Туслăх çăлĕ тĕнчене

31 Июл, 2020

Чăннипех тĕрĕс çак сăмахсем. Килĕшӳсĕр, туслăхсăр, çураçулăхсăр канлĕ пурнăç çук. Несĕлсем те ăнланнă, паян пурăнакансем те пĕлеççĕ ун пĕлтерĕшне. Ăçта вăрçă-хĕрçĕ, хирĕçӳ — унта аркату та пăтрану.

Телее, пирĕн республика пирки мар çак сăмахсем. Чăвашсем пур халăха та тарават: тăван çĕрĕ çинче те ырăпа кĕтсе илеççĕ, ют çĕрте те ытти халăх культурипе йăли-йĕркине хисеплеççĕ. Ахальтен-и ырă ырăпа таврăнать тенĕ.

Паян Чăваш Енре 128 халăх представителĕ пĕр çемьери пек туслă пурăнать. Çакна утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Наци культура пĕрлешĕвĕсен Чăваш Енри пĕрлĕхпе халăхсен хушшинчи килĕшӳлĕхе упраса хăварассинчи пĕлтерĕшĕ çинчен» ыйтупа иртнĕ «çавра сĕтел» аван çирĕплетет.

Мероприятие ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, республикăри наци культура пĕрлешĕвĕсемпе центрĕсен ертӳçисем хутшăнчĕç.
— Пирĕн несĕлсем хывса хăварнă йăласене — çынпа туслă пурăнмаллине, вĕсен культурипе йĕркисене хисеплемеллине — паян та асра тытса пурăнатпăр. Çакăнта — пирĕн вăй, — терĕ Олег Алексеевич. — Паянхи самана çĕнĕлле пурăнма хистет. Нацисен хутшăнăвĕсенчи ĕçре те çĕнĕ майсем, енсем шырамалла.

Роза Михайловна Чăваш Енри 36 культра центрĕпе наци культура автономийĕсен ĕç-хĕлне тишкерчĕ, тумалли тĕллевсене палăртрĕ. Центрсен ертӳçисем те сăмах илчĕç.

Олег Николаев çак ĕçре уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.
 

Рубрика: 

Комментировать