. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалли пирки аса илтерчĕ. Калăпăр, кафере пĕр сĕтел хушшинче тăватă çынран ытла пулмалла мар. 65 çултан аслăраххисен, йывăр чир-чĕрпе нушаланакансен уйрăмах асăрханмалла. Вăл каланă тăрăх, çитĕннисен хушшинче пневмонипе тата ОРВИпе чирлекен сахал мар. Роспотребнадзор ĕçченĕсем ку эрнере 285 организацие тĕрĕсленĕ. Шупашкарти икĕ суту-илÿ центрĕнче, Вăрмар поселокĕнчи пасарта çитменлĕхсем тупса палăртнă. «Амазони» прак ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Тĕрĕслевçĕсене Шупашкарти 2-мĕш вăтам шкулти лару-тăру ыйту çуратнă. «Вĕренÿ учрежденийĕнче пÿлĕмсене тирпейлемен, дезинфекци туман, расписани те йĕркепе килĕшсе тăмасть, ĕçлекенсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтермен. Шкула тĕрлĕ енчен кĕрсе тухмашкăн майсем туса памалла», — терĕ Надежда Надежда Феофановна. Роспотребнадзор специалисчĕсем пуçламăш классем валли хатĕрленĕ менюпе те паллашнă, вăл санитарипе норма правилисемпе килĕшсе тăрать. Çавăн пекех тĕп санитари тухтăрĕ Шупашкарти шкулсенче нумай ача вĕреннине палăртрĕ. Калăпăр, пуçламăш классенче 30-шар ача пĕлÿ илет иккен. Вĕсен ĕçне темиçе сменăпа йĕркелемеллине каларĕ Надежда Луговская. Республикăри виçĕ шкулта — Вăрнарти 1-мĕш, Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулсенче, Кÿкеçри лицейре — юсав ĕçĕсем вĕçленмен. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков шкулсенче вырăн çитменнипе классене пайлама май çуккине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл хÿтлĕх хатĕрĕсем илмешкĕн нумай тăкакланмаллипе кăмăлсăр пулчĕ. Хулари шкулсене хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтерес тĕллевпе бюджетра 12 миллион тенкĕ уйăрнă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи уйрăмлăхсем çинчен вĕрентÿ министрĕ Сергей Яковлев чарăнса тăчĕ. Вăл каланă тăрăх, Пĕлÿ кунĕнче савăнăçлă линейка 1-мĕш классем валли кăна иртĕ, ыттисенче класс сехечĕсем йĕркелĕç. «Кашни класс валли шкула, столовăйне çÿремелли уйрăм график тунă. Вĕренÿ вăхăтĕнче унчченхи пек шăнкăрав памĕç. Урок пуçланнипе-вĕçленнине учитель хăй сăнаса тăрĕ. Ачасем пÿлĕмрен пÿлĕме куçса çÿремĕç. Физика, хими, физкультура, технологи урокĕсем кăна урăх пÿлĕмре иртĕç», — терĕ Сергей Петрович. Шкула пырсан кашни ачан ÿт температурине тĕрĕслĕç, ятарлă журнал çине çырса пырĕç. Çак тĕллевпе шкулсем валли 2400 термометр туяннă. Министр аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсем çинчен те каласа кăтартрĕ. «Кăçал парта хушшине 19000 яхăн студент ларĕ. Вĕсенче те кабинет системи пулать. Общежитисенче те ÿт тепературине тĕрĕслĕç, дезинфекци туса тăрĕç. Ют çĕршывран килнисем 14 кун изоляцире ларма тивĕ», — терĕ Сергей Яковлев.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать