Сикетпуçра пулă ĕрчетеççĕ

4 Авг, 2020

Пушкăртстанри Пишпÿлек районĕнче пурăнакан Юрий Митрофанов темиçе çул ĕнтĕ кĕркке форель ĕрчетет. «Ĕç маншăн — чун киленĕçĕ», — тет Сикетпуç хастарĕ.

Малтан вăл пĕвере карп ĕрчетнĕ. Анчах çак пулă валли хăйне евĕрлĕ услови кирлĕ, сивĕ шывра вăл питĕ япăх çитĕнет-мĕн. Районти шывсенче кĕрккесем пурăнаççĕ, Юрий Иванович та çак ĕçе пуçăннă.
— Кашни çул çĕнĕ пĕве тăваттăмăр. Ун шутне пиллĕке çитертĕмĕр. Шыв пăсăлса ан кайтăр тесе юхтарса кăлармалли хатĕр вырнаçтартăмăр, — каласа кăтартрĕ Юрий Митрофанов. — Пĕчĕк пĕвесенче пулă хăйне аван туять. Ĕçĕ вара чăннипех те яваплă та кăткăс. Пулла кунне виçĕ хутчен апатлантармалла. Завод кăлараканни питĕ хаклă. Хамăрах хатĕрлетпĕр. Кулленхи рациона пулă, тулă тата шăмăпа аш çăнăхĕ кĕреççĕ. Кунсерен 50 килограмм апат каять.
Юрий Иванович пĕрчĕклетнĕ апат тумалли хатĕрсене, механизма хăех ăсталанă. Чĕрĕлле шăнтнă пулла Мияккинче туянаççĕ, пулă çăнăхне Чулхуларан илсе килеççĕ. Митрофановсем çак ĕçре вун пиллĕкмĕш çул вăй хураççĕ, унта паянхи кунчченех кĕмĕл хываççĕ. Çак ĕç тупăшлă тесе калаймăн. Шыва вĕтĕ пулă янă хыççăн вăл çитĕнессе чылай вăхăт кĕтмелле. Çапах тупăшĕ те çук мар. Ку енĕпе вĕсене патшалăх та пулăшать, çуллен субсиди парать. Пĕвери пулăсем тĕрлĕ ÿсĕмре: чи аслисем — 3,5 çулта, чи пĕчĕккисем — ултă уйăхра. Пĕр кĕркке вăтамран 1-1,5 килограмм таять.
Çак ĕçе Юрий Ивановичăн мăшăрĕ Зоя Евдокимовна та хутшăнать. Ачисем, хĕрĕпе ывăлĕ, çитĕнсе çитнĕ, ашшĕпе амăшĕн çуртĕнче пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Анчах çу кунĕсенче тăван киле таврăнаççĕ. Аслисене май пур таран пулăшаççĕ. Митрофановсем малашне хăйсен хуçалăхĕнче туризм бизнесне те аталантарасшăн. Вĕсем хăйсен шухăшне пурнăçа кĕртесси пирки иккĕленÿ çук, мĕншĕн тесен пулă ĕрчетмелли вырăна ăнăçлă суйласа илнĕ. Пĕр енче — юхан шыв, тепринче — сăрт. Кунта шăплăх хуçаланать, сывлăш уçă.
— Хальхи вăхăтра пирĕн пата канма тата пулă тытма Пишпÿлекпе Пелепей, Ермеккейпе Октябрьски тата Туймазă районĕсенчен, Ĕпхÿ хулинчен килсе çÿреççĕ. Вĕсем валли ятарлă терраса, беседка пур. Унта канакансем хăйсем валли апат пĕçерсе çиме пултараççĕ. Çавăн пекех интернет çыхăнăвĕ те ĕçлет. Анчах канма е пулă тытма килекенсем пĕр кунран ытла пурăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен çĕр каçма вырăн çук. Çакна шута илсе малашлăхра пĕр-икĕ пĕчĕк пÿрт лартасшăн. Пĕр сăмахпа, çынсене канма майлă тăвасшăн, — ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕ Юрий Иванович. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирида МАТНИЯЗОВА, Пушкăрт Республики.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.