Раççей ялавне халалланă

6 Авг, 2014

Наци библиотекинче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалланă «Раççей патшалăх символĕсем» курав уçăлнă.

Кашни патшалăхăн суверенитетне çирĕплетекен паллăсем - Герб, Ялав, Гимн - пур. Вĕсем çĕр-шывăн истори аталанăвĕн уйрăмлăхĕсене палăртаççĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ çурлан 22-мĕшĕ РФ Патшалăх ялавĕн кунĕ пулнине çирĕплетекен Указ кăларнă. Çак уяв çынсене пĕрлештерекен, патшалăх тата патриотлăх туйăмĕ çинчен аса илтерекен паллă пулăмсенчен пĕри.

Наци вулавăшĕнче йĕркеленĕ кураври кĕнекесем, энциклопедисемпе ÿкерчĕксем, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясем Раççейĕн шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавĕн 300 çултан та иртекен историйĕ, кашни тĕсĕн символла пĕлтерĕшĕ çинчен каласа кăтартаççĕ. «Символы России и зарубежных государств» ?Ю.Тен%, «Гимны России» ?Г.Калашников%, «Российская государственная и региональная символика» ?М.Фивейская% кĕнекесем гербсемпе тата гимнсемпе паллаштараççĕ.

Раççей гимнĕн авторĕсем С.Михалковпа А.Александров çинчен вулама та кăсăклă пулĕ. Раççей патшалăхĕн историне тата символĕсен пĕлтерĕшне кашнин пĕлмелле. Çакă - гражданинăн тÿрĕ тивĕçĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.