Олег Николаев Муркаш районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ

13 Авг, 2020

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Муркаш районĕнчи ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май Мăн Сĕнтĕрти ялти библиотекăпа паллашрĕ.

Модернизаци ĕçĕсене "Культура" наци проекчĕпе тунă. Олег Николаев библиотекăра чăваш кĕнекисем пуррипе те кăсăкланчĕ. 40 проценчĕ чăвашла пулни, тăван чĕлхепе çынсем вулани ăна савăнтарчĕ. Çав хушăрах библиотекăра чăвашла çырнă стендсем çуккине, тăван чĕлхепе литература 50% кая мар пулмаллине те палăртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Муркаш районĕнчи ĕçлĕ çул çÿревре çÿренĕ май "Агрико" ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта çĕр кăмпи çитĕнтереççĕ. Малашне татах сарăлма палартаççĕ. 

Олег Николаев Муркаш районĕнчи Юнкăри шкулта юсав ĕçĕсемпе кăсăкланчĕ, вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисемпе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе тĕл пулса ыйтусем сÿтсе яврĕ. Çав шутра сĕтшĕн субсиди парасси, çул, ача сачĕсем юсасси, ял тăрăхне аталантарасси тата ыт. те.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментировать