«Хыпар» 96-97 (27679-27680) № 28.08.2020
♦ Ял çыннисем пĕлтернĕ тăрăх, курав залне, сценăна пачах юсаман, кивĕ саксене пукансемпе улăштарман. Çуркуннепе кĕркунне, çумăр çунă вăхăтра, çурт тăрринчен халĕ те шыв анать. «Вăтам шкулпа, культура çурчĕпе юнашар ваттисен çурчĕ вырнаçнăччĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе ăна хупрĕç. Хальхи вăхăтра унта куллен кирлĕ таварсен лавкки вырнаçнă», — тенĕ çырура.
«Хыпар» хаçата килнĕ çырăва тĕрĕслеме тата тивĕçлĕ мерăсем йышăнма Патăрьел районĕн администрацине ярса патăмăр. Акă мĕнле хурав илтĕмĕр райадминистраци пуçлăхĕнчен Рудольф Селивановран: «Хирти Пикшикре пурăнакансен çырăвне пăхса тухрăмăр. Çапла пĕлтеретпĕр: Патăрьел районĕнчи Хирти Пикшик ял тăрăхĕнчи культурăпа библиотека тытăмне аталантаракан центр тата «Энергострой» общество 2011 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче муниципалитет шайĕнче 973906 тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама контракт тунă. Çак нухратран 73832 тенки — ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, 900074 тенки — республика бюджетĕнчен. Контрактпа килĕшÿллĕн çурт тăррине юсама /948,8 тăваткал метр/, чÿречесене улăштарма /149,4 тăваткал метр/, стенасемпе маччасен отделкине тума, алăк янахĕсене улăштарма, отмостоксене юсама /30 тăваткал метр/, стенана кирпĕчрен купалама /37,1 тăваткал метр/, йывăç конструкцисене çулăмран сыхлакан хатĕрпе витме палăртнă. Юсав ĕçĕсене, сметăра палăртнисене, пурнăçланă.
2007 çултанпа Патăрьел районĕнчи халăха социаллă пулăшу парас тытăмра улшăнусем пулнă. Çавна май ЧР Министрсен Кабинечĕн 2009 çулхи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ оптимизаци тапхăрĕнче Патăрьелти тата Хирти Пикшикри ватă çынсемпе инвалидсен кăнтăрлахи уйрăмне тата ватă çынсемпе инвалидсен вăхăтлăх пурăнакан уйрăмне пĕтернĕ».
(Рудольф Селиванов хуравлать)
♦ Тĕнчене терактсем кисретеççĕ, унта та кунта экстремизм вăй илни сисĕнет — лăпкăлăх ĕмĕтре кăна. Çак условисенче, паллах, Раççейшĕн те хăрушлăх пысăк. Эпир терроризм тискерлĕхне илтнĕ тăрăх кăна пĕлместпĕр, çавна май сыхлăх тени çĕршыври тăнăçлăхшăн, унăн гражданĕсен хăтлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине чухлатпăр. Çав шутра — Чăваш Еншĕн, республикăра пурăнакансемшĕн те. Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунĕ 2004 çулта Бесланта пулнă терактра вилнисене асăнса ăна çуллен авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă тăваççĕ умĕн ЧР Шалти ĕçсен министерствин Экстремизмпа кĕрешекен центрĕн пуçлăхĕпе полици полковникĕпе Владимир Шихрановпа курнăçса хăш-пĕр ыйтăва хуравлама ыйтрăмăр.
— Чăваш Ене йĕри-тавра хупăрланă темелле — бомбăсем юнашарах ÿкеççĕ…
— Çапла, пирĕнпе юнашар, кÿршĕ территорисемех. Эпир ĕçтешсемпе калаçрăмăр, кăсăклантăмăр: унта пирĕн ентешсем те пырса çÿремен-и? Чăвашсем пулнине çирĕплетмерĕç. Анчах кÿршĕрех пур тăк — пирĕн те питĕ тимлĕ пулмалли куçкĕрет. Пире хамăр патри лару-тăрăва пăтратса яма пултаракан радикаллă ислам кирлĕ мар.
— Пирĕн пата ют çĕршывсенчен чылаййăн килеççĕ. Пурте шанчăклă теме пулать-и, вĕсен хушшинче усал шухăшлă çынсем çук тесе шантарма пулать-и?
— Хăшĕсем хăнана килеççĕ, теприсем — ĕçлеме. Чикĕ леш енчен самай пысăк ушкăнпа килсе кунта ĕçленĕ тĕслĕхсем нумай мар — трактор заводĕнче çавнашкал ушкăн пур. Юлашки çулсенче аслă пĕлÿ илме килекен йышлă — вĕсен шучĕ çуллен хушăнса пырать. Чăваш патшалăх университетĕнче — чи пысăк йыш. Педуниверситетра та ют çĕршыв студенчĕсем чылаййăн, ял хуçалăх академийĕнче те пур. Вĕренÿ тÿлевлĕ, вузсен ĕçлесе илмелле — çавăнпа ют çĕршывсен студенчĕсем нумайлансах пыраççĕ. Паян вĕсен йышĕ 2,1 пин çын патнелле. Чи пысăк йыш — çывăх чикĕ леш енчи çĕршывсенчен: Таджикистанран, Туркменирен, Узбекистанран, Киргизирен.
Инçе чикĕ леш енчен килекенсем те самаях. Çав шутра терроризм тĕлĕшпе лăпкă мар çĕршывсенчен те. Сирирен килнĕ 59 çамрăк пирĕн патра аслă пĕлÿ илет, Мароккăран — 39, Тунисран — 24, Палестинăран — 24 яшпа хĕр. Вĕсем тĕлĕшпе, паллах, пирĕн енчен тимлĕх пысăк. Тĕл пулатпăр, калаçатпăр. Хăйсем те кунта киревсĕр ĕçсемпе ан палăрччăр, хăйсене сăпайлă тытчăр, вĕсем тĕлĕшпе те преступленисем ан пулччăр. Сăмахран, çамрăксене каçхи клубсене çÿреме юраманни пирки асăрхаттаратпăр. Çавнашкал клубсенчен чылайăшĕнче — ĕçкĕ, ÿсĕрле вара вак-тĕвеке пула хирĕçесси те часах — ним çукран нацисен хуш-шинчи пысăк хирĕçÿ тухма пултарать.
Аслă вĕренÿ заведенийĕсен ертÿлĕхĕ те çакна ăнланать — пĕрле ĕçлетпĕр. Хайхи диаспорăсен лидерĕсем те пирĕнпе пĕрлех. Вĕсенчен пĕри çамрăк йăхташĕсене ăс парса калани асра: «Сирĕнтен хăшĕ те пулин киревсĕр ĕçпе палăрсан С. çапла хăтланнă темĕç, Таджикистанран килнĕ çынсем пулнă тейĕç, кунти мĕн пур таджик çине чалăшшăн пăхĕç, пĕр çынна пула пирĕн пурин те намăсланма тивĕ!»
(Пирĕн тараватлăхпа вĕсен сăпайлăхĕ тăнăçлăха никĕслеччĕр)
♦ Купăс калама пĕчĕк чухнех вĕреннĕ. Анчах инструменчĕ пулман, çавăнпа 17 çула çитсен ял çамрăкĕпе Михаляпа Мускава ĕçлеме тухса кайнă. Виçĕ уйăх вăй хунă хыççăн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçланă: купăс туяннă. Çав çулсенче Мускав университечĕн студенчĕ Иван Кузнецов Академстрой клубĕнче чăваш хорне йĕркеленĕ. Шăхаль каччисем унта юрланă, Николай баян та каланă. Чăваш хорĕ 1957 çулта çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери улттăмĕш фестивальне хутшăннă. Рабочисенчен, ГИТИСра вĕренекен чăваш сту-денчĕсенчен — Яковлевсенчен, Григорьевсенчен, ыттисенчен — тăракан чăваш хорĕ лауреат пулса тăнă.
Тăван ялне таврăнсан Николай Лазаревич хор чăмăртанă. Тепĕр çулхине вăл ертсе пыракан ушкăн районти ĕçпе юрă уявĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хаçатра республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче баян калама вĕренекенсен курсĕ уçăласси пирки вуласанах Вăрманхĕрри Шăхаль каччи Шупашкара васканă. Баян калама лайăх вĕренесси унăн ĕмĕчĕ пулнă-çке. Тĕп хулара çав çулсенче паллă композитор-дирижер Аристарх Орлов-Шуçăм халăх хорĕ йĕркеленĕ, Эриванов та унта çÿреме пуçланă.
Чăваш каччи салтакра та пултарулăх ушкăнне пуçарма хăюлăх çитернĕ. Çартан таврăнсан Шупашкарти музыка училищине куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, Патăрьелти культура çурчĕн директорĕнче вăй хунă тата хора ертсе пынă. Унсăр пуçне пионерсен çурчĕпе интернатра ачасене баян калама вĕрентнĕ. Вăлах Нăрваш Шăхальти вăтам шкулти юрă учителĕ те, Комсомольскинчи музыка шкулĕн директорĕ те пулнă.
Тĕп хулана куçса килсен Халăх пултарулăх çуртĕнче методистра ĕçленĕ вăхăтра Илларион Макаров шăпăрçăпа курнăçса калаçни тарăн йĕр хăварнă. Хавхаланупа çунатланнă Николай Лазаревич 1979 çулхи хура кĕркунне Çĕнĕ Шупашкарта «Сăрнай» фольклор ансамблĕ чăмăртанă. Тепĕр çулхи кăрлач уйăхĕнче унăн пĕрремĕш концерчĕ иртнĕ. Пикесен уçă сасси чăваш халăх инструменчĕсен — хăйĕн аллипе ăсталанă палнайăн, сăрнайăн, шăпăрăн, шăхличăн — янăравĕпе тата илемлĕн илтĕнсе тăнă.
Парка калча шăтать, çĕнĕ ырă вăрлăх парать. Николай Эривановăн тепĕр енлĕ пултарулăхне те палăртса хăвармаллах. Вăл — ăста композитор та. Çак тапхăрта 120 яхăн юрă
кĕвĕленĕ, вĕсене 10 кĕнекере /«Юрламасăр чун чăтмасть», «Çĕмĕрт çеçкере», «Çимĕк каçĕ», «Плясовые наигрыши», ыттисем/ пичетлесе кăларнă. 40 ытла юрă, инструмент каламалли хайлавĕсем Чăваш радио фондĕнче упранаççĕ. Ачисем те унран юлмаççĕ. Ывăлĕ Юрий Хусан консерваторийĕн композиторсене хатĕрлекен уйрăмран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство кафедринчен вĕренсе тухнă, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра ĕçленĕ. Пĕлĕве АПШри Оклахома Сити университечĕн композитор уйрăмĕнче туптанă. Педагог-музыкант халĕ çавăнта пурăнать. Аслисемпе ачасем валли юрăсем кĕвĕлет, симфони те, опера та пур унăн. Хĕрĕ Ольга Шупашкарти музыка училищи хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн музыка факультетĕнче вĕреннĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти музыка шкулĕнче ĕçлет. Ашшĕ ачисемшĕн чунтанах савăнать, хăй вĕсем чухлĕ вĕренме пултарайман-çке.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченне камăн сăввисем тыткăнланă- ши? Петĕр Эреветĕн, Раиса Сарпин, Василий Дмитриевăн, Станислав Ильинăн, Виталий Шемекеевăн сăввисемпе кĕвĕленисем халăхра анлă сарăлнă. Музыка хайлавĕсен шутĕнче çавăн пекех — хор композицийĕсем, вокалпа хореографи сюитисем, халăх инструменчĕсемпе вĕрсе каламалли оркестрсем валли çырнă произведенисем. Юрăпа ташă ансамблĕ тĕрлĕ çулта Эривановăн «Моя Чувашия», «Город мой», «Кĕреке юрри», «Улăхри ир», «Иртсе кайрĕç çулсем», «Улма парăттăм сана», «Мĕншĕн-ши?» юррисене, «Килчĕ çуркунне», «Вăйă юрри», «Çимĕк каçĕ» хореографи сюитине шăрантарнă. Тăватă пайлă симфоние Чăваш патшалăх академи симфони оркестрĕ çырса илнĕ.
(Концерт вăхăтĕнче те юрлама чарса çĕнĕрен пуçлаттарать. Николай Эриванов сасса тĕрĕс мар кăларнине пач кăмăлламасть)
♦ Шупашкарти Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕпе Николай Николаевпа вулакансене тĕплĕн паллаштарма кирлех те мар. Çынсем ăна аван пĕлеççĕ. Вăл ирттерекен йышăнусене халăх йышлăн пухăнать. Кашниех хăйĕн терт- асапĕ çинчен каласа кăтартать. Николай Станиславович май килнĕ таран пурне те пулăшма тăрăшать. Паян вăл – пирĕн хăна.
– Николай Станиславович, эсир çамрăк, çитĕнÿллĕ тата хисеплĕ çын. Ку сăмахсене ĕнер-паян мар, маларахах тивĕçнĕ. Çамрăклах çак центра ертсе пыма шаннă пулин те мăн кăмăлланса кайман. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?
– Эсир мана хитре сăмахсемпе савăнтарас терĕр курăнать…
– Çук, сăмах илемĕшĕн каламарăм пĕртте.
– Ман шутпа, кирек епле врач та, медицина ĕçченĕ те çыншăн тăрăшать. Вăл унăн тĕп тĕллевĕ. Эпĕ те хамăн тĕп ĕçĕм çынна сиплесси тесе шухăшлатăп. Сан умра ыратнипе чылайранпа нушаланакан çын ларать. Ăна май килнĕ таран пулăшмалла. Тухтăрăн тĕрĕссине каламалла тата уçă чунлă пулмалла.
– Сирĕн аçăр Станислав Николаевич та ача-пăча хирургĕ, ятлă-сумлă тухтăр пулнă. Ăна хисеплесе Республикăри ача-пăча клиники умĕнче тăватă çул каялла палăк уçнăччĕ. Аçăр сирĕн пурнăçăрта пысăк йĕр хăварнăн туйăнать.
– Станислав шăллăмпа иксĕмĕр атте тĕслĕхĕпе ÿснĕ. Эпир ун пек пулма тăрăшатпăр. Вăл пирĕншĕн чăн-чăн вĕрентекен пулнă. Атте чунне ĕçе паратчĕ. Ĕç хыççăн юлса нумай тимлетчĕ. Санитари авиацийĕпе республикăн тĕрлĕ районне кирек хăш вăхăтра тухса кайма тиветчĕ унăн. Çĕр çывăрман каçсем нумай пулнă.
– Вăл та мăн кăмăллă пулман пек туйăнать… Эсир унри ырă енĕсене илнĕ-тĕр.
– Вăл пурне те пулăшма тăрăшатчĕ. Паллах, тепĕр чухне питĕ ывăнатăн, ĕç нумай, çынна тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма та вăхăт çитмест пулĕ. Вăхăт питĕ хăвăрт иртет. Паян йăлтах урăхла. Эпир тус-тантăшпа урамра выляса ÿснĕ. Хваттер уççине подъездри кавир айне хурса хăварнă, хальхи пек тимĕр алăксем пулман. Лавккара илнĕ батона киле утнă чух çул çинче юлташсемпе çисе янă. Тавах, эпир çавăн пек хутшăнусене курса ÿснĕ. Паян пирĕн ачамăрсем те, хамăр та урăхла пурăнатпăр. Пĕр-пĕринпе калаçма та вăхăт çук, пурте – телефонра. Урăхла пурăнма тивни пит лайăхах мар пек туйăнать. Çын хăйĕн пирки тем те шухăшлама пултарать. Чи кирли – шухăшлани мар, вăл хăй мĕн тума пултарни, мĕне тăни.
Атте маншăн чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ пулнă. Ялта /Станислав Николаевич Шупашкар районĕнчи Тăрăнта çуралнă. – Авт./\ çуралса ÿснĕскер Хусанти медицина институтне вĕренме кĕме пултарнă. Утас çулне хăй тăрăшса ĕçленипе уçса пынă. Вăл ача- пăча хирургĕ пулнă çеç мар, анестезиологра та тăрăшнă. Пултарулăхне аталантарас тесе тĕрлĕ республикăна тухса çÿренĕ, унти тухтăрсен опычĕпе паллашнă, вĕсенчен вĕреннĕ. Вăл ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унăн патентсемпе рационализаторла сĕнÿсем пур.
– Сирĕн пирки: «Унăн ашшĕ паллă тухтăр пулнă та, ывăлне çăмăл ĕнтĕ», – тейĕ, тен, тепри… Тĕрĕссипе апла мар вĕт. Аçăр çамрăклах çĕре кĕнĕ…
– Инфаркта пула 49 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ ун чухне ординатурăра пĕрремĕш курсра вĕренеттĕм. Атте вилни пирĕншĕн кĕтменлĕх, питĕ пысăк хуйхă пулчĕ.
Тухтăр профессине суйлама вăл сĕнчĕ. Медицина факультетĕнче виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне медбрат пулса ĕçлесе пăхма, хирург специальноçне хам куçпа курса хаклама каларĕ. Вара эпĕ ĕçе вырнаçрăм, каçсерен медбратра тăрăшаттăм. Тата атте ординатурăна кайма сĕнчĕ. Раççейĕн медицина академине тĕллевлĕн вĕренме кĕме пулăшрĕ. Унта виçĕ çул вĕрентĕм. Кафедра заведующийĕ Вадим Гельдтчĕ. Вăл маншăн аслă вĕрентекенĕм пулса тăчĕ. Вадим Георгиевич аспирантурăна кĕме сĕнчĕ. Мускавра юлма май пурччĕ те, вăл вăхăтра эпĕ икĕ ача ашшĕччĕ, мăшăрăма йывăр тесе таврăнтăм.
– Аннĕр, кукаçăр-кукамăр, асаннĕр-аслаçăр та тухтăрсем пулман-и?
– Анне – медицина сестри. 1898 çулта çуралнă кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, 1943 çулта, хытă аманнă. Ун хыççăн ăна медсанчаçе ĕçлеме янă.
Эпĕ шкул пĕтернĕ вăхăт çĕнĕ Раççей йĕркеленнĕ саманапа пĕр килчĕ. Çĕршывра юридици науки аталанма пуçларĕ. Манăн та юрист пулас ĕмĕт пурччĕ. 10 тата 11-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра Мускав патшалăх университетне кĕме хатĕрленмелли курссенче куçăн мар майпа вĕрентĕм. Унтан ĕçсем хушатчĕç, çавсене пурнăçласа ярса памаллаччĕ. Юрист пулас ĕмĕтпе çапла эпĕ икĕ çул хатĕрлентĕм. Çав вăхăтрах 11-мĕш класра химипе тата биологипе Чăваш патшалăх университетне хатĕрленÿ курсне çÿреттĕм. Шкул хыççăн эрнере виçĕ кун каймаллаччĕ. Халĕ ачамăрсене çăмăлтарах – репетитор тытма пулать. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне апла майсем çукчĕ. Атте-анне сĕннипе тухтăр специальноçне суйларăм.
– Социаллă сетьре сирĕн ĕçе хакласа та ырласа çырнисене чылай асăрхарăм…
– Тĕрлĕрен каланине илтме тивет. Эрнере пĕрре эпир уйрăмсем тăрăх çÿресе чирлисем патне кĕрсе тухатпăр, сиплев ĕçне епле йĕркеленине хаклатпăр. Тав тăвакансем те пур, ÿпкеленине те илтме тивет. Ыратнипе чылай вăхăт асапланса пурăннă çын операци хыççăн ним сурманнине тÿрех туять. Анчах ăнмасан та пултарать. Ун пек чухне хурланине илтетĕн. Манăн, тĕп врач пулнă май, пуриншĕн явап тытма тивет.
Мухтаççĕ-ха тесе лăпланса лармалла мар. Пĕрмай вĕренмелле, ăнтăлмалла, çĕннине хăнăхмалла. Ун валли чи кирли пĕр япала пулмалла: вăл – кăмăл. Пĕр тухтăр та йăлтах пĕлетĕп тесе калаймасть. Медицина пĕр вырăнта тăмасть. Вĕçĕм вĕренмесен санран теприсем часах иртсе каяççĕ.
– Алă усăннă самантсем пулмаççĕ-и?
– Ун пек пулман. Вăхăт хăвăрт иртнĕрен сисместĕн те – эрне вĕçленет. Çавăн пек чухне тем туса çитереймен пек туйăнать. Пĕр евĕрлĕ ĕç ан йăлăхтартăр-ывăнтартăр, професси кăсăклантарма ан пăрахтăр тесе эпир хамăра урăх куçпа пăхатпăр, ăслăлăх енĕпе тимлетпĕр. Пирĕн, тухтăрсен, ялан тухса çÿремелле, ĕçтешсемпе тĕл пулса вĕсенчен вĕренмелле, хамăрăн тавракурăма аталантармалла.
– Хĕрарăм-ертÿçĕсем кил, ачасем валли вăхăт çук тесе ÿпкелешме юратаççĕ. Арçынсем апла мар-и?
– Хĕрарăм çемьешĕн, ачасемшĕн çунать, унра амăшĕн туйăмĕ вăйлă аталаннă. Арçын вăл енчен ансатрах. Унăн нумай ĕçлемелле, çемьене тăрантарассишĕн тăрăшмалла.
(Николай НИКОЛАЕВ: Тухтăрăн тĕп тĕллевĕ – çыншăн тăрăшасси)
♦ Хăй вăхăтĕнче вăл çав тери вăтанчăк, хăюсăр, сăпайлă ача пулнă. 8-9-мĕш классенче ăна ĕçкĕ-çикĕре, вăйăра вĕренпе сĕтĕрсен те ташлама кăларайман… «Валери, тух-ха, тух, хитре ташлатăн вĕт», — кăлăхах хистенĕ хĕрарăмсем… Ун чухне вăтанчăк ачаран паллă артист, Чăваш Енĕн тĕп театрĕн илемлĕх ертÿçи пуласси пирки никам та шухăшламан. Вăл артиста каяссине ялта амăшĕпе икĕ аппăшĕсĕр пуçне никам та пĕлмен… Сăмахăм К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев çинчен.
— Валерий Николаевич, эсир ĕмĕр тăршшĕпех театрта ĕçлетĕр. Калăр-ха: ăçтан вăй-хăват илетĕр?
— «Вăя шăп çавăнтан илетĕп», – тесе калаймастăп паянхи кун. Çамрăкрах чухне, анне пурăннă тапхăрта, яла каяттăм. Мария Николаевнăна ялта Ĕçти Маюкĕ тетчĕç. Асатте Ĕçти пулнă. Эпĕ хам та — Ĕçти Валерийĕ. Ялта мана çавăн пек пĕлеççĕ. Яла автобуспа кайма билечĕ пур чухне те пулман, хушăран 160 çухрăм тăрса пыма тивнĕ, алăра икĕ пысăк çыхă пулнă… Çапах питĕ хĕпĕртеттĕм. Унти сывлăша сывласан, аннепе калаçсан, тăвансене курсан вăй кĕретчĕ, хавхалану çуралатчĕ. Çав вăй-халпа ĕçленĕ. Юратнă ĕç, паллă та пултаруллă артистсемпе вăй хуни те хавхалану кÿнĕ. Борис Марков Мускава кайсан республикăра пысăк концертсемпе театр курăнăвĕсене йĕркелессине ман çине тиерĕç. Правительство концерчĕсене те манăнах ирттермеллеччĕ. «Çакăн пек пĕр концерт хатĕрличчен театрта икĕ спектакль лартăттăм», — тесе калас килетчĕ, мĕншĕн тесен театрта тăрăшасси маншăн юратнă ĕçчĕ. Лере вара йăлтах васкавлă тумалла, йышăнусене хăвăрт палăртмалла, пĕр пек çынсене пухмалла. 120 концерт йĕркелерĕм, 80 спектакль лартрăм. «Чим-ха, пахча кирлĕ», — терĕм унта та кунта ĕçленĕ тапхăрта. Шухăшланă — тунă! Хула çывăхĕнче пахча туян-тăмăр. Юратнă вырăн, çĕр вăй парса тăчĕç. Ывăнсан, пуç ĕçлейми пулсан, вăй-хал пĕтсе çитсен каяттăм та пăлханни ывăç çине куçатчĕ. Тÿррипе каласан, çакă — пурте калакан сăмах, çапах тăван çĕр, тăван кил мана вăй парса тăнă. Чылай çĕршывра пултăм. Пур çĕрте те лайăх кĕтсе илетчĕç пулин те урăх çĕрте пурăнаймассине ăнланаттăм. Чăннипех çапла. Маншăн аякри ют.
— Халĕ пахчана çÿреместĕр-им?
— Паллах, кайкалатăп. Халĕ унта ытларах мăшăрăм Нина Михайловна хуçаланать. Курăк çулмалли техникăна та итлеттерет.
— Виçпÿрт Шăмăршă сирĕншĕн мĕн вăл?
— Тăван ял тетпĕр. Тăван ял çынсенчен, тăван сăмахран тăрать… Виçпÿрт Шăмăршă пирки яланах хăйне евĕр, урăхларах ял тесе шухăшланă эпĕ. Кашни çынах хăйĕн ялĕ пирки çакăн пек калать пулĕ-ха… Пĕрремĕшĕнчен, вăл тĕне кĕмен чăваш ялĕ. Пирĕн йăхра пурте тĕне кĕменнисем пулнă. Асатте — Ĕçти, кукаçи — Яхвиç, кукамай — Хакиме, асанне — Синчерер, мăнакка — Незихва… Хăш-пĕр ячĕ тутарсенчен те куçнă пулĕ… Чăваш Республикин чиккинче вырнаçнă Виçпÿрт Шăмăршă сумлăхĕпе палăрса, ыттисенчен уйрăлса тăрать. Чĕмпĕр облаçĕнчи Шăхальте, Упиреччĕ пирĕн тăвансем. Тăван ял аваллăхĕ, хăвачĕ пĕтĕм клеткăна, юна вырнаçнă. Çакна ятарласа никам та вĕрентмен. Вăл хăех чĕрене, чуна вырнаçса пынă. Ĕçтине ялĕпе пĕлнĕ. Çав тери сумлă çын пулнă асатте. Кĕрекере, ăратнере ăру пуçĕ шутланнă. Анне ĕçкĕ-çикĕре юрă пуçлакан пулнă. «Маюк, атя пуçла!» — тенĕ. Çак йăла-йĕрке, аваллăхри туйăмсем, пĕлÿ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕнĕ ăса. Режиссер ĕçĕнче вĕсем мана халĕ те пулăшса пыраççĕ.
— Камăн сĕнÿ-канашĕпе ытларах усă куратăр?
— Кукамайăннипе. Вăл хамăр ялтах 94 çула çитиччен пурăнчĕ. Виличчен суккăрланчĕ. Асанне çĕре ир кĕнĕ, çавăнпа унран мĕн вĕреннине астумастăп. Аннепе çăм арланă, вăл каласа кăтартнине нумай итленĕ.
(Валерий ЯКОВЛЕВ: Искусствăна Турă панă талантлисем çĕклеççĕ)
* "Йывăр чух ал парар" социаллă проект
* "Тĕп тема: наци проекчĕсем" социаллă проект
* "Мухтавлă 100 ентеш" социаллă проект
* "Асăрханăр: улталаççĕ!" социаллă проект
Материалсен тулли версийĕ...
Комментировать