«Этно-Я-Futurum» кĕнекене çамрăксене халаллатăп»
Ÿнерçĕсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма яланах кăсăклă. Галерейăра, музейра эпир, куракансем, картинăна сăнаса пăхма, унта пытаннă пĕлтерĕше тавçăрма, тĕрлĕ туйăмпа хăпартланма е пусăрăнма пултаратпăр. Тен, художник мĕн ÿкернине ăнланмастпăр та…
Сăрă ăсти вăл е ку произведение калăплама мĕн хистени, унăн ĕçĕ-хĕлне мĕнле пулăмсем витĕм кÿни пирки, хăй çинчен каласа кăтартни вара темрен те паха. Çавăнпа ÿнерçĕн кун кĕнекисемпе альбомĕсем хальхи çынсемшĕн кăна мар, пулас ăрусемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕç. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче «Этно-Я-Futurum» альбом пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Фомиряков. Автобиографиллĕ кăларăмра чăвашсен паллă ÿнерçи Георгий Фомиряков /Кенин Керри Хомарек/ вулакана этнофутуризм тĕнчине йыхравлать. Вăл хăйĕн ачалăхĕ, ÿнер искусствипе епле кăсăкланма пуçлани çинчен каласа кăтартать, чăваш йăли-йĕрки çинче чарăнса тăрать, хăйĕн опычĕпе паллаштарать. Кĕнекен хăйне евĕрлĕ ятне акă мĕнле ăнлантарать автор: «Этно-Я- Futurum!!! Ман ÿнер сасси… Этно – халăхпа тата унăн культурипе çыхăнни, я – эпĕ ÿнерçĕ кунта тата çак самантра, футуризм – пуласлăхри пурнăçа витĕм кÿрекен ĕç-хĕл».
Альбома алла тытсан вуланăçемĕн вулас килет, сыпăк хыççăн сыпăк хыçа юлать: «Чăн малтанхине аса илсен», «Халăх чунĕ пирки», «Ÿнерçĕ, е Ÿнерçĕ вăййи», «Пурнăç юхăмĕнче»… Кăларăмра Фомиряковăн пултарулăх кун кĕнекинчи йĕркесене те илсе панă, вĕсем çав тери тарăн шухăшлă. Акă, тĕслĕхрен: «Пĕтĕмпех атте-аннерен пуçланать, пĕтĕмпех — йăх историйĕнчен. Несĕлсене асра тытни маншăн — вăй-хăват, умри çул-йĕрĕме çутатакан çутă». Е тата: «Художникăн чĕлхи — тĕс, çутă тата сĕм, йĕр тата пăнчă. Художник тĕнчене урăхла курать, унăн — хăйĕн чăнлăхĕ». Ку йĕркесем те тарăн шухăша путараççĕ: «Живопиçре пирĕнтен малтан килнисем йăлтах пурнăçланă темелле. Темăсене, сюжетсене, пĕлтерĕшсене пур енчен те çутатнă, çĕннине шутласа тупма май та çук пек… Çавăнпа тин пуçăнаканăн мĕн тумалла-ха? Хуравĕ ансат: художник пулса юлмалла, хăвна ĕненмелле тата малалла шырамалла. Кам пĕлет, тен, хальччен пулманнине тупма май килĕ?!»
Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта «Этно-Я-Futurum» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Уяв тĕлне ÿнерçĕ картина тата кĕнеке куравĕсене йĕркеленĕ. Альбома хак пама Георгий Фомиряковăн пултарулăхне сума сăвакансем, ĕçтешĕсемпе артистсем, юлташĕсем, издательство ĕçченĕсемпе журналистсем пуçтарăнчĕç. Ăста художника ăнăçлă кĕнеке тухнă ятпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев та саламларĕ. «Паян эпир культурăпа пурăнакан, культурăна калăплакан, малалла пăхса çĕнĕ юхăм йĕркелекен, чунăн питĕ анлă тĕнчипе çыхăннă, вăхăт улшăнăвĕсене пăхмасăр пулăмсене çавăрса илекен çын пирки калаçатпăр», — палăртрĕ вăл. Но-ваторăн, тĕпчевçĕн, хăйне евĕрлĕ ÿнерçĕн ĕçĕ пысăк мухтава, тишкерĕве тивĕçлине пĕлтерчĕ, унăн пултарулăхĕнче халăх йăлисемпе паянхи теорисем пĕтĕçсе тăнине асăнчĕ.
Чăваш Ен культурин аталанăвĕшĕн нумай вăй хунăшăн Олег Николаев Георгий Фомирякова, кĕнеке редакторне тата издательствăн тĕп редакторне Валерий Алексеева, альбомăн ăслăлăх редакторне, Атнер Хусанкай ăсчаха Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа кăларнă медальпе чысларĕ.
Автобиографиллĕ кăларăм XXI ĕмĕрти наци искусствин кĕперĕ пулма тивĕç. Ÿнерçĕ пултарулăхĕн нумай енлĕхĕ сăн ÿкерчĕксенче, картинисенче курăнать. Çавăнпа унăн ячĕ-шывĕ те нумай: Кĕра, Гера, Арек, Хомарек
/хушаматĕнчен/, Хомирек /авалхи пăлхар майлă/, Керри, Кенин /ашшĕнчен/, Homarek тата Джордж /акăлчанларан/, Фомиряксен /чăвашла/, Герман е Георг /европăлла/. Ку ятсем Фомирякова тĕрлĕрен пулма, паянхи тĕнче пек вăр-вар улшăнма май параççĕ. Вăл сценографире те, кĕнеке графикипе живопиçре те палăрнă. Хăйĕн стильне тăван çĕр çинчех аталантарать. Ÿнерçĕ çемйипе пĕрле Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнче пурăнать. Унтах мастерской çĕклесе лартнă. Вăл «Саркил» ятлă. Малалла вулас...
Ольга ИВАНОВА.
Комментировать