«Хыпар» 92 (27675) № 18.08.2020

18 Авг, 2020

* «Этем ĕмĕрне тăсма пулăшакан сăлтавсен хушшинче уйрăмах сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, — терĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ — гериатрĕ Нина Сидорова нумай çул пурăнас тесен мĕн тумалли пирки сăмах хускатсан. — Кун пирки ачаран шухăшламалла, пĕчĕкрен харпăр хăй сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн яваплăха туймалла» (Хускану – пурнăç, е Этем ĕмĕрне тăсма пулать-и?)

* Строительство министрĕ Александр Героев çурт-йĕре, ЖКХ объекчĕсене хĕле хатĕрлес ыйтупа сăмах илчĕ. Районсемпе хуласем ку енĕпе ĕçлеççĕ. Чи çивĕч ыйту — коммуналлă пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакансен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи пысăк парăмĕсем. Пĕтĕмпе 2976 миллион тенкĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт, 2,2%, чакни, паллах, çырлахтармасть. Газшăн тÿлемелли парăм 1,6 миллиард тенкĕ яхăнах. Ăшă энергийĕшĕн — 941 миллион, электричествăшăн — 438 миллион тенкĕ (Шкулсем ачасене йышăнма хатěр-и?)

* Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел салинчи йĕркерен тухнă котельнăя ĕçлеттерес тесен икĕ котела çĕннисемпе — 300 кВт вăйлисемпе — улăштармалла, ăшă паракан механика пайне çĕнетмелле, автоматика тытăмне вырнаçтармалла. Ял тăрăхĕ çак ĕçсене пурнăçлама «Промавтоматик» предприятипе кăçалхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче килĕшÿ тунă. Газпа усă курмалли хатĕрсем туянма 599 пин тенкĕ кирлĕ пулĕ. Килĕшÿре ĕçе юпа уйăхĕччен вĕçлеме палăртнă. Малашне котельнăя асăннă организаци пăхса тăрĕ. Тата çакна палăртса хăвармалла: юрăхсăра тухнă кивĕ котельнăй вырăнне çитес çул блокпа модульлĕ çĕнĕ икĕ котельнăйăн проектне хатĕрлеме тата унăн строительстви валли республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртнă (Котельнăйсăр юлмěç)

* — Пирĕн 120 га, тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 25 центнер, — хыпарларĕ Юрий Иванович. — Опытлă механизатор Петр Петров вырса çапать, комбайн еплерех тĕшĕленине, хăш пайĕ ваннине тÿрех шыраса тупать, ăна çийĕнчех кăларса юсать е çĕннипе улăштарать. Комбайн совет тапхăрĕнче туса кăларниех, апла пулин те 300 гектар ытла тыр-пула кăçал унпах пухса кĕртĕпĕр. Малашне çĕннине туянăпăр.
Тырра пуçтарса кĕртме кĕрÿшĕ Павел Волков тата хĕрĕ Татьяна пулăшаççĕ. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Павел КамАЗпа йĕтеме тырă турттарать, Таня ХФХра ĕçлекенсем валли апат пĕçерет. Çамрăк çемье Мускавра пурăнать. Ашшĕ утă уйăхĕнче пневмонипе чирлесе республика больницине лексен вăл Куславкка районĕнчи Çатрăка ялне таврăннă, ХФХ тилхепине тытса вырмана хатĕрленнĕ
(Пěр ферма тунă? Тěллев — иккěмěшě)

* Шăмăршă районĕнчи Г.Н.Макаровăн выльăхран та, ял хуçалăх культурисенчен те тупăш илекен хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен пĕри шутланать (Тупăш çулне пěрмай шырать)

* Ĕмĕр тăршшĕпех çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнă вăл – вăрçă тата ĕç ветеранĕ Александра Терентьева. Фельдшер шкулне пĕтернĕскер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн те, унăн вăхăтĕнче те, мирлĕ тапхăрта та чирлисене пулăшнă, аманнисен пурнăçне çăлса хăварнă (Çăм тутăр çыхсан та тăм тивнě)

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.