Ĕçе вырнаçма — ярмăрккăна

24 Авг, 2020

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕç сĕнекенсемпе — тачă çыхăнура.

Пĕрлехи ĕçсенчен чи курăмли — вакансисен ярмăрккине ирттерни. 2020 çул пуçланнăранпа Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви çавнашкал 57 ярмăрккă ирттернĕ. Çапла унта хутшăннă 258 çынран /Шупашкар/ 38-ăшне ĕçпе тивĕçтернĕ.

Унсăр пуçне ĕç сĕнекенсем ыйтнипе тухса çӳремелли икĕ ярмăрккă ирттернĕ, унта предприяти цехĕнче мĕн тунипе паллаштарнă, официаллă мелпе вырнаçнин усси тата социаллă гарантисем çинчен ăнлантарнă.

www.hypar.ru Susu.ru сăн ÿкерчекĕ

Рубрика: 

Комментировать