Ӗҫлеме те, канма та пӗлеҫҫӗ
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян Шупашкар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Чи малтанах вăл Арина Платоновăн хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе паллашрĕ.
Çамрăк фермер хăйĕн хуçалăхне пĕлтĕр йĕркеленĕ. Кăçал вăл ĕçе пуçăнакан фермерсене паракан гранта çĕнсе илнĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă курса çĕр çырли хунавĕсем туяннă. 1,3 гектар çĕр çинче çырла ӳстереççĕ. Лаптăка 5 гектара çитересшĕн. «Пĕрремĕш юр ӳкичченех çырла туса илетпĕр», — терĕç Аринăпа Дмитрий Платоновсем. Чи пахи — грант укçи-тенкипе усă курса çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелени. Олег Николаев тăрăшуллă çемьене малалла ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Унтан вăл Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнче пулчĕ. Хальхи вăхăтра унта 300 ытла çын ĕçлет, çав шутра çамрăксем те пур. Олег Алексеевич «завод вăхăта кура улшăнса пынипе, кунта çĕнĕрен те çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнипе» кăмăллă юлнине палăртрĕ.
Кăшавăш ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăçал савăнмалли самант темиçе те пулнă. Пĕрремĕшĕ — Кăшавăш ял библиотеки палламалла мар çĕнелсе улшăнни. Вăл «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн иртекен федераци конкурсне хутшăннă, çавна май вулавăш валли федераци бюджетĕнчен 5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа капиталлă юсав ирттернĕ. Çавăн пекех сусăрсем валли меллĕ хутлăх йĕркелемешкĕн ятарлă оборудовани туяннă, кĕнеке фондне пуянлатнă. Çĕнĕ компьютерсем илсе вырнаçтарнă, вĕсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă. Тавра пĕлӳ енĕпе икĕ клуб, çавăн пекех компьютер пĕлӳлĕхĕн шкулĕ ĕçлеççĕ. Çапла вара библиотека хальхи йышши нумай функциллĕ культура центрне çаврăннă.
Асăннă ял тăрăхне кĕрекен Кăрмăшри Çамрăксен урамĕнче «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшӳллĕн кану паркĕ тунă. Ку ялта нумай хваттерлĕ çуртсем, шкул, культура çурчĕ, ФАП, ача сачĕ, лавккасем, администрци çурчĕсем пур. Анчах йĕркеллĕ канмалли лаптăк пулман, çавăнпа ял çыннисем кану паркĕ тăвас тенĕ. Ку проекта икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртнĕ. Пĕлтĕр хытă сийлĕ çулсемпе тротуарсем тунă, клумбăсем, хунар юписем лартнă, фонтан ăсталанă. Кăçал газон, йывăç-тĕм лартнă, ача-пăча вăйă оборудованийĕ, ятарлă сцена вырнаçтарнă. Проект хакĕ — 4 миллион та 871 пин тенкĕ. Халĕ ку паркра канмашкăн питĕ лайăх. Ача-пăча та, çитĕннисем те кăмăллă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев шăпах çак паркра ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Вĕсем Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа кашни ял-салана панă 100 пин тенкĕпе мĕн тума йышăнни пирки ыйтса пĕлчĕ. Вырăнти пуçлăхсем ĕне усракансем республика ертӳлĕхне субсиди парса пулăшнăшăн тав тунине пĕлтерчĕç. Халăха мĕн пăшăрхантарни пирки те калаçрĕç. Кăшавăшсем, тĕслĕхрен, пĕвене юсасса кĕтеççĕ.
Олег Николаев çавăн пекех Станьялти этнографи паркĕпе паллашрĕ. Унтан вырăнти халăх пуçарăвĕсене тĕпе хурса общество инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçлас ыйтусемпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăнчĕ. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çак программа 2017 çулта ĕçлеме тытăннине, ун чухне 103 проект пурнăçланине палăртрĕ, кăçал вара — 832. Урăхла каласан, проектсен шучĕ 8,1 хут ӳснĕ. Министр ку енĕпе хăш районсем питĕ лайăх ĕçлени, хăшĕсем вара кая юлса пыни пирки те пĕлтерчĕ. Олег Николаев район администрацийĕсен пуçлăхĕсене хастартарах пулма чĕнсе каларĕ. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков бюджетсен хутшăнĕвĕсем пирки доклад турĕ.
www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта.
Комментировать